Çуллен йывăç лартатпăр пулсан та

30 Ака, 2015

Вăрнар районĕнчи Ершепуç ял тăрăхĕнчи Хураçырма пуçне 5 çул каялла ешĕллентерме тытăнтăмăр. Çуллен темиçе çĕр хунав лартрăмăр. Халĕ унта икĕ пине яхăн йывăç çитĕнет. Тÿлевсĕр ĕçе вăйпитти çынсем мар, пенсионерсем хутшăнчĕç. Кăçалхи апрельте 200 ытла тĕпе тăпрана варăнтартăм. Тавралăха симĕслентерекенсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Евгений Музяков хавхалантарать, пулăшать. Çырана тымарлантарма чылайăшĕ хутшăнмасть, килти выльăха ирĕке ярать. Вăл çамрăк хунавсене пĕтерет.

Йăлари хытă каяша пухса ялтан районти ăпăр-тапăр тăкмăшне ăсатни çинчен "Хыпарта" пĕрре çеç мар çырса кăтартрĕç. Шел те, Хураçырмасем çĕнĕ йĕркене ниепле те хăнăхаймаççĕ, пĕтĕм ăптăр-каптăра çырмана вăркăнтараççĕ. Ял администрацийĕн пуçлăхĕ кайран çынсене укçа тÿлесе пуçтарттарать.

Хытă каяш пухма контейнер лартмаççĕ. Хăшпĕрисем автомашинăпа ĕлĕк силос хывнă вырăна турттараççĕ. Анчах вĕсене административлă майпа явап тыттармаççĕ. Пĕр-иккĕшне айăпласан йĕркене пăсмĕччĕç.

Ял-йыш ыйтнипе 3-4 çул каялла вырăнти влаç çырма тăршшĕпе 7-8 пĕве тутарчĕ. Вĕсем çулла типеççĕ пулин те çуркунне ÿсентăраншăн - нÿрĕклĕх. "Агрохмель" общество ял пуçĕнче пысăк пĕве турĕ. Çынсем хăйсен вăйĕпе Хураçырмара - 8, Кушлавăшра 6 çĕрте пĕвелерĕç.

Пирĕн ялта шыв çĕмĕрекен вырăн нумай мар. Çапах та 2-3 пÿрт умĕнче пур. Çырма ишĕлсе вĕсем патне çитме 12-15 метр. Унăн çулне йăмрасем пÿлетчĕç. Вĕсене ял Канашĕ кастарчĕ. "Электропралука чăрмантарать", - терĕç. Унтанпа çыран вăйлах ишĕлет. Газ пăрăхĕнчен вăл метрта çеç. Çырма ăна шырлана чăмтарасса кĕтме пултараймарăм. Хам çав кукăрта пурăнмастăп пулин те 30 йăмра лартрăм. Анчах кĕвĕç кăмăллă çынсем çитĕнме памарĕç - хăртрĕç. Айăплисене явап тыттармарĕç.

Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине паллă тăватпăр. Çав хушăра Ершепуç ял тăрăхĕн тавралăхĕ чылай улшăнчĕ. Аслă вăрçă çулĕсенче ачасем, вăл шутра эпĕ те, ял çырминче çăвĕпех пулă тытнă. Унта çĕлен-калта хунатчĕ, вĕçенкайăк йăва тăватчĕ, халĕ вăл шăрăхра типет. Сăлтавне Вăрнар вăрманĕнчен йăл илекен юханшыв вăйсăрланнипе ăнлантармалла-тăр. 70 çул хушшинче таврари çырма-çатрана нÿрĕкпе тивĕçтерекен чăтлăх-вĕтлĕх пайтах сахалланчĕ. Вăл çырма-варта май уйăхĕ вĕçленичченех юр тытать-çке. Вăрман нумай-тăк - нÿрĕк çителĕклĕ.

Ял тăрăхĕнче 30 ытла пĕве шутларăм. Кайăк хурсемпе кăвакалсем анса лармалăх та пур. Анчах юлашки çулсенче вĕсене курмастпăр. Ĕлĕк ял-йыш çуркунне-кĕркунне вĕсем вĕçсе иртнине, шывра чÿхеннине пăхса савăннă. Ача чухне çывăхри вăрманта тĕрлĕ чĕрчун ĕрченĕ. Халĕ вĕсене те тĕл пулмастпăр. Ял кайăкĕн тĕсĕпе йышĕ сахалланчĕ. Кăвакарчăн çукпа пĕрех.

Пирĕн вăрмана ĕлĕк упа, кашкăр, хир сысни, карăк, ăсан, хир чăххи, мулкач, тилĕ, ытти чĕрчун илемлетнĕ. Тепĕр чухне чăтлăха каятăп та пĕрне те курмастăп. Курăк-чечек тĕнчи чухăнланчĕ. Çамрăк чухнехи ÿсентăранран хăшпĕри куçран çухалчĕ.

Ырă улшăнусем кирлĕ. Мĕн тумалла? Вăрмансене пĕтерме чармалла. Çырма-çатрана йывăç лартса ешĕллентермелле. Чĕрчуна сахалрах тыттармалла.

Анатолий АЛЕКСЕЕВ, ĕç ветеранĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.