Çулсене саплатпăр, ейÿрен сыхланатпăр

17 Пуш, 2015

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Михаил Васильевич пухăннисене Федерацин налук службин республикăри управленийĕн çĕнĕ ертÿçипе Марина Петровăпа, çак должноçа мартăн 3-мĕшĕнче çирĕплетнĕскерпе, паллаштарнă. Вăл налук органĕсенче 1995 çултанпа ĕçлет. 2012 çулхи мартранпа Çĕнĕ Шупашкар хулин налук инспекцийĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă. «Сирĕн налук органĕсенчи ĕç опычĕ пысăк, системăна шалтан лайăх пĕлетĕр. Эсир ертсе пынипе управлени умри тĕллевсене ăнăçлă пурнăçласса шанатăп», - тенĕ ЧР Пуçлăхĕ.

Çулсен юсавĕ çинчен транспорт министрĕ Владимир Филиппов каласа панă. Январьтен пуçласа регион тата муниципалитетсен пĕлтерĕшлĕ автоçулсем çинче 1,5 пин тăваткал метр ытла шăтăк-путăка сивĕ хутăшсемпе усă курса сапланă. Çанталăк ăшăтнă май «вĕри» асфальтпа, битум эмульсийĕпе тата вак чулпа усă курма тытăнĕç. Пĕтĕмпе 90 пин тăваткал метр шăтăк-путăка якатмалла.

Шупашкар хулинче çулсем çинче «Дорэкс», «Дорстрой», «Чăвашавтодор» бригадисем ĕçлеççĕ. Подряд организацийĕсем гаранти вăхăтĕнче пăхса тăмалли çулсене çак организацисемех юсаççĕ. Çĕнĕ Шупашкарта «Благоустройство» ОООн пĕр бригади тăрăшать.

Михаил Игнатьев шăтăк-путăка саплассипе çыхăннă ĕçсене хăвăртлатма сĕннĕ, тĕп хула ертÿçисене Шупашкар урамĕсенче пысăк тиевлĕ автомобильсен çÿревне чикĕлеме чĕнсе каланă. «Ку енĕпе йĕрке тума пуçланине çынсем хальлĕхе туймаççĕ-ха», - пĕтĕмлетнĕ вăл.

Чĕрчунсем урнипе çыхăннă эпизооти лару-тăрăвне йĕркелес тĕллевлĕ мерăсемпе Патшалăх ветеринари тата Чĕрчунсен тĕнчин объекчĕсене сыхлакан службисен ертÿçисем Сергей Скворцовпа Владимир Кузюков паллаштарнă. Вĕсем палăртнă тăрăх - чĕрчунсем урнă тĕслĕхсем çулленех февраль-март уйăхĕсенче нумайланаççĕ. Ытларах чухне ялсене кĕрекен тилĕсем чир ертеççĕ. Çавна май ветеринари служби выльăх-чĕрлĕхе вакцинацилес енĕпе ĕçлет. Ведомство ертÿçи шантарнă тăрăх - апрель вĕçленнĕ тĕле лару-тăру йĕркеленмелле.

ЧР Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров çурхи ейÿ тапхăрне хатĕрленни çинчен каласа панă. Юр хăвăрт ирĕлсен республикăри 56 ял, уйрăм çынсен 903 çурчĕ, çавăн пекех Канаш районĕнчи Шăхасан çумĕнчи физкультурăпа спорт комплексĕ тата Пăрачкав ялĕ çумĕнчи лаша спорчĕн шкулĕ шыв илекен зонăсене лекме пултараççĕ. Вениамин Петров пĕлтернĕ тăрăх - тивĕçлĕ вăйсем çивĕч лару-тăрура ĕçлеме хатĕр. Прогнозпа килĕшÿллĕн шывăн чи пысăк шайĕ апрелĕн 1-мĕш вунăкунлăхĕнче пулĕ. Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енри шыв объекчĕсенче пăтăрмахсем пулман. Анчах çанталăк ăшăтнине кура мартăн пĕрремĕш çурринчех пăр çирĕплĕхĕ чакнă - çынсем, техника шыва анса каяс хăрушлăх пур. Юлашки тĕслĕх пĕлтĕрхи декабрĕн 15-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар çывăхĕнче пулнă. 3 пулăç шыва кайнă, вĕсене çăлавçăсем хăтарнă. Акă мĕншĕн Михаил Игнатьев сыхлăх енĕпе профилактика ĕçне вăйлатма хушнă.

Канашлура банк тытăмĕсен ертÿçисем те сăмах илнĕ, Тĕп банк никĕс шайĕнчи виçене чакарнă хыççăн уйрăм çынсене тата юридици тытăмĕсене кредит памалли условисем тĕлĕшпе пулмалли улшăнусемпе паллаштарнă.

К.ЯКОВЛЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.