Çут çанталăк газĕ ырлăхпа савăнăç кÿтĕр

28 Раштав, 2013

"Кăвак çулăм" ырлăхĕпе кашниех туллин усă куртăр тесе республикăри газ отраслĕнче вăй хуракансем тăрăшса ĕçлеççĕ. Кăçалхи çулталăк Чăваш Енри газ хуçалăхĕшĕн мĕнпе асра юлать, 2014 çулхи тĕллевсем - çак тата ытти самант пирки "Газпром межрегионгаз Чебоксары" ООО, "Газпром газораспределение Чебоксары" АУО генеральнăй директорĕ Кияметдин МИФТАХУТДИНОВ Çĕнĕ çул умĕнхи йăлана кĕнĕ пресс-конференцире каласа кăтартрĕ.

Кияметдин Садыртдинович пирĕн республикăра "Газпром" АУОн "РФ регионĕсене газификацилесси" программа ăнăçлă пурнăçланса пынине, кăçалхи 11 уйăхра "Газпром межрегионгаз Чебоксары" ООО Чăваш Ене 1930,6 млн кубла метр çут çанталăк газĕ /пĕтĕмпе - 7 млрд та 436 млн тенкĕлĕх/ тăратнине пĕлтерчĕ. Ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 4% нумайрах. "Эпир хамăрăн обязательствăсене - газ илессипе тата уншăн тÿлессипе çыхăннисене - туллин пурнăçларăмăр", - терĕ вăл.

Çапла, çут çанталăк газĕпе усă куракансен йышĕ ÿссе пырать. Çĕнĕ çуртсем, микрорайонсем çĕкленеççĕ, промышленоç предприятийĕсем аталанаççĕ - вĕсене пурне те "кăвак топливо" кирлĕ. "Газпром" АУО 2005-2013 çулсенче регионăн газ тивĕçтерĕвĕн аталанăвĕ валли 600 млн тенке яхăн инвестици уйăрнă. Унсăр пуçне кăçал "Газпром" тивĕçлĕ плана çирĕплетнĕ май унта Чăваш Енĕн тăватă объекчĕ кĕнĕ. Ку объектсене - Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи, Шупашкар районĕнчи Хыркассинчи пысăк тата вăтам пусăмлă газ пăрăхĕсене - 2014 çулта туса пĕтерсе ĕçе кĕртмелле. Çак строительствăна "Газпром" 500 ытла млн тенкĕ инвестици хывать. 270 млн тенкĕ кăçалах уйăрнă. К.Мифтахутдинов каланă тăрăх - газ инфратытăмне аталантарни икĕ хулари объектсене, çурт-йĕре, Шупашкар районĕнчи потребительсене газпа тивĕçтерессипе çыхăннă çивĕч ыйтусене татса пама пулăшать. 2014 çултах Атăл леш енчи поселоксен хушшинчи газопроводсен проект ĕçĕсене те вĕçлĕç. "Ку вăл икĕ хула промышленноçĕн тата Атăл леш енчи территори аталанăвĕнче пысăк утăм пулĕ", - терĕ Кияметдин Садыртдинович.

Газ валеçекен тытăмăн объекчĕсене тăвас, реконструкцилес тата модернизацилес ĕçе хăйсен укçине те хываççĕ. Кăçал Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Аксарин ял тăрăхĕнчи 4 яла "кăвак çулăмпа" тивĕçтермешкĕн 6,63 км тăршшĕ пысăк пусăмлă газопровода хута янă. Унти ялсене газификацилес ĕçе 2014 çулта малалла тăсма палăртнă. Газ транспортировкин тарифĕсен ятарлă хушăмĕсемпе усă курнăран пулакан укçа-тенкĕ шучĕпе çак кунсенче тепĕр объектăн - "Çĕнĕ хула" микрорайона газпа тивĕçтермелли вăтам тата пĕчĕк пусăмлă газопроводăн - строительстви вĕçленсе пырать. Кăçал пĕтĕмпе 8,27 км тăршшĕ объектсем тунă /17,5 млн тенкĕлĕх/. К.Мифтахутдинов Тăвай ялĕнче хальхи йышши производство базине туни пирки те каласа кăтартрĕ. Çак базăра оборудование, машинăсене, механизмсене - Тăвай ялĕпе районĕнчи газ сечĕсене пăхса тăма, аварипе çăлав службисене ĕçлеме кирлисене - вырнаçтармалли производство площадкисем пур. Ку объекта кăçал Республика кунне халалланă мероприятисен вăхăтĕнче хута янă.

Çапла, Чăваш Енри газ хуçалăхĕн ĕçченĕсем çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе пыраççĕ, муниципалитетсем, предприятисем тата халăх "кăвак топливăпа" яланах йĕркеллĕ усă курччăр тесе ырми-канми тăрăшаççĕ. Шел, потребительсем çакна тепĕр чухне тивĕçлипе хакламаççĕ: газшăн вăхăтра тÿлемеççĕ. Паянхи куна "кăвак çулăма" усă куракансен парăмĕ 712,6 млн тенкĕпе танлашать, çав шутра юридици сăпачĕсен - 637,5 млн тенкĕ. Чи пысăк парăмсем - Шупашкар, Çĕмĕрле, Канаш, Улатăр хулисен. Кăçал юпа уйăхĕн вĕçĕнче Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ертсе пынипе селектор канашлăвĕ иртнĕ, унта РФ регионĕсене парăма 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне татма хушнă. Чăваш Енре ку енĕпе ятарлă план-график çирĕплетнĕ. Кияметдин Садыртдинович пĕтĕмĕшле илсен республика, хăш-пĕр муниципалитетсăр пуçне, çак графика пурнăçласа пынине палăртрĕ. Аса илтерни вырăнлă: "Газпром" республикăна газификацилес ĕçе хывакан инвестицисен калăпăшĕ потребительсен пĕтĕм категорийĕн тÿлевĕсен шайĕнчен те килет. Вăл региона тепĕр çула "кăвак топливăна" çителĕклĕ уйăрса парасси те çакăнпах çыхăннă.

Уйрăм çынсен те парăмсем пур, пĕтĕмпе - 75,1 млн тенкĕ. Çуртне ăшăтмашкăн, апат пĕçермешкĕн çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн тÿлеме васкамаççĕ вĕсем. Виçĕ уйăхран пуçласа виçĕ çул тÿлеменнисем те пур иккен. Яваплăха туйманнисен тĕлĕшпе мерăсем йышăнма тивет. Хальхи вăхăтра 1 пин ытла парăмçă абонента газ парассине чарса лартнă. К.Мифтахутдинов 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне пурин те "кăвак топливăпа" усă курнине шута илекен приборсем вырнаçтармаллине аса илтерчĕ.

"Газпром межрегионгаз Чебоксары" ООО, "Газпром газораспределение Чебоксары" АУО генеральнăй директорĕ пресс-конференцире хăрушсăрлăх ыйтăвĕ çинче те чарăнса тăчĕ: "Газ тимсĕрлĕхпе явапсăрлăха тата йăнăшсене каçармасть", - терĕ. Тĕслĕхрен, республикăри газопроводсенчен çуррине яхăн - çĕр çийĕнче. Хăшĕсем çакнашкал объектсем çине транспортпа пырса кĕреççĕ иккен. Хăш-пĕр абонент специалистсене килĕсенчи газ хатĕрĕсен юсавлăхне тĕрĕслемешкĕн кĕртменни те пăшăрхантарать. Çакăншăн укçа тÿлеме тивни кулянтарать-ши вĕсене? Перекетлес тĕллевпе газ плитине, хуранне хăйсем тĕллĕн çыхăнтаракан та пур. Çакă пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать.

"Газ приборĕсемпе яланах тимлĕ пулмалла, уявсенче - уйрăмах, - терĕ Кияметдин Мифтахутдинов. - Эпĕ сире çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп. Сирĕн килте яланах ăшă пултăр тата тăнăçлăх хуçалантăр. Пĕр-пĕрне хисеплесе, ăнланса, пулăшса пурăнмалла пултăр. Сире пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатăп".

 Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.