Çынсен интересĕсене хÿтĕлемелле

20 Çу, 2014

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, влаçăн территори органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республикăн тата федерацин инвестици программисене кĕртнĕ объектсене мĕнле пурнăçлани çинчен пĕлтернĕ. 2014 çулта капиталлă строительство объекчĕсем валли федераци бюджетĕнчен 6657,3 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне федераци инвестицийĕсен 22,9% усă курнă.

Республикăн инвестици программин объекчĕсем валли 2014 çулта бюджетран 5623,9 млн тенкĕ яма пăхнă, çав шутран укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 52,2% - федераци бюджечĕн субсидийĕ. 2014 çулта республика бюджечĕн укçи-тенки шучĕпе республика инвестици программисене пурнăçласа Чăваш Республикинче шкул çулне çитменнисен 12 вĕренÿ учрежденине /2221 вырăнлăх/, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2 учрежденине /295 вырăнлăх/, 20 модуль фельдшерпа акушер пунктне, 6 спорт объектне хута яма, хула округĕсенчи урамсенче 2435 метр автоçулсене, вырăнти пĕлтерĕшлĕ пурте усă куракан 3 километр тăршшĕ автоçула тума палăртаççĕ. Федераци бюджечĕ пулăшнипе 2014 çулта Çĕрпÿ хулинче, Йĕпреç поселокĕнче, Канаш районĕнчи Шăхасан ялĕнче тасатмалли сооруженисене, Çавал юхан шывĕнче çурхи шыв-шуртан хÿтĕленмелли объекта, çавăн пекех Шупашкар хулинче индустри паркне, Пăр кермене тата маунтинбайка аталантармалли центра малалла тăвĕç.

«Объектсене пурне те палăртнă вăхăтра хута ямалла тата юсамалла. Пĕрлехи вăйпа, мĕн пур вăй-хăватпа усă курса малалла куçса пымалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче граждансем коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн хывакан тÿлев виçин улшăнăвĕсен индексĕсем çинчен калакан Указа алă пуснă. ЧР Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова каланă тăрăх - республикăра граждансем коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлекен виçен улшăнăвне 2014 çулхи утă уйăхĕнчен пуçласа 6,9% тесе палăртнă. Граждансем 2014 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăтамран 3,9% ытларах тÿлеме пикенĕç, чи пысăк улшăну - 4,9%.

Михаил Игнатьев тарифсене инфляципе килĕшÿллĕн ÿстерессе пĕлтернĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.