Danone каять, анчах республикăра сĕт продукцийĕн дефицичĕ пулмĕ

29 Раштав, 2015

Çакăн çинчен республикăн виçĕ министрĕ тата тĕп хула пуçлăхĕ шăматкун журналистсене пухса ирттернĕ пресс-конференцире пĕлтерчĕç, ĕç-пуçа ăнлантарса пачĕç.

Danone компани хăйĕн Раççейри икĕ заводне хупать - Томскрине тата... Шупашкартине.

- Лайăх хыпар тееймĕн, - калаçăва пуçларĕ экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин. - Паллах, 140 ытла çын ĕçсĕр юлать те - вĕсене ĕçпе тивĕçтерес ыйтупа çине тăрсах ĕçлĕпĕр. Палăртни вырăнлă: пурте паянах ĕçрен каймаççĕ - çак процесс 4-5 уйăха тăсăлĕ, юлашки çынна çитес çулхи çу уйăхĕнче ĕçрен хăтарма палăртнă.

Унччен хулан сĕт завочĕ пулнă предприятие Danone туяннă хыççăн унта сĕт, кăштах хăйма тата кефир йышши продукци кăларнă - кунне 85 тонна сĕт тирпейленĕ, çулталăкра - 28 пин тонна. Кулленхи хăвачĕ вара 400 тоннăлăх пулнă. Унăн республикăри сĕт продукцийĕн тÿпи 12,2% танлашнă. Йогурт, тутлăлантарнă тăпăрчă йышши продукци пирки сăмах та пулман. Производство пысăк услам кÿмен. Тĕп холдинг 40 ытла çул ĕçленĕ завода инвестицисем хывман, оборудовани кивелнĕ. Çавăнпа производствăна аталантарас темен, урăх çĕре куçарма йышăннă. Владимир Александрович производство хупăннăшăн мар, ытларах çынсем ĕçсĕр юлнăшăн тата налуксемшĕн /завод çулталăкра тĕрлĕ шайри бюджетсене 19 млн тенкĕ налук хывнă/ пăшăрханнине пытармарĕ. Çаплах каларĕ: «Компани хуçисем ку заводран май пуррине пĕтĕмпех пăчăртаса кăларнă, халĕ - чипер юлăр...» Сăмах май, Danone пĕлтĕр Тольяттири тата Новосибирскри завочĕсене, Смоленскри комбинатне те хупнă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.