Ĕçлекене хаклама пĕлмелле

11 Ака, 2015

Елчĕк районĕнчи «Победа» ОООра кăтартусем кашни çул ÿссе пыраççĕ. Хуçалăх тилхепине вунă çул ытла ĕнтĕ Н.Головин тытса пырать. «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра хамăр патри чи ĕçчен те тăрăшуллă хĕрарăмсене асăнас килет. Килте те, ĕçре те ĕлкĕреççĕ, çемьери мĕнпур ыйтăва татса пыраççĕ, ачисене тивĕçлĕ воспитани параççĕ. Вĕсен тÿпи чăннипех те пысăк. Ман пирки вара пĕр сăмах та çырмалла мар, эпĕ ертÿçĕ кăна. Ферма хĕрĕсемпе вара мухтанмалăх пур, кашниех яваплăха туйса ĕçлет», - терĕ Николай Александрович. Предприяти ертÿçи тăрăшуллă çынна тивĕçтерекен шайри укçа-тенкĕ тÿлеме, ытти енĕпе те кирлĕ пек хавхалантарма пĕлет.

«Эпĕ халиччен никамран та ĕç укçи пирки кăмăлсăрланнине илтмен. 2014 çулта та кашни çын пĕр уйăхра вăтамран 14796 тенкĕ шалу алла илнĕ. Ĕç условийĕсем паянхи пурнăç ыйтнине туллин тивĕçтереççĕ. Лайăх тупăш, аван кăтарту илес тесен чи малтан производствăра тăрăшакана хавхалантарма, унăн ĕç-хĕлне хаклама вĕренмелле», - палăртрĕ Николай Александрович. Ял хуçалăх çулталăкне те 14 миллион та 912 пин тенкĕ тупăшпа вĕçленĕ вĕсем. Çакă районти чи пысăк кăтарту шутланать.

Аш-какай, сĕт-çу ытларах туса илни тата сутни хальхи вăхăтра уйрăмах тупăшлă пулнине пурте лайăх ăнланаççĕ. Иртнĕ çул ферма ĕçченĕсем пурĕ 18532 центнер сĕт суса илнĕ, пахалăхне кура вăл пысăк хака тивĕçнĕ. Кунашкалли, пĕр ĕнерен 7095 килограмм сĕт илме пултарни, урăх нихăш хуçалăхра та пулман. Çак предприятире тăрăшакан Анна Константинова хăйне çирĕплетсе панă ĕнесенчен тата ытларах - 7280 килограмм - сĕт суса илнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнче кăçалхи икĕ уйăхри тапхăрта та пĕр ĕнерен 1053 килограмм сĕт сума пултарни ферма коллективĕ мал ĕмĕт-тĕллевлĕ пулнине çирĕплетет. Апла 2015 çулхи тупăш та аван пуласси халех куçкĕрет.

Анна Константинова, Елена Портнова тата Татьяна Веникова дояркăсем пысăк кăтартусем ĕнене çулталăк тăршшĕпех тулăх апат çитернинчен тата çĕнĕ технологисемпе усă курса ĕçе тухăçлă йĕркеленинчен килнине палăртаççĕ. Ĕнесене хĕлĕн-çăвĕн виçĕ хутчен суни те сăвăма ÿстерме пулăшать.

Çитĕнÿпе ăнăçлăх, паллах, фермăра тăрăшакансенчен те нумай килет - кашнин ĕçĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Выльăх-чĕрлĕх пăхаканăн яваплăхĕ чăннипех те пысăк. Акă Елена Челяковăпа Валентина Показаньева ĕнесене пăрулама хатĕрлеççĕ, пăрусене йышăнаççĕ. Кунта тимлĕх кирлĕ. Выльăхăн кашни утăмне тĕрĕслесех тăмалла. Вунă кунран иртнĕ пăрусене пăхакан Татьяна Платоновăн та яваплăхĕ пысăк. Пĕчĕкскерсене лайăх пăхмалла, ветеринарипе санитари йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Пăрусене 2 уйăхран пуçласа 4 уйăха çитиччен çитĕнтерекен Раиса Дмитриевăн та тÿпи пысăк. Çак вăхăтра çамрăк пăрусем шăпах симĕс утă çиме хăнăхаççĕ. Вĕсене пахалăхлă çемçе утă кăна çитерме юранине те шута илмелле. Ял хуçалăх предприятийĕнче ятарласа çамрăк пăрусем валли кашни çул кирлĕ таран пахалăхлă симĕс утă хатĕрлесе хăварассине те малти вырăна хураççĕ.

Зинаида Свекловăпа Валентина Никитина тына пăрусене пĕтĕлентернĕ çĕрте тăрăшаççĕ. Елена Сергеева, Светлана Чермакова, Галина Глинина, Любовь Жирнова, Валентина Кудрявцева фермăри ытти тĕрлĕ ĕçе пурнăçлама хутшăнаççĕ. Надежда Цыгановăпа Елена Пчелова - кладовщицăсем. Светлана Алексеева медсестра кашни кунах рейса каякан водительсемпе механизаторсен сывлăхне тĕрĕслет. Марина Портнова сăвакан зала тирпейлет. Нумай çул тăван хуçалăх ферминче ĕçленĕ Таисия Баранова администраци çуртĕнче тирпейлÿçĕре тăрăшать. Хуçалăх ертÿçи Вера Чернова оператор пирки те ăшă та ырă сăмах каларĕ. Вăл халĕ декретлă отпускра.

Ку предприятири ĕç условийĕсемпе ниепле те кăмăлсăр пулма çук. Фермăсене темиçе çул каяллах тĕнче шайĕнчи стандартсемпе килĕшÿллĕн юсаса çĕнетнĕ, ĕнесене ятарлă залра сăваççĕ. Çуллахи лагерьте те ĕç условийĕсем чылай лайăхланнă. Çавăнпах фермăра тăрăшакан çамрăк та нумай. Аякка тухса каймасăр тăван ялтах ĕç тупма пултарнишĕн хăйсем те питĕ кăмăллă.

Маргарита Курицына çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Вăл фермăра нумай çул ĕçлесе пысăк ăсталăх пухнă. Ăна ĕне тума хатĕрлекен ушкăнри тына пăрусене тата самăртакан уйрăма куçарма хатĕрлекен вăкăрсене çирĕплетсе панă. Сĕт нумай антарччăр, лайăх ĕнесем пулччăр тата вăкăрсем самăр çитĕнччĕр тесе пĕтĕм чунне парса тăрăшать. Галина Трофимова тĕп зоотехник кашни кунах Кушкă ялĕнчен ĕçе çÿрет. Сăмах май, асăннă ялти 7 çын ĕç вырăнĕ тупнă кунта.

Бухгалтерире чи нумай çул ĕçлекеннисем - Валентина Селиванова тата Юлия Смирнова. Вĕсен ĕç стажĕ 37 çул ытла. Вĕсем те ăшă та ырă сăмаха тивĕçлĕ. Людмила Маркова та нумай çул бухгалтерта тăрăшать. Людмила Чернова - тĕп бухгалтер. Вăл çамрăк пулин те хăйĕн ĕçне яланах тĕплĕ пурнăçлать.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.