Ĕçтеш те, вĕрентекен те...

21 Кăрлач, 2020

Е Виталий Станьял студентсене хăйĕн укçипе Пушкăртстана илсе кайни çинчен

Республикăри паллă литературовед, поэт, публицист, общество ĕçченĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, халăх академикĕ, ЧР аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виталий Станьял çуралнăранпа 80 çул çитрĕ.

Маншăн Виталий Петрович чаплă вĕрентекен тата ĕçтеш пек хаклă. Çапла, эпĕ унăн вĕренекенĕ пулнă. 1975 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмне вĕренме кĕрсен литература пĕлĕвне пама пуçларĕ. Унăн лекцийĕсем яланах хăйне евĕрлĕччĕ. Нихăçан та хут çинчен вуласа панине курман ăна, кашнинчех чĕрĕ калаçу майĕпе ирттеретчĕ лекцисене. Хăй курнине, пĕлнине, чунра мĕн пуррине уçса паратчĕ студентсем юратнă преподаватель. Каярахпа Виталий Станьял пек преподавателе Ленинград университечĕн журналистика факультетĕнче тĕл пултăм. Алексей Гребенщиков чунĕпе, кăмăлĕпе каснă лартнă Станьялччĕ. Журналистикăна теори урлă кăна мар, практика енĕпе шĕкĕлчетчĕ вăл. «Вĕсене мĕн çыхăнтарнă-ши?» — теттĕм хăй вăхăтĕнче. Хуравне çăмăллăнах тупрăм: вĕсем чăн-чăн журналист пулнă, хаçатсенче ĕçленĕ: Алексей Яковлевич — «Трудра», пирĕн Виталий Петрович — «Коммунизм ялавĕ» /халĕ «Хыпар»/, «Молодой коммунист» хаçатсенче тата ытти кăларăмра.
Пире, çырас енĕпе кăштах уйрăларах тăнăскерсене, Станьял асăрханах. Пуçламăш курссенчех университетри çамрăк литераторсен клубне явăçтарчĕ. Студентсене «Çилçунат» стена хаçачĕ кăларма хистекенĕ те вăлах пулчĕ. Виталий Петрович тăрăшнипех ытти регионти студентсен литература ĕç-хĕлĕпе паллашма май килчĕ. Пирĕн, темиçе студентăн, Пушкăртстан патшалăх университетĕнче вĕренекенсен литература каçне çитсе килме май пулчĕ. Самолетпа вĕçмешкĕн билет туянма вĕрентекенĕмĕр хăйĕн укçине пани те асрах. Тата Константин Ивановăн çуралнă кĕтесне — Слакпуçа — пĕрремĕш хут курнине те манаймăп. Аслă юлташăмăр, вĕрентекенĕмĕр пулăшнипе, хавхалантарнипе, çине тăнипе пулчĕ вăл.
Виталий Петрович кайран та, ĕмĕр тăршшĕпех пулăшса пычĕ темелле. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Чăваш наци конгресĕ йĕркеленсен вăл унăн ĕçне хастар хутшăнчĕ. 1995 çулта Виталий Петровичпа Самара пĕрле кайса килтĕмĕр: вăл унти чăваш шкулĕсен учителĕсемпе тĕл пулма, эпĕ — Шунтал районĕнчи Ухинккелти тĕне кĕмен чăвашсем çинчен çырма. Çул çинче унпа калаçни, хăйсен тĕнĕпе пурăнакан йăхташсем пирки каласа кăтартни паян та хăлхарах янăрать.
Виталий Петрович Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн литературăпа фольклористика пайне ертсе пынă, Вĕрентÿ институтĕнче, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вăй хунă çулсенче те хăйĕн çамрăклăхĕнчи тăван хаçачĕпе çыхăнăва татмарĕ.
Вăл общество ĕçĕсенчен самантлăха та пăрăнман: 1991-2008 çулсенче Чăваш Республикин тавра пĕлÿçисен союзне ертсе пычĕ, ЧНК вице-президентĕнче нумай çул вăй хучĕ. Çав вăхăтрах ăслăлăх ĕçĕсем çырма та май тупрĕ: монографисем, вĕрентÿ учебникĕсем, пособисем хатĕрлерĕ, сăвăсен кăларăмĕсене шăрçаларĕ. Уйрăмах палăрнисем: «Чувашский рассказ», «Чăваш халăх çыравçи Денис Гордеев», «Петр Кудряшов: основатель мемориального музея чувашского поэта К.В.Иванова», «Слакпуç — сăвă-юрă сăпки», «1941-1945 çулсенчи чăваш литератури»», «Кăрăнкă кун-çул», «Сторона моя, Чебоксарская», «Ăраскал тĕпренчĕкĕ», «Мир чувашской культуры», «Живем судьбой и памятью народа», «Юрату йĕтесси» тата ытти те.
Аксакалăмăр, 80 çулти ĕçтешĕмĕр паян мĕнле пурăнать? Виталий Петрович акă мĕн пĕлтерчĕ:
— «Çилçунатçăсен» ĕçĕсен пуххи пĕр 10 тетрадь те пурччĕ, вĕсене республикăн истори архивне патăм. Ан çухалччăр. Чирленĕ хыççăн пĕчĕккĕн ура çине тăратăп. Кÿршĕ пÿртре Николай Григорьев врач, çыравçă пурăнать, ун патне кайкаласа çÿретĕп. Калаçмаллисем пур. Вăл ман çинчен кĕнеке кăларчĕ. Юлташăм кăçал тата виçĕ кĕнеке кун çути кăтартасшăн. Компьютерпа мар, ручкăпа çырать. Çапла ĕçлени ыратнине ирттерме пулăшнине палăртать. Манăн сулахай аллăн шĕвĕр пÿрни ĕçлет, компьютер клавишине пĕчĕккĕн пускалатăп. Юбилейре Елен Нарпипе Галина Матвеева хăйсен кĕнекисене парнелерĕç. Халĕ вĕсене вулатăп. Кайран хамăн шухăша пурпĕрех калатăп.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.