Экономикăна тикĕс аталантарма çĕнĕ меслетсем шырамалла

6 Нарăс, 2015

Февралĕн 4-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Кÿкеçе çитрĕ. "Фармация" ПУПăн 55-мĕш аптекинче сутакан эмел хакĕпе кăсăкланчĕ, ăна туянакан çынсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлчĕ. Шупашкар районĕн тĕп больницин поликлиникинче сиплев ĕçне мĕнле йĕркеленипе паллашрĕ. Залра пухăннă коллектива пациентсен умĕнчи тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама ырă сунчĕ.

Поселокри лицее çитсе курчĕ. Чăваш чĕлхипе информаци кабинечĕсенче иртекен уроксене кĕрсе итлерĕ. Районти чи пултаруллă ачасемпе çамрăксене республика Пуçлăхĕн ятарлă стипендийĕн свидетельствине пачĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи чи малтан пурнăçламалли наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен канашĕн ларăвне ирттерчĕ. Патшалăх тата муниципалитет органĕсен республикăра пурăнакансен умĕнчи социаллă тивĕçĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе кăçал тумалли ĕçсене тишкерсе уçăмлатрĕç. "Экономика санкцийĕ Раççее чăрмантарнине пурте пĕлетĕр, - терĕ М.Игнатьев. - Кăткăс çак лару-тăрура 1-2 çул каялла пач пĕлмен тĕллевсене, влаçăн тĕрлĕ шайри юппин ĕç-хĕлне координацилессине пĕрремĕш вырăна кăларма тивет. Министрсен Кабинечĕ экономикăна пĕр тикĕс аталантарас, пурнăçа лайăхлатас тĕлĕшпе чи малтан тумалли ĕçсен планне çирĕплетрĕ. Тĕллевсене пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ уйăрăпăр. Ăна промышленноçа, АПКна, пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшма, ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, инноваци çăлкуçне шыраса тупма, ытти ыйтăва татса пама ярăпăр. Ял, район, республика шайĕнчи социаллă тивĕçсене çĕнетсе улăштарăпăр, ĕç планĕсене февралĕн 25-мĕшĕччен хатĕрлесе çитерĕпĕр".

Чăваш Ен Пуçлăхĕ кăсăклă информаци чылай пĕлтерчĕ. Çĕршыври вуншар заводран нумай çынна ĕçрен кăларса ярас хăрушлăх пур. Кризис ял çыннисене пырса тĕкĕнмĕ, мĕншĕн тесен ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелле. АПКра тар юхтарса вăй хуракан çын алли ÿлĕм те кирлĕ.

Финанс кризисĕ кăларса тăратнă йывăрлăха пĕтерессишĕн, хыснари укçа-тенкĕпе перекетлĕ усă курассишĕн республикăра пĕлтĕрех ĕçлеме тытăннă. Тăкака оптимизацилеме кашни коллективрах шухăшлаççĕ. "Эпĕ тĕп врачсене ĕнерхи канашлура таса хут илĕр те усăсăр е тухăçсăр тăкаксене çырăр терĕм. Шкул директорĕсене те çавнах калатăп. Расхутсене палăртсан ăнăçсăр тухăçсăрлăх куçа тÿрех курăнать. Пĕрисем гаражне çав-çавах тара памаççĕ, теприсем тÿлевлĕ пулăшу йĕркелесе тупăш илеймеççĕ", - пĕтĕмлетрĕ ларăва М.Игнатьев.

Федерацин социаллă программисене пурнăçлама бюджетран укçа 10% сахалрах уйăрассине пĕлтерчĕ. "Тăлăх ачасем, инвалидсем, нумай ачаллă çемьесем, вăрçă ветеранĕсем, ытти категори патшалăх пулăшăвне кăçал та илĕç, - çирĕплетрĕ М.Игнатьев. - Раççей Президенчĕ Владимир Путин ĕçсĕрлĕх ыйтăвне татса пама 50 млрд тенкĕ уйăрма палăртни шанăç кÿчĕ. Ăна регионсенче ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, çынсене вăл е ку специальноçа вĕрентме ярĕç".

ЧР строительство министрĕ Олег Марков "Раççей гражданĕсене - туянма май пур тата хăтлă пурăнмалли вырăн" наци программине пурнăçласа мĕнпур çăлкуçран пухăнакан укçапа пĕлтĕр çуртсем мĕн чухлĕ хута янине каласа пачĕ. "Пурĕ 857 пин тăваткал метр тумаллаччĕ, 862 пин ĕçе кĕртрĕмĕр, - терĕ. - Çĕмĕрле /44,5%/, Канаш /74,7%/ районĕсем, Улатăр /38,6%/, Çĕмĕрле /85,4%/ хулисем плана тултараймарĕç. Шупашкар хули калăпăша виçĕмçулхинчен 15% ÿстерчĕ. Мĕнпур пурăнмалли вырăнăн 46% - тупăшпа перекетлĕ усă куракан çемьесем валли. Кăçал çак кăтартăва 48% çитермелле. Ипотека кредичĕ тата кивçен 11,8 пин çын илнĕ. Кредитпа усă курса тăвакан е туяннă пурăнмалли вырăн - 560,9 пин тăваткал метр".

ЧР Пуçлăхĕн 2012 çулхи 87-мĕш Указĕпе килĕшÿллĕн 1154 çамрăк çемьене ипотека кредичĕн процентне саплаштарма ЧР хыснинчен укçа уйăрнă. Кунсăр пуçне 732 çамрăк çемьепе специалиста пурăнмалли вырăна лайăхлатма социаллă тÿлевпе тивĕçтернĕ. Çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн, салтак арăмĕн - 93, инвалид ача çитĕнтерекен 50 çемье ыйтăвне татса панă.

О.Марков хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе: "Пурăнмалли вырăн кăçал пĕлтĕрхинчен 3 пин тăваткал метр ытларах тума тĕллев лартатпăр", - терĕ. Ăна 2014 çулта виçĕмçулхинчен сахалрах хута янă район администрацийĕсен пуçлăхĕсене итлерĕç. "Эпир Канаш тăрăхĕнче пурăнакан кашни çын пуçне пĕр тăваткал метр ĕçе кĕртрĕмĕр, - пĕлтерчĕ Владислав Софронов. - Ку 2013 çулхинчен нумайрах. Пурăнмалли вырăна лайăхлатма черете тăнисен списокĕнче 290 çын. Канаш хулинчи нумай ачаллă 56 çемьене çурт е дача тума Ухман ял тăрăхĕнче лаптăк тÿлевсĕр уйăртăмăр. Çывăх вăхăтра тата 300 çемьене çĕр /63 гектар/ паратпăр. Халиччен районта коммерци тĕллевĕллĕ пурăнмалли çурт туман. Ăна Уçырмапа Шăхасан ялĕсенче çĕклесшĕн".

Çĕмĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ Лев Рафинов кăçал РФ тата ЧР хыснисенчен хваттер тумашкăн укçа уйăрма ыйтманнине пĕлтерчĕ, сăлтавне муниципалитет бюджетĕнче кĕмĕл çителĕксĕррипе ăнлантарчĕ. Çапла вара унта çулталăкра уйрăм çурт 5 пин тăваткал метр çеç хăпартма шухăшлаççĕ. "Пĕлтĕр 3,6 пин кăна турăр", - асăрхаттарчĕ О.Марков министр.

Улатăр хула администрацийĕн пуçлăхĕ Татьяна Ежова та иртнĕ çул çынсене хваттерпе тивĕçтерессишĕн çĕр çывăрманнине ĕнентерме тăрăшрĕ. Анчах кăçалхи тĕллеве пурнăçлассишĕн мĕн кирлине туманни палăрчĕ. Çĕмĕрле хула администрацийĕн пуçлăхĕ Любовь Дмитриева иртнĕ çулхи план тулманнине нумай хваттерлĕ пĕр çурт документацине вăхăтра хатĕрлеменнипе ăнлантарчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Строительство министерствине пурăнмалли çурт тăвассипе кăçал пурнăçламалли программăна муниципалитет йĕркеленĕвĕсемпе килĕштерсе çывăх вăхăтра çирĕплетмешкĕн Правительствăна пама хушрĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов ялхуçалăх производствине ÿстерес тĕллевпе 2015 çулта пурнăçламалли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. "Авангард" обществăн филиалĕ "Çĕрпÿ беконĕ", Красноармейски районĕнчи "Таябинка" агрофирма, Муркаш районĕнчи "Ударник" ФУП хуçалăх пурлăхне инвестора тара парса сысна ашĕ ытларах туса илесшĕн. "Республикăра кăçал пĕлтĕрхинчен аш 15-16 пин тонна ытларах сутма тĕллев лартатпăр, - терĕ министр. - Чăн та, ялхуçалăх организацийĕсемпе фермерсем какай производствине ÿстерме проект тăратмаççĕ-ха".

Сĕт пĕлтĕрхинчен нумайрах туса илме вăл Вăрнарти аш-какай комбиначĕн, Тăвай районĕнчи С.Илларионов фермерăн тата "Акконд-Агро" фирмăн, Красноармейски районĕнчи "Караевăпа" "Красное Сормово" хуçалăхсен, хăш-пĕр ХФХн пур.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов кĕскен те чуна пырса тивмелле каларĕ: "Бюджетран укçа уйăрассине мĕншĕн хирĕçлетĕр? Сире çамрăк специалистсем кирлĕ мар-и? Вĕсемсĕр нимĕн те тăваймастăр. Хăш-пĕр хуçалăхра ĕçлеме çын çитменрен производствăна ÿстереймеççĕ. Омск хулинчен, ытти çĕртен килсе пулăшасса кĕтеççĕ. Эпĕ Вăрнарти аш-какай комбинатне ертсе пынă вăхăтра район администрацийĕн ун чухнехи пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин усă курман çĕре пусă çаврăнăшне кĕртес ыйтупа сахалтан та 10 хутчен пычĕ. Çапла ĕç вырăнтан тапранчĕ. Кашни тăрăхрах çаврăнăçуллă предпринимательсем пур. Çĕр ĕçне мĕншĕн вĕсене явăçтармастăр?"

ЧР сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова сăмахĕн тĕп шухăшĕ çапла: "Кăçал медицина учрежденийĕсене оптимизацилеме, ку тĕллеве стационарсен тăкакне пĕчĕклетсе, кăнтăрлахи уйрăмра сипленекен пациентсен йышне палăрмаллах ÿстерсе пурнăçлама сĕнетпĕр". Сиплев процедурипе калăпăшĕ иртнĕ çулхи чухлех юлĕç.

 

Юрий МИХАЙЛОВ