«ЭКРĂРАН» тĕслĕх илмелли нумай»

Тутар Республикин Президенчĕ Рустам Минниханов шăматкун Чăваш Енре ĕçлĕ визитпа пулнă май «ЭКРА» НПП ООО ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ.
Предприятире Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьевпа Тутарстан Президентне Рустам Минниханова ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин, «ЭКРА» компанисен ушкăнĕн директорĕсен канашĕн председателĕ Андрей Фурашов, предприятин генеральнăй директорĕ Константин Дони кĕтсе илчĕç. Ĕçлĕ çул çÿревĕн пĕрремĕш пункчĕ реле хÿтĕлевĕн тата автоматика шкафĕсене пухакан цех пулчĕ. Унтан хăнана терминалсем пухакан тата вĕсен ĕçне сăнаса пăхакан участок ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç.
Рустам Минниханов Чăваш Енри предприятире производствăна пысăк шайра йĕркеленине палăртрĕ. «ЭКРА» хальхи йышши, самана ыйтнине тивĕçтерекен предприяти, унăн малашлăхĕ пысăк. Кунта конкуренцие кĕме пултаракан продукци туса кăлараççĕ. Пирĕн патра та вĕсемпе анлă усă кураççĕ. Предприятире ĕçлекенсем аван шалу илеççĕ, ĕç условийĕсем лайăх. Кунта тĕслĕх илмелли сахал мар», — терĕ Тутарстан Президенчĕ.
Чăваш тата Тутар республикисен хушшинче экономикăн тĕрлĕ сферинчи ĕçлĕ çыхăнусем тахçанах йĕркеленнĕ. Çак хутшăнусенче «ЭКРА» НПП ООО пайĕ те пĕчĕк мар. Техника директорĕ Владимир Наумов пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Ен предприятийĕ Тутар Республикинчи энергетика суб±екчĕсене электротехника оборудованийĕпе тивĕçтерет, гаранти тата хыççăнхи тапхăрта пăхса-сăнаса тăрать, юсав ĕçĕсем ирттерет. Пĕлтĕр кÿршĕ региона 395 миллион ытла тенкĕлĕх продукци ăсатнă. Çулсерен экспорт калăпăшĕ ÿссех пырать. Рустам Минниханов Тутарстанри чылай предприяти «ЭКРА» оборудованине, кунашкал техника кăларакан йышлă пулнине пăхмасăр, килĕштернине çирĕплетрĕ.
Малашне кÿршĕ регионсем электротехника кластерĕнче тата та тухăçлăрах ĕçлеме пуçлассине шанма пулать. Çак шухăша республикăсен ертÿçисем малашлăхра пĕрле ĕçлемелли çул-йĕр, тĕллевсем пирки, ĕçтешлĕх майĕсене анлăлатасси çинчен калаçнă май палăртрĕç. Çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика министрĕ Владимир Аврелькин паллаштарнă презентаци Чăваш Енри предприяти Тутарстанăн энергетика комплексĕнче кирлĕ продукци сахал мар туса кăларнине çирĕплетрĕ. Чăваш Республикин электротехника кластерне 30 ытла промышленноç предприятийĕ, вĕрентÿ учрежденийĕсем, финанс тата общество организацийĕсем кĕреççĕ. Вĕсем çĕршыври пысăк пĕрлĕхсемпе, сăмахран, «Росатом», «Ренова Оргсинтез», «Газпром», «Лукойл» тата ыттисемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Отрасль предприятийĕсем 100 пин ытла тĕрлĕ тавар туса кăлараççĕ. Электротехника кластерĕн представителĕсем энергетика сферинчи мĕн пур наци проектне хутшăнаççĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак тата ытти саманта шута илсен Чăваш Республикинчи электротехника кластерĕн предприятийĕсен тата Тутарстанри энергетика отраслĕн компанийĕсен хутшăнăвĕсем çирĕпленсех пырасса кĕтнине палăртрĕ. «Пирĕн предприятисем малашне те Тутар Республикинчи энергетика тытăмне хăрушсăрлăхпа тата ăнăçлă ĕçпе тивĕçтерме пултарассине шанатпăр», — терĕ Михаил Игнатьев.
Валентина Данилова

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.