Ĕмĕт пурнăçланасса чунран шанмалла

28 Чÿк, 2015

«Шухăшпа шурă пÿрт лартаймăн» тенĕ ваттисем. Чăннипех те çаплах. Ĕмĕтленнипех, куç умне кăларнипех хăпармасть кил-çурт, анчах ĕçе пуçăнсан шухăшĕ те ай-яй! нумай çав...

Шупашкар районĕнчи Чулкассинче пурăнакан Антоновсем те акă çурт никĕсене 2009 çултах янă. Анчах пурăнма халĕ те кĕреймен-ха. Кĕтмелли нумай юлман ĕнтĕ. Паян-ыран тенĕ пек икĕ хутлă çурта куçĕç вĕсем. Виçĕ ачи те кашнин ятуллă кĕтес пуласса чăтăмсăррăн кĕтет. Ара, пĕчĕк йывăç çуртра пилĕк çынна тăвăр пулни каламасăрах паллă. Пурин валли те вырăн сарсан 18 тăваткал метрта утмалăх хушăк та юлмасть. Варринче кăмака ларнине шута илсен - пушшех те. Амăшĕ апат пĕçернĕ чухне - сĕтелĕн хăрах айккине, урок тăвакан ачисем тепĕр вĕçне йышăнаççĕ.

Чăн савăнăç кулли

2008 çулта паллашнă çамрăксем. Ун чухне иккĕшĕ те Шупашкарта пурăннă. Сильва малтан сутуçăра тăрăшнă, кайран ачапа ларнă. Сергей вара мул пухас тĕллевпе вĕçĕмсĕр аякри хулана çÿренĕ. Ун чухнех яла туртăннă вĕсем. Тара илнĕ хваттерте пурăнса ывăнсах çитнĕ юлашкинчен. Çапла мăшăр 2010 çулта яла куçнă. Кил хуçи майĕпен-майĕпен нухрат пухса çурт хăпартмалăх строительство материалĕ пуçтарса çитернĕ. Амăшĕн капиталĕпе те усă курнă ку тĕллевпе. Анчах 2013 çулта стенасене купаласа пÿрт тăррине витсен ĕç каллех чарăнса ларнă. Сăлтав - укçа-тенкĕ çитменнинче.

Пысăк çемье çĕнĕ çурта хăçан куçатчĕ-ши? Ялта пурăнакан çамрăксене патшалăх çăмăллăх кÿни ку савăнăçа çывхартма пулăшнă. Кăçал Антоновсем пысăк пулăшăва - 1 миллион та çĕр пин ытла тенке - тивĕçнĕ.

- Сертификат панă кун асăмрах. Чăннипех те пысăк уяв пулчĕ вăл. Мăшăр чунран савăнса сайра йăл кулать. Сертификат илсен унăн куçĕ еплерех çиçетчĕ! Ачана ещĕк мороженăй панă пек, - савăнăçне пытармасть виçĕ ача амăшĕ.

 

Пысăк пулăшуçă

Малтанах Сергей Леонидович тăтăшах аякри хулана çÿренĕ. Пус çумне пус хушса пынă. Пурлăхĕ те кирлĕ те... Анчах çамрăк чухне мăшăрсен юнашар пурăнмалла çав.

- Сергей аякра чухне кансĕрччĕ. Ялан уйрăм пурăнсан çемье те - çемье мар. Шупашкарта тĕпленнĕ чухне унран уйрăлас мар тесе пĕрре Мускава та пĕрлех кайнăчччĕ. Пухнă укçапа кирпĕч е цемент туянатчĕ те каллех тухса каятчĕ. Икĕ эренерен тепре килсе курăнатчĕ, - аса илет Сильва Владимировна.

Халĕ кил хуçи çулталăк ĕнтĕ Шупашкарти строительство фирминче тăрăшать. Арăмĕ чăх-чĕп фабрикинче пĕчĕк чĕпсене пăхать. Килĕштерсе-савса юнашар пурăннине нимĕн те çитмест çав.

Строительство енĕпе ĕçлени арçынна паха опыт пухма пулăшатех. Куç умĕнчех ÿссе пыракан çуртра та кашни пăтине хăй çапнă вăл. Кирпĕч хума, штукатурка тума çеç специалистсене чĕннĕ. Чăвашра ниме тени пурăнать-ха: сантехникăна акă юлташĕсем вырнаçтарса панă. Куккăшĕ электрик - электропралуксене пĕтĕмпех вăл карнă. Патшалăхран тивĕçнĕ пулăшупа усă курса çулларанпа çурта хăтлăлатса та хунă. Халĕ вак-тĕвек ĕç çеç юлнă темелле. Тата - сĕтел-пукан вырнаçтармалла.

- Киле таврăнсан каçхине ĕçлеттĕмĕр. Çурçĕр çитни те сисĕнместчĕ. Куç та хупăнма тытăнатчĕ. Анчах пуçланине пурпĕр вĕçне çитерес килетчĕ. Юрать-ха асли, Егорка, Дианăпа Сашăна мунча хутса çăватчĕ, апат çитеретчĕ, çывăрма вырттаратчĕ, - тет амăшĕ.

5-мĕш класра вĕренекен ывăлĕ чăннипех те маттур. Вĕренÿре ĕлкĕрсе пынисĕр пуçне вăл ашшĕпе амăшне кил таврашĕнче те нумай пулăшать. Аслисем ĕçрен таврăннă тĕле, сăмахран, куллен кăмака хутать, шыв ăсса кĕрет. Пĕр витрине тÿрех кăмака çине лартать - ăшă шыв алă айĕнче кирлĕ-çке.

 

Выльăх усрамасан ял та - ял мар

- Ялта сывлăш та уçă, таса. Шухăшлатăп та: хулара пурăнайманах пулăттăм. Халĕ пушшех каяс çук. Çулла ялта ачасене те урама кăларма хăрушă мар - машина сайра чупать. Пахча тулли темĕн тĕрлĕ улма-çурла, çимĕç çитĕнет, - тет хĕрарăм малашне выльăх усрама ĕмĕтленнине палăртса. - Ĕне-сысна усрамасан ялта пурăннинчен мĕн усси? - палăртать вăл.

Хунямăшĕнчен те тĕслĕх илмелĕх пурах. Венера Геннадьевна картиш тулли кайăк-кĕшĕк, выльăх-чĕрлĕх усрать. Пăрăвĕсене те 4-5 таран тытать пултаруллă та хастар, матур хĕрарăм.

- Кахалланмасан, алă усмасан темĕн те тума пулать. Ĕмĕт пурнăçланасса чунран шанмалла, - темле пулсан та малаллах тинкермеллине çирĕплетет Сильва Владимировна.

Паллах, çĕнĕ çурта пурăнма кĕрсен те ĕç вĕçленмест-ха. Çĕнетмелли ялта тупăнсах тăрать вĕт. Йĕри-таврари лаптăка та илемлетмеллине палăртаççĕ Антоновсем. Мунчине виçĕ çул каялла çеç тунă-ха. Сильва аппăшĕ парнеленĕ пурана тÿрех ĕçе кĕртнĕ. Хуралтисем аптăрамаççĕ темелле. Çурта туянсанах Венера Геннадьевна тунă вĕсене.

- Тепĕр чухне мăшăрăм тăваттăмĕш ача пирки те шухăшлать. Ку ĕмĕтне сасăпах палăртать вăл. Эпĕ кун пирки татăклăн калаймастăп-ха. Тепĕр чухне мĕншĕн çуратас мар тесе те шухăшлатăп. Хушăран виççĕшне ура çине тăратасчĕ тетĕп, - çемьене татах та пысăклатас ĕмĕт пирки ыйтнă май хуравлать ырă кăмăллă та тараватскер.

Хĕсĕк пÿртре шухăшĕсене те тăвăр-тăр, чупмалли-вылямалли ăшă лаптăк пысăклансан хĕрарăм шухăш-кăмăлĕ те мăшăрĕ майлă çаврăнĕ-и тен?

Татьяна НАУМОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.