«Эс - Ленинград, эп - Сталинград»

31 Пуш, 2015

«Хаклă Зина! Паян, ик-виç яла нимĕçсенчен хăтарнă хыççăн, мана çителĕклĕ таранах канăç тупма тÿр килчĕ. Ак, пăхса ларатăп пĕр пĕчĕк пÿртрен урамалла. Ман умра аскăн çулăмпа хуралса кăмрăкланнă пысăк мар ял лаптăкĕ сарăлса выртать. Таврара никам та çук. Аташса юлнă чăх-чĕп таврашĕ те курăнмасть. Вĕсем тахçанах нимĕçсен ĕмĕтсĕр çăварне кĕрсе пĕтнĕ ĕнтĕ. Эпир ирĕке кăларнă ялта пĕр вăйпитти çынна та кураймарăмăр: пĕтĕмпех ватă-вĕтĕпе ачаллă мĕскĕн хĕрарăмсем кăна юлнă. Мунча пек тăвăр хÿтлĕхсемпе землянкăсенче вăхăтлăха майлаштарса тунă вучахсем умĕнче шăппăн кăна пăшăлтатса лараççĕ вĕсем. Ой, мĕскĕн ачасем! Çимелли çуккине пула телейĕсене çухатнă мĕскĕн ачасем шурă юр пек шуралса кайнă, ырхан шăм-шаккисене аран-аран йăтса лараççĕ... Эпир вĕсене тутлă апатсемпе хăналатпăр. Пирĕн тăванлă ăшă юратăва туйса илнĕскерсен пирĕн паттăрлăхпа ирĕке тухнипе хĕпĕртесе вĕсен куçĕсенчен савăнăç куççулĕ ырхан пичĕсем тăрăх шăпăртатса юхать. Ирсĕр тăшман хаяр аллинче чылай вăхăт хушши асапланса пурăннă ачасемпе ватă çынсем хăйсен пусăрăннă кăмăлне сирсе ярса пире хăйсем тÿссе ирттернĕ асапĕсем çинчен лăпкăн та хумхануллăн кала-кала параççĕ. Эпир итлетпĕр. Эпĕ вĕсене хам тăван шăллăмăн, Çеменĕн, çырăвне вуласа вырăсла куçарса паратăп. «Пирĕн шкулсем çук. Вĕсене нимĕçсем çунтарса ячĕç... Пирĕн учительсем те çук. Ним айăпсăр учительсене палачсем пере-пере вĕлерчĕç... Ой, вĕсем, ирсĕр нимĕç бандичĕсем, пире пысăк хурлăх кăтартрĕç. Питĕ вĕренес килет пирĕн. «Отлично» паллăсем кăна илĕттĕмĕр вĕренмелле пулсан»,- теççĕ çак тăлăх-туратсем Çемен çырăвне вуласа панă хыççăн. Чăнах та, ваттисем каларăш, çак ялсенчи çĕр япаларан пĕри те юлман. Вăйпитти çынсене тăшман пĕтĕмпех Германие хăваласа кайнă. Ялта аманнă, чирлĕ çынсем, ача-пăчапа ватăсем кăна юлнă. Эпир кунта киличчен вĕсене никам та медицина пулăшăвĕ паман. Эпир часах пур аманнă, чирлĕ çынсене килĕрен васкавлă пулăшу парса тухрăмăр. Килĕрен киле перевязка туса, тĕрлĕ медицина пулăшăвĕ парса çÿренĕ чух эпĕ, юратнă Зина, чун-чĕрене пăчăртаса илекен хурлăхлă картинăсем чылай куртăм. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.