Ейÿ тапхăрĕнче шыв илмĕ-ши?

28 Нарăс, 2017

Федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен территорири уйрăмĕсен ертÿçисемпе координаци канашлăвĕ ирттернĕ.

Унта регионти вăйсемпе хатĕрсем çурхи шыв-шур тапхăрне ирттерес ĕçе мĕнле хатĕрленнине, шыв илесрен асăрханмалли мерăсен витĕмлĕхне пăхса тухнă. «Чăваш Енре çурхи ейÿ тапхăрне хăрушсăр ирттерес тĕллевпе 3,5 пин çынран тăракан ушкăн йĕркеленĕ, вĕсен техникăн 903 хатĕрĕпе тата 35 ишев хатĕрĕпе усă курма майсем пур. Çак тапхăрта 16 муниципалитет йĕркеленĕвĕнчи 55 ял-поселока шыв илме пултарать, вĕсенче 2 пин ытла çын пурăнать. Республикăра ейÿпе çыхăннă синкерсене сирес тĕлĕшпе планланă ĕç йĕркелемелле», — тенĕ тĕп инспектор.

Республикăри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров пĕлтернĕ тăрăх — ейÿ тапхăрĕнче Чăваш гидрометеорологи центрĕн 5 гидрологи постĕнче лару-тăрăва талăкĕпех сăнаса-тĕрĕслесе тăрасшăн. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор регион территорийĕсен реестрĕпе килĕшÿллĕн çурхи ейÿ тапхăрĕ питĕ хăвăрт вăй илсен, лару-тăру палăртнă пек мар, урăхларах, япăхрах аталанас тăк шыв илме пултаракан зонăна 16 район-хула лекме пултарнине, ку енĕпе Улатăр хули уйрăмах пăшăрхантарнине каланă. Çакна шута илсе Улатăр администрацийĕн ертÿлĕхĕпе ейĕве хатĕрленес ĕçсене ирттерессине тĕплĕн сÿтсе явнă. Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская инфекци чирĕсен профилактикине тата шыв пахалăхĕн тĕрĕслевне йĕркелемеллине палăртнă.

Канашлура «Хăрушсăр хула» аппарат-программа комплексне аталантармалли мерăсене пурнăçлассипе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе явнă. Геннадий Федоров ку ыйтăва Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич куçран вĕçертменнине, региона килсен унăн ĕç тухăçлăхĕпе яланах кăсăкланнине пĕлтернĕ. 2016 çулта ку программа валли тĕрлĕ шайри бюджетран 78 миллион ытла тенкĕ уйăрнă, 2017 çул валли — 121 миллион ытла тенкĕ. «Хăрушсăр хула» комплекса ĕçе кĕртни тупса палăртнă преступленисен, административлă правăна тата çул-йĕр правилисене пăснин тĕслĕхĕсен шутне пысăклатма май панă. Канашлăва хутшăннисем вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене йĕркене тăтăшах пăсакан хутлăхсенче тата халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче май килнĕ таран хăвăртрах видеосăнавăн техника хатĕрĕсене вырнаçтарма сĕннĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.