Финанс тытăмĕ улшăнать

28 Кăрлач, 2015

ЧР Правительство çуртĕнче РФ Патшалăх Думин Бюджет тата налуксен енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Надежда Максимова ертсе пынипе «Раççей финансисчĕсен пĕрлешĕвĕ» коммерци тĕллевĕллĕ мар пайташлăх ларăвĕ иртрĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Финанс министерствин нумай вăхăтлăх стратегийĕн департаменчĕн директорĕн çумĕ Алексей Бирюков, ЧР патшалăх влаçĕпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ертÿçисем, РФ субъекчĕсен финанс органĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.

Кунашкал тĕлпулу Чăваш Енре пĕрремĕш хут иртрĕ. Михаил Васильевич унăн пĕлтерĕшне пысăка хурса хак пачĕ.

- Мероприяти регионсене пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма питĕ вырăнлă пулчĕ. Финансистсене çивĕч ыйтусене сÿтсе явмашкăн, бюджет политикине лайăхлатмашкăн тĕрĕс çул-йĕр палăртма май пачĕ, - терĕ Михаил Игнатьев.

РФ тава тивĕçлĕ экономисчĕ Н.Максимова кăçалхи бюджет хутшăнăвĕсен ыйтăвĕсене тишкерчĕ.

Раççей финанс специалисчĕсен пĕрлешĕвне РФ Патшалăх Думин, Финанс министерствин, Мускав хула Правительствин, федераци субъекчĕсен финанс органĕсемпе муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçарăвĕпе 2003 çулта йĕркеленĕ. Тĕллевĕ - федераци, регион тата вырăнти влаç органĕсен финанс ĕçĕн специалисчĕсене, финанс-экономика ăслăлăхĕн представителĕсене, тĕрĕслевпе налук службин ĕçченĕсене пĕр тĕллевпе ĕçлеттересси. Пĕрлешĕве пула регионсенче тата çĕршывра финанс-экономика тытăмĕ çирĕпленесси куçкĕрет.

Надежда Сергеевна кăçал регионсен бюджечĕсен тупăш пайне пуянлатмалли çĕнĕ майсем шырама сĕнчĕ, кризиса хирĕç мероприятисем пурнăçлама чĕнсе каларĕ, тавар татах хакланма, укçа-тенкĕ лару-тăрăвĕ йывăрланма пултарасса систерчĕ. Вырăнта çĕнĕ объектсем тăвиччен иртнĕ çулсенче çĕклеме пуçланисене вĕçлеме, производствăна анлăлатма тăрăшăр терĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - финанс министрĕ Светлана Енилина республикăн бюджет шайлашăвне туса хурасси çинчен каларĕ. Кризиса хирĕçле мероприятисем чи малтанах сахал тупăшлă çемьесене йывăрлăхран хÿтĕлеме пулăшаççĕ.

ЧР вице-премьерĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова халăх сывлăхне упрас тĕлĕшпе стратегиллĕ ĕçсене епле пурнăçланипе паллаштарчĕ. Кунти çĕнетĕвĕн ÿсĕм кăтартăвĕ отрасльти йĕркелÿ, финанс тытăмĕнчи улшăнусенчен нумай килнĕ. Вĕсен шутĕнче - чирлисене пысăк тăкаклă стационартан сывалса çитме киле куçарни те, ку чухнехи информаци технологийĕсене ĕçе кĕртни те. Çакă финанс ĕçне уçăмлатма, гарантиллĕ те тÿлевсĕр медпулăшăвăн калăпăшне ÿстерме, пахалăхне лайăхлатма май панă.

Ларăва пухăннисем регионсен хыснари тупăш пайне пуянлатас, бюджетсен хутшăнăвĕсене лайăхлатас тĕллевпе РФ Патшалăх Думин Бюджетпа налук комитетне сĕнÿсем çитерме йышăнчĕç.

В.ВАЛЕНТИНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.