«Хамăн урхамахпа ăмăртма çăмăлрах»

26 Утă, 2014

Кивĕ Ахпÿртре пурăнакан Анатолий Каргин хăйне евĕрлĕ çын. Вăл хăй вăхăтĕнче кире пуканĕпе штанга çĕклессипе районта çеç мар, республикăри ăмăртусене те хутшăннă. Кайран лашасемпе кăсăкланма пуçланă. Паянхи кун урхамахсемсĕр пурăнма пултараймасть. Çак спорта аталантарассине пуçĕпех парăннă. «Ку чир ĕнтĕ, унран хăтăлма çук», - терĕ вăл.

Ача чухнехи ĕмĕт

Лаша спорчĕ ăна пĕчĕк чухнех кăсăклантарнă. Ăмăртусенчен вăл нихăçан та юлман, икĕ-виçĕ çултах аслисемпе пĕрле чупу курма çÿренĕ. «Пирĕн районти Красновсем, Ахтямовсем, Кеметовсем, Вазюковсем колхоз урхамахĕсемпе ăмăртатчĕç. Мĕнлерех ăмсанаттăм вĕсене, манăн та çавсен вырăнĕнче пулас килетчĕ. Илĕртнĕ çав, шăпăрлан чухнех илĕртнĕ мана çак спорт», - ача чухнехине куç умне кăларать Анатолий Антонович.

Салтакран таврăнсан Анатолий «Гвардеец» колхоз ертÿçи Иван Арланов патне пынă та: «Атя лаша илетпĕр», - тенĕ. Лешĕ тĕлĕнсе: «Сана, чăваш ачине, мĕн тума вăл, мишерсем кăна лаша туянаççĕ», - тесе хуравланă. Ăна вара ача чухнехи çутă ĕмĕт çывăрма выртсан та канăç паман. Пĕр кунхине колхоза кайса лаша туяннах каччă. Кайран ăна çичĕ уйăхри тихапа ылмаштарнă. Призера Чĕмпĕртен илсе килнĕ. Машинăран виçĕ хут хаклăрах пулнă вăл çав вăхăтра. Анатолийĕн «тимĕр урхамах» шухăшĕ те пулман ун чухне.

Тихана юратса пăхнă вăл. Лайăх çитернĕ. Пĕрмай Пăла хĕрринче уçăлтарса çÿретнĕ, унтах шыва кĕртнĕ. Нумай та вăхăт иртмен - хуçине çакăншăн тав тунă Призер: ăмăртура çĕнтернĕ. Районти Акатуй хыççăн Чĕмпĕр, Йошкар-Ола, Етĕрне, Чул хула ипподромĕсенче темиçе хут та мала тухнă.

 

Вун тăватă лаша

Кивĕ Ахпÿртри Пыркинсен, Кошкинсен тата Каргинсен династийĕ пирки илтмен çын та çук ку тăрăхра. Вĕсем ăмăртнине курма таçтан та пуçтарăнаççĕ. Çапах та çамрăксем лашапа кăсăкланасси Анатолий Антоновичран тытăннă.

Паянхи кун А.Каргинăн юртăпа чупакан вун тăватă лаша. Вырăс, американ йăхĕнчен вĕсем. Ячĕсем те пĕринчен тепри хăватлăрах: Неформальный, Фантазер, Нациль... «Спорт лаши йĕркене юратать. Вăхăтра çитермелле, вăхăтра уçăлтармалла», - тет вăл. Янаварсене лайăх пăхать кил хуçи. Урпа, сĕлĕ, çу каяшĕ, йĕтĕн çăвĕ, сахăр, типĕтнĕ сĕт хушса пăтă пĕçерсе çитерет. Кăкăр ачисем валли кăларнă ятарлă типĕтнĕ сĕтпе хăналать.

Спорт лашисен хакĕпе те кăсăклантăм. Ĕлĕк пĕр урхамах вырăнне виçĕ машина туянма пулнă: çак шайлашу паян та улшăнман иккен. «250 пин тенкĕ тăраканнипе ăмăртăва хутшăнма çук ĕнтĕ. Пĕр миллиона яхăн, лайăххисем ытларах та», - терĕ Анатолий.

Нумай пулмасть Чĕмпĕр ипподромĕнче Раççей ăмăртăвĕ пулнă. Анатолий Антоновичăн Неформальный урхамахĕ 1600 метра 2 минут та 4 çеккунтра чупса тухса пĕрремĕш вырăн йышăннă.

А.Каргинăн кубоксемпе Хисеп хучĕсен шучĕ те çук. Вĕсем килте те, ĕçри кантурта та туллиех. Ăмăрту парнисене вăл шкула, ялти клуба, ваттисен çуртне валеçсе парать. Чĕмпĕрте икĕ хутчен «дерби» те выляса илнĕ вăл. Ку - чи пысăк парне. «Дербишĕн» юртăпа чупакан лашана тăватă çулта чухне пĕртен-пĕр хут кăна тупăшма ирĕк параççĕ. Сăмах май, çак парнешĕн 1899 çултанах ăмăртаççĕ. Малтан ăна Орел лашисем кăна çĕнсе илейнĕ, кайран метиссем мала тухма тытăннă. Граждан вăрçи вăхăтĕнче çеç ăмăрту ирттермен. Лашасем çителĕксĕр пулнипе çыхăннă ку. «Дерби» дистанцийĕ 1600 метр пулнă, 1956 çултанпа - 2400 метр.

Халĕ А.Каргин çурла уйăхĕнче Германире иртекен юланутçăсен чемпионатне кайма хатĕрленет. Гамбург хулинче иртмелле вăл. Иртнĕ кĕркунне нимĕçсем хăйсем кунта килнĕ. Халĕ чăвашсене йыхравланă. Унта республикăран улттăн хутшăнаççĕ.

 

Хресчен фермер хуçалăхĕ

Анатолий Каргин «Гвардеец» хуçалăх ертÿçи. Çавăн пекех килте хресчен-фермер хуçалăхĕ те йĕркеленĕ.

Ку енче вăрлăх сухан акман çын çук та. «Çавсен çемйи вăрлăх сухан та лартайман» тесе ят тивесрен кашниех çитĕнтерме тăрăшать ăна. Ĕçчен те маттур халăх пурăнать Ахпÿрт енче.

Анатолий Антоновичăн мăшăрĕпе хĕрĕ те хире вăрлăх сухан кăларма кайнăччĕ. Чейпе хăналанă май ăш пиллĕ кил хуçи çемйи пирки каласа кăтартрĕ. Мăшăрĕпе икĕ хĕр ÿстернĕ. Марина çемьеллĕ. Анатолий Каргин кукаçи пулма та ĕлкĕрнĕ. Мăнукĕ Ксения 2 уйăхра. Наташа кăçал 11-мĕш класа каять. Анатолий Антоновичăн хĕрĕсем те урхамахсене ачаран юратаççĕ.

Ÿкерчĕклĕ хапха

Анатолий ун чухне Мускавра пулнă. Таврăннă çĕре Анат Туçа художникĕ Валерий Мышкин хапхи çине унăн сăнне ÿкернĕ. Хăйĕн юратнă Гонĕпе вĕçтерсе пырать вăл унта. Паянхи кун та çав лашана манаймасть Анатолий Каргин. Йошкар-Олари ăмăртăва хутшăннă хыççăн вилнĕ вăл янавар. Художник та ахальтен мар, лаша юратакан ытла хытă куляннине сиссех киçтĕкпе сăрă йăтса çитнĕ вĕсен килне. Ÿкерчĕк питĕ ăнăçлă пулса тухнă. Халĕ те чиперех, унтан-кунтан сăрри çеç кайкаланă.

«Тем тесен те хам пăхса ÿстернĕ урхамахпа ăмăртма çăмăлрах. Вăл хуçин чунне туять. Кун пек чухне çĕнтерÿ те пулатех. Туянни - урăхларах», - сыв пуллашрĕ манпа Анатолий Антонович.

Елена АТАМАНОВА.

Патăрьел районĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.