Хапăл тăвăр йыхрава!

16 Юпа, 2017

Чăваш халăх хаçачĕ «Хыпар» çуллен ирттерекен ăмăрту — Кире пуканĕ йăтакансен пĕтĕм Раççейри турнирĕ — тимĕр вăййин тусĕсене çитес вăхăтрах черетлĕ хутчен пухĕ.

Хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн пыракан тупăшу кăçал юпа уйăхĕн 20-22-мĕшĕсенче Шупашкарти «Спартак» спорт керменĕнче иртĕ. Ăмăртăвăн тĕп судйи пулма Раççей спортăн тава тивĕçлĕ мастерне, РФ тава тивĕçлĕ тренерне Сергей Кириллова çирĕплетнĕ. Куславкка районĕнче çуралса ÿснĕ пултаруллă ентешĕмĕр хальхи вăхăтра Питĕрте пурăнать.

Кире пуканĕ йăтакансем «Хыпар» редакцийĕн пуçарăвĕпе иртекен ăмăртăва çĕршыври тĕрлĕ хула-ялтан пухăнасси йăлана кĕнĕ. Кăçалхи турнир унта хутшăнакансен географи анлăшĕпе халиччен иртнĕ ăмăртусенчен ытларах та палăрас шанчăк пур: кĕрешĕве хутшăнас кăмăллисем 20 ытла регионран пĕлтернĕ ĕнтĕ.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.