Хăрушсăрлăх - чи кирли

13 Раштав, 2014

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Правительствăн çул-йĕр хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвне ирттерчĕ. Унта ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ В.Филиппов, ĕç тăвакан влаç органĕсен /çав шутра муниципалитет йĕркеленĕвĕсен/, транспорт комплексĕн предприятийĕсемпе общество организацийĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.

Çулсем çинчи лару-тăру чылай чухне водительтен - вăл правилăсене пăхăннинчен, кирек епле кăткăс самантра та хăйне алăра тытма пултарнинчен т.ыт.те - нумай килет. Çавăнпах водительсене хатĕрленĕ чухне хăвна тĕрĕс хак пама, ыттисене хисеплеме вĕрентессине тĕпе хумалла. Шел, ку енĕпе автошкулсем тĕлĕшпе сахал мар ыйту сиксе тухать.

«Водительсене вĕрентес ĕç-хĕле лайăхлатмалли куç кĕрет, - терĕ ЧР ШĔМĕн ÇÇХПИ управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов. - Кашни улттăмĕш аварие руль умĕнче виçĕ çултан сахалрах ларакан çамрăксем тăваççĕ. Çак вăхăт тĕлне ку ушкăнри çынсен айăпĕпе пулнă 275 аварие шута илнĕ. Вĕсем çул-йĕр правилисене пĕлмеççĕ е пăхăнмаççĕ, хăвăртлăха юратаççĕ...».

Çулталăкра вăтамран водитель правине 20 пин çын илет. Шел те, пĕрремĕш хут кайсах экзамен тытакан питĕ сахал. Çакă тÿрремĕнех автошкулсенче паракан теори тата практика пĕлĕвĕ çителĕксĕррине çирĕплетет. Кăçалхи августра йышăннă çĕнĕ вĕрентÿ программисем ĕç-хĕле лайăх енне улăштарасса шанас килет. Водительсене хатĕрлеме çĕнĕ предметсем кĕртнисĕр пуçне вĕренÿ учрежденийĕсенчен те çирĕпрех ыйтма пуçланă. Вĕрентÿ программисем тата пурлăхпа техника никĕсĕ тивĕçтермен автошкулсене ÇÇХПИ ĕçлеме ирĕк памасть. В.Романов каланă тăрăх - хальхи вăхăтра 54 автошкултан 24-шĕ кăна çак ирĕке илме пултарнă.

ÇÇХПИ управленийĕ шкул автобусĕсене те сăнасах тăрать. Районсенчи уйрăмсем вара вырăнта техникăпа мĕнле усă курнине тĕрĕслеççĕ, водительсем, вĕренÿ учржденийĕсенчи яваплă çынсем çул-йĕр правилисене пăснă тĕслĕхсене шута илсе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма ЧР Вĕренÿ министерствине ярса параççĕ. Кăçалхи 11 уйăхра шкул автобусĕсем тĕлĕшпе йĕркене пăснă 38 тĕслĕхе шута илнĕ. Ку пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен чылай сахалрах.

Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 327 шкул автобусĕ шутланать. Вĕсенчен 299-шĕ куллен тĕрлĕ 637 маршрутпа çула тухать. Техника паркĕ çĕнелсех пырать. 2006 çултан «ватăраххисемпе» усă курмаççĕ. Шкул автобусĕсен тахографсем пулмаллине палăртрĕç.

Хĕллехи вăхăтра автоçулсене пăхса, тасатса тăма хатĕрленни çинчен «Волга» çул-йĕр управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Мартынов каласа кăтартрĕ. Юр тасатмалли хăватлă техника та, ытти йышши те пуррине, хăйăр, тăвар хутăшĕ те çителĕклине пĕлтерчĕ. Çулсене пăхса тăракан организацисем çулсен хĕрринчи йывăç-тĕме касса тирпейленĕ. Кирлĕ вырăнсенче хăйăрпа тăвар хутăшĕ тултарнă ешчĕксем вырнаçтарнă. Регион тата муниципалитет пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче пулма пултаракан чрезвычайлă лару-тăрăва сирме «Чувашавтодор» ОАОн Канашри, Шупашкарти тата Çĕмĕрлери базисенче хăвăрт ĕçлекен механизациленĕ виçĕ отряд туса хунă.

Анчах ку сăмахсем транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрне Владимир Филиппова тивĕçтерсех çитереймерĕç пулас. «Октябрьте пĕрремĕш юр ÿксен мĕнле пулчĕ-ха? Хамăр та куртăмăр, халăх енчен те асăрхаттарусем пулчĕç. Çине тăрса ĕçлемелле», - терĕ вăл.

Ларура пĕлтернĕ тăрăх - 2014 çул вĕçленнĕ тĕле республикăра фото тата видеофиксацин 117 стационар комплексне вырнаçтарĕç. Авари пулас хăрушлăх пысăк вырăнсенче автомат режимĕпе ĕçлекеннисемпе усă курни водительсен тимлĕхне ÿстерме, инкекрен сыхланма пулăшасса шанаççĕ. Çавăн пекех йĕркене пăсакансем тĕлĕшпе йышăнакан административлă санкцисем бюджета килекен нухрат виçине те пысăклатма май парĕç. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче «Поток», Арена», «Кречет» комплекссемпе усă кураççĕ.

Юлашкинчен ларăва хутшăннисем 2015 çулта республикăри çулсем çинче хăрушсăрлăха тивĕçтерес тĕлĕшпе пурнăçлама палăртакан ĕç-хĕл планне пăхса тухрĕç.

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.