Хĕрсем мана качча парасшăн

22 Çу, 2017

— Сана часрах качча парас пулать.

— Мĕншĕн?

— Ытла та телейлĕ курăнатăн...

/Кулăш/.

Тус-тантăшăм хушшинче те, ĕçтешсен йышĕнче те качча кайманни эпĕ çеç юлтăм ĕнтĕ. Çук-ха, куншăн кулянмастăп. Вăт хĕртен арăм пулса ĕлкĕрнисем мана ăмсаннине сисетĕп вара. Ахальтен мар часрах качча парассишĕн çунаççĕ.

Мăшăрсăрскерне мĕн ăмсанмалли пур тетĕр-и?.. Тупаççĕ çав. Ара, эпĕ — хама хам хуçа. Киле таврăнсан та çиес килет — пĕçеретĕп апат, хырăм выçман чухне чей ĕçнипех çырлахатăп. Ыйхă пуссан та выртса канатăп. Тусăмсем çак вăхăтра пысăк çемйине тăрантарас тесе плита умĕнче яшкине те, пăттине те янтăланине чухлатăп-ха.

Ĕç кунĕ вĕçленсен те лăпкăн кăна лавккасем тăрăх васкамасăр çÿретĕп. Вĕсем вара килне васкаççĕ. Пĕрин ача садне ĕлкĕрмелле, теприн упăшки арăмĕ таврăннине минутпа пăхса тăрать — кĕвĕçет иçмасса.

Пĕччен пурнăç — пурнăç маррине хам та пĕлетĕп. Кайăк та йăва мăшăрлă çавăрать. Паллах, хĕр тени савнисĕр мар ĕнтĕ. Арăм тăвас ĕмĕтпе хыçран чупаканни те пурах. Пĕрре кăна та мар. Анчах нихăшне те шанмастăп. Çамрăкрах чухне Петĕрпе пĕр-пĕрне мĕн тери саваттăмăр. «Алă çинче йăтса çÿрĕп», — тетчĕ. Хăй вара улталарĕ. Кун хыççăн яшсене епле шанмалла тет? Пушшех те, тусăмсенчен те туй тăвиччен мĕн тери лайăх каччисем авлансан «тиркемелли» арçынсене çаврăннине куллен илтетĕп.

Маринăн мăшăрĕ акă ачапчалла хăтланать, мăн çын тееймĕн çав. Чей хатĕрленĕ чухне те сахăр вырăнне тăвар ярать. Паллах, арăмĕ упăшки çакна ятарласа — тепрехинче ан хуштăр тесе — тунине тавçăрать. Нинăн вара — хыт пăрçа. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.