Хĕвел ăшшиллĕ хĕрарăм

11 Утă, 2015

Çак сăмахсем тÿрремĕнех Анат Чаткасри Галина Тихоновăна пырса тивеççĕ. Ырă кăмăл, ăшпиллĕх унра çăлкуç шывĕ пекех тапса тăрать.

Тĕлĕнетĕн те: пурнăçĕнче хура-шурне çителĕклех астивнĕ пулин те, чун-чĕрипе хытман Галина Николаевна, кăмăлĕпе çеç çирĕпленнĕ.

Ялти çыхăну уйрăмĕнче 1987 çултанпа тимлет вăл. Хаçат-журнал, пенси укçи валеçет. Корреспонденцисене çынсем патне вăхăтра çитерессишĕн ырми-канми тăрăшать. Тулли сумкăллă почтальон хĕлле çуран, çулла велосипедпа çула тухать. Сивве е шăрăха, çил-тăмана е шалкăм çумăра пăхмасăр ял çыннисем патне васкать. Ваттипе ватăлла, яшшипе çамрăкла, шăпăрлансемпе ачалла пуплеме сăмахне те, вăхăтне те тупать.

Галина Николаевнăшăн хăйшĕн те Чаткасри кашни кил, кашни çын тăван пекех туйăнать. Ĕçĕ канăçсăр пулин те, ăна чунтан парăннă вăл. Çырăнтару кăтартăвĕсемпе те Анат Чаткасри çыхăну уйрăмĕ яланах малта. Паллах, Галина Тихоновăн тÿпи те пысăк кунта.

Яваплăха туйса ĕçлекен Галина Николаевна - Анат Чаткас ял тăрăхĕн депутачĕ. Юрра-ташша ăста хĕрарăм культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнне çÿрет. Хăй çĕленĕ-тĕрленĕ çи-пуçпа тăтăшах сцена çине тухать, куракансене савăк кăмăл парнелет.

Ал ĕçĕпе таврари паллă маçтăр Галина Николаевна. Кермен пек ларакан çурта чечеке çавăрнă вăл: турăш кĕтесĕ, чÿрече, алăк каррисем, вырăн таврашĕ тĕлĕнмелле илемлĕ. Хуняшшĕпе хунямăшĕн Александрпа Елена Тихоновсен никĕсне куç шăрçи пек чыслăн упрать, тасалăхпа йĕркелĕхре тытать. Тăванĕ-и, кÿршĕ-аршă-и - пуринпе те тарават вăл. Кирек кама та хĕвел куллипе кĕтсе илет, ăсатса ярать.

Галина Тихонова çемье ăшăлăхне, унăн илемне хаклама пĕлет. Ашшĕ-амăшĕнчен - ялхуçалăхĕнче тар тăкса ят-сум илнĕ Николай Михайловичпа Вера Семеновна Петровсенчен - çуралнă кĕтесе хаклама, ĕçченлĕхе вĕреннĕ. Тетĕшĕпе Михаилпа, аппăшĕпе Альбинăпа, шăллĕпе Юрипе туслăхра çитĕнсе чун-чĕрипе пуянланнă.

Çемье ăшшине качча тухсан, амăшĕ пулса тăрсан тата лайăхрах туйса илнĕ Галина Николаевна. Юратнă мăшăрĕпе ытла сахал пурăнайнă вăл. Виçĕ ачапа тăлăха юлнă. Пĕчĕкскерсене ÿстерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пулăшнă. Ашшĕ вырăнĕнче пулса пурнăçра çирĕп те мал ĕмĕтлĕ пулма вĕрентнĕ. Канăçсăр кунсем, ыйхăсăр каçсем хĕрарăмăн мĕн чухлĕ вăй-халне туртса илмен-ши? Пурнăç тумхахĕсем мĕн чухлĕ тĕрĕслев витĕр кăларман-ши тата? Йывăр пулнă - шăлне çыртнă, кăшкăрса йĕрес килнĕ - куççуль витĕр кулнă... Пуçа усман, йывăр шăпине парăнман чăтăмлă хĕрарăм...

Ачисемшĕн хĕпĕртет амăшĕ. Пурте ура çине тăнă вĕсем.

Канмалли кунсенче, уявсенче Тихоновсен çурчĕ ĕç шавĕпе, савăк кулăпа тулать. Ывăл-хĕрĕ, кинĕпе мăнукĕ Авелина амăшне, асламăшне çĕнĕ вăй-хăват хушаççĕ.

Зинаида СВЕКЛОВА.

Шăмăршă районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.