Хуçасăр-тăк - патшалăхăн пулĕ

7 Ака, 2015

Çак вăйă оборудованине хăйсен харпăрлăхне илес текенсем пулнă. Мĕн, чышать-им? Анчах ĕç-пуçа темле пăтратсан та прокуратура хаклă пурлăха патшалăха памаллине ĕнентерме пултарнă.

Çĕнĕ Шупашкар хулин сучĕн йышăнăвĕпе Сергей Алексеева саккуна пăсса астармăш вăйăсем йĕркеленĕшĕн РФ КоАПĕн 14.1.1 статйин пĕрремĕш пайĕпе штрафланă. Адмĕç материалĕсенчен çакă курăнать: Алексеев химиксен хулинчи пурăнмалли пĕр çурт путвалĕнче астармăш вăйă вырăнĕ йĕркеленĕ. Унта 62 вăйă автомачĕ вырнаçтарнă. Тĕрĕслев ирттернĕ май полици сотрудникĕсем вĕсене туртса илнĕ.

Алексеев çак вăйă оборудованийĕн хуçи мар, ăна Д.Васильевран арендăна илнĕ-мĕн. Çавăнпа суд вăйă аппарачĕсене конфискацилемелли сăлтав çук тесе палăртнă. Çав вăхăтрах çак самант пирки те асăрхаттарнă: оборудование саккунлă хуçине тавăрса памалла, ăна тупаймасан вара патшалăх харпăрлăхне памалла.

Пуçланнă вара... Тĕрĕслев вăхăтĕнче Васильев Тула хулинчи "Эйлин-С" ОООпа вăйă оборудованийĕпе тата унăн саппас пайĕсемпе тивĕçтересси çинчен тунă тăватă килĕшÿ тăратнă. Фирма енчен килĕшÿсене И.Тарасова алă пуснă. Анчах пакунлисем тарăнрах чакаланă та - Тарасова "Эйлин-С" учредителĕ те, директорĕ те мар иккен, Васильевпа хайхи оборудованипе тивĕçтермелли килĕшÿсем туман, вĕсене алă пусман. Кĕскен калас-тăк - вăйă автомачĕсен харпăрлăх правине уçăмлăн çирĕплетекен нимĕнле документ та çук. Апла-тăк пĕтĕм оборудование патшалăх харпăрлăхне памалла - КоАПăн 29.10 статйи çапла тума хистет.

Çÿлерех каланине тĕпе хурса республика прокуратури Çĕнĕ Шупашкар хулин сучĕн вăйă аппарачĕсене саккунлă хуçине тавăрса памалла текен йышăнăвне протестленĕ, аслă инстанци хула сучĕн йышăнăвне пăрахăçланă. Çапла вара вун-вун вăйă автомачĕ уйрăм çын аллине мар, патшалăх харпăрлăхне куçать.

Н.СТЕПАНОВ.