Хускану – çирĕп сывлăх, савăк кăмăл

8 Юпа, 2014

Ыран Чăваш Енре «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» форум уçăлать. Унта Раççейри тата 20 çĕр-шыври 3 пин хăна хутшăнĕ.

Мероприяти программипе килĕ-шÿллĕн спортăн 8 тĕсĕпе ăсталăх класĕсем йĕркелĕç: çăмăл атлетика, триатлон, сĕтелçи теннисĕ, адаптаци спорчĕ (инвалидсем валли), спорт кĕрешĕвĕ, самбо, спорт гимнастики тата пăр çинче эрешлесе ярăнас тĕлĕшпе.

Ăсталăх класне ирттерекен 400 специалист вĕренсе тренер квалификацине ÿстернине ĕнентерекен удостоверение тивĕçĕ.

Ăсталăх класĕн программинче теори тата практика пайĕсем пулĕç. Сăмахран, триатлона хутшăнакансем спорт комплексне çитсе курĕç, темиçе лекци итлĕç. Практика занятине вара бассейнра йĕркелĕç. Ăсталăх класĕсем икĕ куна тăсăлĕç. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 3-мĕш спорт шкулĕнче пулĕ.

Ыран Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра вунă сехетре «Зарядка çăлтăрпа пĕрле» физкультурăпа спорт мероприятийĕ иртĕ. Унта ватти-вĕтти хутшăнĕ. Пĕрлехи зарядкăна Раççейри тата Чăваш Енри паллă спортсменсем, форум хăнисем те хутшăнĕç. Ăна Дмитрий Губерниев паллă журналист ертсе пырĕ. Каярахпа вара савăнăçлă лару-тăрура Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕ уçăлать. Вăл 11 сехетре спорт парачĕпе пуçланĕ. Спорт «çăлтăрĕсем» ялавсемпе кубоксем йăтса утĕç. 12 сехетре Пĕтĕм тĕнчери хăвăрт утакансен кунĕ старт илет.

Утакансен кунĕ – Пĕтĕм тĕнчери «ТАФИСА» спорт ассоциацийĕ йĕркелекен тĕп мероприятисенчен пĕри. Çак ăмăрту çулсерен 150 çĕр-шывра иртет. Унта 12 млн çын хутшăнать. Раççейре утакансен кунне «Спорт – пурин валли те» физкультурăпа спорт обществине йĕркелеме шаннă. Çакнашкал мероприяти пирĕн çĕр-шывра пĕрремĕш хут пулĕ. Старта 15 пин ытла çын тухмалла. Республикăри паллă атлетсем ертсе пынипе вĕсем кÿлмек тавра утса çаврăнĕç.

Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче, форум вăхăтĕнче, Чăваш Енре ГТО нормативĕсене пурнăçламалли пĕрлехи кун та иртет. Çавна май тĕп хулари «Спартак» стадионта спорт уявĕ пулать. Кунта хутшăнакансем асăннă кунсенче чупассипе, сикессипе, шывра ишессипе тата спортăн ытти тĕсĕпе ăмăртĕç. Кăмăл тăвакансен малтан «Спартак» стадиона çитсе регистрациленмелле.

Тата чылай мероприяти иртĕ форум кунĕсенче. Массăллă информаци хатĕрĕсем вĕсене çутатсах тăрĕç.

Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕ – автомобильсĕр кун. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне халалланă мероприятисен вăхăтĕнче транспорт çÿревне вăхăтлăха чармалли йышăнăва алă пуснă.

Хускану – пурнăç, çирĕп сывлăх. Ватăшăн та, çамрăк ăрушăн та усăллă вăл. Çавăнпах ĕнтĕ Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнчи ватăсем утма тăрăшаççĕ. Кунта 2008 çултанпа «Сывлăх» клуб ĕçлет. Унта 15 çын çÿрет. Клуба çÿрекенсенчен чи ватти – Лидия Васильевна Гусеева. Вăл 86 çулта! Ĕмĕрĕпех шкулта ĕçленĕ, ачасене нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ. Любовь Васильевна Романова та унран кăшт çеç çамрăкрах. Çак ушкăнра чи кĕçĕнни вара – 60 çулта. Ватăсем урам хушшинче утнисĕр пуçне вăрмана та каяççĕ, пĕрле пухăнса сăвă-юрă шăрантараççĕ. Аслă ăру – çамрăксемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче.

Сăн ÿкерчĕке www.cap.ru сайтран илнĕ

Валентина ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.