Хыпар", 173-174 /26579-26580/ №, 06. 09. 2014

6 Авăн, 2014

Çулçă сарнă сукмакпа утнă сарă кĕркунне. Пепкине Анна аппа çупăрланă хăй çумне... Çак сăмахсемпе пуçланать Геннадий Кузнецовăн «Чи телейлĕ кун» сăвви. Ăна мухтавлă ентешĕмĕре Андриян Николаева халалланă. Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕ - виççĕмĕш космонавт çуралнăранпа 85 çул çитрĕ. Çак уява Чăваш Енре еплерех паллă тунă. «Андриян Николаев чăваш халăх асĕнчех» статьяна вулăр. 1, 8-9 стр.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çÿревпе Етĕрне районĕнче пулнă. Унпа пĕрле пирĕн ĕçтеш Ю.Михайлов та курса çÿренĕ. «Етĕрнесен ашне туянасшăнччĕ». 2 стр.

Ял тăрăхĕсенчи пурнăçпа, маттур та сумлă çынсемпе, паллă пулăмсемпе «Вырăнти хăй тытăмлăх» ятарлă кăларăм паллаштарать. 5-6, 11-12 стр.

Тĕрлĕ ыйтăвăн хуравне тупас килет-и. Апла пулсан хаçатăн 13-мĕш страницине уçăр. Унта - пирĕн корреспондент В.Багадерова хатĕрленĕ «Ыйту-хурав» кăларăм.

Çÿллĕ те капмар йывăçлă ешĕл вăрман, симĕс куç евĕр йăлтăртатакан пĕве, сарлака аркăллă кĕпе пек тĕмсемпе çавăрса илнĕ тарăн çырма-çатра, шăнкăр-шăнкăр сассипе хăй патне туртакан юхан шыв... Пирĕн республикăра çакнашкал илемпе чуна тыткăнлакан вырăн сахал мар. Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ял тăрăхĕнчи Сапаскар та пурне те хăй патне илĕртет. Эпир те унта çитсе курас терĕмĕр. «Сапаскар - çут çанталăк парни». 14 стр.

«Филармони - культура пурнăçĕн центрĕ». 16 стр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.