«Хыпар» 73-74 (27506-27507) № 05.07.2019

5 Jul, 2019

* 1943 çулта çамрăк медика Паникассинчи /халĕ ку ял çук ĕнтĕ, вăл Çĕнĕ Шупашкара кĕнĕ/ фельдшерпа акушер пунктне ĕçлеме янă. Паникасси, Ольтикасси, Шуркасси, Чучукасси тата ытти ял çыннисене пăхса тăнă вăл. Çавăнтах пĕчĕк пит-куçлă чипер пике шăпа пÿрнине — вăрçăран сылтăм алли йывăр аманнине пула таврăннă Иван Тимофеева — тĕл пулнă. Каласа хăвармалла: Иван Тимофеевич артиллери çарĕн йышĕнче çапăçнă, Туапсе хулинче суранланнă — тăшман пульли унăн алли витĕр тухнă. Санитарсем чăваш салтакне вилесен хушшинчен тупса сĕтĕрсе кăларнă.

Çамрăк фельдшер хăйĕнчен виçĕ çул кĕçĕнрех, хăрах алăллă йĕкĕте тиркемен — качча тухма килĕшнĕ. Кил хуçи счетоводра ĕçленĕ, сулахай аллипех мĕн пур ĕçе тума хăнăх
нă: пуртă та, пăчкă та тытнă. Тĕп килтен уйрăлса тухса çурт лартнă. Каярахпа Çĕнĕ Шупашкар строительствине хутшăннă. Анчах Иван Тимофеевичпа Мария Степановна пысăк çав пÿртре ватăличчен пурăнайманшăн питĕ куляннă — Çĕнĕ Шупашкар хулине çĕкленĕрен вĕсене куçарса кайнă
(Аманнă салтака куç хывнă. Нина ЦАРЫГИНА)

* Екатерина Кошелева вулакансемшĕн çĕнĕ ят мар. Унăн хайлавĕсем чăваш хаçачĕсенче, çав шутра «Хыпар» Издательство çурчĕ кăлараканнисенче те, пĕрре мар кун çути курнă. Катя Мускаври патшалăх педагогика университетĕнчен тин çеç вĕренсе тухнă. Вăл — пулас социолог. Вĕреннĕ вăхăтрах аслă шкулти информаци центрĕн ертÿçинче тăрăшнă, пĕр вăхăт Мускаври Уйăх театрĕнче фотографра ĕçленĕ. Йĕпреç районĕнчи Çăкалăх ялĕн хĕрĕ шучăпе, «халĕ литературăра кăна мар, пур çĕрте те кризис. Ÿнерçĕсен те, сăмахран». Кĕнеке кăларас тесен нумай ĕçлемелле тесе шухăшлать вăл. Шкулта çырнă калавсене вуласан: «Халь пулсан урăхла çырăттăм», – тесе шухăшлать. Хăйне унта, кунта тĕрĕслет. Сăн ÿкересшĕн, çырасшăн. Социологи е реклама енĕпе аталанас пирки те ĕмĕтленет. «Пурнăç кăтартĕ», – тет вăл («Халь пулсан ун пек çырмăттăм»)

* Колхозра 110 яхăн çын вăй хурать. Вăтам ĕç укçи 18 пин тенкĕпе танлашать. Çураки вăхăтĕнче вăй хуракансене тата тыр-пул çапса кĕртекенсене кÿрентермеççĕ, 2-3 хут нумайрах тÿлеççĕ. Хуçалăхра вăй хуракансен вăтам ÿсĕмĕ — 45 çул. 25-35 çулсенчи çамрăксем те пур: Миша Серапионов тракторист, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине тин кăна пĕтернĕ Артем Аресьев агроном, Ирина Яковлева ветеринар…
— Иккĕмĕш çул агрономра ĕçлетĕп. Ăнланатăп: яваплăх пысăк. Пур ĕçе те вăхăтра пурнăçламалла. Кая юлса аксан, технологие, пусă çаврăнăшне пăхăнмасан пысăк тухăç илесси пирки ĕмĕтленме те кирлĕ мар, — терĕ кунсерен темиçе хут та уй-хире пăхса çаврăнакан çамрăк агроном
(Кунне 9 тонна сĕт парса яраççĕ)

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.