Хыпар 87 (27520) № 06.08.2019

* Пирĕн яла çÿп-çап турттаракан транспортăн уйăхра икĕ хутчен, 7-мĕшĕнче тата 21-мĕшĕнче, пымалла. Çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне урам вĕçĕнчи юпа çывăхĕнче самаях пысăк купа пухăнчĕ. Анчах кунĕпе кĕтсен те машина курăнмарĕ. Çынсем каç еннелле хăйсен миххисене каялла килĕсене сĕтĕрсе кайрĕç. «Урам тăрăх сапаланса пĕтĕ. Тахçан илсе каяççĕ-ха», — терĕ кÿршĕ хĕрарăмĕ, кунашкалли пĕрремĕш хут çеç мар пулнине пĕлтерсе.

Çапах та мусоровоз тепĕр кунне пирĕн яла та çаврăнса çитрĕ. «Мăн Явăшра машина тулса ларчĕ. Тата унта михĕсене кашни кил умне лартса тухаççĕ. Вĕсене пуçтарса çÿресе питĕ нумай вăхăт иртет. Çавăнпа сирĕн пата килеймерĕмĕр», — ăнлантарнăччĕ ун чухне водитель. Çав кун машина пушах кайрĕ, мĕншĕн тесен никам та вăл килессе кĕтмен, çÿп-çапне килĕсенчен кăларман…
Утă уйăхĕнче те мусоровоз кĕтнĕ кун килмерĕ. Иртнĕ уйăхрине, транспорт тепĕр кун çитнине, асра тытса-ши — хальхинче çынсем михĕсене килĕсене илсе каймарĕç. Çÿп-çап купи икĕ эрне ытла выртрĕ. Ăна йыт-качка та тапăнчĕ, çатăркасемпе хутсем тавралла вĕçсе саланчĕç… Çакăн пек йĕркесĕрлĕх, паллах, никама та килĕшмест, кăмăла хуçать. «Укçине пухаççĕ, ĕçне тумаççĕ», — çынсем тарăхса çапла каланинчен тĕлĕнмелли çук. Халĕ, çÿп-çап пухмалли будка лартнă хыççăн, тирпейсĕрлĕхе куçран пытарма, тен, май килĕ? Алăкĕсене хупса хурсан чылайччен илсе каймасан та курăнмĕ…
Кунашкаллине, шел те, Вăрнар районĕнчи пĕр-икĕ ялта çеç мар, Канаш районĕнче те, Куславкка тăрăхĕнче те, Комсомольски енче те, Вăрмарта та, ытти çĕрте те асăрхама, сăнама пулать.
Елчĕк районĕнчи Шăмалакри Вăрманкас урамĕнче пурăнакансене вара хăйсен урамĕнче çÿп-çап пăрахма вырăн çукки пăшăрхантарать. «Пирĕн урам пĕчĕк мар, 35 хуçалăхра 46 çын пурăнать. Чылайăшĕ пенсионер. Вĕсен çÿп-çап хутаçĕсене тепĕр урама çити йăтма тивет», — пăшăрханса калаçрĕ Федор Чернов. Ку çеç-и-ха? Машина килме палăртнă кунран маларах кайса хума та юрамасть иккен. Çав урамра пурăнакансем «тавралăха варалатăр» тесе вăрçаççĕ. Ирĕксĕрех мусоровоз килессе сыхласа тăма тивет. Ватăсемшĕн çакă, хăть мĕн тесен те, чăрмавлă. Çÿп-çап пăрахмалли ятарлă хатĕрсем е вырăн çукки хуларан ашшĕ-амăшĕ патне канмалли кунсенче килекенсемшĕн те меллĕ мар. Вĕсен хăйсем хыççăн кил-çурта тирпейлесе хăварас килет, анчах вăхăт çитмесĕр çÿп-çапа кăларса пăрахма юраманни ура хурать…
(Тавралăх тасалăхĕ – хамăршăн. Валентина БАГАДЕРОВА)

* Курск хулинче çуралса ÿснĕ Людмилăпа Виктор Смирновсене 1972 çулта Смоленскри физкультура институчĕ хыççăн Чăваш Ене ĕçлеме янă. Людмила Александровна Шупашкарти çăмăл атлетсен шкулне /халĕ — Олимп резервĕсен 1-мĕш спорт шкулĕ/ вырнаçнă, Виктор Владимирович — Чăваш патшалăх педагогика институтне /халĕ — университет/.
Виктор Смирнов çăмăл атлетикăн техника тĕсĕсене пуçараканĕсенчен пĕри пулнă. Унăн вĕренекенĕсем Станислав Тимофеев /виçĕ енлĕн сикесси/, Сергей Фадеев /çичĕ енлĕ кĕрешÿ/, Сергей Кузнецов /çÿллĕшне сикесси/ тĕрлĕ ăмăртура палăрнă. Кайран хăйсем те çамрăксемпе ĕçлеме тытăннă. Сăмах май, унăн вĕренекенĕ Николай Романов «позный метод бега» меслет шухăшласа тупнă. 70-80-мĕш çулсенче ЧППУра ĕçленĕскер халĕ АПШра пурăнать. Унăн меслечĕсемпе усă курса ют çĕршывра спортсменсемпе çар çыннисене хатĕрлеççĕ.
Виктор Владимирович çамрăк чухне нумай енлĕ кĕрешÿпе кăсăкланнă, Людмила Александровнăн тĕп енĕ 100 метрлă дистанцире барьерсене парăнтарасси пулнă.
— Эпĕ те мĕн пĕчĕкрен спортсменсен хушшинче ÿснĕ, вĕсемпе пĕрле тренировкăна çÿренĕ. Çÿллĕшне тата тăршшĕне сикессипе ăсталăха туптанă, ку енĕпе çĕршыври турнирсенче малти вырăнсене тухнă. Чупасси килĕшетчĕ. Кĕске дистанцисем чуна çывăхрахчĕ. Барьерсем те шиклентерместчĕç мана. Атте-анне пулăшнипе нумай çитĕнÿ турăм, — терĕ Сергей Смирнов. 1988 çулта çĕршыври çамрăксен чемпионатĕнче 60 метрлă дистанцире барьерсене парăнтарса иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Сергей Викторович ÿссен ăçта каясси çинчен нумай шухăшламан, шăпине спортпа çыхăнтарнă: Мускав облаçĕнчи физкультура институтне çул тытнă. Çав тапхăртах СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Диплом илнĕ хыççăн çамрăк специалист Курск хулине кайнă. «Унта асанне пурăнатчĕ, пĕрре мар кайнă ун патне. Çавăнпа Курск ют хула мар маншăн, вăл иккĕмĕш кил пулса тăчĕ», — терĕ Сергей Викторович. Унта вăл сăнă тата молот ывăтас енĕпе ăсталăха аталантарнă, спортсменсемпе ĕçленĕ. 1995 çулта тренер ĕçне пуçăннă. Унăн вĕренекенĕ Илья Коновалов тĕнче чемпионатĕнче молот ывăтакансен тупăшăвĕнче бронза медаль çĕнсе илнĕ, Европа кубокĕнче çĕнтернĕ, Олимп вăййисене виçĕ хут хутшăннă. Сăмах май, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ хальхи вăхăтра Курскри 6-мĕш спорт шкулĕн директорĕнче ĕçлет. Пысăк квалификациллĕ спортсмена хатĕрленĕшĕн 2003 çулта Сергей Смирнов РФ тава тивĕçлĕ тренерĕн ятне тивĕçнĕ.
Сергей Викторович 2004 çулта Чăваш Республикин ун чухнехи спорт министрĕ Вячеслав Краснов чĕннипе Шупашкара килнĕ. Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче тата Шупашкарти Олимп резервĕсен 1-мĕш спорт шкулĕнче ĕçлеме пуçланă. Çак тапхăрта тренер пултаруллă чылай спортсмена хатĕрленĕ. Унăн вĕренекенĕсем çĕршыв чемпионачĕсенче, пĕтĕм тĕнчери турнирсенче сахал мар çитĕнÿ тунă ≤…≥
Паянхи кун сумлă тренера нумай çитĕнÿпе савăнтараканни — Марина Максимова /Сизова/. РФ спорт мастерĕ акă нумаях пулмасть Шупашкарта иртнĕ Раççей чемпионатĕнче 200 метрлă дистанцире тупăшса бронза медаль çĕнсе илчĕ. 22-ри хĕр хăй вăхăтĕнче Пĕтĕм тĕнчери гимназиадăран тата Еврази вăййисенчен /2013/ çĕнтерÿпе таврăннă. Кăçал вăл Европа чемпионатĕнче те хăйĕн вăйне тĕрĕсленĕ, вун пĕрмĕш вырăн йышăннă. Сăмах май, унăн мăшăрĕ те спортсмен. Çĕрпÿ каччи Андриян Максимов бокс енĕпе ăсталăха аталантарать.
Сергей Смирнов амăшĕпе пĕрле ĕçлет. Людмила Александровна шкултан шкула çÿресе çамрăксене пухать, вĕсен ăсталăхне тĕрлĕ енĕпе тĕрĕслет, чи маттуррисене ывăлĕ патне куçарать.
— Хальхи вăхăтра спортсменсене çăмăл мар. Профессионал атлетсем пĕччен хатĕрленеймеççĕ. Тухтăр, массаж тăвакан кирлĕ. Спортсменăн апатланăвĕ те тăкаклă. Сбора пĕрмай тухса çÿремелле, анчах каллех укçа-тенкĕ ыйтăвĕ сиксе тухать. Паллах, ахаль лармаççĕ. Кисловодска час-час кайса килетпĕр. Ку хула атлетсемшĕн сбор ирттермелли тĕп вырăн пулса тăчĕ. Шел те, юлашки çулсенче çăмăл атлетика çăмăл мар лару-тăрăва кĕрсе ÿкрĕ. Тренерсем çитменни те ĕçе йывăрлатать: ваттисем ĕçрен пăрăнса пыраççĕ, çамрăксем килмеççĕ. Паянхи çамрăксем спорт çулĕ çине тухма васкамаççĕ. Спортра нумай вăй хумалла, унта кахаллисем тытăнса тăраймаççĕ. Чăтăмлисемпе малалла талпăнаканнисем кăна пысăк çитĕнÿ тăваяççĕ. Хальхи ачасене урама илсе тухма йывăр, эпир вара киле кĕме пĕлмен. Хĕлĕн-çăвĕн футболла-волейболла выляттăмăр, картишре вăйăсем ирттереттĕмĕр. Юлашки вăхăтра спортсменсене допинг тĕрĕслевĕ витĕр тухассипе тăна илеççĕ. Ăмăртусем те сахал ирттереççĕ. Унччен, калăпăр, эпир пĕр сезонта 20 хут старта тухаттăмăр, халĕ 5-6 турнир кăна йĕркелеççĕ. Унта кайма та хăш чухне укçа çитмест. Кун пек лару-тăрура спортсменсене аталанма пĕрре те çăмăл мар, — чунне уçрĕ тренер
(«Çăмăл атлетика çăмăл мар лару-тăрăва кĕрсе ÿкрĕ». Сергей Смирнова аслă ÿсĕмри тренерсем ĕçрен кайни, çамрăксем килменни пăшăрхантарать)

* Кăçалхи нарăсăн 9-мĕшĕнче ÿсĕр арçын çав кун кăна паллашнă 39 çулти хĕрарăма хăй тара илнĕ хваттере улталаса илсе кĕнĕ. Хĕрарăмăн маларах пĕрле эрехпе сăйланнă пĕлĕшĕ унта тесе суйнă та — лешĕ пĕрле пыма килĕшнĕ. Хваттере кĕнĕ кăна — арçын алăка питĕрсе илнĕ, хăнана хăйĕнпе татах эрех ĕçме хистенĕ. Хĕрарăм хирĕçлесен ăна темиçе хут çапнă. Мĕскĕн хăраса ÿксе полицие шăнкăравласшăн пулнă — преступник унăн аллинчи телефона туртса илнĕ, çапса ватнă.
Хĕрарăм парăнман-ха — путсĕре эрех кĕленчипе пуçĕнчен çапнă. Лешĕ вара пушшех урса кайнă, ăна çÿçĕнчен ярса илсе балкон çине сĕтĕрсе тухнă, «читлĕхе» лекнĕскере карлăк урлă каçарса çиччĕмĕш хутран аяла пăрахассипе сехĕрлентернĕ. Чăн та, кăштахран кăмăлĕ çемçелнĕ — мĕскĕне балконран пÿлĕме кĕме ирĕк панă. Çак самантпа усă курса хĕрарăм алăк патне ыткăннă, хваттертен тухса тарасшăн пулнă. Çук, тухса ĕлкĕреймен — арçын ăна ярса тытнă, урайне пусса ÿкернĕ те пăвма тытăннă, каллех хĕненĕ. Урайĕнчен тăма вăй çитернĕскере пуçĕнчен çапнă та — хĕрарăм сулăнса кайса стена çине тăрăннă, тăнне çухатнă.
Вăл тепĕр кунне тин тăна кĕнĕ. Çак вăхăт тĕлне арçын урăлса çитнĕ пулас — ăна ирĕке кăларнă…
(Тискер «читлĕх»)

www.hupar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.