«Хыпар» 96 (27529) № 27.08.2019

27 Çурла, 2019

«Ай, маттурсем! Пирĕнтен юлмаççĕ!» — хавхаланса калаçакан мучипе юнашар пырса тăтăм. Пысăк экран çинче «Элара» предприятин юлашки вăхăтри çитĕнĕвĕсемпе паллаштаракан сюжета кăтартаççĕ. Эпĕ унпа кăсăкланнине кура ватă çын малалла калаçрĕ: «Приборсем тăвакан заводра 30 çул ытла ĕçлерĕм. Çамрăк ăру эпир пуçланă ĕçе малалла тăсни савăнтарать. Пирĕнтен те маттур пулни пушшех кăмăла çĕклет тата». Николай Петрович мухтанă йышши предприяти вара тĕп хулара сахал мар.

Тĕслĕхрен, В.И.Чапаев ячĕллĕ завод, «Акконд» кондитер фабрики… Электроаппарат завочĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче продукци кăларма пуçланă, Троллейбус управленийĕ йĕркеленнĕренпе кăçал 55 çул çитрĕ, «Водоканал» предприяти 90 çул каялла уçăлнă. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ тăрăх тăван хуламăрăн аталанăвне куратпăр, мухтавлă ĕçченĕсемпе паллашатпăр.
Предприятисемпе организацисем çĕнелсе аталаннинче, хăватланнинче, паллах, ĕç çыннин алли пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Вĕсенче çĕр-çĕр çын вăй хунă, ăсталăхне ламран лама куçарса пынă. Çавна май çемьесенче ĕç династийĕсем йĕркеленнĕ. Кун йышшисем пирĕн хулара вара сахал мар. Вĕсенчен чылайăшне фестиваль вăхăтĕнче тав сăмахĕ каласа чысларĕç.
«Хула республика аталанăвне пысăк тÿпе хывакан предприятисемпе пуян. Вĕсенче питĕ пултаруллă çынсем вăй хураççĕ, хăйсен ăсталăхне ăруран ăрăва хăвараççĕ», — терĕ Иван Моторин фестивале хутшăнакансене тата уяв хăнисене саламланă май. Шупашкар хула администрацийĕн ертÿçи Алексей Ладыков тĕп хулара пу-рăнакансен шучĕ çур миллион урлă каçни çинчен пĕлтерчĕ. Çак ÿсĕм чи малтанах предприятисем аталаннипе, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленнипе çыхăннине палăртрĕ.
(Тĕп хула 550 çул тултарчĕ. Валентина БАГАДЕРОВА)

 
* «Вĕршĕнсем» пилотаж ушкăнĕ шăматкун Чăваш Ене Шупашкарăн 550 çулхи юбилейĕпе сывлăшран саламласа чи кăткăс фигурăсемпе тĕлĕнтерчĕ. Йывăр техника çĕр çине анса ларсанах тÿпене чунпа-чĕрепе парăннă летчиксен пурнăçĕпе кăсăклантăмăр. Пирĕн ыйтусене авиаци звенин командирĕ Дмитрий Косоруков хаваспах хуравларĕ.
— «Вĕршĕнсен» йышне епле лекрĕр?
— Челябинск хулинче çуралса ÿснĕ эпĕ. Пуçласа вĕçме ятарлă интернат шкулта вĕреннĕ. Армавирти çар институтне пĕтернĕ хыççăн пилĕк çул летчик-инструкторта ĕçлерĕм. 2010 çулта çирĕп тĕрĕслев витĕр тухнă хыççăн «Вĕршĕнсен» ушкăнне лекрĕм. Кăткăс пилотажа чылай вăхăт вĕренме тиврĕ. Унтан тин тĕп тытăм йышне çирĕплетрĕç.
— Сывлăша çĕкленсен чун-чĕрене шиклĕх çавăрса илмест-и?
— Яланах хăратăн. Унран ниçта та хăпаймăн.
— Дмитрий, автомашинăпа çÿретĕр-и?
— Паллах. Хальхи вăхăтра çĕр çинче машинăсăр ниепле те май килмест.
— Истребитель хăвăртлăхĕ хыççăн автомобиль тимĕр шапа пек туйăнмасть-и?
— Манăн мотоцикл та пур.

(Шупашкар ăш пиллĕхĕпе илĕртӳллĕ)

 
* Чăваш Енре «Вăрмансене упраса хăварасси» регион проектне пурнăçласа 2024 çул тĕлне каснă йывăçсен пĕтĕм лаптăкне хунавсемпе ешĕллентерсе вăрман çитĕнтерме тĕллев лартнă. Ĕç пырать ĕнтĕ. Кăçал унта 101,4 млн тенкĕ явăçтармалла. Республикăн Çут çанталăк тата экологи министерствин районсенчи вăрманлăхĕсен бюджет учрежденийĕсем хăйсем патне çитернĕ 2019 çулхи патшалăх заданийĕсемпе килĕшÿллĕн арендаторсене тара паман пушă лаптăксене симĕслентереççĕ. Çуркунне вăрмана тавăрассипе çыхăннă ĕçе 453,9 гектар çинче тунă, кĕркунне 184,8 гектар çинче пурнăçласшăн.
Пушанса юлнă лаптăксене ешĕллентермелли тапхăра ака уйăхĕн варринче пуçланă. Шăмăршă учрежденийĕн коллективĕ вăрман участокĕсенче тата арендатор патĕнче лартма хыр хунавне — 320143, чăрăшăнне 12300 çитернĕ, Шупашкар вăрманлăхне хыр хунавне 110000 тĕп ăсатнă, акан иккĕмĕш çурринче лăсăллă культурăсен вăрлăхне 0,64 гектар акнă.
Улатăр районĕнчи вăрман учрежденийĕн коллективĕ стройматериал хатĕрлекенсем пушатса хăварнă кварталсене симĕслентерме тĕрлĕ культурăн 246000 хунавĕ кирлĕ пулассине, патшалăх заданийĕпе килĕшÿллĕн лăсăллă культурăсем лартса 36,9 гектар çинче чĕртме, питомникри 0,32 гектар лаптăка тĕрлĕ йывăç вăрлăхне акма, 90 гектара çамрăк хунавсемпе çĕнетме хĕллех палăртса хунă. Çак ĕçсене ăнăçлă пурнăçланă.
Сезон пуçлансанах Йĕпреç учрежденийĕн коллективĕ тата волонтерсен ушкăнĕ акан 17-мĕшĕнче Кушлавăш питомникĕнчен икĕ çулти 515000 тĕпе кăларса вăрман участокĕсене леçнĕ. Хунавсем лартса, суйласа илнĕ йывăçсене çитĕнме май туса, кирлĕ мар культурăсене пĕтерсе ешĕллен-тернĕ 69,2 гектара вăрман фондне тавăрнă. 138,1 гектар çинчи культурăсене çитĕнме пулăшать. Çу уйăхĕнче учреждени питомникĕнче хыр хунавне шăтарма 0,32 гектар çинче —11,9, Европа чăрăшне çитĕнтерме 0,03 гектар çине 1,2 килограмм вăрлăх акнă.
Шупашкар вăрманлăхĕн учрежденийĕ лартса ÿстермелли материала Сосновка участокĕнче вăрлăхран шăтарса çитĕнтернĕ. Хыр хунавне çеç 95 гектар çинче хатĕрленĕ. Пĕтĕмпе 170 гектар çинче 742000 хунава шăтарнă. Хаклă йышши культурăсене акса 100 гектар лаптăка симĕслентернĕ. Кăçал йăлăмра вăрман фондне пурĕ симĕсленекен 390,7 гектара тавăрасшăн.
Акан 27-мĕшĕнче Атăл леш енче пĕтĕм Раççейри йывăç лартмалли кун иртнĕ. Унта республикăн Çут çанталăк тата экологи министерствинчен, Шупашкар вăрманлăхĕнчен, предприяти-организацирен, экологин общество организацийĕсенчен, вĕренÿ заведенийĕсенчен 350 яхăн çын хутшăннă. Вĕсем 6 гектар çинче хыр хунавне 41 пин тĕп лартнă.
Сĕнтĕрвăрри учрежденийĕн коллективĕ çамрăк йывăçсене çитĕнме май туса парса, хунавсем лартса вăрман фондне халăха кирлĕ культурăсемпе ешĕлленекен 6,5 гектара тавăрнă, тăпрана минерализацилесе 3,5 гектар çинчи йывăçсене çитĕнме пулăшнă. Иртнĕ çулсенче йывăç лартнă 8 гектара çăралатма хунавсем хушнă. Турханкасси участокĕн питомникĕнче хырпа чăрăша 0,17 гектар çинче шăтарма 8,6 килограмм вăрлăх акнă.

(Кашлатăр вăрман, авăттăр куккук)

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.