Илемпе юрату пĕртăван

Упи урамĕнчи укăлча хĕрринчи çатан карта куçа илĕртет. Вăл хăйне евĕр илемлĕ. Ăна Александр Чернов ăсталанă. Шăпах унпа паллашас тĕллевпе килсе çитрĕм эпĕ Елчĕк районĕнчи Шăмалак тăрăхне.

Капмар пÿрт умне чарăнсанах кунта типтерлĕ хуçа пурăннине туйрăм. Картишĕнче чăх-чĕп хупмалли хÿмесене йывăç вуллисенчен тунă. Алăк хăлăпĕсем те юман туратĕнчен.
— Эпир çурт лартнă вăхăтра лавккара строительство материалĕсем пулман. Ваучер сутса кирпĕч туяннине, пÿрт тунă платниксене 4 миллион тенкĕ панине епле манăн. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ял çыннине стройкăпа аппаланма питĕ йывăрччĕ. Çавăнпа мĕн пуррине ĕçе кĕртнĕ. Ун-танпа вăхăт чылай иртрĕ пулин те хăлăпсене улăштармарăмăр. Вĕсем хăйне евĕр илем кÿреççĕ, — терĕ кил хуçи мана тĕпелелле иртме сĕнсе.
Санькка йышлă çемьере çитĕннĕ. Вăл мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхнă. Амăшĕ фермăра вăй хунăран пĕртăвансем ытларах асламăшĕпе юнашар пулнă. Вăл арçын ачана 4-мĕш класра чухнех чуста çăрма вĕрентнĕ. Хăйсен йăх-несĕлне, ял историне каласа панине, аслисем улах сăри ĕçнине, унта вăйă выляса юрă-такмак каланине Санькка хăлха тăратса итленĕ. Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм çи-пуçĕпе те кăсăкланнă. Асламăшĕпе аслашшĕ краççын çутипе кĕнеке вуланине курса çитĕннĕрен вăл та вĕсен ырă тĕслĕхне ăша хывнă, тăтăшах библиотекăна чупнă. Сăмах май, хут пĕлменлĕхе пĕтерес тĕллевпе хăй вăхăтĕнче унăн аслашшĕне /Тÿскел çамрăкне/ Шăмалак тăрăхне янă. Кунта вăл ял хĕрĕпе туслашнă та çемье çавăрса вăрман тăрăхне пурăнма юлнă.
Александр Чернов шкулта ытларах чăваш чĕлхипе литературине кăмăлланă. Вăл В.Диаровăпа Р.Львова вĕрентекенсене ырăпа аса илет. Вĕсем драма кружокĕсем йĕркеленĕ, спектакльсем лартнă. Санькка та спектакльсене хутшăннă.
Ялти шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн арçын ача вăтам пĕлÿ илес тĕллевпе Патăрьел районĕнчи Алманчăна утнă. Пĕррехинче, 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне, вăл Алманчăри лавккана кĕнĕ. Унта йĕтĕн пир сутнине асăрханă, ăна туянас килнĕ унăн.
— Хальхи пек астăватăп, пусман пĕр метрĕ 1 тенкĕ те 30 пус тăратчĕ. Хăвăртрах киле чупса çитрĕм те аннерен укçа ыйтрăм. «Манăн укçа çук», — терĕ вăл. Çак сăмахсене илтнĕ асанне саппун айĕнчи кĕсйинчен 4 тенкĕ кăларса тыттарчĕ. Вара тăхăр çухрăма пăхмасăр лавккана каялла чуптартăм, 3 метр пусма туянса килтĕм, — иртнине куç умне кăларчĕ Александр Петрович.
Телейне нимĕнпе виçеймен арçын ача каллех асламăшĕнчен пулăшу ыйтнă. Кăмака кукринче аппаланакан ăш пиллĕ хĕрарăм мăнукне тĕрĕ, çип тупса панă, канвасăрах тĕрлеме хăнăхтарнă. Çак кунах Санькка хăйĕн валли кĕпе тĕрлеме пуçланă. Пилĕк кунран вăл чăваш тĕрриллĕ кĕпепе шкула утнă. Кăшт вăхăт иртсен çĕвĕ машинипе çĕлеме вĕреннĕ. Пирвайхи кĕпине алă вĕççĕнех çĕлесе тăхăннă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентина КИРИЛЛОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.