Илле ТУКТАШ

24 Çурла, 2015

Илья Семенович Семенов /Илле Тукташ/ 1907 çулхи август уйăхĕн 3-мĕшĕнче хальхи Элĕк районĕнчи Мăн Тукташ ялĕнче çуралнă. Хĕрлĕ Чутайри сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă. 1925 çулта Элĕк вулăсĕнчи комсомол комитечĕн секретарĕ пулнă.

1926-1928 çулсенче И.Тукташ Шупашкарти совпартшкулта вĕреннĕ. Ун хыççăн «Çамрăк хресчен» хаçатпа «Хатĕр пул» журнал редакцийĕсенче ĕçленĕ. 1930-1932 çулсенче - Самар хулинче «Колхозник» хаçат редакцийĕн яваплă секретарĕ, 1933-1935 çулсенче - Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ, 1935-1942 çулсенче - Чăваш наукăпа тĕпчев институчĕн наука сотрудникĕ, 1942-1944 çулсенче фронтри хаçатсенче çар корреспонденчĕ пулса ĕçленĕ. Салтакран таврăнсан Чăваш АССРĕн писательсен союзĕн правлени председателĕ пулнă. 1946 çултанпа литература ĕçĕпе пурăннă.

И.Тукташăн «Сăвăсем» /Н.Янкаспа Уйăп Мишши сăввисем те кĕнĕ, 1930/, «Пĕрремĕш çĕнтерÿ» /очерк, 1932/, «Октябрь çилĕ» /сăвăсем, 1932/, «Çамрăк колхозниксем» /калавсем, 1932/, «Вăкăр çырми /повесть, 1932/, «Чечек çыххи» /сăвăсем, 1941/, «Хĕвел» /сăвăсем, 1947/, «Телей чечекĕ» /сăвăлла юмах-драма, 1953/, «Çĕр хуçисем» /очерк, 1954/, «Сăвăсемпе юрăсем» /1958/, «Манăн автан» /ача-пăча калавĕсем, 1958/ тата ытти кĕнекесем тухнă.

И.Тукташ нумай вăхăт хушши туберкулезпа чирлесе пурăннă хыççăн 1957 çулхи январь уйăхĕн 20-мĕшĕнче вилнĕ.

 

Шăпа
Кашни шăпа хăйне кура,
Кашнин хăйне манерлĕ кăмăл:
Пĕри - йăваш калаçура,
Теприн - хăтланкаларăш çăмăл.
 
Пĕри, чапа тухас тесе,
Эхер-мехер меслет шырать*
Тепри салхуллă кĕтесе
Сума суса сăвă çырать.
 
Пĕри çак пурăнăç çине
Ытам-ытам телей тиесшĕн*
Тепри сисмест çын хуйхине, -
Вăл тутлăрах ĕçсе çиесшĕн.
 
Пĕри пит чаплăн тумланса
Пур çынсене тĕлĕнтересшĕн.
Тепри, килне-çуртне манса,
Чунне сутать черкке эрехшĕн.
 
Пĕлместĕп эп шăпам çинчен.
Ăраскала виçсе пăхман эп.
Анчах мана та çут тĕнче
Пайтах авкалама хăтланчĕ.
 
Мана та пурнăç хумĕсем
Пайтах тыта-тыта тулларĕç.
Çапах, хам çирĕпленнĕçем,
Мана хуçма пултараймарĕç.
 
Пайтах хумсен хаяр вăйне
Ман çамрăклăх ăнланаймарĕ,
Çапах та пурăнăç çулне
Эп ниçталла пăркаламарăм.
...............................................
Эп хапсăнман нимле мула.
Ансат телейшĕн эп çунмастăп!
Таса чуна та кăмăла
Нихçан пĕр никама сутмастăп.
 
Эп парăнмастăп ултава,
Элек хÿри айне пулмастăп,
Эп ăмсанмастăп мухтава, -
Мухтавсăрах чĕрем ман аслă!
 
Мухтавсăрах ман чĕререн
Вĕри хумсем тапса тăраççĕ.
Чĕрем çуратнă кĕвĕре
Чи çепĕç сасăсем янраççĕ.
 
Çампа мана кирлех те мар
Ансат телейлĕх те, мухтав та.
Ман пурнăçăм - сÿнми кăвар, -
Çынна ман ĕçĕм савăнтартăр!
1935
 
Тарай тутри
Тарай тутрин тĕрри çыруллă теç,
Пĕр çыруне халех вуласчĕ ман.
Вăл çырăва халех вуламасан
Пурçăн çырун тĕрри хуралмĕ-ши?
 
Вуник сар хĕр пĕрле халь ăмăртаç,
Ăмăртура мала тухасчĕ ман.
Ăмăртура мала тухаймасан
Колхоз пикин ыр ячĕ каймĕ-ши?
 
Колхоз çаранĕнче, ай, виç паккус,
Пĕрне хамах та çулнăн туйăнать.
Хам çулнă паккусне хам пухмасан
Ĕçкунĕсем сая, ай, каймĕç-ши?
 
Çакăн чухлĕ маттур йĕкĕт çинче
Чи маттурри мана кăмăл тăвать.
Чипер качча хĕрÿн эп савмасан
Колхоз пикин ячĕ, ай, каймĕ-ши?
 
Шур Атăлта акăш ярăнать
Шур Атăлта акăш ярăнать,
Çамрăк пике евĕр курăнать.
Ай-хаях, савниçĕм, хура куç,
Çавă шурă акăш эсĕ мар-ши тетĕп?
 
Хурăнлăхра шăпчăк юр юрлать,
Пике сасси евĕр туйăнать.
Ай-хаях, савниçĕм, хура куç,
Çавă сарă шăпчăк эсĕ мар-ши тетĕп?
 
Сад пахчинче мăкăнь çурăлать,
Пике кулнă евĕр туйăнать.
Ай-хаях, савниçĕм, хура куç,
Çавă хитре мăкăнь эсĕ мар-ши тетĕп?
 
Чăн тÿпере çăлтăр çуталать,
Пике куçĕ евĕр йăлкăшать.
Ай-хаях, савниçĕм, хура куç,
Çавă çутă çăлтăр эсĕ мар-ши тетĕп?
1938
 
Шурă роза
Эпĕ тухрăм пахчана
Шурă роза пуçтарма.
Уйăх тухнă тахçанах,
Уйăх - ылтăн кустăрма.
 
Эпĕ пăхрăм тÿпене,
Куртăм тĕпсĕр пĕлĕте.
Шупка уйăх чÿхенсе
Хумхантарчĕ ĕмĕте.
 
Эпĕ тухрăм урама
Чун савнипе çÿреме.
Савнă тусăм - хура куç -
Хыптарать ман чĕреме.
 
Эпĕ патăм тусăма
Шурă роза пиллесе:
«Савнă тусăм - хура куç, -
Кăмăла эс тек ан хуç!»
1939
 
Шурă кăвакарчăн
- Шурă-шурă кăвакарчăн,
Ма вĕçетĕн пĕр-пĕччен?
Мĕн шыратăн ирĕн-каçăн
Кăвак пĕлĕт тÿпинче?
 
- Ах, вĕçетĕп эп, йĕретĕп,
Вут çунать ман ăшăмра:
Хурчăка тытса аркатрĕ
Манăн савнă мăшăра!
 
- Шурă-шурă шур аппаçăм,
Ма салхуллăн эс ларан?
Куçăнтан мерчен куççулĕ
Ирĕн-каçăн юхтаран?
 
- Ах, ларатăп эп, йĕретĕп,
Вут çунать ман ăшăмра:
Юнлă вăрçăра вĕлерчĕç
Манăн савнă мăшăра!..
 
- Çук, ан лар-ха, шур аппаçăм,
Ан юхтар çут куççульне.
Çилçунат ут йĕнерлĕ те
Тухса вĕç тăшман çине.
 
Нимĕн шиксĕр, çĕнтерÿллĕн
Çапăç эсĕ тăшманпа.
Пуçна хунă мăшăрушăн
Çакă пултăр ыр парне!
1938
 
Тăван çĕршыв
Кĕреке юрри
Çурхи кунсем вăраннă чух,
Хаваслă кун шăраннă чух
Чун савăнать, чĕрем сикет,
Çĕршыв çинчен юрлас килет.
Тăван çĕршыв, тăван çĕршыв!
Асран кайми юратнă çĕршыв!
 
Тăван уй-хир тумланнă чух,
Колхоз тырри хумханнă чух
Чун савăнать, чĕрем сикет,
Татах та аван ĕçлес килет.
Тăван çĕршыв, тăван çĕршыв!
Никам çĕнми мухтавлă çĕршыв!
 
Тăвансемпе пĕрлешнĕ чух,
Тулли черкке çĕкленĕ чух
Чун савăнать, чĕре сикет,
Пĕрле ĕçсе-çиес килет.
Тăван çĕршыв, тăван çĕршыв!
Асран кайми юратнă çĕршыв!
 
Хирте хĕрсем юрланă чух,
Маттур яшсем ташланă чух
Чун савăнать, чĕре сикет,
Татах та маттур пулас килет.
Тăван çĕршыв, тăван çĕршыв!
Мухтав сана, юратнă çĕршыв!
 
Ват стариксем юрланă чух,
Тулли кĕреке кĕрленĕ чух
Чун савăнать, чĕре сикет,
татах та нумай пурнас килет.
Тăван çĕршыв, тăван çĕршыв!
Тавах сана, мухтавлă çĕршыв!
 
Тăван çĕршыв мухтавĕпе,
Юратнă парти чапĕпе
Ай ĕçер-и, ай çиер-и,
Виличчен пĕрле ай пурнар-и...
Тăван çĕршыв, тăван çĕршыв!
Никам çĕнми мухтавлă çĕршыв!
1945
 
Вилĕме çĕнтерни
Хăруш аманнă вăл... Сывлать аран.
Куçне уçса хупма та вăйĕ çук ун.
Ытла та юн нумай çухатнăран
Çăлма ним чухлĕ шанчăк çук хирургăн.
 
Хирург васкать. Халь вилĕме çĕнме
Секунд çине шанни кăна пултарĕ.
Çĕлерĕ сурана. Професси тÿсĕмпе
Чĕре шакканине итле пуçларĕ.
 
Сехет шакать. Салтакăн та чĕри
Нихçан сыпăнмасла тапать вăраххăн.
Çамки кăна тÿсме те çук вĕри
Ик-виç хутчен аманнă ват салтакăн.
 
Этем хакне чухлать хирург: «Часрах...
Çĕр аллă кубик юн... васкавлăн янтлăр!»
Анчах ним те чĕнме пĕлмест сестра, -
Çĕр аллă мар, юлман-çке пĕр тумлам та.
 
Ăнланчĕ çамрăк хĕр. Ăш-чик çунать,
Ик куçĕнчен куççуль юхса анас пек.
- Запас юлман, майор... Эп хам юна
Юлташăн пурнăçне çăлма парас теп...
.................................................................
Хаваслăн çĕкленет салтак кăкри,
Палатăна ирхи хĕвел çутатрĕ.
Тапать телейлĕн çамрăк хĕр чĕри.
Ик чĕрене пĕр юн тапни çывхартрĕ.
1945

Новости по теме