Импĕр пулăшать

5 Утă, 2018

Импĕр чейĕ ĕçме вĕренсе кайрăм. Унăн техĕмлĕ тути питĕ килĕшет. Çимĕçĕн усăлăхĕ мĕнре-ши?
Анна ВАСИЛЬЕВНА, 62 çулта.
Шупашкар районĕ.
Вулакан ыйтăвне Инна ШУТОВА терапевт тухтăр хуравлать:
— Импĕре Индире ÿстерме пуçланă. Египетра вăл анлă сарăлнă, шăпах унта импĕр тымарне апат пĕçернĕ чухне усă курма пуçланă. Халĕ ку çимĕçе кашни лавккара тĕл пулатăн.
Импĕр апата ирĕлтерме пулăшать, вар-хырăм чирĕсемпе кĕрешет. Сунасласан та импĕр чейĕ ĕçме хушаççĕ. Вăл ÿте ăшăтать, çемçетет. Пыр шыçнипе тата куç чирĕпе аптракансене те импĕрпе сиплеççĕ.
Импĕр организмри токсинсене тасатса кăларать, холестерин шайне чакарма пулăшать. Аллерги аптратнипе нушаланакансене те импĕр шывне ĕçме сĕнеççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.