Çамрăксен хаçачĕ 37 (6385) № 23.09.2021

23 Авăн, 2021

Чăваш юмахĕ тумтир çĕлеме хавхалантарнă

Ача чухне вăл килти пуканисене тум çĕлесе тăхăнтартнă, халĕ — Чăваш патшалăх пукане театрĕнчисене. Кристина Макосеева модельер художника театр хăйне евĕр асамлă сывлăш пуррипе илĕртнĕ.

Шоппер çинче — тухьяллă хĕр

25 çулти Кристина кунта виççĕмĕш çул ĕçлет. Вăл — Йĕпреç районĕнчи Пучинкерен. Пике ача чухне ялти ӳнер шкулне çул такăрлатнă.

— Пире ку енĕпе чăннипех ăннă. Район центрĕнчен Светлана Русскова вĕрентме çӳретчĕ. Учитель мĕнле пулнинчен, кăсăклантарма пĕлнинчен, унăн психологийĕнчен нумай килет. Вăл тăрăшнипе эпĕ ăсталăх шайне чылай ӳстертĕм. Чăннипе, манăн çул çинче пултарулăха уçакан, пулăшса пыракан çынсем тупăнни — тĕлĕнтермĕш. Шкулта пуçламăш классенче ăс пухнă вăхăтра тĕрлеме вĕрентĕм. Çак ăсталăха класс ертӳçи Зоя Акчурина хăнăхтарчĕ. Вăл чăвашлăхшăн нумай тăрăшатчĕ. Хĕрачасем кăна мар, арçын ачасем те тĕрлетчĕç, — калаçăва пуçларĕ çамрăк. Кристина ача чухнех чăваш эрешĕсене килĕштернĕ. Класс ертӳçи вĕрентнипе пуканесене чăваш тумĕ те тăхăнтартнă вăл. Халĕ вĕсем шкулти музейра упранаççĕ.

Кристина ӳнере кăмăлланипех çак енĕпе пĕлӳ илме шухăшланă. Хĕр Шупашкарти ӳнер училищинче 4 çул ăс пухнă. Вăл — театр костюмĕн художникĕ. Студент çулĕсем пикешĕн пĕр самант пекех иртнĕ, пурнăçĕнчи чи кăсăклă тапхăр пулса тăнă. «Кашни кун уяв пекчĕ», — аса илет Кристина. Студент çулĕсенче вăл Раççейри тĕрлĕ конкурса хутшăннă. Мускава та çитнĕ. Хусанта иртнĕ пултарулăх ăмăртăвĕ уйрăмах асра юлнă. Кристина пĕрле вĕренекен тантăшĕпе «Кĕмĕл илем» коллекци хатĕрленĕ. Хальхи модăпа килĕшсе тăракан тума чăвашлăх сĕмĕ кĕртнĕ. Кун хыççăн Кристинăн кулленхи пурнăçра чăваш тĕррипе ытларах усă курас кăмăл çуралнă. Пике çĕвĕç пулас ĕмĕтпе ятарлă курса çитнĕ. Унта çулталăк вĕренсе ăсталăхне аталантарнă.

Нумаях пулмасть вăл чăваш тĕрриллĕ тум çĕлеме шухăшланă. Чăваш мифологийĕпе кăсăкланса, юмахсене вуласа ӳснĕскер коллекци хатĕрленĕ. Бренда вăл «Виçĕ хĕвел» ят панă. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   


«Савни фронтран таврăнать, мана вара тĕрмене хупрĕç»

Африкан Даниловичпа Акулина Ивановна Даниловсем 6 ача çуратнă. Ольга асли пулнă, 1924 çулта Вăрнар районĕнчи Юпшик Ялтăра ялĕнче кун çути курнă. Вăрçă пуçлансан ашшĕ патне повестка килнĕ. Акулина 6 ачипе тăрса юлнă. Кĕркунне халăха Сăр юхан шывĕ хĕррине окоп чавма илсе кайнă. Вĕсен йышĕнче Акулина та икĕ хĕрĕпе Ольгăпа тата Александрăпа пулнă.

Ют вил тăпри çине пытарнă

Ольга Африканова 8 çул тултарсан Малтикас Ялтăра шкулне вĕренме кайнă. Унта 4 çул çеç вĕреннĕ, ашшĕпе амăшне пулăшма тивнĕрен шкула çӳреме пăрахнă. Акулина Ивановнăпа Африкан Данилович колхозра ĕçленĕ, Ольга йăмăкĕсемпе шăллĕсене пăхнă. Кайран хăй те ĕçе кĕнĕ.

Вăрçă пуçлансан Акулина упăшкине фронта ăсатнă. Чи кĕçĕнни Володя ашшĕнчен 7 çулта юлнă. 1941 çулхи кĕркунне амăшĕ аслă хĕрĕсемпе Ольгăпа тата Александрăпа окоп чавма кайнă. Килте тăватă ача юлнă. Вĕсене 11 çулти сусăр, уксахлакан Лиза пăхнă.

— Вĕсем окоп чавса таврăннă çĕре Володя вар виттипе нушаланса вилнĕ. Лиза шăллĕне пытарас ĕçе хăех йĕркеленĕ, ăна пулăшакансем тупăннă. Ку хĕлле пулнă. Коля виличчен икĕ кун маларах пĕр ватă арçынна пытарнă. Шăтăк чавма çын пулман. Çав çыннăн юрпа витĕнсе ĕлкĕреймен тăприне кăштах чавнă та арçын ачана пытарнă. Эпир паянхи кун та Кольăна асăнма ют вил тăпри çине çӳретпĕр. Унта халĕ унăн ятне-шывне çырнă. Шел те, ватă арçын кам пулнине пĕлместпĕр. Пĕлнĕ тĕк унăн ятне те палăртăттăмăр, — каласа кăтартрĕ Ольга Африкановнăн хĕрĕ Зоя Яковлева.

Сивĕ шыв урлă каçнă

«Майдан ĕçлерĕм», — пурнăç тăршшĕпех çапла калать Ольга Африкановна. Ахăртнех, вăл Улатăр тăрăхĕнче окоп чавнă. Вăрçă пĕтсен те вăл унта нуша курни пирки никама та каласа кăтартман, хăранă. «Пире калама хуш ман», — тенĕ.

— Кукамай пурнăçĕнчи çав тапхăр пирки нумай вăхăт каламасăр пурăннă. Ăна «Ĕç ветеранĕ» ята париччен документсем пухма тытăнсан: «Халĕ калама юрать, куншăн тĕрмене лартмаççĕ», — терĕм. Вара тин пĕчĕкшерĕн-пĕчĕкшерĕн аса илсе калама тытăнчĕ. Вăл окоп чавнă çĕрте повар пулнă.

«Ĕçлекенсене апат пĕçерсе çитернипе çеç чĕрĕ юлтăм пуль», — тет пĕрмай. Вăл лашапа шыв та турттарнă. Амăшĕ Акулина окоп чавса вăйран кайнă, сывлăхĕ хавшанă. Унтан таврăнсан вăл вырăнпах выртнă темелле, — калаçăва малалла тăсрĕ Ольга Африкановнăн мăнукĕ Ирина Белова. Ольгăпа амăшĕ каллех окоп чавма кайсан Александра кĕçĕннисене пăхма юлнă.

Окоп чавса таврăнсан Ольга Африкановнăна вăрман касма янă. Хĕрĕ Зоя Петровна вăл каласа кăтартнă тепĕр саманта аса илчĕ:

— Чӳк уйăхĕнче, çĕр шăнма тытăнсан, анне ватă арçынпа лаша кӳлсе яла таврăннă. Сивĕ пулнă, кашкăрсем уланă. Часрах çитес тесе вĕсем тӳртен кайнă. Анчах лаша шыв урлă ниепле те каçман. Анне, çап-çамрăкскер, урхамаха çавăтса шыв урлă каçнă. Малтан вăл старике киле леçсе янă, унтан лашине тăварнă. Хăй киле çитнĕ çĕре тумтирĕ шанк хытса ларнă. Амăшĕ унăн кĕлеткине часрах ăшă шывпа сăтăрнă. Кун хыççăн анне кăштах чирленĕ, анчах хăвăрт сывалнă. Мĕн тери çирĕп пулнă ун чухне çынсем. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   ♦


«Пĕр çул ытла сĕтел хушшинчен тухмасăр йăх тымара тĕпчерĕм»

Шăпа мана Елизавета ДОЛГОВА вĕрентекенпе, çыравçăпа, тĕпчевçĕпе ăнсăртран паллаштарчĕ. Унпа калаçса хамшăн кăсăклине чылай пĕлтĕм. Тĕлĕнмелле пуян чунлă чăваш хĕрарăмĕпе хаçат вулаканĕсене те паллаштарас килет. Мĕнех, пытармастăп, ăслă, анлă тавра курăмлă çынпа сăмах çăмхине сӳтме питĕ интереслĕ пулчĕ.

— Елизавета Никандровна, хăвăра виçĕ сăмахпа хаклăр-ха?

— Чăн чăваш хĕрĕ.

— Чăн чăваш хĕрĕн паха енĕсене каласамăр.

— Питĕ тăрăшуллă вĕсем, юрла-юрла ĕçлеççĕ. Чăвашлăха аталантарма тăрăшаççĕ. Хăйсен ăсталăхĕпе халăхăн пултарулăхне пуянлатаççĕ.

— Çак енсем сирĕнте пур-и?

— Паллах. Уйрăмах — тăрăшулăх. Шкулта ĕçлеме тытăнсан пуçламăш классен вĕрентекенĕнчен завуча çитрĕм. Тăрăшулăха кура обществăпа патшалăх наградисене тивĕçрĕм. 2015 çулта Мускав департаменчĕн Хисеп хутне пачĕç. 2007 тата 2010 çулсенче вĕрентӳ ĕçĕнче пысăк çитĕнӳсем тунăшăн Раççей Президенчĕн грантне илейрĕм. Асăннă çулсенче

«Раççейри чи лайăх вĕрентекенсем» конкурсра мала тухрăм. Çавăн пекех РФ Вĕрентӳ министерствин Хисеп хутне икĕ хутчен тивĕçрĕм. Пур наградăна та кунта асăнса пĕтереймĕп.

— Асра юлнă самантсем çинче чарăнса тăрар-ха.

— 1984 çулта Канашри педагогика училищинче диплом илсен Шупашкарти 44-мĕш шкула вырнаçрăм. Пĕрле ăс пухнă хĕр туссемпе тĕл пулсан яланах кăсăкланаççĕ: «Эсĕ халĕ те юрлатăн-и?» Тӳрех калам, ку сцена çинче юрă шăрантарнипе пачах та çыхăнман. Эпĕ вĕсемпе хутшăннă чухне юрласа калаçаттăм. Ĕçлеме вырнаçсан ку йăла манăçа тухрĕ. Пĕлтĕр каллех «юрласа» калаçма пуçларăм.

— Тĕлĕнмелле! 30 çул ытла çынсемпе юрламасăр калаçма çăмăлах пулман апла. Ку сирĕншĕн чун киленĕçĕ вĕт. Ачасемпе ĕçлеме çăмăл мар çав.

— Тĕрĕсех, педагог ĕçĕ — чи йывăррисенчен пĕри. Уйрăмах шкулта ĕçлеме çăмăл мар. Пĕр енчен, ачасене вĕрентме кăсăклă, вĕсем ялан шыравра, веçех пĕлесшĕн тăрăшаççĕ. Тепĕр енчен, ку ĕçре кăткăслăх нумай. Чи малтанах мана 43 ача шанса пачĕç. Çакăн чухлĕ шăпăрлана тимлеме ансатах мар. Айкашакан пĕр ача тупăнсан вăл пĕтĕм класа ярса илет. Вара урок та ăнăçлă иртмест. Апла ан пултăр тесен кашни ачан кăмăлне пĕлмелле, витĕр курса тăмалла, куçран тинкерсенех унăн шухăшне пĕлмелле. Килĕнче лару-тăру лăпкă мар пулсан ача шкула пăсăк кăмăлпа килет. Кун пек чухне унпа чуна уçса калаçмалла, эсĕ унăн çывăх тусĕ пулнине кăтартмалла. Шăпăрлансемпе ĕçлесе «юрласа» калаçма мантăм пуль çав. Юлашки çулсенче Мускавра вăй хутăм. Нумай ĕçлеме тивнĕрен чун пушанса юлнине туйрăм. Методист пулнă май шкулта тем тĕрлĕ семинар та йĕркелемеллеччĕ. Вĕрентекенсене пулăшас тесе семинарсене психологсен командине те чĕнме тиветчĕ.

— Эпир ача чухне шкулсенче психологсем пулман. Çапах йĕркеллĕ вĕреннĕ, аслисемпе пĕр чĕлхе тупнă.

— Халь вăхăчĕ урăхла. Улшăну чылай пулчĕ. Шкулти ачасене, сăмахран, ĕçе хутшăнтарма юрамасть. Ача доска тасатнине директора кам та пулин систерсен вĕрентекене куншăн сăмах лекме пултарать. Шкулта доска та тасатман арçын ача кайран çĕршыв умĕнчи тивĕçе мĕнле пурнăçлĕ-ши? Эпĕ çакна нихăçан та ăнланаймăп. Ашшĕ-амăшĕнчен те нумай килет. Вĕсем ачине шкулта общество ĕçне хутшăнтармашкăн ирĕк пама пултараççĕ. Анчах чи тĕлĕнмелли урăххи: вĕсем те улшăннă. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   ♦


Суранĕ тӳрленмесĕрех вăрçа тепĕр хут кайнă

Илья Федоров çав çулах Псков çывăхĕнче пуç хунă

Вăрнар районĕнче Аçăмçырми ялĕнче пурăнакан 82 çулти Владимир Лукин Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне 3-ре пулнă. Унăн ашшĕ Илья Федорович тăшман тапăнса килнĕ çулах фронта кайнă. Аманнă хыççăн вăл Новосибирскри эвакогоспитале лекнĕ.

Персе вĕлерессипе хăратнă «Вăрнар вокзалĕ патĕнчен иртсе кайнă чухне: «Тăван çĕршыв, таврăнайăп-ши каялла?» — кулянса калаçнă атте. Сиплев вăраха тăсăлман, çапах тухтăрсем сурана тӳрленсе çитме вăхăт кирлине пĕлтернĕ. Яла таврăнсан аттене артель председательне суйланă, окоп чавакансем валли кĕреçе аврисем тата ытти хатĕр-хĕтĕр тума хушнă. Çав вăхăтра пысăкрах пуçлăхсем килнĕ. Вĕсем çар саккасне вăхăтра пурнăçламасан ăна тăшмана персе вĕлернĕ пек тĕп тăвассипе хăратнă. Манăн атте çухалса кайман. «Эсир нимĕçпе куçа-куçăн тĕл пулнă-и? Апла мана кун пек хăратма ирĕк çук сирĕн», — тенĕ. Ку должноçра нумай ĕçлемен вăл. Пуçлăхсем пĕрмай ура хунă, тарăхнипе вăл пĕррехинче киле таврăннă та кукамая пĕр михĕ махорка тултарма хушнă. Атте суранĕ тӳрленсе çитменнине пăхса тăман, 1943 çулта хăйĕн ирĕкĕпе каллех вăрçă хирне тухса кайнă. Çав çулах Псков хули çывăхĕнче иртнĕ çапăçура вăл ĕмĕрлĕхех куçне хупнă», — Аçăмçырминчи культура çуртĕнчи стенд çинчи ашшĕн сăн ӳкерчĕкне кăтартрĕ Владимир Ильич.

Илья Федоровичăн тепĕр виçĕ пĕртăван пулнă: шăллĕ тата аппăшĕсем. «Аттен шăллĕне эпĕ пачах та курман. Çапах вăл вăрçă пуçланиччен тата фронтран янă çырăвĕсене упратăп. Вĕсем маншăн питĕ хаклă. Григорий Федоров Аçăмçырми ялĕнче 1916 çулта çуралнă. Шкул пĕтерсен вăл 1937-1938 çулсенче Улатăрта водитель курсĕсенче вĕреннĕ. Унччен маларах Аçăмçырми ял канашĕнче счетоводра ĕçленĕ. 1939 çулта ун патне çар комиссариатĕнчен салтака каймашкăн повестка килнĕ. Вăл Украинăри Львов хулине лекнĕ. 1941 çулхи кĕркунне унăн киле таврăнмалла пулнă. Анчах вăрçă пуçлансан Григорий пиччен те çапăçăва кĕме тивнĕ. Нимĕçсем пирĕн çĕршыва тапăнсан хуласемпе аэродромсем çине бомбăсем ӳкме пуçланă. Çĕр-çĕр салтак вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех пуç хунă. Григорий Федоровсен çар чаçĕ те ирсĕр тăшманпа çапăçнă. Совет салтакĕсем нимĕçсене тытса чарайман, вĕсем хула хыççăн хула ярса илнĕ», — ашшĕн шăллĕн шăпипе паллаштарчĕ Владимир Ильич.

Кĕркунне киле таврăнма ĕмĕтленнĕ

1941 çулта Григорий Федорович кĕçĕн политрук курсне вĕренсе пĕтернĕ. Çакăн хыççăн ăна кĕçĕн лейтенант званине панă. Фронтра вăл 589-мĕш полкăн 3-мĕш батальонĕн политрукĕ пулнă. Акă мĕн çырнă вăл тăванĕсем патне çĕртме уйăхĕнче вăрçă пуçланиччен:

«Йуратнă йăсна, акай, тăхлач асран кайми Курак, Натькă, Санькă, сире пурне те чĕререн юратса салам ярап. Ну Курак, эсир ман çине çилленме те шутларăр пуль, кукки хут ямаç те тесе, чăнах та ку хушă лайăхăн канман та, талăкне улт-çич сехет çывăрнине шутламасан. Халĕ çавах пурнăç кăшт çăмăлтарах, чипер лару-тăру аван тăрсан кĕркунне киле пыма ĕмĕт пур.

Ну йăсна, манăн сирĕн çырăва питĕ илсе вулас килет, эп шутлап эсир мана хусамăр пултăр вырна хуратăр тесе. Чăнах та, эп сирĕн умăрта питĕ айăплă, ну мана айвана каçарма ыйтатăп чĕререн. Чăнах та, ваттисем калани питĕ тĕрĕс. Салтака кайсан ăс пусăрнат тени. Эсир тата ан шутласа хурăр хусамăр çине, эп хама калатăп. Ну çавах калас килет эп çав терийах сирĕншĕн ют пулма кирлĕ мар.

Пĕр уйăх кайала Ерхипа курса калаçрăм пĕр ик раз, пĕр хуларах хĕл каçнă, а халь эпир пĕлтĕрхи вырăна, Львов хулинчен 25 çухрăмри сĕм хыр вăрманне, лагере пурăнма килтĕмĕр.

Ну сире пурне те чĕререн юратса салам яратăп, сиртен çыру кĕтме пуçласа хам çырăва вĕçлетĕп». <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


«Ĕмĕт патне тепĕр утăм тунă пекех»

Патăрьел районĕнчи Турханта Алексей Кокель ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери пленэр-симпозиум 14-мĕш хут йĕркеленчĕ. Кăçал вăл авăн уйăхĕн 7-14-мĕшĕсенче иртрĕ. Унта Раççей регионĕсенчи тата Беларуçри 10 ӳнерçĕ хутшăнчĕ.

Хальхинче пленэр малтанхи пек çулла мар, кĕркунне куçăн тата куçăн мар майпа иртнĕ. Унăн ертӳçи, культурологи докторĕ Владимир Васильев, пĕлтернĕ тăрăх, мероприятие тĕрлĕ наци ӳнерçисем хутшăннă. Кăçалхи симпозиума Чăваш халăх художникне Константин Долгашева та явăçтарнă. Вăл хăйĕнпе пĕрле И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн 4-мĕш курс студентне Илья Петрова илсе килнĕ. Çамрăк ӳнерçĕ тĕнче шайĕнчи пленэра пĕрремĕш хут хутшăннине пĕлтерчĕ.

«Эпĕ Çĕнĕ Шупашкарта çуралнă. 19-мĕш шкула пĕтерсен ӳнерпе музыка факультетĕнче вĕренес килчĕ. Ачаранпах ӳкерме, видеовăйăсем валли сăнарсем шухăшласа кăларма юрататăп. Эпĕ ӳнер шкулĕнче ăсталăха туптаман, килте çеç хам тĕллĕн ĕçленĕ. Аслă классенче живопиçпе кăсăклантăм, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУна хатĕрленӳ курсне çӳрерĕм. Мĕншĕн ӳнерçĕ профессине суйларăм тетĕр-и? Манăн шухăшлав сăнарсемпе çыхăннă. Эпĕ ӳнер тĕнчинчи вăрттăнлăхсене тĕпчесе хамăн картинăсенче пурнăç илемне кăтартма çирĕп тĕллев тытрăм. Тĕнчипе паллă художник ялĕнче иртнĕ пленэр-симпозиума хутшăнни ĕмĕтĕм патне тепĕр утăм тунă пекех пулчĕ. Патăрьел районĕнче эпĕ пĕрремĕш хут пултăм. Турхан тата Упамса ялĕсене çитсе куртăмăр. Пленэр кунĕсем ĕмĕрлĕхех асра юлĕç. Кокелĕн çуралнă тăрăхĕнчи çынсем ырă кăмăллăхĕпе палăраççĕ. Ял аталанать, халăх хастар. Ман ӳсĕмри çамрăксем пирĕнпе килсе паллашрĕç çеç мар, пулăшма хатĕррине те систерчĕç. Пĕрисем картинăра сăнарланма килĕшрĕç, теприсем ял пурнăçĕ пирки хаваспах каласа кăтартрĕç. Пĕр эрне сисĕнмесĕр иртрĕ. Çак хушăра 16 ытла ĕç ӳкерме ĕлкĕртĕм. Паллă ӳнерçĕсемпе татах ĕçлес килет. Тавралăх илемĕ ăсталăха туллин уçса пама май пачĕ», — шухăшне пĕлтерчĕ çамрăк ӳнерçĕ. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.