Çамрăксен хаçачĕ 41 (6491) № 19.10.2023

19 Юпа, 2023

«Чунра юрă-кĕвĕ ыратусăр çуралмасть»

Пултарулăх ăнсăртран çĕр ăшĕнчен ÿссе тухмасть. Вăл йăхран йăха куçать. Каçал тăрăхĕнчи çамрăк юрăç, кĕвĕ ăсти Александр Кокшин пултарулăхне ашшĕ-амăшĕнчен илнĕ. «Пурнăçăмра пĕрремĕш хут интервью паратăп», — текенскерпе чуна уçса калаçма питĕ кăмăллă пулчĕ.

Ашшĕпе амăшне кура

— Саша, эсĕ мана тин кăна кĕвĕсем ыратусăр çуралманнине каларăн.

— Манăн шутпа, хăйне пултарулăхра шыракан çын чунне ятарласа ырату туйăмĕсемпе тултарать. Сăвă е кĕвĕ çырас тесен чунра хирĕçӳлĕх, асаплану çуратмалла. Çĕнĕ кĕввĕн итлекене хумхантармалла. Пире пурне те пăлхантаракан чи вăйлă туйăм вара вăл — юрату. Шăп та лăп ăна пула çырăнаççĕ те хайлавсем.

— Килĕшетĕп. Телейлĕ чухне нимĕн те çырас килмест. Мĕншĕн тесен телейпе киленетĕн, ун ăшĕнче ирĕлетĕн. Чунра ырату хуçаланнă вăхăтра вара туйăмсем, шухăшсем урăхларах, вĕсем çиеле тухасшăн. Сăнатăп та: çынсене ытларах савăнăçпа мар, ыратупа тулнă хайлавсем килĕшеççĕ.

— Çынсене улталаймăн. Ырату — савăнăçран чылай вăйлăрах туйăм. Хăв чăтса ирттернĕ туйăм пирки çырсан кăна хайлав ĕнентерӳллĕ пулса тухать. Чунран тухман хайлавсене эпĕ «коммерциллĕ» тенĕ пулăттăм.

— Кала-ха, санăн кĕввӳсенче ырату пур-и?

— Пур, анчах яланах мар. Савăнăçлă самантсем те мана çунат хушаççĕ. Кĕввĕмсем ытларах юратупа çыхăннă.

— Кĕввӳсем чăннипех те чуна тыткăнлаççĕ. Апла санăн чĕрӳ çак туйăмпа тулнă?

— Паллах, юрататăп. Манăн чун савни пур. Вăл мана яланах хавхалантарать. Юратусăр юрă кĕвĕлеме çăмăл мар. Савнисен хушшинче таса туйăм пулмалла, пĕр-пĕрне улталани лайăххи патне илсе çитермест. Анчах, шел те, юратура ултавсăр пулмасть. Çакă кӳрентерет.

— Юрĕ, ку тема тавра нумай калаçма пулать. Халĕ санпа кĕвĕ ăсти музыкăна мĕншĕн юратни пирки пуплес килет. Пурĕ — 7 нота. Мусăкçăсем вара вĕсемпе усă курса питĕ вăйлă хайлавсем çыраççĕ. Санăн чунра кĕвĕсем хăçан çуралаççĕ?

— Паллах, кашни кун кĕвĕ çырмастăп. Пурнăç музыкăран çеç тăмасть вĕт, кун каçа ытти ыйтăва та татса памалла. Кĕвĕ хайлама ыйтакансем манран ялан темĕн кĕтеççĕ. Чи пĕлтерĕшли — вĕсене мĕн кирлине малтан туйса, ăнланса илмелле. Çавăнпа малтан куçакуçăн ларса тĕплĕн калаçатăп, веçех ыйтса пĕлетĕп. Çын кăмăлне çырлахтарма çăмăл мар. «Çырса пар-ха мана хитре кĕвĕ», — тенинче мĕн çинчен çырмалли пирки конкретлăх çук. Ыйтăва тивĕçтерес тесен çав çынпа çывăхрах паллашмалла. Анчах кĕввĕн ăна çеç мар, итлекенсене те çырлахтармалла- çке-ха. Чылай юрăç тепĕр чухне хăйне мĕн кирлине лайăх пĕлмест. Çакă кĕвĕ ăсти умĕнче йывăрлăх кăларса тăратать те.

— Хăш-пĕр юрра итлекенсем вăхăт иртсен тин йышăнаççĕ. Ку мĕнпе çыхăннă-ши?

— Кун пирки эпĕ те чылай шухăшланă. Тӳрех кăмăла каякан юрăра чуна тивекен темĕнле асамлăх пур ахăртнех. Хăш-пĕр юрра вара темиçе хут та итлемелле. Анчах ăна иккĕмĕш хут итлекен сахал. Халь юрă нумай вĕт. Çапах радиопа час-часах янăраттаракан юрă хăлхана кĕретех. Хăв та сисместĕн — ăна ерипен килĕштерме пуçлатăн.

— Кĕвĕ çырас енĕпе профессионал пек ĕçлеме хăçан пуçларăн?

— Эпĕ музыкăпа тачă çыхăннă çемьере кун çути курнă. Атте Виктор Кокшин, анне Альбина Кокшина. Иккĕшĕ те — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем. Вĕсем Комсомольски салинче вăй хураççĕ, «Кубняночка» вокал халăх ансамблĕнче юрлаççĕ. Анне — ансамбль ертӳçи, атте — концертмейстер. Çывăх çынсем маншăн тĕслĕх вырăнĕнче. Манăн та тăван халăхшăн ырă ĕçсем тăвас килет. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче инженера вĕреннĕ чухне музыка хăйĕн авăрне туртса кĕчĕ. Чăваш çамрăкĕсем хăйсен чĕлхине юратчăр тесе тăрăшатăп. Сăмахран, руль умĕнчи каччă чăваш кĕввине итлесе пырать пулсан тăрăшни сая кайман. Эпĕ хама ыттисенчен уйăрмастăп, чаплăрах теместĕп. Çут çанталăк панă пултарулăхпа пĕлсе усă куратăп çеç.

— Чăваш кĕввинче 5 нота çеç. Эсĕ вара 7 нотăпа усă куратăн. — Пирĕн хамăра мĕншĕн картана хупмалла-ха? Паянхи тĕп тĕллев — музыкăра чăваш чĕлхине упраса хăварасси. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   


Çинçе пилĕклĕ хĕрсем те кире пуканĕ йăтрĕç

«Хыпар» Издательство çурчĕ çулленех кире пуканĕ йăтакансен хушшинче чăваш халăхĕн тĕп хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри ăмăрту ирттерет. Кăçалхипе вăл 38-мĕш хут пулчĕ. Турнира 15 çултан аслăрах спортсменсем 12 регионтан çитрĕç.

Курма кăна кайнă та… Шупашкарти Валерий Ярды ячĕллĕ Маунтинбайк центрĕ юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче тĕрлĕ облаçри, Чăваш Енри тĕрлĕ хула-ялти спортсменсене ирех йышăнма тытăнчĕ. Ăмăрту савăнăçлă лару-тăрура кăнтăрла иртсен тин уçăлассине пĕлнĕ, паллах, вĕсем. Анчах помост çине тухиччен «тимĕр вăййин» тусĕсемшĕн пĕр-пĕринпе калаçни паха-çке-ха. Ăмăртăва уяв техĕмне кĕртекенсем Чăваш Енри спорт аэробикин федерацийĕн хастарĕсем /ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Оксана Дьячук ертсе пырать/ пулчĕç. Мĕн тери çаврăнăçуллă хĕрачасемпе арçын ачасем! Йăлана кĕнĕ тăрăх, турнир хаклă хăнасен ырă сунăмĕнчен пуçланчĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Виктор Горбунов, ЧР цифра министрĕн заместителĕ Анна Иванова, ЧР спорт министрĕн заместителĕ Александр Фадеев, Чăваш Енри кире спорчĕн федерацийĕн председателĕ Юрий Карпов тата ыттисем пăхаттирсене кăмăла çĕклекен сăмахсемпе хавхалантарчĕç. «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина пурне те ăнăçу суннă май турнирта ăмăртакансем Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçме пултарнине палăртрĕ. Тупăшăва килнисен йышĕнче çамрăк самаях пулчĕ. Командăсенче хĕрсем те сахал марри савăнтарчĕ. Владимир патшалăх университечĕн физкультурăпа спорт институтĕнче пĕрремĕш курсра вĕренекен Кира Чистякова ăмăртура — пирвайхи хут. «Питĕ аякран, 500 километртан, килсе çитрĕмĕр Чăваш Ене. Кунта — хăйне евĕр сывлăш! Чăваш хаçатне хисеплекен спорт тусĕсемпе паллашса хавхалантăм. «Тимĕр вăййипе» ăнсăртран туслашрăм. Пĕлтĕрхи çулла кĕлеткене илемлетес тĕллевпе фитнес-зала çул тытрăм. Манăн тренер, хĕрарăм, кире пуканĕ йăтать. Пĕррехинче вăл мана урамри тренировкăна пырса курма сĕнчĕ. «Эсĕ пыр. Хăтланса пăх. Тен, кунашкал спорт сана та килĕшĕ», — терĕ вăл. Чăнах та, курма кăна кайрăм — çав ушкăна хам та çӳреме тытăнтăм. Хĕрсем, уйрăмах çинçешке пилĕклисем, 16 е 24 килограмлă кире пуканне йăтни, çийĕнчен тата спорт мастерĕн ятне илни, манăн шухăшпа, çав тери вăйлă», — калаçу сыпăнчĕ çӳллĕ те илемлĕ пикепе. Хĕртен кире пуканĕ йăтакансен ялан мĕн астумалли, мĕнле йĕркене çирĕп пăхăнмалли çинчен ыйтрăм. «Чи кирли — техникăна тĕрĕс лартасси. Мускулсене сахалрах ĕçлеттерсе кăтартăва инерци пулăшнипе лайăхлатма хăнăхмалла. Ку тренировкăна тăтăш çӳресен кăна пулать. Хама илес тĕк, эпĕ хальлĕхе техникăна тĕрĕс лартма хăнăхса çитеймен-ха. «Кире пуканĕ йăтни хĕрсемшĕн хăрушă мар-и?» — тенине час-часах илтме тивет. Майне пĕлсен хăрушă мар. Анчах хăнăхиччен пилĕке хускатас, яланлăхах сусăрланса юлас хăрушлăх та пур. Халĕ манăн 11 çулти йăмăк Маша та кире пуканĕ йăтма пуçларĕ. Вăл облаçри ăмăртусене хутшăнма тытăнчĕ ĕнтĕ», — терĕ хăйĕн тренерне тĕслĕх вырăнне хураканскер. Вăл — Александр Арифулин, Владимир облаçĕнчи кире пуканĕ йăтакансен федерацине ертсе пырать. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Дизайнер мар, филолог пулма пӳрнĕшĕн ӳкĕнместĕп»

«Чĕлхе — халăхăн чун уççи, унăн чунĕ, унăн кулленхи пурнăçĕ», — ытарлăн çапла каланă паллă патшалăх деятелĕ, историк Петр Вяземский. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкулта тăрăшакан Ирина Яковлева хĕр чухнехи хушамачĕ Степанова çĕршывăмăрăн чапа тухнă сăвăçипе пĕр сăмахсăрах килĕшет. Шкул ачисене атте-анне чĕлхине вĕрентесси уншăн пурнăçри тĕп ĕç пулса тăнăшăн халĕ вăл пĕртте ӳкĕнмест. Анчах Ирина Валерьевна ача чухне учитель профессийĕ пирки пачах ĕмĕтленмен. Халăх сăмахлăхне вара мĕн пĕчĕкрен кăмăлланă.

Асламăшĕн юратнă мăнукĕ

Чăваш чĕлхипе литературин пултаруллă вĕрентекенĕн ачалăхĕ Вăрмар тăрăхĕнчи Шăхаль ялĕнче иртнĕ. Тĕлĕнмелле те пек, тăван ялĕнчи тата ун çывăхĕнчи кашни айлăм-ту, улăх-вăрман мĕнле те пулин халап-шӳтпе, юрă-сăвăпа аса килнине калать Степановсен çемйинче кун çути курнă «пирвайхи кайăк». «Анне Людмила Владимировна çак ялтанах. Эпир ӳснĕ чухне асанне те, кукамай та çумрах пулнă. Аттепе анне ĕçе кайсан эпир асаннепе юлнă. Зоя Порфирьевна Шăхале Тупах ялĕнчен качча килнĕ. Вăл Вăрмар хутлăхне, Тутарстанăн пирĕнтен аякрах мар вырнаçнă ялĕсене питĕ аван пĕлетчĕ. Садик мĕнне пĕлсе çитĕнмен эпир. Ваттисем вĕттисене ĕçе, пурнăçа хăнăхтарса пынă, эпир хăйне евĕр «академире» ӳснĕ тесен те юрать. Утта, колхоз ани çине, кăмпа-çырлана тата ытти çĕре эпир яланах ратне эртелĕпе каяттăмăр. Асаннепе кукамайран халăх ăс-хакăлне вĕренесси çапла пуçланнă та ахăртнех. Асанне вăлтса-шӳтлесе калаçма ăстаччĕ. Пирĕнтен аякрах мар вырнаçнă Хĕрлĕ Çыр ялĕ çинчен каласа пани асрах: «Эпир ача чухне çавăнта Вĕреçĕлен анса ларнăччĕ. Хам та курнă эпĕ ăна. Çавăнпа хĕрлĕ тĕслĕ те унти çĕр». Епле çăвар карса итлемĕн? Çапла каннă чухне аслисем халап янă. Утăра ĕçе хăнăхчăр тесе ачасене маларах тăрататчĕç. Аслисем пирĕн хыçра çулатчĕç. Çавăнпа пирĕн айккăн-майккăн выляса тăма вăхăт çукрахчĕ. Ĕçленĕ май тĕрлĕ шӳт-халап итлени — этнопедагогикăн витĕмлĕ тĕслĕхĕ. Асанне эпир çывăрса тăриччен ирех кăмака хутса кăпăшка вĕтӳ /пирĕн тăрăхра кулача çапла калаççĕ/, пĕлĕм пĕçерни, йывăç пӳртре тутлă шăршă сарăлни — манăçми асамлă самантсем. Асанне пирĕнтен уйрăлса кайнă ĕнтĕ, кукамай пурăнать-ха, 87 çулта вăл. Кукамай пур чухне чăвашсен пуян чĕлхине ытларах ăса хывмаллине ăнланатăп», — калаçăва ачалăхран пуçларĕ Ирина Валерьевна. Вăл ача-пăча йышлă çуратса ӳстернĕ асламăшĕн чи юратнă мăнукĕ пулни çакăн пек ăшă аса илӳрен те туйăнать. Кам пĕлет, тен, Ирина шăпах Зоя Порфирьевна витĕмĕпе тăван культурăна тарăнрах вĕренме, çак профессие алла илме шухăш тытнă? Чăн та, шкул сакки çинчен тăрсан та вĕрентекен пулма тĕмсĕлмен-ха вăл. «Культурологи» специализаци илĕртнипе И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетне кайса пăхма тĕв тунă. Анчах хĕр унта пултарулăх турĕсем витĕр тухмаллине кая юлса пĕлнĕ. «Ӳкерме питĕ юрататтăм. Тетрадь çине пукане кĕписен ĕлкисене ӳкерсе тултараттăм. Шкулта стена хаçачĕ кăларма, плакат ӳкерме, хитре çырма яланах явăçтаратчĕç мана. Пысăк уявсен тĕлне сценăна илемлетессине хамăн тивĕç пекех йышăнаттăм. Паллах, хулара пурăннă тăк ӳнер кружокне çӳреттĕмех. Анчах пирĕн ялта унашкалли пулман. Дизайнер профессийĕ илĕртетчĕ. Ĕмĕтĕме вĕрентекенсен умĕнче уçма те хăюсăрлăх чарнă, те хам пуласлăх çинчен тĕплĕ шухăшламан? Студент пулса тăрсан кăна тăван университетрах дизайн факультечĕ пуррине пĕлтĕм. Филологие суйласа экзаменсене чиперех тытса студентсен ретне тăрсан та пĕр класри хăш-пĕр ачана дизайнера вĕренме кĕтĕм тесе каларăм. «Эпир сан пирки çапла шухăшланă та», — тетчĕç вĕсем. Анчах шăпа урăх çулпа илсе кайнăшăн ӳкĕнмерĕм. Çапах ӳкерес туртăм ниçта та çухалмарĕ — куншăн хĕпĕртетĕп. Халĕ мана ку вĕрентекен ĕçĕнче нумай пулăшать. Коллективра çакна асăрханине, хакланине сисетĕп. Сцена, тум, стенд е ытти япала мĕнлерех пулмалли пирки ĕçтешсем манпа канашлаççĕ, пулăшма ыйтаççĕ», — палăртрĕ Ирина Валерьевна. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Сас паллине калама вĕренсен ача хăй те питĕ савăнать»

Çуралнă чухне вăл питĕ чирлĕ ача пулнă. Тухтăрсем хĕрачана больницăрах хăварма сĕннĕ, пурпĕрех вилет тенĕ. Анчах тăван ачана епле хăварăн? Ашшĕпе амăшĕ пĕчĕкскере сыватас тесе темĕн те тунă, таçта та çитнĕ. Тăватă çула çитсен Луизăна гимнастика шкулне янă. Кĕçĕн класра вĕреннĕ чухне вара ташă кружокне çӳренĕ. Хĕр пĕрчи шкула кайичченех вулама пĕлнĕ. Паянхи кун тĕлне Луиза Андреева миçе кĕнеке вуланин шутне те пĕлмест. Ача садĕнче те, шкулта та аслисен «сылтăм алли» пулнă вăл. Питĕ чипер, çепĕç чĕлхеллĕ хĕрачана пур çĕре те хутшăнтарма тăрăшнă. Луиза ача чухне пурнăçне дефектологлогопед профессийĕпе çыхăнтарасси пирки шутламан та. Анчах шăпа кĕçĕн классене вĕрентме ĕмĕтленнĕ хĕрачана шăпах çак çулпа уттарнă.

Кукамăшне хĕрхеннипе Луиза 1984 çулта Шупашкарта Лидийăпа Владислав Кузьминсен çемйинче кун çути курнă. Йăмăкĕпе иккĕшĕ те çивĕтленĕ вăрăм çӳçпе çӳренĕрен, пĕр пек тумланнăран «картинка çинчи пуканесем пек» тенĕ вĕсем пирки. Хĕрачасем пуканесене юнашар лартса вĕсемпе уроксем ирттерме юратнă. Çавăн чухне Луизăн кĕçĕн классене вĕрентес ĕмĕт çуралнă та. Çемьере Луизăпа Катьăсăр пуçне асли Алексей пулнă. Кашни каникула ачасем Çĕрпӳ тăрăхĕнчи Вăрманкасси ялĕнчи асламăшĕ патĕнче е Патăрьел тăрăхĕнчи Козловкăра кукамăшĕ патĕнче ирттернĕ. Луиза 6 çулта чухне чутах пысăк инкек сиксе тухман. Çуллахи кун ачасем Пăла юхан шывĕнчен тухма пĕлмен. Пĕррехинче хĕрача шаларах, тарăнрах çĕре, ишсе кĕнĕ те путма тытăннă. Юрать, кӳршĕ урамра пурăнакан Витя Наташкин çакна курса ĕлкĕрнĕ, хĕрачана шывран туртса кăларнă. Сывлама пăрахнă хĕрачана массаж туса тăна кĕртнĕ. «Вăл — мана иккĕмĕш пурнăç парнеленĕ çын. Эпĕ яланах Турăран ăна сывлăх пама ыйтатăп», — терĕ Луиза Андреева. Кукамăшĕ Вера Федоровна çав тери лайăх хĕрарăм пулнă. 35 çултах мăшăрĕнчен тăлăха юлнăскер тăватă ывăлĕпе пĕр хĕрне пĕчченех çитĕнтернĕ. Кукамăшĕ аслă ывăлĕпе кун кунланă, 1995 çулта сасартăк пĕччен тăрса юлнă: ывăлĕ сарăмсăр вилнĕ. Луиза ăна пĕччен пурăнма йывăр тесе хуларан яла куçса килнĕ, кӳршĕ Кивĕ Ахпӳртри вăтам шкула çӳреме пуçланă. «Аттепе аннерен уйрăм пурăнма йывăрччĕ паллах. Анчах кукамая хĕрхенни тунсăха пусаратчĕ. Шкулти учительсем лайăхчĕ. Вĕсем те мана ялти пурнăçа хăнăхма чылай пулăшрĕç. Класс ертӳçи Ольга Рыбкина мана лайăх ăнланатчĕ. Атте-аннешĕн питĕ тунсăхлаттăм. Çавна туятчĕ пулмалла Ольга Николаевна. Шупашкарта вĕреннĕ чухне эпĕ ташă кружокне çӳренĕ-çке. Ялти шкулта хам вĕреннĕ ташăсене класри ачасене кăтартаттăм. Ольга Николаевна куншăн мухтатчĕ. Спортпа питĕ туслăччĕ эпĕ. Унпа мана Ольга Николаевнăн мăшăрĕ Петр Васильевич туслаштарчĕ. Районта иртекен ăмăртусене илсе каятчĕ. Хула хĕрачи пулнăран хам та шикленсе тăман пулĕ. Хамăн учительсене кура вĕрентекен пулас ĕмĕт тата пысăкланчĕ. Шкул пĕтернĕ тĕле психолог пулас килетчĕ. Шкулта аван вĕрентĕм. Аттестат илсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне çул тытрăм. Психологи факультетне конкурс питĕ пысăкчĕ. Мана логопед-дефектолога вĕренме кĕме сĕнчĕç. Тĕрĕссипе, эпĕ ун чухне логопед кам иккенне те лайăх пĕлмен. Çапах ним шухăшламасăр çавăнта çул тытрăм. Шăпа çапла пӳрнĕ пулинех. Педагогсем çирĕп пĕлӳ пачĕç, вĕсене пула эпĕ çак профессие чунран юратрăм. Вĕреннĕ вăхăтра çемье çавăртăм, ачаллă пултăм. Пĕр çул академи отпускĕ илме тиврĕ. Мана шăпа питĕ лайăх çынсемпе тĕл пултарчĕ. Университет пĕтерсенех факультет деканĕ Галина Захарова пире, темиçе хĕрачана, управлени факультетне кайма сĕнчĕ. Çапла иккĕмĕш аслă пĕлӳ илтĕм. Кайран пурнăçра çакă мана питĕ кирлĕ пулчĕ. Педагогикăри ĕç стажĕ 2003 çулта «Дубравушка» ача садне воспитателе вырнаçсан пуçланчĕ. Пĕчĕк чухне эпĕ те унта çӳренĕ. Ĕç биографийĕ çакăнта пуçланнăшăн питĕ савăнатăп. Кунта мана Людмила Андреева вĕрентни паянхи кун та пулăшса пырать», — каласа кăтартрĕ çамрăк специалист. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦ 


«Хăть паянах хулана кайса пурăн, анчах ялта лайăхрах»

Светлана Емельянова ача чухне вырăсла калаçнă тесен ĕненме те çук. Халĕ вăл чăвашла, чăнчăн Елчĕксем пекех, шакăртаттарса пуплет. Унăн ашшĕ-амăшĕ — чăваш, иккĕшĕ те Елчĕк тăрăхĕнчи Çĕнĕ Пăва ялĕнче ӳснĕ. Вĕренсе тухсан пурнăç çулĕ вĕсене Чĕмпĕр облаçĕнчи Вешкайма районĕнчи Ховрино салине çавăрса çитернĕ. Шăпах çавăнта чăваш хĕрĕпе каччи çемье çавăрнă, унтах тĕпленсе пурăннă, икĕ хĕр çуратса ӳстернĕ. Шăпа вара аслă хĕрне Светланăна каялла Çĕнĕ Пăвана илсе çитернĕ. Алексей Емельянова качча тухсан вăл чăваш ялĕнче пурăнма килĕшнĕ.

Чăвашла калаçма вĕреннĕ «Аттепе анне, Анатолий Анатольевичпа Анфиса Анатольевна, Чĕмпĕр облаçне ĕçлеме кайнă. Ун чухне ĕçрен хваттерпе тивĕçтернĕ. Çапла вĕсем вырăссем пурăнакан ялтах юлма шутланă. Шел те, атте 2011 çулта пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Инкек пĕр кĕтмен çĕртен пулчĕ. Атте 54 çулта кăначчĕ. Çав кун вăл мунча хутма тухнă, вутă йăтса пынă чухне тĕшĕрĕлсе аннă. Унăн чĕри чарăнса ларнă. Аннене пĕччен йывăр, çулĕ инçе пулнипе хамăр час-часах кайса çӳрейместпĕр тесе 2018 çулта ăна çывăхарах илсе килтĕмĕр, Елчĕкре хваттер туянтăмăр. Халĕ унта аппапа пурăнать. Вырăс ялĕнче ӳснĕрен пĕчĕк чухне эпĕ чăвашла пачах калаçман. Аттепе анне хăйсен хушшинче чăвашла хутшăнатчĕç те, паллах, ăнланаттăм. Вĕсене итлеме хама та интереслĕччĕ. Елчĕк тăрăхĕнчи Çĕнĕ Пăвана качча кайсан çине тăрсах чăвашла вĕренме шутларăм. Шухăшларăм кăна мар, хам ума тĕллев те лартрăм, «Санăн ачусем чăваш пулĕç», — терĕм хама. Ара, чăваш ялĕнче пурăнсан вĕсене чăвашла вĕрентмеллех- çке-ха. Чăннипе каласан, çак чĕлхепе вулама пĕлместĕп, калаçатăп кăна», — Светлана манпа ĕмĕр тăршшĕпех чăвашла пуплесе ӳснĕ евĕр калаçрĕ. Чĕмпĕр облаçĕнчи тусĕсем те унран тĕлĕнеççĕ. «Эсĕ чăн-чăн чăваш пулса кайнă», — теççĕ тĕл пулсан. «Качча килнĕ чухне манăн хуняма Олимпиада Аркадьевна 45-ре кăначчĕ. «Чăвашла калаç-ха. Мана вырăсла хутшăнма йывăртарах. Атя, тăрăш», — тетчĕ. Çапла çулталăкран чăвашла вĕрентĕм», — калаçăва малалла тăсрĕ Светлана Емельянова. «Аськăри» паллашу Шăпа çырнă çын хапха умнех килет теççĕ те… Хальхи вăхăтра вара, çĕнĕ ĕмĕрте, пĕрле пурăнма пӳрнĕ мăшăра интернет тупма пулăшать теме пулать. «2009 çулта аппа Ольга атте-анне çуралнă яла, Çĕнĕ Пăвана, кайса килчĕ. «Унта лайăх каччă пур, кирлĕ-мар-и?» — терĕ таврăнсан. «Ой, çук-çук», — тесе хирĕçлерĕм. Ун чухне «Аська» мессенджерпа усă кураттăмăр. «Аськăра» пĕр-пĕр ят туп та çав каччă патне çырса яр», — сĕнчĕ аппа. Алексей, Леша… Çак ят килĕшет тесе шырама пуçларăм. «Аськăра» «Алексей, Елчĕк» тени питĕ нумай тухрĕ. Виççĕшĕн патне çырса ятăм. Пĕри хурав пачĕ. Унăн мессенджерта сăн ӳкерчĕкĕ те çукчĕ, вăл миçе çулти те паллă марччĕ. Хăйне курмасăр, ним пĕлмесĕр унпа паллашрăм темелле. Пирĕн калаçу малаллах сыпăнса пычĕ. Тепĕр икĕ Алексейĕ сасă памарĕç вĕт-ха. Эппин, шăпа çавăн пек пӳрнĕ. Алексей шăп та лăп Çĕнĕ Пăваран пулни çиеле тухрĕ. Эпĕ ку ялта сайра хутра кăна пулнă та ăна, паллах, палламан. Калаçсан-калаçсан, тĕлĕнмелле те, Алексей манăн аттен пиччĕшĕн хресна ывăлĕ пулнине пĕлтĕм. Эпĕ ун чухне 22-реччĕ. Медицина колледжĕнчен медсестрана вĕреннĕ хыççăн рабочисен Вешкайма поселокĕнчи санаторире ĕçлеме пуçланăранпа 4 çул çитнĕччĕ. Алексей манран пĕр çул аслăрах. Çапла интернетра хутшăнтăмăр, кашни уяврах ман пата килсе каятчĕ. Пĕррехинче мана ĕçрен Шупашкара квалификацие ӳстерме ячĕç. Çула май Çĕнĕ Пăвана аттен пиччĕшĕ патне хăнана кĕрсе тухас терĕм. Кун пирки Алексея пĕлтертĕм. Унăн хресна ашшĕ кӳршĕрех пурăнать иккен. Çавăн чухне пĕр-пĕрне куçа-куçăн тăрса пĕрремĕш хут куртăмăр. Икĕ çултан качча тухма ыйтрĕ. «Ой, эпĕ 23-ре кăна-ха, халех качча каймастăп», — терĕм. Малалла вĕренес, хам валли мĕн те пулин ĕçлесе илес ĕмĕт пурччĕ. «Авланмаллах пуль», — терĕ çине тăрса. «Апла авлан, урăххине качча ил, эпĕ пымастăп», — шӳтлерех калаçрăм эпĕ. «Нимĕн те пĕлместĕп, анчах эсĕ качча тухатăн», — çирĕппĕн каларĕ вăл. «Инçе-инçе», «яла каяс килмест» тесен те пĕрех качча тухрăм. Алексей туслă çӳренĕ чухнех ял килĕшнине, унтах пурăнассине калатчĕ. Вăл — çемьери аслă ывăл. Шăллĕ Дмитрий çемйипе Шупашкарта тĕпленнĕ. Ашшĕне Петр Владимировича эпĕ курса юлман, вăл ирех çĕре кĕнĕ. Алексей амăшĕ пĕччен тесе те тĕп килте юлма шутланă пуль. Пĕрлешнĕ чухне упăшка Елчĕкре газ мастерĕнче ĕçлетчĕ. Пилĕк çул кашни кун унта ĕçе çӳрерĕ. Кайран ăна «Клевер» тулли мар яваплă общество ертӳçин должноçне шанса пачĕç. Эпĕ санаторири ĕçе пăрахса килтĕм. Качча кайсанах ача çуратрăм. Хĕрĕм икĕ çул тултарсан Елчĕкри лавккара кредит экспертĕнче ĕçлеме пуçларăм», — çемье пурнăçĕпе паллаштарчĕ Светлана. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.