Çамрăксен хаçачĕ 46 (6343) № 26.11.2020

26 Чÿк, 2020

Казак ятне илтсен те чăваш пулма пăрахман

Хăйĕн кун-çулĕнчи кăсăклă самантсемпе пайлашма, телей пирки пĕрле шухăшлама хальхинче Канаш районĕнчи Вăтапуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Вениамин КОЛПАКОВ юрăç килĕшрĕ.

— Вениамин, санпа темиçе çул каялла К.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче иртнĕ искусствăсен каçĕнче паллашнăччĕ. Эс юрланă юрăсем ун чухне мана тыткăнларĕç. Каярах интернет пире çывăхлатрĕ. Пурнăçупа кăсăклансах тăтăм. Халь ак хаçат тусĕсене санпа паллаштарас кăмăл çуралчĕ.

— Калаçăва пурнăçăмри пĕр хăйне евĕрлĕ тапхăртан пуçлас пуль. Чăваш Енре чылай çул казаксен культура общини ĕçлет. Темиçе çул каялла эпĕ çак организацире культура пайне ертсе пыраттăм. Атăлçи казакĕсен çарĕн сотникĕ шутланаттăм. Уяв каçне литература музейĕн ертÿçи, пĕр класра ăс пухнă Ирина Оленкина, чĕннипе пытăм. Клара Осокина ертсе пыракан «Тарават» ушкăн юрăçисемпе, Чăваш халăх артисчĕ Иван Иванов илсе килнĕ студентсемпе, паллă сăвăçсемпе тачăрах паллашрăм.

— Сана чарсах ыйту парам-ха: чăваш каччи казаксен штабĕнче мĕн çухатса хăварнă-ши?

— Ачаран çар çынни пулма ĕмĕтленеттĕм. Офицера çитес килетчĕ. Шăпа çар çынни пулма пÿрмерĕ. Тĕплĕн шухăшланă хыççăн Чăваш Енри казаксен пĕрлĕхне кĕме шут тытрăм. Каласах пулать, Чăваш Енре казак юхăмĕн аталанăвĕ пĕр тикĕссĕн пымасть: пĕр чĕрĕлет, пĕр сÿнет. Ку лару-тăру ытларах укçа-тенкĕпе тачă çыхăннă. Хамăрах спонсорсем шыратпăр, тупатпăр, ку юхăма аталантаратпăр.

— Сана ăнланма тăрăшатăп-ха. Çапла, кашни арçын ачах çĕршыв хÿтĕлевçи пулма ĕмĕтленет. Анчах та казак штабне чăвашсем йĕркелемен-çке. Мĕншĕн чуну сана шăп та лăп кунта туртрĕ-ха?

— СССР арканнă хыççăн эпир, çамрăксем, пĕр кăсăклăхсăр тăрса юлтăмăр. Пионер тата комсомол организацийĕсем пĕтрĕç. Ăçталла сулăнмалла? Еплерех тĕллевсемпе пурăнмалла малашне? Патша саманинче те кадет шкулĕсем, юнкерсем, казак пĕрлĕхĕсем самаях аван аталаннă. Çĕнĕрен йĕркеленекен Раççейре те вăйлă çынсем тăрăшнипе казак пĕрлĕхĕ йăл илнĕ. Эпĕ вăл вăхăтра ялтан Çĕнĕ Шупашкара пурăнма куçса килтĕм. Казаксен штабне шыраса тупрăм. Икĕ çул кандидат пулса çÿрерĕм. Тăрăшăва кура казаксем мана хăйсен ретне йышăнчĕç, вырсарни чиркĕвĕнче присяга патăм. Çапла майпа пĕр шухăшлă туссем тупрăм.

— Казаксен штабĕнче ĕçлеме тытăннине тăванусем епле йышăнчĕç?

 — Нумайăшĕ ăнланмарĕ. Апла пулсан та эпĕ хама тĕрĕс утăм турăм тетĕп, мĕншĕн тесен çартан таврăннă чăваш ачисем мана шыраса тупса казаксен ретне илме пĕрре мар ыйтрĕç.

— Мĕншĕн санран? Эсĕ ку штабра пĕртен-пĕр чăваш-им?

— Çук. Кунта чăвашсем тата пур. Вĕсене те ман пекех тĕрĕслев витĕр кăларса пĕрлĕхе илнĕ. Эпĕ уçă кăмăллăрахши? Çынсемпе хутшăнма юрататăп. Кунсăр пуçне культура енĕпе вăй хураттăм. Çакă та çамрăксене ман пата туртать ахăр. Пĕрлĕхре республика тулашĕнчен Чăваш Ене пурăнма куçса килнĕ казаксем те пур. Вĕсемпе те пĕр чĕлхе тупрăмăр. Пĕр ĕç тăватпăр-çке. Культурăна аталантаратпăр.

— Чăвашлăхшăн мĕн лайăххи тăвайрăн?

— Чăваш тата казак культурине çÿлти шая çĕклес тесе çанă тавăрсах вăй хуратпăр. Эпир тăхăнакан казак тумтирĕ еплерех илемлĕ тата! Пире республикăра иртекен чылай уява йыхравлаççĕ. Концертсенче пултарулăхпа савăнтаратпăр. Библиотекăсенче, шкулсенче çамрăксемпе чуна уçса калаçса патриотизм темине çĕклетпĕр. Ачасене тăван çĕршыва юратма вĕрентетпĕр. Çитĕнекен арçын ачасем тĕлпулусенче çĕр-çĕр ыйту параççĕ. Хуравласа çеç ĕлкĕр. Чечняра, Афганистанра çапăçнă чăвашсемпе пĕрле тĕрлĕ мероприяти йĕркелетпĕр. Тăван çĕршывшăн питĕ юрăхлă çын пулас килет. Ара, çĕршыв тăнăçлăхĕ вырăнта пурăнакансенчен нумай килнине аван туятпăр.

— Казаксем хăйсем тĕпленсе пурăнакан вырăна станица теççĕ. Чăвашра пур-и вăл?

— Пирĕн организаци членĕсем хваттерсенче пурăнаççĕ. Пĕр тĕвве пире чунлăх, пĕр шухăшлăх çыхăнтарать. Палăртса хăварам, Çĕнĕ Шупашкар çывăхĕнче Раççей казакĕсен общини çĕр туянса станица çĕклет. Чиркÿ лартнă, чылай çемье çурт хăпартнă унта. Пуян çын та сахал мар кунти казаксем хушшинче. Интереслĕ пурăнаççĕ вĕсем, уявсемпе кун-çулне пуянлатаççĕ.

Альбина ЮРАТУ калаçнă.


«Манăн сана «анне» тесе чĕнмеллеччĕ…»

Чукун çул юсанă çĕрте тăрăшнă Михаил Бычков хырăм ыратнипе аптăранă. Çавна пула вăл лайăх ĕçлемен, ĕç вăхăтĕнче час-часах пÿлĕме кĕрсе выртнă. Пĕрле вăй хуракан арçынсем вăл чирлине ĕненмен, пуçлăха евитленĕ. 1943 çулхи кĕркунне Михаила операци тунă, тепĕр çулхине, ака уйăхĕнче, ăна фронта кайма повестка тыттарнă. Туяпа утаканскер район центрне çул тытнă. Ялти тепĕр арçын пĕрле пынă, унăн та вăрçа кайма ят тухнă. «Пĕр катка пыл паратăп, анчах вăрçа каймастăп», — тенĕ вăл. Çавах иккĕшне те тăшманпа çапăçма ăсатнă.

«3 ачапа юр çине кăларса тăратрăн»

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тухиччен Куславкка районĕнчи Чашламара пурăнакан Бычковсене кулак тесе айăпланă. Ял канашĕнче ĕçлекен арçыннăн, тин çеç авланнăскерĕн, пурăнмалли кĕтес пулман. Çавăнпа вăл Бычковсен çуртне хапсăннă, çăхав хатĕрленĕ. «Асатте çĕрме пуян имĕш. Кун хыççăн çурта, выльăх-чĕрлĕхе туртса илчĕç. Лашана колхоза илсе кайрĕç. «Юлашки чăхха та çынна патăм», — çапла калатчĕ асатте. Аттепе иккĕшне тĕрмене хупрĕç. Анне виçĕ ачапа урамра тăрса юлчĕ. Зоя манран икĕ çул аслăччĕ. Кĕçĕнни Евгения — пĕр эрнери ачаччĕ. Кÿршĕсем хĕрхенсе килне кĕртрĕç, эпир урайĕнче çывăрса пурăнтăмăр», — аса илчĕ «вăрçă ачи» Вера Бычкова. Унăн амăшне Укçинене шеллесе пĕр хĕрарăм пушă ларакан пÿртĕнче пурăнма ирĕк панă. Верăн кукашшĕ Турра вăйлă ĕненнĕ. Вăл кашни кун чĕркуçленсе кĕл тунă. Çакă пулăшнă-ши? Часах Мускавран тĕрĕслевпе çитнĕ. Укçинен кашни кун Куславккана е прокуратурăна, е суда каймалла пулнă. «Эх, çăпата çĕтĕлет-çке», — кулянса калаçнă вăл хĕрĕсемпе. Зойăпа Вера амăшне сак çинче йĕрсе кĕтсе ларнă. Пĕчĕк йăмăкĕ сăпкара макăрса выртнă. Çăварне сахăрпа çăкăр татăкне пирпе чĕркесе хыптарнă, хырăм выççине çапла ирттернĕ. Укçине район центрĕнчен таврăнсан тÿрех кăмака хутнă, унтан çăпата саплама ларнă. Ирхине каллех Куславккана утнă. Бычковсен çуртне каялла тавăрмалла тунă. Çăхав хатĕрленĕ арçын турткалашнă: çемье пÿрт умне пырса тăрсан та кĕртмен, Чулхуларан кирлĕ хутсем çитмеллине пĕлтернĕ. «Апла тăррине сÿтĕр», — çапла хăратнă Укçине. Мăшăрне Михаила, унăн ашшĕне тĕрмерен кăларнă. Анчах хуняшшĕ нумай пурăнайман, утнă çĕртех шалкăм çапнă ăна. Бычковсене хур кăтартнă арçыннăн пурнăçĕ те кĕске пулнă. Вилес умĕн вăл ÿкĕннĕ, «Укçине аппа мана каçарать-ши?» — ыйтнă ашшĕнчен. «Эсĕ ăна 3 пĕчĕк ачапа юр çине кăларса тăратрăн, халĕ каçару ыйтасшăн-и?» — тенĕ вăл.

Вăрçă çулĕсенче те Бычковсем нуша пайтах курнă. «Пирĕн мĕншĕн нимĕн те çук-ши? Кăçатă пуласчĕ хăть», — кулянса калаçнă Вера. Хĕллехи кунсенче 41-43 градус сивве чăтма тивнĕ. Шкула хутса ăшăтман. Çăпатапа пулнăран ачасен ури шăннă. Парта хушшинче çиелти тумпах ларнă.

Вăрманçăран фашистран ытла хăранă

Чашламара кашни килтех салтаксем пурăннă. Пĕчĕк пÿртсенче 3-ĕн вырнаçнă, пысăккинче — 5-6-ăн. Бычковсем патĕнче 5 салтак пурăннă. Вĕсем командирсем пулнă. «Алăк умĕнче йывăç кравать ларатчĕ, унтах салтак тумĕсем упранатчĕç. Пирĕн тăхăнмалли çук пулсан та вĕсенчен нимĕн те ыйтман. Салтаксен штабĕ шкултаччĕ. Командирсем сахăр илсе килкелетчĕç. «Ксения Андреевна, сăмавар ларт-ха», — тетчĕç аннене. Пÿрте ăшăтма та вутă çук, вĕсем кашни эрнере мунча хуттаратчĕç. Шкултан килсен аппапа иксĕмĕр вăрмана каяттăмăр. Пире пĕр ватă хĕрарăм ертсе каятчĕ. Пĕррехинче вăрманçă ярса тытрĕ. Эпир нимĕç фашистне куçпа та курман, унран ытла вăрманçăран хăраттăмăр вĕт. «Лекрĕр-и?» — терĕ хайхискер. Эпир çапă кăна пуçтарма кайнă, ăна юр çине пăрахмасăр ыталаса тăтăмăр. Вăрманçă яла ертсе килчĕ, ял канашĕн секретарĕнче ĕçлекен арçыннăн килĕ умне пăрахтарчĕ, пире памарĕ», — иртнине куç умне кăларчĕ Вера Михайловна.

Бычковсен пысăках мар çуртĕнче саксем ларнă. Унта икĕ салтак çывăрса пурăннă. Укçинепе ачисем урайĕнче выртнă. Хĕрарăм кашни кун колхоза чупнă, хĕрĕсем — шкула. Ĕçе пĕр кун та пулин тухмасан председатель Çĕпĕре ăсатассипе хăратнă. Верăпа аппăшĕ вĕренÿ çулĕ пуçлансан тÿрех шкула кайман: колхозра çĕр улми кăларнă, тырă вырнă. Авăн çапма, капан тума та пайтах çÿренĕ. Молотилкăпа ĕçленĕ çĕрте ача нумаййăн пулнă. Кÿршĕ Йĕршер ял арçынни вĕсен умĕнчех асăрханмасăр аллине таттарнă, кайран хăрах алăпа çÿренĕ. Хырăм выçă пулсан та Вера ытти ачапа пĕрле вылянă, савăннă. Çĕрле ĕç вĕçленсен шăпăрлансем пĕвене шыма кĕме çÿренĕ. Амăшĕ ĕçре чухне Зойăпа Вера хуçалăхра иккĕнех ĕçленĕ: «Хамăрах çĕр улми лартаттăмăр. Е кĕреçепе, е суха пуçпа ĕçлеттĕмĕр. Тĕрĕссипе, лартма мар, çиме те юлмастчĕ çĕр улми. Пĕр çулхине анне вĕтĕ паранкă тупса килчĕ. Пирĕн тăван, Марье ятлăскер: «Кунран мĕн те пулин пулать-ши вара?» — тĕлĕнчĕ. Кĕркунне юри пырса пăхрĕ. Çĕр улми питĕ шултра тухрĕ».

Ирина КОШКИНА.Наци тумĕ вăй хушать


Патăрьел районĕнчи Патăрьелте пурăнакан Александрпа Марина Михайловсем 3 ача пурнăç çулĕ çине тăратаççĕ. Кил хуçипе арăмĕ хут уйăрттаричченех 1-2 ачапа çырлахмасса пĕлнĕ. Хăйсем те йышлă çемьесенчен.

Марина — 4 пĕртăванран пĕртенпĕр хĕр. Александрăн çемйинче 4 каччă ÿснĕ. Комсомольски районĕнчи Анат Тимĕрчкасси хĕрĕпе Патăрьел районĕнчи Тĕрĕньел каччи Александр 2002 çулта Шупашкарта паллашнă. Саша И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕреннĕ. Мĕн ачаранпах учитель ĕçне кÿлĕнме ĕмĕтленнĕ Марина И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра ăс пухнă. 2 çул хĕрпе каччăлла çÿресен мăшăр ЗАГС уйрăмне çул тытнă. Малтанхи вăхăтра Михайловсем тĕп хулара пурăннă. Аслă ывăлĕ Антон Шупашкарта çуралнă. Анчах çамрăк çемье ялшăн тунсăхланă. Михайловсем нумай шухăшласа тăман, Патăрьеле пурăнма куçнă. Марина «Юмах» садике ĕçлеме вырнаçнă. Унтанпа 9 çул иртнĕ ĕнтĕ. Воспитатель тивĕçĕ уншăн ĕç кăна мар, киленĕç те. Марина Ивановна пĕчĕккисене наци йăли-йĕркипе, апат-çимĕçĕпе, тумĕпе паллаштарать. Чăваш тĕрри кунĕ умĕн вăл республика шайĕнчи акцие хутшăннă.

«Ушкăнра чăваш, тутар, вырăс ачи пур. Чăваш культурине халалланă занятисене пурте хутшăнаççĕ. Ачасем халăх кун-çулĕпе кăсăкланаççĕ, чăваш тĕрриллĕ çи-пуç тăхăнаççĕ», — пĕлтерчĕ воспитатель. Хăй те амăшĕн арчинче упранакан кĕмĕл тенкĕсене кăларать. Наци тумĕ вăй-хал хушать. Ăна тăхăнакан хĕрхĕрарăм илемленет, сапăрланать. Марина Ивановнăн амăшĕ Анат Тимĕрчкассинче ирттерекен уявсене хутшăнать. Вăл хĕрĕнче те чăвашлăх туйăмне вăратнă. Воспитатель çулталăк пуçламăшĕнчи пĕрремĕш уявра йăва пĕçерет, унпа ачасене сăйлать. Çăварнире шăпăрлана икерчĕпе сăйлать, Мăнкунра чуччупа ярăнтарать.

Михайловсен 3 ывăл ÿсет: Антон, Дима, Савелий. Аслисем, Патăрьелти 1-мĕш шкулта вĕренекенскерсем, футболпа кăсăкланаççĕ. Кунĕпех стадионра чупма хатĕр Дима кĕнеке вуламашкăн вăхăт тупать. 14-ри Антон пулас профессийĕ пирки шухăшлать. Хальлĕхе вăл программист специальноçне тĕпчет. Ашшĕнчен тĕслĕх илекенскер ĕçе хăнăхса ÿсет. Çуллахи вăхăта ачасем ялта ирттереççĕ. Ÿссе çитсен ывăлĕсем тĕрекĕ пуласса шанаççĕ Михайловсем.

Ольга КАЛИТОВА.


Ачасене ырă ĕçе хăнăхтарать

Ангелина Потаповăн килĕнче полиэтилен хутаç таврашĕ, пластик савăт-сапа кураймăн. Усă курма юрăхсăр хута, батарейкăсене хăй ĕçлекен тĕп хулари 1-мĕш гимназие илсе каять вăл.

Урокра эксперимент кăтартас тĕллевпе мар. Биологипе хими вĕрентекен Ангелина Витальевна пуçарнипе пĕлÿ çуртĕнче çÿп-çапа уйрăммăн пуçтараççĕ. Çакăн валли унта тĕрлĕ тĕслĕ контейнерсем вырнаçтарнă. Çамрăк педагог ачасене çут çанталăка упрама хăнăхтарать. 26-ри учительница гимназие аслă шкулпа сыв пуллашсанах ĕçлеме килнĕ. Педагогика тата юридици енĕпе професси илнĕскере ачасемпе юнашар пулас туртăм пĕлÿ çуртне çитернĕ. Хăй каланă тăрăх, юридици пĕлĕвĕ ăна вĕрентекен ĕçĕнче те, кулленхи пурнăçра та пулăшса пырать. Ĕçе вырнаçнă çулхинех пике ачасемпе тата экологипе çыхăннă проект çырасси пирки шухăшланă. «Диплома та ку темăпах çырнăччĕ. Кайран ăна нумай тÿрлетрĕм, хушрăм, Хусана стажировкăна та кайса килтĕм. Çапла «ЭКО тавралăх!» проект çуралчĕ. Пĕрремĕшĕнчен — вăл çут çанталăка упрассипе, иккĕмĕшĕнчен ачасене ырă ĕçе явăçтарассипе çыхăннă. Мана таврари экологи ыйтăвĕсем питĕ пăшăрхантараççĕ. Çавăнпа шкул ачисене мĕн пĕчĕкрен хамăр пурăнакан вырăна тасалăхра тытма вĕрентесчĕ. Пирĕн гимназире экоотряд пур. Вăл мероприятисене хастар хутшăнать, хулари каяш уйăрмалли станцире, музейсенче экскурсире пултăмăр. Ботаника садне те çитсе килесшĕн-ха. Анчах пандемие пула проекта кĕртнĕ хăш-пĕр ĕçе урăх вăхăта куçарма тивет. Сăмах май, ака уйăхĕнче регион шайĕнче фестиваль ирттерме палăртнă эпир. Ăна вăхăтра йĕркелеме май килессе шанатăп», — каласа кăтартрĕ хăйĕн проектне пурнăçламашкăн Росмолодежь грантне çĕнсе илнĕ автор. Вăл 200 пин тенке тивĕçнĕ.

Ангелина Витальевна пуçарнă ĕçе Шупашкарти 12 шкул тата Шупашкар районĕнчи Çĕньялти пĕлÿ çурчĕ хутшăнаççĕ. Унта çÿп-çапа уйрăммăн пухмашкăн контейнерсем лартнă. Вĕсене çурла уйăхĕнче туяннă, пурĕ — 45 савăт. «ЭКО тавралăх!» проектăн тĕллевĕсенчен пĕри — ачасенче экологи культурине аталантарасси тата тавралăх тасалăхĕшĕн тăрăшасси. Паллă ĕнтĕ, хăш-пĕр каяш, тĕслĕхрен, пластик, нумай çул çĕр айĕнче выртсан та çĕрмест. Батарейкăсем вара тăпрашăн сиенлĕ. Шăпах унашкал каяшсем валли шкулсенче контейнерсем вырнаçтарнă. Пĕринче — пластик савăт, тепринче — батарейка, виççĕмĕшĕнче — хут-хăмăр. Кунсăр пуçне пластик савăтсен хупкăчĕсене уйрăммăн пухаççĕ. Ку Пĕтĕм Раççейри «Ырă хупкăчсем» акципе килĕшÿллĕн те пурнăçланать. Пухнă хупкăчсенчен иккĕмĕш хут усă курма юрăхлă япаласем хатĕрлеççĕ, ăна сутнă укçана сывлăх енчен хавшак тăлăх ачасем валли кÿмесем туянас тĕллевпе усă кураççĕ. Шкулсенчи каяшсене «Таса тавралăх» организаци турттарать. «Пирĕн тĕллев ытларах çÿп-çап пуçтарассипе çыхăнман. Чи кирли ачасем çакă мĕн тума кирлине ăнланччăр. Ку енĕпе ятарлă экозанятисем те пулăшаççĕ, вĕсене И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ студенчĕсем, пулас биологсем, ирттереççĕ. Авăн уйăхĕнчен пуçласа çавнашкал интерактивлă 15 урок йĕркелерĕмĕр. Çитес çулхи пуш уйăхĕччен тата çавăн чухлĕ заняти палăртнă. Субботниксем те иртрĕç. Вĕсем татах пулĕç. Студентсемпе районти шкулсене те çитсе килесшĕн», — паллаштарчĕ Тăвай районĕнчи Киччĕ ялĕнче çуралнă вĕрентекен.

Нина ЦАРЫГИНА.


«Санпа яланах юнашар пулăп»

Муркаш районĕнчи Кĕрекаçри 22-ри Лариса Кузьмина хăй вилессе пĕлсе туй кĕпи туяннă. Усал шыçăпа аптăраканскер хăйне кунран-кун япăх туйнă, метастазăна пула пĕтĕм кĕлетки чăтма çук ыратнипе нушаланнă. Кăшарни тĕлĕнче вăл тĕлĕк те тĕлленнĕ: качча каять пек…

2014 çулхи нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче «Çамрăксен хаçатĕнче» Дмитрий Моисеев çырнă «Пĕлетĕн-и: пурăнас килет…» статьяна куççуль кăлармасăр вуласа тухма çук. Пурнăçа юратакан, саркомăпа çине тăрса кĕрешнĕ хĕр кун-çулĕ ытла та хурлăхлă килсе тухни çинчен чуна тивмелле çырса кăтартнă автор. «Темле йывăр пулсан та куççульне кăтартмастчĕ, хăй çавăн пек çамрăклах чирленĕшĕн тарăхса кăшкăрмастчĕ. Вăйне ăçтан çитернĕ-ши? Юлашкинчен икĕ урине те шыçăсем тухса тулчĕç. Вĕсем çине тăван ачисем çине пăхнă пек пăхатчĕ те лăпкăн кăна: «Ÿсетĕр-и-ха?» — тетчĕ. Икĕ эрне вырăнпах выртрĕ, анчах илеме яланах юратнăскер кун сиктерсе пуçне çăватчĕ, хăйне тирпейлĕ тытатчĕ. Пăхтармарĕ… Чир хаярлăхне пĕлсен те хĕрĕм çапла ир вилесси пирки шухăшламан», — каласа кăтартнă амăшĕ. Ларисăн чĕри 2014 çулхи нарăсăн 4-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери усал шыçăпа кĕрешмелли кун, тапма чарăннă. Вăл çемьери пĕртен-пĕр хĕр пулнă. Амăшĕ Любовь Порфирьевна хĕрне сивĕ тăпрапа хупличчен те нушине сахал мар курнă: ашшĕпе амăшне, хунямăшне, упăшкине умлăн-хыçлăн юлашки çула ăсатнă. Анчах юратнă тĕпренчĕкне çухатни пуринчен те пысăкрах суран хăварнă. Ларисăна сыватас тесе вăл пĕтĕмпех тунă: Мускаври больницăна та çитнĕ. Анчах Турă çырнинчен иртме çук пуль çав.

Пысăк инкек хыççăн Любовь Порфирьевна пурăнмашкăн вăй-хал епле тупрĕ-ши? Çак кунсенче эпир унпа çыхăнтăмăр. «Пурнăç малаллах шăвать, вилнĕ çын хыççăн кайма çук. Халĕ эпĕ хамшăн пурăнатăп. Хĕрĕм пурнăçран уйрăличчен мана ырă сунса хăварчĕ. Унăн сăмахĕсене асра тытатăп», — телефонпа калаçрĕ вăл. «Анне, пĕл: эпĕ яланах санпа юнашар пулăп», — тенĕ ăна хĕрĕ. Лариса амăшне водитель правине илме ăнăçу сунса хăварнă. Любовь Порфирьевна ку ĕмĕте пурнăçланă. Малтанах вăл унăн машинипе çÿренĕ, халĕ çĕннине туяннă. Пушă вăхăт сахалрах юлтăр, кирлĕ-кирлĕ мар шухăшсем пуçа кĕрсе ан чăрмантарччăр тесе вăл икĕ çĕрте — лавккасенче — ĕçлет. Пĕрмаях çĕнни вĕренме тăрăшать. Компьютера алла илнĕ, соцсетьсемпе усă курма хăнăхнă. Ларисăна пытарнă хыççăн тăванĕсем унăн çумĕнчен кайман. Çемьере вĕсем 4 хĕр ÿснĕ, Любовь — 2-мĕшĕ. Пĕртăванĕсен ачисем те килсе çÿреççĕ. Пĕччен хĕрарăм пулсан та кил хуçалăхне çирĕп тытса тăрать Любовь Порфирьевна. Çăл та алтнă, хушма çурт купаласа котельнăй хута янă, пÿрт ăш-чиккине юсанă. Килте хăтлă, илемлĕ пулсан чунра та лайăххине палăртрĕ вăл. Ĕçтешĕсемпе, тусĕсемпе санаторие, аякри хуласене канма тухса çÿрессине йăлана кĕртнĕ тата.

Алина ИЗМАН.


«Çамрăксен хаçачĕ» — манăн тус»

«Çамрăксен хаçачĕ» тухма пуçланăранпа раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче 95 çул çитет. Çавна май редакци уява халалласа пултарулăх конкурсĕ ирттерет. Унта пурте хутшăнма пултараççĕ.

МĔН ТУМАЛЛА? «Çамрăксен хаçачĕ» пирки сăвă çырса ăна илемлĕ вуланине видео ÿкермелле. Ролик 3 минутран ытларах ан пултăр. Сăвва вуланă чухне «Çамрăксен хаçатне» алла тытма ан манăр.

ĂÇТА ЯМАЛЛА? Видеоролике molgazeta@rambler.ru электрон почтăна ямалла. Соцсетьсене #ÇамрăксенХаçатнеЮратса хэштегпа вырнаçтарнисене те шута илетпĕр. Ĕçсене раштав уйăхĕн 5-мĕшĕччен йышăнатпăр.

ÇĔНТЕРŸÇĔСЕНЕ ЕПЛЕ ПАЛĂРТĔÇ? Видеоĕçсене жюри членĕсем хаклĕç. Вĕсем сăвă пахалăхне, артист пултарулăхне, креативлăха шута илĕç.

ÇĔНТЕРŸÇЕ МĔН КĔТЕТ? Сумлă парне!

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен…

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.