Çамрăксен хаçачĕ

24 Юпа, 2014

“Асатте-кукаçие вăрман касма çеç шаннă”

"Араш" реквием спектакльре тĕп сăнара калăплакан Очир Такаевпа çывăхрах паллашас килчĕ. Чаршав хупăнсанах ун патне васкарăм. 26 çулти артист питĕ ăста, ĕненмелле, чăн пурнăçри пек выляни тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те.

24 Юпа, 2014

Пуйăссем тем чуль чупсан та... ĕненÿ хăватлăрах

Çĕрпÿ районĕнчи Виçикассине пырса кĕрсенех кирек кам та çĕнĕ чиркÿ çине киленсе пăхĕ. Ăна пĕлтĕр кăна çĕклесе лартнă. Çак вырăнта ĕлĕк шкул пулнă. Чылай вăхăт çын алли пырса перĕнмен кĕтес вĕтлĕхе çаврăннине, вăл ял сăн-сăпатне тискерлетнине халĕ ĕненес те килмест.

24 Юпа, 2014

“Ывăлăмăн вилĕмĕ паттăрла. Çавă çеç лăплантарать...”

1987 çулхи авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Васильевсен çемйинче ывăл кун çути курсан çут тĕнчере Людмила Геннадьевнăран телейлĕрех çын пулман. Гена пĕчĕк чухнех маттур ача ÿснĕ. Çемье кăштахран Шупашкара пурăнма куçнă.

24 Юпа, 2014

Йĕрке тăвакан хуçасем тупăнĕç-ши?

Нумаях пулмасть хамăр хаçатра совет тапхăрĕнчен юлнă "палăксем" çинчен калаçу хускатнăччĕ. Тĕрĕссипе, тĕлĕнмелли нимех те пĕлтермерĕмĕр темелле - кашни ял тăрăхĕнчех çавнашкал ишĕлчĕксене курма пулать-çке. Хуçасăрлăх-и ку е ĕçлеме пĕлменни-и?

17 Юпа, 2014

“Манăн та 10 ача пулĕ”

Кил-çурт ача сассипе илемлĕ. Шăпăрлансем выляни, кулни, савăнса алхасни... Çакăнран хаклăраххи мĕн пултăр? Удмурт Республикинчи Сарапул хулинче йышлă çемьере çуралса ÿснĕ Любовь Александрова хĕр чухне амăшне çапла каланă: «Манăн та 10 ача пулĕ».

Pages