Çамрăксен хаçачĕ

25 Ака, 2014

Музыка училищине - амăшне систермесĕр

Шупашкар районĕнче ЧР Пуçлăхĕн стипендине кăçал 23-ĕн тивĕçнĕ. Вĕсенчен пĕри - Кÿкеç ял тăрăхĕн культурăпа кану центрĕн режиссер-постановщикĕ Олеся Саксонская. Кунта вăл 2010 çултанпа ĕçлет, «Феерия» вокал студине ертсе пырать. Малалла вулас...

25 Ака, 2014

“Чĕрĕ” витаминсем

Çуркунне, хĕвел хĕртме тытăнсан, кашниех илемлĕ пулма тăрăшать. Çÿç, чĕрне, ÿт хĕлле питĕ хавшать, çавăнпа халĕ шăпах ÿт-пĕве йĕркене кĕртмелли вăхăт. Хăшĕ-пĕри аптекăра сутăнакан витаминсене ĕçет. Анчах ÿте, çÿçе, чĕрнене йĕркене кĕртме пулăшакан çимĕçсемпе апатланма та май пур. Вĕсене «илем çимĕçĕсем» тесен те йăнăш мар. Малалла вулас...

18 Ака, 2014

Турткăш хÿрине кураймарăм

Çĕр çинче темĕн тĕрлĕ чĕр чун та, кайăк-кĕшĕк те пур. Тĕпчевçĕсем, ăсчахсем тупса палăртайманнисем тата мĕн чухлĕ-ши? Шел те, кашнинех курма май çук.

18 Ака, 2014

Тав тума ăс çитереймен

Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Вăрмар район сучĕ Тăвай районĕнче пурăнакан 19 тата 20 çулсенчи çамрăксен тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухнă. Вĕсене ют çын пурлăхне хапсăннăшăн тата сăтăр кÿнĕшĕн айăплаççĕ.

Pages