Çамрăксен хаçачĕ

25 Ака, 2014

“Чĕрĕ” витаминсем

Çуркунне, хĕвел хĕртме тытăнсан, кашниех илемлĕ пулма тăрăшать. Çÿç, чĕрне, ÿт хĕлле питĕ хавшать, çавăнпа халĕ шăпах ÿт-пĕве йĕркене кĕртмелли вăхăт. Хăшĕ-пĕри аптекăра сутăнакан витаминсене ĕçет. Анчах ÿте, çÿçе, чĕрнене йĕркене кĕртме пулăшакан çимĕçсемпе апатланма та май пур. Вĕсене «илем çимĕçĕсем» тесен те йăнăш мар. Малалла вулас...

18 Ака, 2014

Турткăш хÿрине кураймарăм

Çĕр çинче темĕн тĕрлĕ чĕр чун та, кайăк-кĕшĕк те пур. Тĕпчевçĕсем, ăсчахсем тупса палăртайманнисем тата мĕн чухлĕ-ши? Шел те, кашнинех курма май çук.

18 Ака, 2014

Тав тума ăс çитереймен

Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Вăрмар район сучĕ Тăвай районĕнче пурăнакан 19 тата 20 çулсенчи çамрăксен тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухнă. Вĕсене ют çын пурлăхне хапсăннăшăн тата сăтăр кÿнĕшĕн айăплаççĕ.

18 Ака, 2014

Культура çуртне çÿремелли сукмак çухалать

Культура çулталăкне халалланă рубрикăна малалла тăсатпăр. Вулаканăмăрсене клубсăр ял шăпипе паллаштарас тĕллевпе хальхинче Муркаш районне çитрĕмĕр. Юнкă ял тăрăхне кĕрекен Кăпасри культура çурчĕн шăпи республикăри вун-вун кунашкал учрежденин кун-çулĕпе пĕрешкел. Ăна 1949 çултах çĕкленĕ.

Pages