Çамрăксен хаçачĕ

10 Кăрлач, 2014

“Манăн чăваш пулсах пурăнас килет”

Тата тепĕр çул ĕмĕрсен авăрĕнче таврăнми çухалчĕ. Культура çулталăкĕ 2014 çул алăкне яри уçрĕ. Мĕнлерех пулĕ-ши çак çул? Мĕнпе савăнтарĕ? Ку çулталăкра культурăллăрах пулăпăр-ши?

27 Раштав, 2013

Хĕл Мучине ĕненмеççĕ, çапах ĕмĕтленеççĕ

Çĕнĕ çул - чи савăнăçлă та чи асамлă уявсенчен пĕри. Уйрăмах ăна ачасем кĕтеççĕ. Вĕсем Хĕл Мучипе Юр Пикене курма çулталăк ĕмĕтленеççĕ. Кăрлачăн 1-мĕшĕнче чылайăшĕ чи малтан чăрăш айне пăхать - унта вĕсене парне кĕтет-çке-ха.

27 Раштав, 2013

Шупашкарта паян уяв

Паян Олимп çулăмĕ Шупашкара çитĕ. Чăваш Ен çак пулăма уяв пекех кĕтрĕ. Олимп вăййисен тĕп палли кăнтăрла 12 сехетре чукун çул вокзалĕнче старт илĕ. Унтан хула урамĕсемпе «çула тухĕ». Эстафета виçĕ тапхăрпа иртĕ.

Pages