Çамрăксен хаçачĕ

10 Кăрлач, 2014

“Тÿре-шарана та явăçтаратпăр”

Раççей халăхĕшĕн кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕ - Заповедниксемпе наци паркĕсен кунĕ. Вăл 1916 çулта пирĕн патшалăхра Баргузин заповедникне уçнипе çыхăннă. Ăна 1997 çулта Çын тĕкĕнмен çут çанталăка сыхлакан центрпа Пĕтĕм тĕнчери фонд пуçарнипе пирвайхи хут паллă тунă.

10 Кăрлач, 2014

“Нумайăшĕ пурăнма яла куçать”

Ют çĕр-шыв культури, унти пурнăç интереслентернĕрен мĕн пĕчĕкренех вĕсем çинчен ÿкернĕ телекăларăмсене пăхаттăм, кĕнекесем вулаттăм. Çапах ют çĕр-шыв çыннипе курса калаçни чылай лайăхрах. Чăваш Ене чикĕ леш енчен туристсем çав тери йышлăн килеççĕ теме çук.

10 Кăрлач, 2014

Библи сюжетне тĕпе хурса ÿкерет

Нева шывĕ çинчи хулана кайсан Катя Подоплелова /халĕ - Ярмощук/ çыран хĕррипе, урамсем тăрăх тулли кăмăлтан çÿренĕ. Балти сывлăшĕпе сывласа ватă, çав вăхăтрах ялан çамрăк курăнакан Питĕр хулипе киленнĕ.

10 Кăрлач, 2014

“Манăн чăваш пулсах пурăнас килет”

Тата тепĕр çул ĕмĕрсен авăрĕнче таврăнми çухалчĕ. Культура çулталăкĕ 2014 çул алăкне яри уçрĕ. Мĕнлерех пулĕ-ши çак çул? Мĕнпе савăнтарĕ? Ку çулталăкра культурăллăрах пулăпăр-ши?

Pages