Чăваш хĕрарăмĕ 25 (1304) № 29.06.2023

29 Çĕртме, 2023

Асăмри çул çÿревсем

Манăн çул çӳревсем çинчен сăвăлла çырни ушкăнпа тухнă кĕнекере пичетленнине вуланă Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер пĕррехинче шăнкăравларĕ те: «Светлана, сăвăлла çырнă çул çӳревӳсем питĕ кăмăла кайрĕç. Эсĕ таçта та пулса курнă. Пĕтĕм аса илĕве сăвăлла е прозăлла çырса кăтартсан пĕр кĕнекелĕх пухăнать, çав ĕçе тума пехил паратăп сана», — терĕ хăйĕн ăш пиллĕ сассипе. Савăнтăм, тав турăм. Тепĕр çултан, ман 70 çулхи юбилей умĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакторĕ Маргарита Ильина шăнкăравларĕ. «Асамат, чăваш хĕрарăмĕн эсĕ ăçта-ăçта пулса курнине пĕлес килет, прозăлла çырса пар», — терĕ. Юбилей ячĕпе чăвашла тата вырăсла икшер кĕнеке кăларассипе аппалантăм. Композиторсен ассоциацийĕ ман юрăсене юрлакан пултарулăх ушкăнĕсен, юрăçсен ăсталăх конкурсне, конкус çĕнтерӳçисен фестивальне Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче ирттерме сĕннипе статья çырас ĕçе пуçăнасси пулмарĕ. Чăваш наци конгресĕ пулăшнипе Канаш районĕнчи Шăхасанти культура керменĕнче те пултарулăх каçĕ тухăçлă иртрĕ. Мускаври «Туслăх çуртĕнчи» тĕл пулăва ăнăçлă ирттерме Мускаври чăвашсен ентешлĕхĕ те пысăк вăй хучĕ. Кăçал Юрий Семенович тепре шăнкăравларĕ. «Ман ятпа сăвă çырнине каларĕ. «Тумаллине вăхăтра тума хевтӳ çиттĕр» тенипе вĕçленнĕ калаçу чуна тиврĕ. Юрий Сементер – ман Поэзири хреснатте, вăл ыррине кăна сунать, ăна пуçа тайса итлес пулать. Маргарита Михайловна та тепре шăнкăравласа ман статьяна чăтăмлăн кĕтнине асăрхаттарчĕ. Акă ĕнтĕ тумалли ĕçе пуçăнтăм.

Крокодил та, бегемот та…

Аякри çул çӳревсем ачаранах пуçланнă. Кĕскен каласа хăварам. Красноярск тăрăхĕнчи Шира кӳлĕ; Ставрополь тăрăхĕнчи Железноводск – Кавказ тăвĕсем; Украина, Мурманск тăрăхĕсенче икшер хут пулнă. Тюмень, Кемĕр, Дагестан, Казахстан, Сочи, Крым, Абхази – аякри асамлă вырăнсем. Çывăхри республикăсемпе облаçсенче пулса курнисен шучĕ те самаях чылай. Эпĕ хамăн пурнăçра Азире, Европăра, Африкăра пулса курма тӳр килнĕшĕн, тĕнчери тăхăр тинĕс шывне, Эстонири Кейла-йо шыв сиккине, Абхазири çĕр ăшĕнчи кӳлĕсене, çĕр хăвăлĕсенче шĕпĕртетекен шыв сиккисене чăваш халăх юррисене юрласа кăтартма пултарнăшăн, Казахстанри Сырдарья, Абхазири Рица кӳллин, Дагестанри Нарын-Кала цитаделĕнчи çăл куç шывне тутанса пит-куçăма çума пултарнăшăн Çӳлти Турра, хамăн çемьене, Олег Цыпленкова, Чăваш наци конгресне тав тăватăп. Наян пулманшăн хамăн ăшăмри-чунăмри хастарлăха та тав. Раççей тулашне пĕрремĕш хут тухасси Радиопа телекурав хорĕнче ĕçленĕ вăхăтра пулса иртрĕ. Венгрие пирĕн хора Пĕтĕм тĕнчери халăхсен музыка фестивальне хутшăнма янă. Эгер хули çывăхĕнчи вăрманлă- çаранлă тусен хушшинчи санаторире пĕр эрне пурăнса килтĕмĕр. Тĕрлĕ хулара, музейсенче пулса куртăмăр. Асăннă фестивальте урампа утса, уйăрса панă сценăсем çинче чăваш юррисене кĕрлеттертĕмĕр. Канаш районĕнчи «Яндоушский» совхоз директорĕ Владислав Анишин сĕннипе эпĕ тăван ялăмра Кайри Ăнтавăшра «Асамат» фольклор ушкăнĕ йĕркелерĕм. Совхозри вăй питти арçынсемпе хĕрарăмсене пĕрле пухăнса юрлама-ташлама питĕ килĕшрĕ. Пултарулăх ушкăнĕ район, республика шайĕнчи уявсене хутшăнчĕ, совхоз ĕçне те тăрăшуллăн пурнăçлатчĕç. Совхоз дирекцийĕ ял ĕçченĕсене хавхалантарма Германие вунă кунлăха кайса курма турпутевкăсем туянса панă. Кайса килнисен шутĕнче ман упăшка та пулчĕ. Ку ĕнтĕ вăл мана репетицисене, мероприятисене пырса çӳреме ирĕк панăшăн тав туни пулчĕ. Карл-Маркс-штадт, Эрфут хулисен музейĕсенче пулнă. Веймартан аякрах мар Бухенвальдри концлагерь музейĕ макăртрĕ, Айзенахри И.С.Бах çуралнă, ĕçлесе пурăннă пуян çурт-музейре упранакан авалхи нумай музыка инструменчĕсемпе экскурсоводсем каланă кĕвĕсем ăша хумхатрĕç. Готика архитектура стилĕпе çĕкленĕ шĕвĕр тăрăллă соборсенче, костелсенче вылякан орган — пысăк, çӳллĕ инструмент сассине пĕрремĕш хут хытса каясла тимлесе итлени те асра. Çӳллĕ ту çинче 1067 çултан пуçласа мăнаçлăн курăнса ларакан Вартбург замокĕнче курнă авалхи хаклă, чаплă япаласем, картинăсем, 105 метр тарăнăш çăл шывне тутанни шухăша янăччĕ. Авал, тен, хальхинчен те ăслăрах, хăватлăрах ĕç хатĕрĕсем пулнă? Этем мĕн тарăнăшне чул чавса çăл пуралама вăй çитернĕ! <...>

Светлана АСАМАТ.

♦   ♦   ♦


«Эпĕ — хĕрарăм!»

Чăваш Енре виççĕмĕш хутчен «Эпĕ — хĕрарăм» конкурс иртрĕ. Унăн кăтартăвĕсене, йăлана кĕнĕ тăрăх, Республика кунĕнче пĕтĕмлетрĕç.

«Паян каллех пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ пек туйăнать, — терĕ ЧР культура министрĕ Светлана Каликова çакăншăн Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕн ертӳçине Наталья Николаевăна тав тунă май /уяв шăпах асăннă пĕрлĕх пуçарăвĕпе иртет/. — Залра — чи маттур, питĕ хитре, илĕртӳллĕ хĕрарăмсем, вĕсене вара республикăри чи маттур арçынсем саламлаççĕ». «Эпĕ — хĕрарăм» конкурс çултан çул аталанса пырать, унта хутшăнакансен йышĕ ӳссех пырать. Виçĕ çул каялла кăна-ха 300 çынна яхăн хутшăннă пулсан кăçал 614-ăн видеороликсем ярса панă. Финала 40-ĕн çитнĕ. Конкурса хутшăнма кăмăл туса ярса панă роликсенчен хăшĕ-пĕринпе хăй те паллашнине республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтерчĕ. «Эпĕ — хĕрарăм» тесе пурин умĕнче те калама, пултарулăха ыттисен умĕнче те уçма пултарни хăех çĕнтерӳ пулнине палăртрĕ Олег Алексеевич. Хĕрарăмсене уявпа саламланă май малашне татах та пысăкрах çитĕнӳсем тума сунчĕ регион ертӳçи. Çĕнтерӳçĕсене — 10 номинацире, кашни ушкăнрах гран-прие тивĕçнисене палăртнă. Çавăн пекех ятарлă парнесене тивĕçнисем пулчĕç. Етĕрне округĕнчи Людмила Петрова «Йăла-йĕркене упракан» ятарлă номинацире Диплома тивĕçрĕ. Людмила Витальевна 13 çул Етĕрне округĕнчи XIX ĕмĕрти чăваш хресченĕн музейĕн заведующийĕнче ĕçлет. «Музейра хресчен ĕç хатĕрĕсене упратпăр, республикăн тĕрлĕ округĕнчен курма килекенсене вĕсемпе паллаштаратпăр, — каласа кăтартрĕ вăл. — Çавăн пекех чăваш халăхĕн йăли-йĕркине кăтартатпăр: Сурхури, улах, ĕне ырри… Палăртнине пурнăçлама конкурссене хутшăнатпăр. «Асаттепе асанне патĕнче — хăнара» проект гранта тивĕçнĕччĕ. Халĕ тепĕр ĕç — «Утă çи» — хатĕрлетпĕр. <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.