«Чăваш хĕрарăмĕ» 35 (1160) № 03.09.2020

3 Авăн, 2020

♦ Мĕнле кăна çын çук çут тĕнчере! Хастаррисем, маттуррисем мĕн чухлĕ тата! Пур çĕре те çитме, темĕн тумашкăн та ĕлкĕрме ăнтăлаççĕ кунашкаллисем. Красноармейски районĕнче тĕпленнĕ Федоровсемпе паллашас кăмăл тахçанах çуралнăччĕ. Кунашкал çемьере тунсăх пурăнма пултараймастех. Вĕсем кашни куна юратни, анлă тавра курăмлă пулни тÿрех палăрать.

Кил ăшшин управçипе çыхăннă май малтанах ăна мĕнле чĕнмеллине пĕлмесĕр пĕр хушă иккĕленме те тиврĕ: Надежда-и е Наташа-и вăл? Хут тăрăх Надежда иккен. Анчах çывăх çыннисем ачаран «Наташа» тенĕ. Тус-тантăшĕ, пĕлĕшĕ хушшинче те çак йăла сарăлнă.
Наташăпа çывăхарах паллашрăмăр. Красноармейски р а й о н ĕ н ч и Çĕнĕ Выççăлккă ялĕнче кун çути курнă хĕрарăм. Каярах çемье Çавалçырмана куçнă. Куллен икĕ çухрăмри Чатукасси шкулне çÿренĕ. Сăмах май, кунта та Наташа тесе чĕннĕ ăна. 5 класс хыççăн Г.Лебедев ячĕллĕ интернат лицея вĕренме янă хĕрачана. Кунта «Надеждăна» çаврăннă вăл.
Алексеевсен 5 ачинчен чи кĕçĕнни лицейран вĕренсе тухсан, 1994 çулта, Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине çул тытнă. Хореограф специальноçне суйланă вăл.
— Професси палăртасси хăйне евĕр пулса тухрĕ. 11 класа çитсен те хам ăçта каясса пĕлместĕм. Баян, пианино калама вĕреннĕччĕ лицейра. Вĕрентекен эпĕ музыкăпа çыхăннă ĕç суйласса шанатчĕ. Пултарасса çирĕплететчĕ, института кайма сĕнетчĕ. Экзаменсене те аванах тытрăм. Ман умĕнхи аппа, вăл та интернат лицейра вĕреннĕ, музыкăн çак инструменчĕпех калама хăнăхнă, культура институтне çул тытнăччĕ. «Çемьере икĕ баянист мĕн тума кирлĕ тата пире», — терĕ. Урăх професси суйламаллине ăнлантăм. Анчах ăçта туртать-ха чун? Эпĕ иккĕленнине кура: «Тата мĕн тума юрататăн?» — ыйтупа шухăшăма çăмăллатрĕ. «Ташлама», — пулчĕ кĕске хурав. «Вăт ташлама кай та», — татса хучĕ аппа. Тăванăм сĕнĕвне шута илнĕшĕн пĕрре те кулянмастăп. Савăнатăп кăна. Пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнăшăн, аттепе анне вырăнĕнче пулса вĕрентнĕшĕн аппасене пысăк тав сăмахĕ калатăп, — паллаштарчĕ хăйĕнпе Надежда Васильевна.
Ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр Надя студент вăхăтĕнче юлнă. Римма Николаевна пурнăçран уйрăлсан икĕ çултан Василий Алексеевич та автан авăтман тĕнчене куçнă.
Мăшăрĕпе Сергей Валерияновичпа икĕ хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ вĕсем. Юрă- кĕвĕ паллаштарнă упăшкипе арăмне.
— Хăйсем валли специалистсем шырама училищĕне клуб ертÿçисем пыратчĕç. Кашни районтанах килетчĕç вĕсем. Юлташпа иксĕмĕре Полина Захаровна Красноармейски районне чĕнчĕ. Пирĕн ял центртан 15 çухрăмра вырнаçнă. Инçех те мар. Анчах эпĕ ялта тĕпленме шухăшламанччĕ, хуларах юлатăп тесе палăртаттăм. Практикăна килтĕмĕр малтан. Кайран вырнаçсах кайрăмăр, — тет 1997 çулта ĕçе пуçăннăскер. 23 çул ĕнтĕ ачасен «Çамрăклăх» ташă ушкăнне ертсе пырать вăл. 2002 çулта «халăх» ята тивĕçнĕ коллектив.
Красноармейскинче икĕ клуб. Пĕри — районти культура çурчĕ, тепри, «Заволжский» клуб, Чулхулари газ уçлакан общество филиалĕ çумĕнче шутланаканскер. Çак предпритире тăрăшакансемпе, вĕсен ачисемпе ĕçлеççĕ культура специалисчĕсем.
— Ĕçлеме килсен юрлама çÿреме тытăнтăм. Пулас мăшăрпа, Хĕлеç ялĕнче çуралса ÿснĕскерпе, шăпах кунта паллашрăмăр та, — тăсăлчĕ сăмах çăмхи.
5 çул та туслă çÿренĕ çамрăксем, каярах пĕр чăмăра пĕрлешнĕ. Пĕр ача хыççăн тепри килнĕ çутă тĕнчене. Ăшă йăва çавăрса хваттер туяннăскерсем халĕ çурт лартаççĕ.
— Тăррине кăçал витсе хăвараятпăр- ши? Ку ĕçе пĕччен пурнăçлама çук паллах. Мăшăршăн çурт лартасси — хобби вырăнĕнче. Васкамасăр, чунран киленсе хăпартать ăна. Никĕсне те пĕччен ячĕ, кашни кирпĕчне хăй хурать. Хăй хурать кăна мар, тăвать те. Пĕррехинче кĕçĕн хĕрĕмĕр: «Атте, эсĕ кукăль пĕçеретĕн-и?» — кăсăкланнă мăшăр кирпĕч тума раствор хатĕрленине пăхса тăнă май, — каласа кăтартать хĕрарăм.
Çакна та палăртмалла: виçĕ ача çитĕнтерекен Федоровсем патшалăх тĕрлĕ пулăшăвне тивĕçнĕ. Иккĕмĕш пепки кун çути курсан амăшĕн капиталĕпе усă курнă. Виççĕмĕшĕшĕн республика уйăраканнине илме пултарнă. Çĕр лаптăкĕ те тивĕçнĕ çемьене. Шăпах унта пÿрт лартма тытăннă та.
(Çурт хăпартасси — чун киленěçě)

♦ Рубрикăна Альбина КУДРЯШОВА пахчаçă тытса пырать.
— Викторие сад патшипе танлаштараççĕ. Çавăнпах ун валли чи лайăх вырăн суйламалла. Вăл кăпăшка çĕре, хĕвел ÿкекен лаптăка юратать.
Хамăн опытран çакна калама пултаратăп: çерем ватса лартнă вырăнта çырла ăнса пулать. Е 3-4 çул виктори çитĕнмен йăрана суйламалла. Ыхра, сухан хыççăн çырла калчи парка çитĕнет. Чи малтанах, ăна тымар çимĕçсен чирĕ ермест. Çĕр улми йăранне виктори калчи лартмасан лайăхрах, мĕншĕн тесен çырлана, сăмахран, фитофтора çыпăçма пултарать.
Ăна тислĕкпе им-çамламалла. Кĕркунне викторие суперфосфатпа апатлантарма юрать. Вăл час ирĕлмест, çавна май калча тымарне аталанма пулăшать.
Йăрана хура материалпа витме пулать. Çавна май çулла калча хушшинче çум курăкĕ çитĕнеймест. Нÿрĕк тытăнса тăрать. Çырлана кăпăшка çĕр çине лартнă чухне çак мелпе усă курмалла. Енчен те тăмлă вырăн пулсан улăм е пăчкă кĕрпи сармалла. Эпĕ ыраш улăмĕ суйлама тăрăшатăп — унта çум курăкĕн вăрри сахалрах.
Паллах, çырла сорчĕ те пĕлтерĕшлĕ. Ир пиçекеннисен хушшине çаксене кĕртме пулать: Клери, Альба, Орли. Вĕсен çимĕçĕ хăвăрт пĕтет. Пахчаçăн вара çырла вăхăтне тăсас килет. Çавăнпах вăтам пиçекеннисене — Азия, Полка — лартмалла. Кайран пиçекеннисенчен мана Мальвина сорт ытларах килĕшет: çырли тĕксĕм те пылак, тухăçĕ пысăк. Унсăр пуçне хальхи вăхăтра ремонтантлă сорт нумай. Вĕсем çуркунне пуçласа мĕн шăнтиччен çимĕç параççĕ. Пĕр тĕмрен 3-4 килограмм таран çырла пуçтарма пулать. Ку сортсемпе ытларах ĕçлемелле, мĕншĕн тесен ÿсен-тăран çимĕç нумай панăран вăйсăрланать. Çавăнпах вĕсене вăхăтăн- вăхăтăн им-çамлани ытлашши пулмĕ.
(Çырла лартмалли вăхăт)

♦ «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатăн утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче тухнă номерĕнче «Мăнукне чунтан юратаççĕ» статья кун çути курнă. Юратнă çын улталани, сутни çинчен каласа кăтартнă хĕрарăм. Карма çăварсем меллĕ самант тупăнсанах качча каймасăр ача çуратнине аса илтерме тăрăшнине пĕлтернĕ. Чуна пырса тиврĕ вăл. Манăн шăпа та çапларах килсе тухрĕ. Анчах эпĕ Яна пек çирĕп кăмăллă пулма вĕренсе çитеймерĕм. Çын сăмахĕ çаплипех чуна пырса тивет. Çитĕнекен хĕрĕм çине пăхмассерен ашшĕ аса килет.
Эпĕ те качча каймасăр ача çуратнисен йышне кĕретĕп. Ăнсăртран пулса тухрĕ çапла. Чăн та, Ваçукпа туй тăвичченех пĕрле пурăнма тытăнтăмăр. Кашнин валли пĕрер хваттер тара илме хака ларнинчен пуçланчĕ. Иксĕмĕрĕн пĕр кĕтес йышăнмалли патне сăмахсăрах килсе тухрăмăр. Пĕрлешмесен те чап-чап уйăхĕ пуçланчĕ. Чун савнипе юнашар пулни епле ан çунатлантартăр-ха? Шăкăл-шăкăл çеç пурăнаттăмăр. Çырăнса пĕр хушаматлă пуласси пирки те пĕрмай калаçаттăмăр. Туй туса укçа тăкаклас кăмăлăмăрсем пачах çукчĕ. Çавăнпах ку тĕлĕшпе тавлашу таврашĕ пачах тухман.
Пĕр хушăран çие юлнине туйрăм. Ваçука кун пирки систермелли меллĕ самант шырарăм. Пĕр каçхине эпир часах «аннепе» «атте» пуласса пĕлтертĕм. Савăнчĕ-и вăл, çук-и — пачах тавçăраймарăм. Шăл шуррине те кăтартмарĕ. Çакăн хыççăн арçын пач улшăнчĕ.
Пĕр каçхине манпа калаçу пуçарчĕ. Савни йывăр ыйту хускатасса куçĕнчен пăхсах туйрăм. Сĕтел хушшине лартрĕ те сăмахне мĕнрен пуçламаллине пĕлмесĕр асапланчĕ.
— Тÿррĕн кала. Ăнланма тăрăшăп. Айккинчен çаврăнса çитмелли çулсем ан шыра, — терĕм ăна. Калаçу йывăр пуласса сиссе чĕрем калт-калт! тапрĕ.
— Ан кÿрен. Эпĕ ыран тухса каятăп, — терĕ вăл тинех.
Ăçта? Кампа? Мĕншĕн? Епле? Мĕн сăлтавпа?.. Пин-пин ыйту çуралчĕ.
Ваçук манпа паллашиччен урăх хĕрпе варлă пурăннине пĕлмен мар эпĕ. Гальăна чĕререн юратнине чуна уçса калаçнă самантсенче савни пĕрре мар каласа кăтартнă. Анчах вĕсен хушшинчен хура кушак чупса иртнĕ. Ваçука «ырă сунакансем» Галя урăххисемпе туслă иккенне каланă. Ташă каçĕнче те ашкăнса çÿренĕ имĕш — сăн ÿкерчĕксем кăтартнă. Чăннипех те дискотекăра пулнă çав каç пике. Анчах Ваçук умĕнче нимĕнпе те айăпа кĕменнине арçынна ниепле те ĕнентереймен. Çитменнине, часах чĕри айĕнче чун тĕвĕленнине туйнă. Кун пирки илтсен Ваçук Гальăна намăс сăмахсемпе кÿрентернĕ. Çирĕп кăмăллă Галя Ваçук хыççăн чупман. Часах манпа паллашнă савни, малтанхи юратăвне пĕчĕккĕн манма пуçланă.
Хĕрарăм вара çак вăхăтра йывăр пулин те пуçне усман: ача çуратнине пăхмасăр диплом илнĕ, ĕçе вырнаçнă. «Тем тесен те Галя ачи санăнах. Пичĕ-куçĕ те, йăл кулли те — каснă лартнă эсĕ», — тенĕ пĕррехинче Ваçука тусĕ. Çакăн хыççăн савнийĕм пирвайхи юратăвне курма тĕв тунă та. Лешĕ те хирĕçлемен, хаваспах килĕшнĕ. Тĕл пулсан çамрăк чухнехи туйăмсем тепре хыпса илнĕ. Эпĕ ача кĕтнине каланă вăхăтра пулса иртнĕ çакă. Чун савнийĕ патне таврăнма ĕмĕтленекен Ваçук çавăнпах чĕмсĕр пулса тăнă та…
— Каçар та, манăн унта ывăлăм ÿсет, — хăйне тÿрре кăларма урăх сăмах тупаймарĕ арçын.
— Эпĕ вара? Манăн чĕре айĕнче те пепке аталанать. Вăл та — санăн, — ним ăнланма пултараймарăм.
— Пăрах. Кая юлман-ха, — пулчĕ хурав.
(Пуриншěн те каçартăм)

♦ Вырăс чаплă сăвăçи Александр Пушкин 1820 çулта Бахчисарайра хан керменĕнче пулса курнă хыççăн тĕлĕнмелле фонтана ытараймасăр çырнă поэмăна вуланă-ха. Тĕрĕссипе, çак хайлава вăл виçĕ çул çырнă, якатнă… Тата тепĕр çултан кăна вулакан патне çитернĕ. Пур пĕр кăмăлне тивĕçтерейменскер пирки юлташĕсен умĕнче тиркешсе кăна калаçнă. Юратăва вăйпа та, укçапа та, влаçпа та илейменни-пăхăнтарайманни поэт чун-чĕрине ытла та пăлхатса янă курăнать.

…Бахчисарай фонтанĕ питех те паллă пулнăран вăл мана темшĕн питĕ хăватлăн тапса тăраканскер пек туйăнатчĕ. Пĕр-пĕр тÿрем варринче, пĕтĕм халăх курма пултаракан вырăнта… Анчах юрату тата хурлăх пек туйăмсем çинчен, вĕсем вышкайсăр вĕри те пысăк пулин те, пурте илтмелле калаçмаççĕ вĕт. Шăпах çакăн пек евĕрлеме ыйтнă та Гирей хан хăйĕн ниçта шăнăçайми хурлăхне.
Хула тата унăн историйĕ çинче чарăнса тăмăп — интернетра йăлтах пур. Каллех хам тавçăрса илейменни çинчен кăна сăмах пуçарас килет. Калăпăр, ку хулара пирĕн йăх-несĕл таврашĕ пурăннине темшĕн чухламан. Ара, Бахчисарай чăвашлах илтĕнет-иç — пирĕн чĕлхепе вăл Пахча хула /кермен/ тесе янăрĕччĕ. Крым тутарĕсен «сарай» «хула, кермен» тенине пĕлтерет. Тĕлĕнмелле, пирĕн вара ку сăмах пач урăх пĕлтерĕшпе çыхăннă — «витене» çывăхарах вăл. Мĕншĕн апла? Пĕр тымартан пулса кайнă чĕлхесен сăмахĕ пĕр пек пĕлтерĕшпех пулмалла-çке. Пирĕн «сарай» ĕлĕк-авал мĕнле ăнлавпа çÿренĕ-ши? Шыракан тупать тет. Тав ăсчахсене, пире валли пирĕн чĕлхене упраса хăварнăшăн! Н.Ашмаринăн «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» эпĕ пуçа тĕрĕсех çĕмĕрттернине çирĕплетет. 11-12-мĕш томăн 62-мĕш страницинче ламран-лама куçса пирĕн куна çити сыхланса юлнă тупмалли юмаха илсе кăтартнă: «Ашшĕ атă тăхăниччен ывăлĕ Сарая» çитнĕ. «Сарай» кунта «хула» тенине пĕлтернине палăртнă /тепĕр варианчĕ «Сарату»/. Акă! Эх, ача… Çакăн пек мĕн чухлĕ сăмах е унăн пирвайхи пĕлтерĕшĕ манăçа тухнă вĕт пирĕн. Çухалнă историйĕмĕре те сăмахлăхрах чакаланса шырамалла ахăр. Шел те, паян «разговаривать тума» кăна пĕлетпĕр çав… Ылтăн пухмачăмăр йăлт манăçнă, çухалнă. Çухалман тăк паян тĕрĕк тĕнчипе чиперех пĕр-пĕрне ăнланса калаçнă пулăттăмăр…
Бахчисарай çинчен çапах та пĕр-икĕ сăмах çырас килсе кайрĕ çакна тĕпчесе пĕлнĕ хыççăн. Хула XVI ĕмĕр пуçламăшĕнче Менгли-Гирей хан тăрăшулăхĕпе йăл илнĕ. Крыма Ылтăн Орда аллине парас мар тесе хан турккăсемпе туслашнă. Паян туристсем курса çÿреме юратакан Хан керменне шăпах Гирейсем çĕкленĕ. XVIII ĕмĕрте юлашки хан Шагин-Гирей Крыма Раççей аллине панă. Шел, патшасем Хан керменне шеллемен. Хăйсем унта пачах пурăнман, тинĕс хĕррине Ливади хулине çул тытнă май вăхăтлăх кăна чарăннă пулин те тухăç культурин архитектурине самай пăсма ĕлкĕрнĕ кунта. Телее, РФ Культура министерстви лару-тăрăва тĕрĕс хак панă. Халĕ кунта хĕрсех реставраци пырать. Апла пулин те туристсене шала кĕрсе курма ирĕк параççĕ, экскурси те ирттереççĕ. Шăпах экскурсовод паллаштарчĕ те Пушкин çырса кăтартнă фонтанпа çыхăннă историпе. Çав вăхăтрах Бахчисарай шăпах çак фонтана тата вырăс поэтне пула чапа тухнине, Александр Сергеевича хула халăхĕ çакăншăн халĕ те — темиçе ĕмĕр иртсен те! — тав тунине палăртма манмарĕ. Тепĕр самант. Пушкин фонтан пирки çырнă чухне шыв тумламĕ тухнă вырăнта икĕ кĕл чечек выртнине асăннă. Поэта сума суса çак вырăна халĕ те кашни ир икĕ кĕл чечек хураççĕ.
Хан керменĕ — Крым тутарĕсен çак шайра сыхланса юлнă пĕртен-пĕр архитектура палăкĕ. Тĕчере кун пекки урăх çук. XVI ĕмĕре илсе каять вăл. Шалта, чăн та, хансен ытти çĕршывсенчи керменĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть вăл. Гарем, хан хăнасене йышăннă пÿлĕм, юратнă арăмĕсемпе канмалли вырăн, ĕмĕрлĕх канăç тупнă кĕтес… Пахчи, каларăм ĕнтĕ, çĕр çинчи çăтмах. Ĕмĕрсен хушши кунта пурнăç кĕрленĕ. Гарем чиперукĕсем хан хăйсене асăрхасса куç пек кĕтнĕ. Ара, читлĕхе пĕр лексен юрату туйăмне ас тивсе курас шанăç питех те сахал пулнă-çке вĕсен. Хальхилле каласан, конкуренци! Кама ăннă, кама — çук. Турцире ÿкернĕ «Великолепный век» питех те лайăх сăнлать гарем пурнăçне. Кунта та, Гирей керменĕнче, юратупа курайманлăх хуçаланнă. Ханăн юратнă арăмĕ ниçта кайса кĕрейми канăçсăрланнă — арçын тыткăна лекнĕ тепĕр чиперукшăн пуçне çухатнă. Анчах та лешне ылтăн читлĕхри юрату илĕртмен. Мĕн пулса иртнĕ хĕрарăмсен хушшинче? Çакна Пушкин та çырса кăтартман, историрен те паллă мар. Хан ăш çунтармăшĕ ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Юратнă арăмне вара, айăпĕ пысăк пулнă-ши, шыв тĕпне «ăсатаççĕ». Хан çухатăвĕ, хуйхи — чикĕсĕр. Чунне епле те пулин пусарас тесе вăл туйăмне скульптурăна куçарма хушать. Тумламăн- тумламăн ĕсĕклет арçын чунĕ. Хуйхă, вăхăт иртнипе, кăшт чакать пек, унтан, кĕтмен çĕртен, татах йăлт аса килет те асап темиçе хут вăйланать. Пĕрчĕн-пĕрчĕн татăлать чун… Тумламăн-тумламăн юхать шыв… Бахчисарай фонтанне, унăн тепĕр ячĕ Куççуль фонтанĕ, шутласа тупнă скульпторăн хушаматне те каларĕ экскурсовод, анчах та ун пекки тĕнчере темиçе те пур. Çапах та ку керменте туристсене чи кăсăклантаракан вырăн вăл.
Ĕмĕрсен хушши туйăм кĕрлесе-вĕресе тăнă вырăнта паян шăплăх хуçаланать. Малтан керменпе унăн таврашĕ вун-вун гектар йышăннă. Халĕ унран пĕчĕк кĕтес кăна сыхланса юлнă.
Бахчисарайра тинĕс çук. Хули те пĕчĕк кăна. Çапах та кунта килсе курас текенсен йышĕ чакмасть. Тĕп вырăнта: Хан керменĕ. Хан-сарай.
(Сарăях чечек — хěвел çаврăнăш…)

♦ Пирус мăкăрлантаракан арçынпа юнашар çул урлă каçма лекрĕ. Кĕлĕ çын çине вĕçни, çăра тĕтĕмĕ сăмсана кăтăклани ним те мар уншăн. Иртен-çÿрен сиввĕн пăхнине те асăрхамасть вăл. Унран та ытла, хайхискер транспорт килнине курсан пирус тĕпне çул çинех пăрахса хăварчĕ. Юрать, ăпăр-тапăра тирпейлÿçĕсем вăхăтра пуçтараççĕ. Çавăнпах хула урамĕсемпе уçăлса çÿреме кăмăллă.
«Ĕç пăрахма шухăшланăччĕ те...» — нумай хутлă çуртра пурăнакансемпе калаçу пуçарать тирпейлÿçĕ. Вăл çынсем ĕçе кайиччен подъездра урай çума та, çурт картишне шăлса тасатма та ĕлкĕрет. Анчах ÿсĕрсем пусма таврашĕнче варалани йăлăхтарса çитернĕ ăна. Йытă-кушак та апла хăтланас çук. Мĕнле майпа ăса кĕртмелле çав çынсене? Ушкăнпа калаçса пĕрремĕш хутра камера вырнаçтарма йышăнтăмăр. Тирпейлÿçĕ те ырларĕ ку шухăша. Тивĕçлĕ канăва тухнăскер ĕçрен каясси çинчен текех сăмах пуçармарĕ. Чăнах, унтанпа подъездра ирсĕр хăтланнине асăрхаман.
Тепрехинче кивĕ транспортран юхса тухнă шĕвеке пула калаçу тухрĕ. Çынсем çÿрекен вырăна кам вараланă? Çурт таврашне сăнакан камера айăпа кĕнине тупма пулăшрĕ. Унăн çакăнта пурăнакансем çине тăнипе лаптăка тасатма тиврĕ. Хальхи вăхăтра çĕнĕ технологисем те йĕрке тума пулăшаççĕ.
Тасалăх тĕлĕшĕпе çĕршыв шайĕнче тĕрлĕ акци йĕркеленине ырламалла. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче, сăмахран, Атăл çыранĕсене тирпейлемелли пĕрлехи кун иртрĕ. Ку ĕçе республика çыннисем те хутшăнчĕç. Проект йĕркелÿçисене — «Таса хутлăх» экологи юхăмĕн хастарĕсене — уйрăммăн палăртса хăварас килет.
Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле хулисенче пурăнакансем 8 командăна пухăннă. Çак йышра ачаллă çемьесем, тĕрлĕ предприятире ĕçлекенсем, шкул ÿсĕмĕнчисем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ пулнă.
Ку акцие конкурс формачĕпе ирттерни хăйне евĕрлĕ. Йĕркелÿçĕсем командăсене тĕрлĕ ĕç хушнă. Тĕслĕхрен, хăйсемпе паллаштарма, пĕтĕмлетÿллĕ видео ÿкерме, çÿп-çапри кăсăклă хатĕрсене сăнлама ыйтнă. Çав вăхăтрах тĕрлĕ ÿсĕмрисене «Эрудит» онлайн-викторина хушма балсем пухма пулăшнă. Чăн та, пуян тавра курăмли, ырă ĕçе кÿлĕнни малтисен йышне кĕретех.
(Çӳп-çапри япаласене сăнланă)

♦ «Ватăлкаласа кайрăмăр çав…» — пуçларĕ шÿтлĕн калаçăва пахчара кăштăртатакан хĕрарăм. Сакăр теçетке çула хыçа хăварнă пулин те хуçалăха пĕчченех тытса пырать вăл. Канмалли кунсенче вара хуларан ывăлĕн çемйи, мăнукĕсем ăмăртмалла тенĕ пек килеççĕ. Ялта нихăçан та ĕç пĕтмест, выльăх тытнине кура пулăшма васкаççĕ çамрăкраххисем.
Элĕк районĕнчи Тени ялĕнче çуралса ÿснĕ Мария Михайлова /хĕр чухне — Максимова/. Шкултан вĕренсе тухсан шăпа ăна Красноярск тăрăхне илсе çитернĕ. Аттестатри лайăх паллăсене асăрхасан шкула ĕçлеме илнĕ, тÿрех ачасене вĕрентме шаннă. Чăн та, ятарлă пĕлÿ каярахпа пур пĕр илнĕ хĕр. Куçăмсăр майпа малтан — училищĕрен, унтан, тăван тăрăха таврăнсан, педагогика университетĕнчен /ун чухне институт/ вĕренсе тухнă, художество-графика факультетĕнче ăс пухнă. Çакăн хыççăн тăван районти Тавăтри шкулта ĕçлеме пуçланă. Пултаруллă хĕре Шураç ял каччи Алексей Михайлов, шкул директорĕнче тăрăшаканскер, асăрханă. Çапла чăмăртаннă учительсен çемйи. Шел те, арçын ĕмĕрĕ кĕске пулнă.
Паян Тавăтри икĕ хутлă капмар шкул çурчĕ — такама ăмсанмалăх.
«Пирĕн çемьене, шел, хурлăх кăна кÿчĕ вăл, — аса илĕвĕнче иртнĕлĕхе таврăнать Мария Максимовна. — Ăна çĕклессишĕн мăшăрăм сывлăхне шеллемерĕ. Çăмăл пулмарĕ ăна кăткăс ыйтусене татса пама. Çавна пулах йывăр чире кайса ура çине тăраймарĕ…»
Хуйхине пусарма ывăлĕ, юратнă ĕç пулăшнă хĕрарăма. Вĕренекенсен, ĕçтешĕсен хушшинче йывăр шухăшсене айккине хăвалама тăрăшнă вăл. Пултарулăхĕшĕн Мария Михайлова ырă сăмаха, Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Вĕсене пурне те тирпейлĕн пĕр папкăна пуçтарса пынă — хулăнланса кайнăскерне паян та типтерлĕн упрать хĕрарăм. Вĕсен хушшинче чи сумлисем — Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн тата ЧР Çут ĕç министерствин Хисеп хучĕсем. Пултарулăх конкурсĕсене хутшăнмасăр юлман — унта вĕренекенĕсене явăçтарнă. Вĕсенче ÿнерçĕ ăсталăхне аталантарма тăрăшнăшăн Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Шкулта трактористсене хатĕрлекен курс уçăлсан унта та черчени урокĕсене тытса пынă. Тăрăшулăхне, опытне кура Мария Максимовна патне студентсене тăтăшах практикăна янă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та шкулпа сыв пуллашма васкаман вĕрентекен — тата 8 çул юратнă ĕçре тăрăшнă. Ял ачине тухса ÿксенех куршанкă çыпăçать теççĕ те, тĕрĕсех калаççĕ-тĕр. Мария Михайловăн, ача çулĕсенчех пĕрлешÿллĕ хуçалăхра вăй хунине шута илсен, пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 51,5 çулпа танлашать.
(«Пурнăç çулě такăр та тӳрě пултăр»)

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.