Хресчен сасси 10 (3000) № 13.03.2024

13 Пуш, 2024

Çур аки çывхарать вхарать: хресчене ресчене васкатать

Муркаш округĕнче АПК ыйтăвĕсемпе Правительство комиссийĕн тата Ял хуçалăх министерствин çумĕнчи коллегийĕн пĕрлехи анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, умри тĕллевсене палăртрĕç. Ларăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов АПКри кăтартусемпе паллаштарчĕ. Тĕнчери çивĕч лару-тăру рынока та улшăнусем кĕртет. Малашне çаксене шута илсе ĕçлеме тивĕ. Йывăрлăха пăхмасăр çитĕнÿсем сахал мар. Тăватă çул каялла выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илес калăпăша 19 млрд тенке çитерме палăртнă. Ăна 7,4% ирттерсе пурнăçланă. Çулталăкра ĕне пуçне вăтамран 7430 килограмм сĕт сунă. Фермăсенче ĕнесен йышне ÿстерессине — 11%, çăмарта илессине — 16,9%, выльăх пусмалли пунктсене тăвассине 69,4% пурнăçланă. Çав хушăрах чăх какайне туса илессипе ĕçлемелĕх пур-ха. Ÿсен-тăран отраслĕнче те çитĕнÿсем пысăк, палăртнине 32% ирттерсе тултарнă. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе те /24,5%/, удобрени хывассипе те /8,2%/, техпарка çĕнетессипе те /8,7%/ кăтартусемсавăнтараççĕ. Пулăхлă çĕре татах 19,8 пин гектар пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Иртнĕ çул Чăваш Ен Атăлçи тăрăхĕнче 100 гектар ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр пуçне çĕр улми тата хăмла туса илессипе — 1, сĕтпе — 2, тырăпа — 3, аш-какайпа 4-мĕш вырăн йышăннă. Хăмла отраслĕ тепĕр хутчен вăй илме тытăнни куçкĕрет. Пĕлтĕр ăна 133 гектар çинче çакнă, 192 тонна пуçтарса кĕртнĕ. Кăтарту палăрмаллах ÿснĕ. Элита вăрлăх акассипе те республикăри аграрисеммалтивырăнта. Уншăн субсидипанихуçалăхсене вăрлăх фондне çĕнетсе пыма хавхалантарать. Çакна кура тухăçлăх та ÿсет. Чăн та, хăшĕ-пĕри çăмăллăхпа виçесĕр усă курнăран ку енĕпе улшăнусем кĕртме тивнĕ. Çĕр ĕçченĕсен шалăвĕЧăваш Енри экономика отраслĕн кăтартăвĕнчен 100% кая мар пулмаллине те палăртрĕç канашлура. Хальлĕхе уйăхри шалу 48,5 пин тенкĕпе танлашать. Çак шая Улатăр /49 пин тенкĕ/, Шупашкар /48 пин/ округĕсенче кăна çитнĕ. Республикăран аграрисене пулăшассине сарасшăн. Малашне фермер хуçалăхĕсене çĕр пулăхне лайăхлатассипе ирттернĕ мероприятисен тăкакĕсене вырăнти бюджетран саплаштарасшăн. «Перспектива» программăпаагротуризм, пахча çимĕç, хăмла туса илессине аталантарма грант валли укçа республика бюджетĕнчен уйăрĕç. Вăхăтлăх тата инвестици кредичĕсен процент ставкине саплаштарма субсидипе тивĕçтермелле. Олег Николаев тухăçлăхне кăтартнăмĕн пур ĕç-хĕле пулăшма хатĕррине палăртрĕ. Çĕр пулăхне ÿстерме биологизацилемеллине, çĕр йÿçеклĕхне чакармаллине каларĕ. Унсăр пысăк ÿсĕмсем тума йывăр. Унччен аграрисене çĕр пулăхнелайăхлатма кайнă тăкаксен 90% саплаштарнă. Патшалăхпулăшăвнеилмепредприятисем Раççей Ял хуçалăх министерствине документсем тăратнă. Иртнĕ çултанпа федерацирен тăкаксен 50% кăна тавăраççĕ. Çакна кура аграрисене республикăран 40% хушса тÿлеме йышăннă. <...>

Лариса НИКИТИНА

♦   ♦   


Йывăрлăхсене парăнтарма вĕреннĕ

Шкулти тĕлпулусене мана пĕрмай йыхравлаççĕ. Ачасемпе патриотизм, Тăван çĕршыва юратасси, аслисене хисеплесси, çемье тата çын хаклăхĕ пирки калаçатпăр. Ĕлĕкхипе танлаштарсан паянхи шкулăн сăн-сăпачĕ пачах урăхла. Çĕрпе пĕлĕт пек. Мĕн калăн, пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Тивĕçлĕ пĕлÿ илме майĕсем çителĕклĕ паян. Куç умне шкулта вĕреннĕ вăхăт тухса тăрать…

Эпĕ Тутар Тимешĕ ялĕнчи 7 çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ пухнă. Вăл икĕ хутлă йывăç çуртчĕ. Ĕлĕк унта мечĕт пулнă. Класс пÿлĕмĕсем пысăках марччĕ. Стена çинче нимле кăтарту пособийĕ те пулман. Коридорти тумбочка çинче икĕ витре шыв кĕрекен тимĕр пичкеччĕ. Унпа юнашар тимĕр сăнчăр çинче курка çакăнса тăратчĕ. Çакăнтан эпир шыв ĕçеттĕмĕр. Çĕнĕ çул чăрăшне илемлетмешкĕн хамăр тĕллĕн теттесем ăсталаттăмăр, мĕншĕн тесен пирĕн вăхăтра ялти лавккасенче капăрлăхсем сутмастчĕç. Физкультура урокĕсене яланах урамра ирттернĕ. Шкул картишĕнче турник пурччĕ. Йывăçран тунă «лашаран» сикме вĕренеттĕмĕр. Пĕлÿ çуртне кăмака хутса ăшăтнă. Урамра вутă купаланă пысăк сарайччĕ. Кăмака хутакансем вутта пăчкăпа саваланă, çурнă та алăпа йăтнă. Классенче ăшă пултăр тесе ирхине 5 сехетре кăмака хутма тивнĕ. Анчах сивĕ кунсенче пÿлĕмре 15-16 градус кăначчĕ. Эпир, ачасем, фуфайкăсем тăхăнса лараттăмăр. Шкул ачисем валли вĕри апат пĕ- çермен. Килте хатĕрленĕ çĕр улми илсе килеттĕмĕр. Чылайăшĕн килĕнче çăкăр пулман та. 6 çулти ачасем çуллахи вăхăтра колхозра ĕçленĕ. Аслисемпе пĕрле тыр-пул, çĕр улми тата пахча çимĕç уйĕсене çумланă. Кашни кун ĕçе тухнăшăн пире 200 грамм çăнăх панă. Ăна эрнекунсерен илнĕ. Çак кун мăсăльмансен уяв шутланать. Çуркуннехи тапхăрта çĕр улми пуссинче пĕлтĕрхи çĕр улмине пуçтарнă. Типĕтсе крахмал тунă та çăнăх ярса пашалу пĕçернĕ. Паллах, тутлă теме çукчĕ, анчах хырăмвыççине ирттерме пулăшнă çак апат. Тумтир ансат пулнă. Атă-пушмак вырăнне çăпата сырнă. Астăватăп-ха: çуркунне урасем ан йĕпенччĕр тесе вĕсен çумне йывăç калăп тăваттăмăр. Çăпата çÿллĕрех пулнăран ура ытлашши йĕпенместчĕ. Çуркунне çитсен вара урамра çарран чупнă. <...>

Тальгат ШАКУРОВ

♦   ♦   


Кунне 200-300 грамм пыл çиет

«Кашни курăкăн хăйĕн чĕлхи пур, вĕсем пĕр-пĕринпе калаçаççĕ», — тет вăл. Пыл хурчĕсене пылак шерпет, канди пачах памасть. Вĕсене курăксемпе кăна сиплет. Сăмахăм республикăри паллă хурт-хăмăрçă, зоотехник, ял хуçалăх наукисен докторĕ Иван Мадебейкин профессор çинчен. Иван Николаевич Чăваш Енри хурт-хăмăр отрасльне аталантарас енĕпе нумай çул вăй хурать. Сăнавсем, тĕпчевсем тăвать. Тăхăр теçетке çула хыçа хăварнă пулин те Чăваш патшалăх аграри университетĕнчи хурт-хăмăрçăсен курсне çÿрекенсене вĕрентет, тĕрлĕ конференцие хутшăнать.

— Иван Николаевич, сирĕн хурт-хăмăр отраслĕнчи стаж аванах пысăк пек туйăнать.

— Пыл хурчĕсемпе паллашнăранпа 82 çул иртрĕ. «Пчеловодство» журнала 64 çул çырăнса илетĕп. Аттен Николай Иппатьевичăн вăрманта утар пурччĕ. Унта пĕчĕк пÿрт ларатчĕ. Эпĕ 7-8 çулта чухнех атте мана вĕркĕчпе вĕртеретчĕ. Сăхма пуçлатчĕç те: «Вĕртер, вĕртер!» — тетчĕ. Пÿрнесем ывăнатчĕç, вăй çитместчĕ... 1943 çулхи чÿк уйăхĕ. Атте ун чухне лесникчĕ. Çавăнпа пирĕн çемье икке пайланнăччĕ. Эпĕ аттепе лесник пÿртĕнче пурăннă. Анне пиччепе тата шăллăмпа — ялта. Вăрманта пирĕн ĕнесемпе пăрусем, 7 вĕлле пурччĕ. «Ванькка тăр, пире каçхине çаратнă», — вăратрĕ пĕррехинче атте. Тумланса тухрăм. Утар пÿрт умĕнчехчĕ. Пĕрремĕш юр ÿкнĕччĕ. Вĕллесен тăррисене уçса пăрахнă, пурте çĕр çинче выртаççĕ. Рамкăсене каснă, хурчĕсем вилнĕ. Хăш-пĕр çĕрте юлнă, йăраланаççĕ. Çĕрле пĕр каччă лашапа пынă, михĕпе çĕçĕ илсе килнĕ. Кашни вĕллери пыллă рамăсене касса миххе тултарнă, лав çине хурса тарнă. Эпĕ тÿрех макăрса ятăм. Çав çын Хурапыртан пынă. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайма повестка панă. Унта кайиччен вăл çемйине пыл парса хăварас тенĕ. Ун чухне пылсăр пуçне урăх пылак çимĕç çукчĕ. Атте вăрра шыраса кайнă, анчах ăна фронта илсе кайма ĕлкĕрнĕ. «Вăл вăрçăран таврăнайман. Ăна пирĕн хуртсем тавăрнă», — тенĕччĕ каярахпа атте. «Хуртсемпе нумай ĕçлемелле, унсăрăн çунатлисем пĕтеççĕ», — тĕв тунăччĕ ун чухне. Пĕрех пĕтме памарăмăр вĕсене, çиччĕрен виçĕ çемье турăмăр.

— Çемьери ытти ача хурт-хăмăрпа интересленетчĕ-и?

— Эпĕ аттепе утар пÿртĕнче пурăннă чухне пичче Андрей фронтраччĕ. Геннадий шкулта вĕренетчĕ. Шăллăм Николай пĕчĕкчĕ-ха. Пирĕн çемьере хуртсене юратакан урăх пулман. Анне Кликерия Андреевна ĕмĕрĕпех колхозра ĕçленĕ. Вăл мана сĕнÿ-канаш нумай панă. Çывăх çыннăм ăс панине халĕ те астăватăп: «Вăрмантан таврăннă чухне пĕчĕк кашта та пулин йăтса кил», — тетчĕ вăл. Вут-шанкă питĕ кирлĕччĕ ун чухне. Чăн та, вăрмантан тухнă чухне мĕн те пулин шыраттăм. «Авăнтарнă йывăçа тăратса хăвар», — тетчĕ тата. Çавна паянхи кунчченех тăватăп. Утара кайнă чухне мĕн чухлĕ йывăçа тăратса хăварман-ши? Çапла, анне сăмахĕн вăйĕ калама çук пысăк. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


Çерем уçма – Алтая

Çĕршыври коммунистсен партийĕн Тĕп комитечĕн пленумĕ 1954 çулхи мартăн 2-мĕшĕнче тыр-пул туса илессине вăйлатас тĕллевпе Казахстан, Çĕпĕр, Алтай, Урал тăрăхĕсенчи пушă выртакан 42 миллион гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме йышăннă. Çак ĕçе 1,6 миллион çамрăк хутшăнма кăмăл тунă.

1954 çулхи мартăн 12-мĕшĕнче ирхине, 9 сехет те 18 минутра, Вăрмар станцийĕ витĕр 98-мĕш ятарлă пуйăс иртнĕ. Унта республикăри комсомолецсен пĕрремĕш ушкăнĕ /170 çамрăк/ çерем уçма инçетри Алтай тăрăхне тухса кайнă. Çав йышра Вăрмарсем те пулнă – Г.Данилов /Çĕнĕ Мăнтăр/, Н.Семенов /Арапуç/, В.Маленков /Çĕнĕ Кавал/, А.Тимофеев /Мăнçырма/, И.Кобеков /Кивĕ Шулхан/, Б.Зиновьев /Çĕнĕ Вĕренер/, В.Карабаевпа Н.Филиппов /Шăхаль/, И.Егоров, И.Тямаков, И.Шапеев /Тикаш/. Мартăн 11-мĕшĕнче кăнтăрла иртсен Вăрмарти машинăпа трактор паркĕнче вĕсен ячĕпе митинг иртнĕ – пĕрин хыççăн тепри тухса калаçнă, çамрăксене телейлĕ çул, çĕнĕ вырăнта ĕçлеме ăнăçу суннă. Анатолий Тимофеев та сăмах илнĕ: «Пире инçетри Алтай çĕрĕсем кĕтеççĕ. Унта эпир çĕршыв чĕннипе каятпăр. Йывăрлăхсене парăнтарса ĕçлĕпĕр, шанăçа тÿрре кăларăпăр, комсомол ятне ямăпăр», — тенĕ вăл. Унтан çамрăксем чукун çул вокзалне çитсе пуйăса ларнă. Каçхине, 17 сехет те 11 минутра, вăл Канаша çул тытнă. УнтанЧăваш Енри хастарсене 98-мĕш ятарлă пуйăс кĕтнĕ. Тăватă талăкран Алтай тĕп хулине Барнаула çитнĕ. Унта вĕсене ушкăнсене уйăрса тĕрлĕ çĕре янă. «Малтан пире Бийск хулине илсе çитерчĕç, унтан — 80 çухрăмри Марушински районĕнчи МТСа. Воеводское ялĕнчеВăрмар çамрăкĕсене трактор бригадисене ăсатрĕç. Тельман ячĕллĕ поселока пиллĕкĕн лекрĕмĕр, — аса илет Иван Шапеев 70 çул каяллахине, Алтайра ĕçлесе пурăннă çулсене. — Хуçалăхăн 3,5 пин гектар çĕр шутланнă, уй-хир бригади, мăйракаллă шултра выльăх тата тилĕ фермисем пулнă. Пире ДТ-54 тракторсем уйăрса пачĕç, прицепщиксем пулма вырăнти хĕрсене çирĕплетрĕç. Çур акине ăнăçлă вĕçлерĕмĕр. Çав çул пуян тыр-пул çитĕнтерме ку тăрăхри çанталăк та пулăшрĕ — хĕлле юр хулăн пулчĕ, çу кунĕсем çумăрпа тата ăшăпа савăнтарчĕç. Вырмара комбайнсене тракторсемпе туртса çÿрерĕмĕр. Тырри вара чăннипех те ăнса пулчĕ — автомашинăсем турттарса тăма аран-аран ĕлкĕрсе пычĕç. Çурхи тулла гектартан 30-40 центнер пухса кĕртрĕмĕр». <...>

Галина МАТВЕЕВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.