Чăвашла верси
Русская версия
Хресчен сасси 14 (3054) № 16.04.2025
Салтаксемшĕн иккĕмĕш анне пулса тăнă
Тĕнче ырă чунлă çынсем çинче тытăнса тăрать. Çынлăх туйăмĕсем шăпах ырă ĕçре палăраççĕ. Çĕрпӳ округĕнчи волонтерсен ушкăнĕн координаторĕн Надежда Афанасьевăн пурнăçĕ юлашки икĕ çулта пысăк ĕçпе çыхăннă, вăл ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшать. Надежда Ивановна ыр кăмăллăх миссийĕпе СВОна 22 хут кайса килнĕ. Хăçан пуçăннă-ха вăл пархатарлă çак ĕçе?
— 2022 çул вĕçĕнче район депутачĕсемпе пĕрле укçа пуçтарса СВО валли «Нива» машина туянтăмăр. Депутатсен ушкăнĕн ертӳçи пулнă май ăна хамах кайса леçме шухăшларăм. Салтак ашшĕпе тата пĕр салтакпа пĕрле çула тухрăмăр. Вĕсемех унти лару-тăру çинчен каласа кăтартрĕç, çапăçусем пыман вырăнта та асăрхануллă пулма хушрĕç, — калаçăва пуçларĕ округри депутатсен пухăвĕн депутачĕ. — Чăвашсен полкне чиперех çитрĕмĕр. СВОра мĕн кирлине ыйтрăмăр. Маскировка тетелĕ çителĕксĕррине пĕлтерчĕç. Киле таврăнсан районти социаллă центр ертӳçипе Наталья Ильинапа çыхăнтăм, тетел çыхакансен пунктне йĕркелемеллине каларăм. Пĕр предприниматель тетел çыхмалли икĕ кăшкар туса пачĕ. Çĕнĕ Шупашкарти волонтерсен ĕçĕпе кайса паллашрăмăр. Пĕрремĕш пункта соццентрта уçрăмăр. Майĕпен ялсенче те тетел çыхма пуçларĕç. Хальхи вăхăтра округра 18 пункт ĕçлет. Йĕкĕрварсем пуринчен хастартарах, вĕсем хăю касмалли хатĕр шухăшласа тупрĕç. Чиричкассисем, Кăнарсем вĕсенчен юлмаççĕ. Малтан материалпа хамăр тивĕçтереттĕмĕр, кайран хăйсемех укçа пуçтарса туянма тытăнчĕç. Ялти клубсемпе библиотекăсем СВОна пулăшакан центрсем пулса тăчĕç. Чурачăкри социаллă центра çӳрекенсем тетел çыхаççĕ, госпитальсем валли минтер, дронран хӳтĕленмелли плащсемпе утиялсем çĕлеççĕ. Надежда Ивановна каланă тăрăх, салтаксем унччен консерва, нуски-йĕм, куллен кирлĕ ытти япала ыйтнă тăк, халĕ çар техники кирлине палăртаççĕ. СВОна 2 мотоциклпа 5 автомашина илсе кайнă. Халĕ «Булат» мобильлĕ хатĕрсем туяннă. Çавăн пекех машина запчаçĕсем, кустăрмасем, тимĕр кăмакасем тата ытти кайса параççĕ. Округри садиксемпе шкулсем те айккинче тăрса юлмаççĕ. Ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекенсем посылкăсем хатĕрлеççĕ, ачасем çырусем шăрçалаççĕ. Куллен кирлĕ япаласене çынсем те илсе килеççĕ. Нарăсăн 23-мĕшĕ тĕлне уйрăмах питĕ пысăк тиевпе çула тухнă. Хĕрарăмсен мăнастирĕнче вĕт кукăльсемпе кекссем пĕçерсе парса яраççĕ. Пачăшкă кашнинчех пил парать: «Турă çул çинче пулăшса, инкекрен çăлса пытăр». СВО салтакĕсене предприятисем те пулăшаççĕ, ыр кăмăллăх концерчĕсем йĕркелеççĕ. Пĕлтĕр Çĕрпӳсем типĕ яшка хатĕрлеме тытăннă. «Чăваш Енĕн килти кухни» организацире ĕçлекен пĕр хĕрпе туслашрăм та, вĕсем патне пахча çимĕç кайса пама тытăнтăмăр. Кайран хамăр округрах типĕтме пуçларăмăр. Типĕ яшка питĕ меллĕ, уйрăмах заданисенче пулнă чухне, палăртаççĕ салтаксем. Пирĕн округра 4 хĕрарăм ку ĕçпе аппаланать. Михайловкăпа Апакассинче иккĕн тăрăшаççĕ. Çырмапуçри Надежда Титова типĕ душ, чейсем хатĕрлет, çимĕçсем типĕтет. Унăн чейĕсене салтаксем кăмăллаççĕ, илсе килме ыйтаççĕ. Надеждăн ывăлĕ ятарлă çар операцийĕнче службăра тăрать. Çырмапуçри халăх СВО валли укçа пуçтарас енĕпе питĕ хастар. Акă икĕ «Булат» илме пулăшрĕç. Çĕрпӳри Надежда Семенова та çимĕçсем типĕтет, сетка çыхма çӳрет, çĕлеме пулăшать, çимĕçсене Шупашкара кайса леçет. Унăн упăшки салтаксем валли генератор туянса пачĕ. Кăнарти Надежда Леонидовна пуçарнипе госпиталь валли ял çыннисем япаласем пуçтараççĕ, тетелсем çыхаççĕ… Пĕлтĕр Анат Тагилти пĕр хĕрарăм ывăлĕн юлташĕсем валли дронран хӳтĕлемелли 100 плащ çĕлесе пама ыйтрĕ. Материал туянма укçа та куçарса пачĕ. Анчах 3 çын кăна ĕçлет. Аннерен пулăшу ыйтрăм, вăл ку ĕçе тусĕсене явăçтарчĕ. Икĕ эрнере ыйтнине пурнăçларĕç. Плащсене салтаксем патне хамах кайса леçрĕм», — сăмах çăмхине малалла сӳтрĕ хĕрарăм. Материалсемпе япаласене Шупашкарти предпринимательсенчен йӳнĕрех хакпа илеççĕ, хăш-пĕр чухне кивçене те кĕреççĕ. Надежда Ивановна каланă тăрăх, Луганскпа Донецкри çынсем ăшă кăмăллăрах, Херсонра тараватлах мар-мĕн. «Унти çынсемпе пит хутшăнма, вĕсенчен япаласем илме сĕнмеççĕ. Ăçта мĕн тĕллевпе çӳренине те калама юрамасть. Хăна çуртĕнче е салтаксем патĕнче çĕр каçатпăр. Çул çине е упăшкапа, е шăллăмпа, е ачалăхри юлташпа тухатпăр. Мăшăрăмпа лăпкăрах, шанчăклăрах паллах. Курма пырас текенсем те пур, анчах илместпĕр. Эпир ĕçпе çӳретпĕр, пирĕн пĕр тĕллев — япаласене салтаксем патне илсе çитермелле», — терĕ вăл. Хӳтĕлевçĕсем килшĕн тунсăхланине палăртрĕ.
— Пире курсан салтаксем савăнаççĕ, куçĕсем çуталаççĕ. Вĕсем патне çитсен вара манăн чун хурланать, хам кулатăп пулин те чĕре çунса тухать. Чĕрĕ-сывă таврăнччăр тесе ялан кĕлтăватăп. Хăшĕ-пĕри маншăн ывăл пекех пулса тăчĕ. Акă икĕ каччă, тăлăхскерсем, мана амăшĕ вырăнне хураççĕ, часчас шăнкăравлаççĕ. Сас-хура пулмасан хамăн та чун вырăнта мар. Вĕсене пулăшас, ыйтнине тивĕçтерес килет. Салтаксене çак çăмăл мар тапхăрта пирĕн тĕрев памалла. Хам та ывăнса çитрĕм, анчах вĕсене епле пăрахăн, вĕсем çинчен шухăшлатăп, пăшăрханатăп. Çав вăхăтрах мухтанатăп та: хăрушлăхран хăраманнисем, алла пăшал тытса тăшманпа кĕрешекенсем пурришĕн, — куçне шăлчĕ Надежда Афанасьева. Хăшĕ-пĕри ашшĕ-амăшне кулянтарас мар тесе çывăх çыннисене пĕлтермесĕрех СВОна тухса каять-мĕн. Ывăлĕ хыççăн контракт çырнă ашшĕсем те пур. Ырă тĕслĕх сахал мар. Акă пĕр ашшĕ вилнĕ ывăлĕшĕн панă укçапа санитари машинисем туянса СВОна ăсатнă, лешĕ çар медикĕ пулнă-мĕн. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Андриян Николаевран тĕслĕх илнĕ
Раççей Геройĕ Николай Гаврилов пур çĕрте те кĕтнĕ хăна. Çак кунсенче сумлă ентешĕмĕр «Хыпар» Издательство çуртĕнче пулчĕ. Тĕлпулăва журналистсем, шкул ачисем, волонтерсем, ветерансем, искусство çыннисем хутшăнчĕç.
Николай Федорович çамрăклăхне, çар службинчи тапхăра аса илчĕ. «Эпир ӳснĕ чухне пирĕншĕн Андриян Николаевпа Юрий Гагарин тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Арçын ачасем пурте тенĕ пекех космонавт е летчик пулма ĕмĕтленетчĕç. Манăн çак ĕмĕте пурнăçа кĕртме тӳр килчĕ. Сăмах май, Андриян Григорьевичпа пĕрре мар курса калаçма тивнĕ. Атте-анне пире юратса ӳстернĕ, çав вăхăтрах çирĕп ыйтнă. Халăх йăли-йĕркине тытса пыма, чыслăха упрама вĕрентнĕ. Шкулта та ыттисенчен юлас мар тенĕ, ялан лайăххи патне туртăннă. Математика тата физика урокĕсене савăнсах çӳренĕ», — терĕ РФ тава тивĕçлĕ çар летчикĕ. Николай Гаврилов каланă тăрăх, кашни çыннăн хăйĕн çулĕ пур. «Ăна тупма пĕлмелле, шырамалла. Йăнăшсене тӳрлетсе ялан малалла утмалла. Лайăх самантра такам та пур, анчах йывăр вăхăтра алă параканни пурри питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çар командирĕн, ертӳçĕн ăслă-тăнлă та анлă тавра курăмлă пулмалла, чăнлăха тата тĕрĕслĕхе мала хумалла, тĕрĕс йышăну тума пĕлмелле. Йăнăш утăм туни йывăрлăх патне илсе пырать. Окопра çын епле пулнине пĕлетĕн. Çар пурнăçĕ çынна «витĕр курма» вĕрентрĕ. Вăрçăра та япăх этем япăх ĕçсем тăвать, лайăххи ырă ĕçсемпе палăрать, — шухăш-кăмăлне ирĕке ячĕ паттăр летчик. — Тӳпене хăпарнă чухне паянхи кун та чунра шиклĕх туйăмĕ пур. Летчиксем те чĕрĕ çынсем, генералсен те чун пур. Салтаксем ахаль çынсенчен уйрăлса тăмаççĕ. Ахаль çын мирлĕ вăхăтра та паттăрлăх кăтартма пултарать, салтак вара çар хирĕнче те каялла чакма пултарать». Сăмах май, Николай Федорович халĕ те вертолет штурвалĕ умне ларать. «Маэстро» ят илнĕскер Çурçĕр полюсне 15 хут кайса килнĕ, Эльбрус тăрринче пулнă. «Çĕнтерӳ кунĕ — пирĕншĕн чи пысăк уявсенчен пĕри. Пирĕн асаттесемпе асаннесем Çĕнтерĕве епле çывхартнине, фашизма мĕнле çапса аркатнине пурте лайăх пĕлетпĕр. Хальхи вăхăтра та эпир çăмăл мар тапхăрта пурăнатпăр. Тĕнчере нацизм çĕнĕрен вăй илчĕ, анчах ăна тĕнчипе сарăлма памалла мар. Ятарлă çар операцине те пирĕн çĕнтерӳпе вĕçлемелле. Çитĕнекен ăрăва пирĕн, çитĕннисен, тĕслĕх кăтартмалла: тăван çĕршыва юратмалла, атте-аннене хисеплемелле, ĕçре малта пулма тăрăшмалла, çитĕнӳ патне туртăнмалла, тĕрĕс пурăнмалла... Пире пăхса вĕсем пирĕн пек пулма тăрăшаççĕ. Эпир те аслисенчен тĕслĕх илнĕ. Пирĕн куç умĕнче Василий Чапаев пек паттăрсем пулнă», — терĕ Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Чăваш Ене чи лайххисем пуçтарăнĕç
Пирĕн республика «Ялта чи лайăххисем» агрослета хатĕрленет. Правительство çуртĕнче ку ыйтупа ĕçлекен йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Артамонов ертсе пычĕ.
Вăл каланă тăрăх, агрослета кăçал Федерацин Атăлçи округне кĕрекен регионсенчи çамрăксем те хутшăнĕç. «Ку ыйтупа полпредăн заместителĕ Олег Машковцев канашлу ирттернĕ. Регионсенче те чи лайăххисене суйласа илĕç. Вĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартĕç, проекчĕсемпе паллаштарĕç», — терĕ Сергей Геннадьевич. Хăнасем валли уйрăм экскурсисем йĕркелеме палăртнă. Агрослет кăçал çу уйăхĕн 30-¬31-мĕшĕсенче Тăвай округĕнче иртĕ. Унта тĕрлĕ профессиллĕ 1500 яхăн çамрăк пуçтарăнĕ. Яланхи пекех слета хутшăнакансен парачĕпе уçăлĕ. Слет программи яланхи пекех анлă пулĕ: ăсталăх сехечĕсем, лекцисем, ăмăртусем, тĕлпулусем, конкурссем, концертсем... Тĕслĕхрен, агроблогерсем контет тытса пыма, социаллă сетьсемпе ĕçлеме вĕрентĕç. Çавăн пекех пулă яшки тата пăтă пĕçерекенсен хушшинче чи лайăххисене палăртĕç, спикерсем «Пуçаруллă бюджет» программи тата ТОСсем çинчен каласа кăтартĕç, ăстасем чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене уçса парĕç. Аслă вăрçă пирки кăларнă кĕнеке презентацийĕ те иртĕ. Кĕнекесен куравне те йĕркелĕç. Слета пултарулăх коллективĕсемпе профессионал юрăçсем илем кӳрĕç. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева слетра пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатма сĕнчĕ. Вăл, сăмахран, агротуризм темипе уйрăм лапам йĕркелесшĕн. Слета пĕлтĕрхи пекех çамрăк çемьесем те хутшăнĕç. Вĕсем валли те кăсăклă программа хатĕрлеççĕ. Кăçалхи агрослета Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин çулталăкне тата Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 80 çул çитнине халаллĕç. Çавăнпа патриотлăх теми тĕп вырăнта пулĕ. Агрослет «Çĕнтерĕве пĕрле кĕтсе илетпĕр» чĕнӳпе иртĕ. Чăваш Енĕн Хĕрарăмсен союзĕн ертӳçи Наталья Николаева пĕлтернĕ тăрăх, унта вăрçă юррисем янăрĕç, Çĕнтерӳ вальсĕ ташлĕç, «Воин» центр ĕçченĕсем çар техникипе паллаштарĕç. Агрослета ятарлă çар операцине хутшăнакансене, СВО ветеранĕсене чĕнĕç. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас