Чăвашла верси
Русская версия
Хресчен сасси 16 (3056) № 30.04.2025
Депутат ял пуласлăхĕшĕн пăшăрханать
Çĕр çинче вăй хурса çитĕннĕ çын çӳç шуралсан та çĕр ĕçĕнчен уйрăлма васкамасть. Çăмăл мар пулин те сухаласа акать, тыр-пул, пахча çимĕç туса илет. Элĕк округĕнчи Сурăмпуç Шĕмшешре пурăнакан Вячеслав Марков та мĕн ачаран çĕр ĕçĕпе пиçĕхсе тĕрекленнĕ, шăпине те ял хуçалăхĕпе, ял пурнăçĕпе çыхăнтарнă. Вăл ялсене аталантарас тĕллевпе сахал мар ырă ĕç тунă.
Вячеслав Николаевич Элĕк районĕнчи Элеккĕнушкăнь ялĕнче çуралса ӳснĕ. Шкул хыççăн Вăрнарти техникумра агронома вĕреннĕ, салтак аттине хывсан Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетĕнче пĕлӳ илнĕ. Çавăн пекех вăл экономист специальноçне алла илнĕ. Çамрăк чухне «Аликовский» совхозра, Шĕмшешри хуçалăхра вăй хунă. 1987 çулта хăмла туса илекен кооператив йĕркеленĕ.
— Хăмла плантацийĕсем — 30 гектарччĕ. Ун чухне тухăçĕ пысăкчĕ, укçи-тенки те аванах пухăнатчĕ. Ĕçлекенсен шалăвĕсем те пысăкчĕ. Хĕрӳ тапхăрта темиçе сменăпа вăй хунă. Хăмлана чикĕ леш енне ăсатма килĕшӳ те тунăччĕ, анчах 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче лару-тăру улшăнчĕ: хуçалăхсем саланма пуçларĕç, хăмла та илми пулчĕç, ун хакĕ те чакрĕ. Хальхи вăхăтра çак производствăна çĕнĕрен чĕртсе тăратасшăн, анчах ку тĕллеве пурнăçлама çăмăлах мар. Алă вĕççĕн нумай тумалла, ялсенче ĕçлекен çын çукрах, — шухăш-кăмăлне пытармарĕ Вячеслав Марков. Вячеслав Николаевич пĕр тапхăр «Пучах» хуçалăхăн тĕп бухгалтерĕ тата ертӳçи пулнă. Кайран Шĕмшешри совхозра, ял администрацийĕнче ĕçленĕ. Çав тапхăрта хуçалăхра сухаçăсен республика конкурсне ирттернине аса илчĕ. 2017 çулта ăна Шĕмшеш ял тăрăхĕн пуçлăхне çирĕплетнĕ. Ку должноçра вăл 6 çул вăй хунă. — Шĕмшеш тăрăхĕ 19 яла пĕрлештерсе тăрать. «Пуçаруллă бюджет» программăпа тата районти çул-йĕр фондĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе кашни ялта çул сартăмăр. 15 яла шывпа тивĕçтертĕмĕр, башнисене çĕнетрĕмĕр. Хальхи вăхăтра та ялсенче чылай ĕç тăваççĕ. Шĕмшешри, Ишпарайккăри клубсене юсарĕç. Çăвасене тирпейлеççĕ, картисемпе çурчĕсене çĕнетеççĕ, вăрçă салтакĕсене асăнса лартнă палăксене улăштараççĕ, ялти пĕвесене тасатаççĕ. Вырăнти çĕрсене фермерсем сухаласа лартаççĕ, çапах ахаль выртаканнисем те пур-ха. Унччен Шĕмшеш тăрăхĕнче 40 фермерччĕ, халь нумаях мар. Паянхи кун ялта пурăнма лайăх, анчах çын шучĕ чаксах пырать. Ытларах — аслă ӳсĕмрисем. Çамрăксем хуланалла каяççĕ. Çулталăкра 4 ача кăна çуралнă. Ялсенче механизаторсем, медиксем, музыка пĕлĕвĕллĕ специалистсем кирлĕ. Акă арăм ФАПра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн ун вырăнне çын тупаймаççĕ. Выльăхчĕрлĕх йышĕ те çултан-çул хухсах пырать, кĕтӳ те пĕчĕкленчĕ. Пирĕн пек ик-виç ĕне тытакан çукпа пĕрех, — терĕ Вячеслав Марков. Сăмах май, вăл мăшăрĕпе виçĕ ачана пурнăç парнеленĕ. Пĕр ывăлĕ ятарлă çар операцине хутшăнать. Ашшĕ хăйĕн машинипе ывăлĕ патне гуманитари пулăшăвĕ илсе кайнă. Вячеслав Николаевич пĕлтернĕ тăрăх, Шĕмшеш тăрăхĕнчи 5 ялта маскировка тетелĕ çыхаççĕ, салтаксене кирлĕ япаласем пухса СВОна ăсатаççĕ. 2023 çултанпа вăл — Элĕк округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ. «Халăх тарçи» палăртнă тăрăх, округра татса памалли ыйту сахал мар-мĕн. «Автоçулсене юсамалла. 40 çул каялла тунăскерсем кивелсех пыраççĕ. Район бюджетĕнче çул-йĕр фончĕ пысăках мар. Республика, Мускав пулăшасса кĕтетпĕр. Тĕслĕхрен, «Ямаш — Йӳçпан» çула юсамалли проект та хатĕр, анчах укçа-тенкĕ çитмест. Çĕнтерӳ кунне хатĕрленетпĕр. Акă çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шĕмшешре футбол турнирĕ ирттерме палăртнă, унччен маларах Элĕксем бокс енĕпе республика ăмăртăвне йышăнĕç», — каласа кăтартрĕ Вячеслав Николаевич. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Тунсăхлă чухне юрлать
Çын ĕмĕрĕ нихăçан та пĕр тикĕс килмест. Шăпа ăна ялан тĕрĕслет, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентет. Куславкка округĕнчи Пишенкасси ялĕнче пурăнакан Нина Милаевăн та ăраскалĕ çăмăл килмен.
Нина Ивановна Антоновсен тăваттăмĕш ачи пулнă, ăна çуратсан вунă кунран амăшĕ Александра Даниловна вилсе кайнă. Пепкене Пишенкассинчи Таисия Шишокина усрава илнĕ. Ку ĕç-пуç 1945 çулта пулнă. Ашшĕ Иван Антонович 1948 çулта пурнăçран уйрăлнă. Антоновсен тăлăх ачисене — икĕ хĕрĕпе пĕр ывăлне — Малти Чăршкассинчи аслашшĕ-асламăшĕ хăйĕн хӳттине илнĕ. Таисия Шишокина хунямăшĕпе пурăннă. Упăшки Андрей Васильевич вăрçăра пуç хунă, вĕсен ывăлĕ, 1935 çулта çуралнăскер, пĕчĕклех вилнĕ. — Эпĕ кам ачи пулнине пĕчĕкренпех пĕлнĕ. Пĕртăвансемпе — Василипе, Алевтинăпа, Альвинăпа — çыхăну татман. Мана аннепе асанне тăван ача пекех юратса ӳстернĕ. Эпир мĕн пĕчĕкрен ĕçлесе çитĕннĕ. Аслисемпе пĕрле тырă вырма, утă пуçтарма, авăн çапма çӳреттĕмĕр. Анне Таисия Яковлевна колхозра тăрăшнă, эпир те пĕр ĕçрен юлман. Анне хăмла плантацийĕнче те вăй хуратчĕ, çавăнпа ăна пулăшма ялан утнă. Вăрçă хыççăн та хĕрарăмсене йывăр пулнă. Вĕсем пĕтĕмпех алă вĕççĕн тунă, лаша çуккипе сухапуçа хĕрарăмсем туртнă. Анне шуçăмпах ура çине тăратчĕ, хире тухиччен килти ĕçсене тăватчĕ. Пахчара çĕр улми, ытти çимĕç лартса ӳстернĕ. Витере выльăх-чĕрлĕх тытнă, чĕх-чĕп те нумайччĕ. Ялта хур-кăвакал йышлăччĕ, уйрăм кĕтӳ тухатчĕ. Ун чухне тăванлăх туйăмĕ çирĕп пулнă. Аннен тăванĕсем Карачран лашапах хăнана килетчĕç, Кармал праçникне уйрăмах вăйлă паллă тунă. Хам та пĕчĕклех кукамай ялне пĕчченех кайса килеттĕм. Уй тăрăх утма та шикленмен. Ыраш пуссисем хам çӳллĕшчĕ, — аса илчĕ вăрçă ачи. Нина Антонова ялти пуçламăш шкул хыççăн Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Кинчер шкулĕнче вĕреннĕ. 7-мĕш класс пĕтерсен Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуç шкулне кайнă /ун чухне чылайăшĕ çав пĕлӳ çуртĕнче вĕреннĕ/, анчах темиçе уйăх çӳресен пăрахнă. Çав çулхине 13-ри хĕрача фермăра ĕçленĕ, сыснасем валли апат пĕçернĕ. Кĕркуннепе Çĕнĕ Кинчерти шкула 8-мĕш класа утнă. — Кĕнеке вулама кăмăллаттăм, юрлама юрататтăм. Шкул хыççăн ялти темиçе хĕрпе Çĕрпӳри культура училищине çул тытрăмăр. Дирижерпа хор уйрăмĕнче вĕрентĕм, унтах пианинăна алла илтĕм. Каярах хам валли пианино туяннăччĕ, яла килсен ăна шкула панăччĕ, — каласа кăтартрĕ Нина Милаева. Сăмах май, вăл училищĕре чăваш ӳнерĕн ят-сумлă çыннисемпе — Раççей халăх артисчĕпе, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн ертӳçи пулнă Юрий Васильевпа, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе, «Уяв» халăх ансамблĕн ертӳçипе Зинаида Козловăпа пĕрле вĕреннĕ. Вĕсемпе паянхи кун та çыхăну тытать. Диплом илсен Нина Ивановна Çĕнĕ Шупашкарти музыка шкулĕнче 15 çула яхăн фортепиано калама вĕрентнĕ. 1963 çулта Нина Антонова кӳршĕ ял каччипе — 26-ри Геннадий Милаевпа — çемье çавăрнă. Геннадий Иванович Шупашкарти электроаппарат заводĕнче, Çĕнĕ Шупашкарти хими комбинатĕнче Воркутари шахтăра нумай çул тăрăшнă. Кил хуçи пенсие тухсан та ахаль ларман, тĕрлĕ вырăнта ĕçленĕ. Милаевсем икĕ ывăл çуратса ӳстернĕ. Асли Александр Питĕрте пурăнать, милицире ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Кĕçĕн ывăлĕ Сергей — тухтăр, акушер-гинеколог, Президент перинаталь центрĕнче вăй хурать. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ вун-вун ачана пурнăç парнелеме пулăшнă. Нина Ивановна каланă тăрăх, Сергей шкул çулĕсенчех тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ, «Медицинăн пĕчĕк академийĕ» профориентаци шкулĕнче пĕлӳ илнĕ. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Ывăлĕсем ашшĕ-амăшне икĕ мăнукпа савăнтарнă, вĕсен кĕçĕн мăнук та пур 1980 çулта Милаевсем Воркутана куçса кайнă. Унта Нина Ивановна страховани предприятийĕнче ĕçленĕ, Чăваш Ене таврăнсан та çак тытăмра чылай çул тăрăшнă. — Паллах, музыкăсăр тунсăхланă. Юрă-кĕвĕ чунрах юлать. Вăл чун ыратăвне пусарма пулăшать. Халĕ те савăннă чухне, куляннă вăхăтра юрлатăп. Ĕçкĕ-çикĕ те пĕр çаврăм юрă шăрантармасăр иртмест, — терĕ ĕç ветеранĕ. Пушă вăхăтра вăл, ытти хĕрарăм пекех, ал ĕç тунă. Хĕресле мелпе тĕрленĕ ĕçĕсем паянхи кун та пӳрте илем кӳреççĕ. Унăн килĕнче тирпейлĕх хуçаланать. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас