Хресчен сасси 21 (3061) № 04.06.2025

4 Çĕртме, 2025

Китай çыннисене купăс каласа ташлаттарнă

Çĕнĕ Лапсар поселокĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче никĕсленнĕ. Унăн аталанăвĕнче поселокра пурăнакан Геннадий Семеновăн тӳпи те пур.

— 1969 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн зоотехни факультетĕнчен вĕренсе тухсан мана Çĕрпӳ районĕнчи «Динамо» совхоза ĕçлеме ячĕç. Çав çулах Кутин директор чĕннипе Лапсарти кайăк-кĕшĕк фабрикине куçрăм. Ун чухне поселокра нумай хваттерлĕ пĕр çурт кăначчĕ, çавăнта пире хваттер пачĕç. Поселок çултан-çул ӳссе пычĕ. Фабрика тăрăшнипе пурăнмалли çуртсемпе социаллă обћектсем çĕкленнĕ. Малтан поселока фабрикăн котельнăйĕ ăшăтса тăнă, кайран çĕннине хута ятăмăр, «Водоканалпа» пĕрле канализаци станцийĕ турăмăр. Культура çурчĕ, мунча çĕкленĕ. Культура çуртне уçма Андриян Николаев килнĕччĕ. Йывăр саманара мунчана хупнăччĕ, нумаях пулмасть çĕнĕрен ĕçлесе кайрĕ, — калаçу çăмхине сӳтме тытăнчĕ Геннадий Германович. Вăл кайăк-кĕшĕк фабрикинче бригадир, тĕп зоотехник пулнă, 1988-2000 çулсенче директор тилхепине тытса пынă.

Геннадий Семенов аса илнĕ тăрăх, çав тапхăрта фабрикăра 465 пин чăх-чĕп пулнă. «Ăратлă чăпар чăхсене Германие кайса илтĕмĕр. Хамăрăн инкубаторта чĕпсем кăларнă. Çăмартана тĕрлĕ регионтан килсе илетчĕç. Ванчăк çăмартасенчен çăнăх тунă. Предприятире чăх-чĕп кăна мар, ĕне фермисем те пурччĕ. Вĕсенче 480 пуçчĕ, 200-шĕ — сăваканниччĕ. Сĕт сăвас енĕпе эпир малтисемччĕ. Акă Ахвандерова доярка 7920 литр сĕт сунăччĕ. Унăн пĕр ĕни 59 литр паратчĕ. Ăна тата Орешникова дояркăна ВДНХра машинăпа наградăланăччĕ», — сăмаха малалла тăсрĕ ĕç ветеранĕ. 1200 гектар çĕр çинче тыр-пул, нумай çул ӳсекен курăк çитĕнтернĕ. Кăшман, çĕр улми лартса ӳстернĕ. Утăулăм хатĕрленĕ. Фабрикăра лашасем те тытнă.

— Пирĕн предприятире 400 çын ĕçлетчĕ. Кашнине 5 кг аш-какай, 24 л сĕт, 120 çăмарта парса хавхалантарнă. Фабрика ĕçченĕсем пултарулăхпа спортра та хастарччĕ. Халăх хорĕ йĕркеленĕччĕ. Пирĕн волейболистсен команди районта ялан пĕрремĕш ретреччĕ. Кĕрешӳçĕсем, баскетболистсем, боксерсем, теннисистсем маттур пулнă. Пирĕн паллă ентешĕмĕр Валерий Львов боксер та Çĕнĕ Лапсарта пуçланă. Предприятире тĕрлĕ ăмăрту, спартакиадăсем ирттереттĕмĕр, — çитĕнӳсемпе паллаштарчĕ вăл.

Сăмах май, Геннадий Германович хăй те спортпа туслă пулнă. Чăваш Ен чемпионачĕн иккĕмĕш призерĕ ирĕклĕ мелпе кĕрешес енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă.Çамрăк чухне 800 метр чупса район чемпионĕ пулса тăнă, йĕлтĕрпе 5 км ăмăртса çĕнтернĕ. Халĕ те сывă пурнăç йĕркине пăхăнать: кашни ир зарядка тăвать, хĕлле йĕлтĕр çине тăрать, çулла утать.

Геннадий Семенова Турă пултарулăхран кӳрентермен, вăл купăс калать. «Çамрăк чухнех алла тытнă. Атте ăста купăсçăччĕ. Геннадий Терентьевпа пĕрле купăс каланă, Иван Христофоровпа пĕрле юрланă. Ĕçкĕ-çикĕ юрă-кĕвĕсĕр иртмест. Алăра ялан — баян е купăс. Юрлама юрататăп», — терĕ ветеран. Сăмах май, унăн хĕрĕ Светлана — Çĕнĕ Лапсарти ӳнер шкулĕн директорĕ, мăнукĕ хулари искусство шкулĕн ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлать.

Геннадий Семенов — АПК ветеранĕсен союзĕн Шупашкар хулинчи уйрăмĕн ертӳçин çумĕ. Вăл пуçарнипе аслă ӳсĕмрисен «Элегант» ансамблĕ чăмăртаннă. Репертуарта — чăвашла-вырăсла юрăсем. 6 çынран тăракан коллектив тĕрлĕ уявра пултарулăхĕпе паллаштарать. Акă Çĕнтерӳ кунĕнче сцена çине тухнă. «Концертсем, репетицисем, тĕлпулусем... Килте тунсăхласа лармастăп», — йăл кулчĕ 77-ри арçын.

Геннадий Германович Тăвай районĕнчи Йăнтăрчăра çуралнă, Тăвай шкулĕнче пĕлӳ илнĕ. Амăшĕ çамрăклах вилнипе 14-ри ача ĕне сума вĕреннĕ. «Шартлама сивĕсенче ĕнене хĕрхеннипе пӳрте илсе кĕреттĕмĕр. Ĕне сĕчĕпех ӳснĕ, сĕтел юр-вартан татăлмастчĕ. Выльăх-чĕрлĕхе юратнипех зоотехника вĕренме кĕтĕм», — терĕ вăл.

Унăн ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи витĕр тухнă. Фронтра лашапа вăрттăн пакетсем илсе çӳренĕ. Тăшмана хăваласа Таллина çитнĕ, Япони самурайĕсемпе те кĕрешнĕ. Киле 1946 çулта таврăннă. Вăл колхоз бригадирĕ пулнă, куккурус ӳстерсе «Пысăк тухăç илекен мастер» ята тивĕçнĕ. Кил хуçи ВДНХна çитнĕ, унта Хрущевпа сăн ӳкерĕннĕ. Амăшĕ вăрçă вăхăтĕнче окоп чавма çӳренĕ. Семеновсем 6 ача ӳстернĕ: вăрçăччен — виçĕ хĕр, вăрçă хыççăн 3 ывăл çут тĕнчене килнĕ. Сăмах май, Геннадий Семеновăн пĕр шăллĕ те зоотехник профессине суйласа илнĕ. Геннадий Германович Раççейри кайăк-кĕшĕк енĕпе ĕлекен предприятисен директорĕсен канашĕн членĕ пулнă май ытти региона çитсе курнă. Акă Мускав облаçĕнчи фабрикăна пĕрре мар кайса килнĕ. «Фабрикăсене çăмартапа, чăх-чĕппе тивĕçтернĕ. Чăваш Енре кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен предприяти темиçеччĕ: Канашра, Çĕрпӳре, Муркашра, Вăрмарта, Кӳкеçре, Çĕнĕ Шупашкарта... Пурте лайăх ĕçлекен хуçалăхсемччĕ. Лапсар фабрики те тĕслĕхлĕ предприятиччĕ. Пирĕн ĕçĕ-хĕлпе паллашма Китайран та килнĕччĕ. Хăнасене купăс каласа ташлаттарнăччĕ, «Катюша» юрлаттарнăччĕ. Шупашкар горкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Леонид Прокопьев пирĕн пата килкелесе çӳретчĕ, амăшĕ валли чăхсем туянатчĕ. Шупашкар районĕн ертӳçи Геннадий Романов фабрикăра час-час пулатчĕ», — аса илчĕ Геннадий Германович. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Сĕтел-пукан та ăсталанă

Литература музейĕнче чăваш поэзийĕн классикне Константин Иванова /1890-1915/ халалланă кĕтес пур. Унта сăвăçăн япалисем упранаççĕ. Хăйне евĕрлĕ экспонат — Константин Васильевич йывăçран ăсталанă пичет машинки.

Музей ертӳçи Ирина Оленкина каланă тăрăх, унпа ачасем уйрăмах интересленсе паллашаççĕ. «Кунашкал япалана музейре кăна курма пулать. Ăна совет вăхăтĕнчи «Прогресс» пичет машинкипе танлаштарса пăхаççĕ. Ку та ачасене тĕлĕнтерекен япала», — терĕ Ирина Вячеславовна. Сăвăç пичет машинкипе мĕн те пулин пичетленĕ-и, çук-и — паллă мар. Ăна тусах çитереймен теççĕ. Поэт вилсен ку экспонат Пушкăртстанри Пелепей педагогика училищинче упраннă, 1940 çулта ăна Шупашкара илсе килнĕ. Малтан вăл Чăваш наукăпа тĕпчев институтĕнче вырăн тупнă, 1963 çулта ăна Литература музейне парнеленĕ. Пичет машинкин копийĕ Слакпуçĕнчи музейре те пур. Пĕлетпĕр: Константин Иванов тĕрлĕ енлĕн аталаннă çын пулнă. Сăвă-калав çырнисĕр пуçне алă ăсти пулнă. Вăл йывăçран илемлĕ япаласем касса кăларнă, хитре ӳкерчĕксем, сĕтел-пукан тунă, спектакльсем валли декорацисем хатĕрленĕ. Сăмах май, Литература музейĕнче сăвăç йăмăкĕ Мария Васильевна валли тунă шкап-тумба та упранать. К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕн кун-çулĕ шăпах паллă поэтпа çыхăннă. Константин Васильевич çуралнăранпа 50 çул çитнине халалласа 1940 çулхи çу уйăхĕнче Чăваш писателĕсен союзĕпе литература секторĕ пуçарнипе Чăваш наукăпа тĕпчев институтĕнче курав уçăлнă. Ун никĕсĕ çинче юпа уйăхĕнче Чăваш литературипе искусствин музейне йĕркеленĕ. Пĕрремĕш директорĕ Иван Ивник сăвăç пулнă. Анчах 1941 çулта вăрçă пуçлансан музее хупнă, экспонатсене Тĕп чăваш /халĕ — Наци/ музейне куçарнă. 1957 çулта Константин Иванов скверĕнче вырнаçнă çуртра Литература музейне тепĕр хут чĕртсе тăратнă. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.