Хресчен сасси 23 (3063) № 25.06.2025

25 Çĕртме, 2025

Йăх-несĕле 12 сыпăк таран тĕпченĕ

Йăх-несĕле 7 сыпăк таран пĕлмелле теççĕ. Çамрăк генеалог Андрей Михайлов тăванлăх йывăççине 12 сыпăк таран тума май пуррине ĕнентерет. «Генеалоги — питĕ илĕртӳллĕ ăслăлăх. Унпа интересленекенсен шучĕ пысăклансах пырать. Эпир ăçтан пулнине, пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем камсем иккенне, хăш йăхран тухнине пĕлес килни çынсене архивсенче сехечĕ-сехечĕпе ларса ĕлĕкхи вун-вун документа шĕкĕлчеме хистет. Тата… çак ĕçе пуçăнас тесен чун ыйтни пулмалла», — терĕ 27-ри генеалог.

Масарсене оцифровка тумалла

Андрей Вадимович Элĕк районĕнчи Шĕмшеш тăрăхне кĕрекен Шуркассинче çуралса ӳснĕ. Мăн Ямаш шкулĕ хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра вĕреннĕ, система администраторĕн специальноçне алла илнĕ.

— Историпе ачаран кăсăкланаттăм, студент çулĕсенче авалхи пурнăçпа интересленес туйăм вăй илсех пычĕ. Пĕр курсра вĕренекен ирçе ачи тăван халăх кун-çулĕ çинчен каласа кăтартатчĕ, хăшĕ-пĕри йăх-несĕле тĕпчетчĕ. Эпĕ ку ĕçе виçĕ çул каялла салтакран таврăнсан пуçларăм. Малтан тăвансем пурăнакан ялсене çитсе килтĕм, вĕсемпе курса калаçрăм, ватă çынсенчен ыйта-ыйта пĕлтĕм. Аслă ӳсĕмрисем документсенче сыхланса юлман пулăмсемпе çынсем çинчен пĕлтерме пултараççĕ. Пирĕн йăх 20 ытла яла пĕрлештерет. Халĕ çав ялсене çыхăнтаракан йăх карттине тăватăп. Хамăр йăх-несĕл йывăçне 12 сыпăк таран турăм. Хамран чылай çул аслă Петр Корняковпа паллашсан çак ыйтупа малалла ĕçлес хавхалану çуралчĕ. Унпа пĕрле Йошкар-Ола архивне çӳреме тытăнтăм. Етĕрне уесĕпе çыхăннă документсен пĕр пайĕ Мари Элта упранать. Мускав архивĕнче упранакан авалхи хутсенче çырнине /скоропиçе/ вулама вĕрентĕм. Вĕсене шĕкĕлчесен Пĕрремĕш Петĕр патша вăхăтĕнче пурăннă çынсен ячĕсене пĕлеетпĕр. Шăпах вăл хушнипе 1919 çулта ревизи /перепиç/ тума пуçланă, — сăмах çăмхине сӳтме тытăнчĕ çамрăк çын.

Андрей Михайлов каланă тăрăх, йăх-несĕлпе кăсăклансан мăн асаттесем мĕнле пурăннине пĕлетĕн. «Йăх-несĕле тĕпчени чăвашлăха, халăх чĕлхине упрама пулăшать. Хальхи вăхăтра чăвашсем вырăсланса, тăван чĕлхене манса пыраççĕ. Генеалоги шăпах тăван чĕлхене юратма вĕрентет. Вырăсла калаçакан чăваш та халăх чĕлхине, культурине, йăли-йĕркине, кун-çулне пĕлме тăрăшни паха», — терĕ вăл. Çамрăк генеалог йăх-несĕл ыйтăвĕпе видеокурс хатĕрлеме палăртнă. Вăл йăх-несĕле тĕпчекенсене, уйрăмах çак ĕçе пуçăнакансене, çул кăтартакан пулса тăрĕ, вĕсен ĕçне çăмăллатма май парĕ. Видеокурс вăл е ку документпа, архиври фондсемпе мĕнле ĕçлемеллине паллаштарма тивĕç. Ăна социаллă сетьсенче вырнаçтарасшăн. Андрей масарсене, унти вил тăприсене оцифровка тăвас ĕçе пуçарасшăн. «Паян çакна тумасан вĕсем те çухалаççĕ, унти даннăйсем те пĕтеççĕ. Калăпăр, тепĕр темиçе çултан йăх-несĕле тĕпчеме пуçлакансем валли кивĕ масарсенче нимĕн те юлмасть. Ятарлă сервис кирлĕ. Вил тăприсене навигаци тытăмĕпе усă курса шыраса тупма май пултăр. Паллах, ку пĕччен тумалли ĕç мар. Чылай масарта чи малтан унта кама пытарнине те тупма пулать. Шел те, тăвансен вил тăприйĕсене пăхса тăман çын та сахал мар. Аслашшĕ-асламăшĕн ят-шывне пĕлменнисем те пур пирĕн хушăра. Питĕ япăх пулăм ку. Пĕр масарта «Кукам Елена» тесе çырнине тĕл пултăм. Мăнукĕсем унăн хушамачĕпе ашшĕ ятне астуманни тĕлĕнтерет. Хăш-пĕр регионта масарсен сайчĕсем пур, вĕсенче пытарнă çынсене шыраса тупма май пур. Анчах кунашкалли пирĕн тăрăхра çук-ха хальлĕхе», — ăнлантарчĕ çамрăк.

Генеалоги форумĕ ирттересшĕн

Çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче Андрей Михайлов Хусанта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри генеалоги форумне хутшăннă. Иван Грачевпа пĕрле вĕсем чăвашсен генеалоги уйрăмлăхĕсем çинчен каласа кăтартнă. Форум программи анлă пулнă. Ăсталăх сехечĕсем, лекцисем, генеалоги вăййисем йĕркелеççĕ, 18-мĕш ĕмĕрти скоропиçе /авалхи çырулăха/ вулама хăнăхтараççĕ, паллă купсасемпе священниксен пурнăçĕпе паллаштараççĕ тата ытти те. Çакнашкал форума Чăваш Енре йĕркелес шухăш та пур çамрăк генеалогсен. Андрей ялсен кун-çулĕпе те кăсăкланать. Ĕлĕкхи карттăпа ял планĕсене хальхипе танлаштарать. Вĕсем тăрăх 100-150 çул каялла вăл е ку килте кам пурăннине пĕлме май пур-мĕн. Вăл ялсене йĕркелесе яракансен списокне тума пуçланă. — Чылайăшне тупма май пур. Ревизи кĕнекисене тĕпчесен выççăлккăсен /тĕп ялтан уйрăлса тухнисем/ пуçаруçисене пĕлме пулать. Тĕслĕхрен, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Чурпай ялĕпе Элĕк тăрăхĕнчи Шуркасси Кадеево ялĕнчен тухнă. 1717 çулхи ревизире пĕр çыннăн ашшĕ Чурпай пулнă. Ялсене çын /староста е асли/ тата пурăнакан вырăн ячĕпе панă.

Хăш-пĕр тавра пĕлӳçĕ ял пуçланса кайнине юмахпа çыхăнтарать, паллах, ку тĕрĕсех мар. Василий Димитриев историк та çакна палăртать. Унăн кĕнекисемпе тĕпчевĕсем пире нумай усă кӳреççĕ. Сăнанă тăрăх, ĕлĕк-авал ялта чылайăшĕ пĕр-пĕринпе тăван пулнă, анчах ăна хальхисем чухламаççĕ. Шăпах авалхи документсене тĕпчесен çакна тупса палăртаятăн. Акă пирĕн Шуркассинче 1717 çулта икĕ çемье кăна пулнă. Хăш-пĕр ялăн ячĕсем улшăннă, хăш-пĕр ял тепринпе пĕрлешсе ларнă, çухалнисем те пур — тĕпчемелли сахал мар. Йăх йĕркине тунă чухне хушамат хăçан тата мĕнле ятран пулса кайнине те пĕлме пулать. Авалхи чăваш ячĕсенчен пулнă хушамат та нумай халĕ. Чăвашсен ĕлĕк хушамат пулман. Чылайăшĕ ăна салтакран тупса килнĕ. Тĕслĕхрен, Тĕнчен пĕрремĕш вăрçине хутшăннă Антон Возяковăн аслашшĕне Ваçак тенĕ. Микунран Никонов пулса кайнă. Пояринсен хушамачĕ Пояр ятран тухнă. Эпĕ асатте хушамачĕпе çӳретĕп. Мăн асатте Михаил Филиппович пулнă, вăл 88 çулта вилнĕ, — терĕ Андрей. Çамрăк генеалогран чылай çын пулăшу ыйтать. «Вĕсене шырамалли йĕркене ăнлантаратăп. Пĕрле пуçлатпăр, малалла хăйсемех тĕпчеççĕ», — терĕ Андрей. Вăл виçĕ çулта йăх-несĕле тĕпчемелли майсене ăса хывнă. Çавна май Наци библиотекинчи «Истоки» клуба çӳрекенсем валли ăсталăх сехечĕсем те ирттерет. — «Память народа» сайтпа усă курмалла, унта кирлĕ материал сахал мар. Тĕслĕхрен, Сĕнтĕрвăрри районĕнче Шумовсем нумай-мĕн. Шăпах çав сайтра çавнашкал хушаматлă ветерансене шырарăм та пурте /30 çын/ пĕр ялтан пулса тухрĕç — Астакассинчен. Вĕсем, ахăртнех, вăрçă хыççăн районĕпе саланнă. Тепĕр тĕслĕх: Урал тăрăхĕнче пурăнакан пĕр çын Чăваш Енре тăванĕсене шырама ыйтрĕ, анчах хăш ялтан тухнине пĕлмест. Каллех «Память народа» сайта кĕтĕм. Унта мĕн кирлине çырса илтĕм те архиври документсене тĕпчесе тăванĕсене тупса патăм. Яндекс-архив ĕçлесе кайсан пирĕн ĕç çăмăлланчĕ. Вăл пуянланса пырсан йăх-несĕле тĕпчемелли майсем татах та пысăкланĕç. Çынсем генеалогипе ытларах та ытларах кăсăкланĕç, — пĕтĕмлетрĕ çамрăк. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.