Хресчен сасси 47 (2935) № 30.11. 2022

30 Чÿк, 2022

Тухăç пысăк, хак пĕчĕк

ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕпе Сергей Фроловпа ÿсен-тăран, механизаци, химизаци тата ÿсен-тăрана хÿтĕлессипе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Владимир Васильев, «Контактри» соцсетьри «Ял хуçалăх министерстви» страницинче ирттернĕ тÿрĕ эфирта кăçалхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕç, ыйтусене хуравларĕç.

Кăçал вырмана ытти çулхинчен икĕ эрне каярах, июлĕн 27-мĕшĕнче тухнă. Çакă çанталăк условийĕсемпе çыхăннă. Хуçалăхсен хăватлă техника, комбайн пурри вырмана 15-20 кунра вĕçлеме май парать. Анчах йĕпе-сапа тăни уй-хир ĕçĕсене вăраха ячĕ. Тĕш тырă вăхăтра вырса кĕртнĕ пулин те пахча çимĕç, çĕр улми, çу, техника культурисене пуçтарса кĕртесси тăсăлса кайнă. — Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕсем 99,6 процент пушаннă. Хальхи вăхăтра хĕвел çаврăнăшĕ, тĕшĕлĕх куккурус выраççĕ. Асăннă культурăсене яланах çак вăхăтсенче, çанталăк шăнтсан пуçтарма тухаççĕ, — терĕ Сергей Фролов. Тĕшĕлĕх куккуруса тасатса типĕтме 136 оборудовани пур. Çакă пĕр сехетре 2178 е талăкра 50 пин тонна чĕр тавара типĕтме май парать. Çанталăк условийĕсене пăхмасăр кăçал аграрисем 1,014 млн тонна тырă вырса çапнă. Гектарти вăтам тухăç — 34 центнер. Кун пек пысăк кăтарту 2020 çулта пулнă — 32 центнер. Çапла вара кăçал иртнĕ çулхинчен тĕш тырă 74 процент ытларах. Елчĕк, Канаш, Улатăр районĕсенче пÿлмене «сарă ылтăн» самай кĕнĕ. Гектар тухăçĕпе Улатăр /48 центнер/, Çĕрпÿ /39/, Елчĕк /38/ районĕсем малта. Çу культурисене 32,8 пин тонна вырса илнĕ. Çĕр ĕçченĕсем ку енĕпе рекорд лартнă. Лаптăк вара 61,4% кăна пушаннă-ха. Сахăр кăшманне 867 гектар çинчен 26,43 пин тонна кăларнă. Тымар çимĕçе Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенче çитĕнтереççĕ. Çакă вĕсем кÿршĕ регионти сахăр завочĕ çывăхнерех вырнаçнипе те çыхăннă. Чĕр тавара тирпейлеме предприятисем сахалли кăшман лаптăкне ытлашши пысăклатма памасть. Тухăç иртнĕ çулхинчен виçĕ хут пысăкрах. Çĕр улми те 122,7 пин тонна тухнă е пĕлтĕрхинчен 28% нумайрах. Пахча çимĕç 34,5 пин тонна пулнă. Чăваш Енре хăмла туса илесси тепĕр хутчен вăй илме тытăнчĕ. Юлашки вăхăтра унăн лаптăкĕсем те пысăкланнă. 117 гектар çинчен 194,8 тонна е иртнĕ çулхинчен 28% ытларах туса илнĕ. Аграрисем çурхи ĕçсене хатĕрленме те тытăннă ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра вăрлăх тасатса типĕтеççĕ. Ăна та çителĕклех /102%/ хывнă. Акма юрăхли — 62%. 2020 çултан республикăри хуçалăхсене техника туянма кайнă тăкакăн 40 процентне саплаштарма тытăнни парксене çĕнетме май пачĕ. Виçĕ çулта аграрисем машина-трактор чылай туяннă. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Тăван тути — пыл тутти

«Ырă ĕç ывăнтармасть», — теççĕ халăхра. Çакă тĕрĕсех. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан «Атăл» батальонри салтаксене халăхран пуçтарнă япаласене вырăна илсе çитерекенсенчен пĕринпе, Елчĕк арĕпе Юрий Кузнецовпа, калаçнă хыççăн туйса илтĕм çакна. Ара, пĕрре çеç мар, икĕ хутчен пуçтарăнса тухнă вăл юлташĕсемпе инçе çула. Кунпа кăна çырлахмасть, татах каяс шухăш пур. Паян ăна «Хресчен сасси» хаçат тĕпелне йыхравларăмăр.

Ял-йыш кар тăрса пулăшрĕ

— Юрий Анатольевич, ырă ĕçе епле пуçăнтăр? Çакна тума мĕн е кам хистерĕ?

— Кумăн Леонид Георгиевăн иккĕмĕш сыпăкри шăллĕ — «Атăл» батальонра. Вăл ăна хăш-пĕр япала кирли çинчен çырса янă. Çавна май Леонид вĕсене пуçтарма тытăнчĕ, ял-йыша та пĕлтернĕ. Халăх та кар тăрсах салтаксем валли апат-çимĕç, тумтир, сигарет туянчĕ. Хăшĕ-пĕри укçан та пачĕ. Кам мĕнпе пулăшма пултарать. Социаллă тытăмра «Елчĕкри çамрăксен ушкăнĕ» пур. Эпĕ унта çакăн пирки çырса ятăм. Пĕрисем укçа пуçтарчĕç, теприсем — япаласем. Çапла майпа ахрăм республикипех саланчĕ, Тутарстанран та япала илсе килекен тупăнчĕ. Пĕрле вĕреннĕ ача Евгений Степанов пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен ялĕнче, Канаш районĕнчи Сухайкассинче, хĕрарăмсем каçхине клубра салтаксем валли нуски çыхаççĕ иккен. Ырă çак ĕçе клуб ертÿçи Лариса Ялугина йĕркеленĕ. «Ăшă япаласене сиртен парса яма çук-и?» — ыйтса çырчĕç ентешсем. Ку нускисене эпир иккĕмĕш хут кайнă чухне пĕрле илтĕмĕр.

— Ыр кăмăллăх акцине пирвайхи хут хутшăнакан чылай пулчĕ-и?

— Республикипех. Япаласене ăçта илсе пымаллине шăнкăравласа ыйтрĕç. Эпир пĕлтернĕ хыççăн вĕсене машинăсемпе тĕп хулари çар комиссариатне леçсе панă. Пĕрремĕш партие Шупашкар, Елчĕк, Патăрьел районĕсем хастар хутшăннине асăнса хăвармалла. Вырăна çитсен рота командирĕ пире мĕн кирлине палăртса список туса пачĕ. Унта апат-çимĕçсĕр, япаласăр пуçне, çар техникин саппас пайĕсене те кĕртнĕ. Техника та çĕмĕрĕлет çав. Çавна май саппас пайĕсене шыраса çÿриччен яланах ал айĕнче тытмалла. Ентешсем вĕсене туянма та пулăшрĕç. Шупашкарти 60-мĕш шкулти ачасемпе ашшĕамăшĕн комитечĕн ертÿçи Юлия Маллинăпа Наталья Михеева вĕрентекен манпа çыхăнчĕç. Вĕсем те салтаксем валли апат-çимĕç, вĕренекенсен çырăвĕсене хатĕрленĕ, пирĕнтен парса ярасшăн. Япаласене асăннă шкула кайса илтĕмĕр. Çавăн пекех Канаш çамрăкĕсем те хастар пулнине каласа хăварас килет. Вĕсем пĕр кун хушшинче 50 пин тенкĕ куçарса пачĕç. Елчĕк районĕнчи Ĕнел ялĕнчи Владимир Николаев вĕрентекен пуçарăвĕпе ял çыннисем укçа пуçтарчĕç. Ытти тăрăхри ентешсем те хастар хутшăнчĕç. Çапла вара иккĕмĕш хутĕнче виçĕ машинăпа çула тухрăмăр, 9-ăн кайрăмăр. Малтан октябрьте кайнăччĕ, хальхинче — ноябрĕн 12-мĕшĕнче. Çул çинче икĕ талăка яхăн пултăмăр.

— Ахаль çынсем çеç мар, ыр кăмăллăх ĕçне юрăçсем те хастар хутшăнаççĕ. Сăмахран, Мускавра пурăнакан Олеся Яковлева Шупашкарта «Манăçми салтаксем» концерт йĕркелерĕ.

— Çапла, ку тĕлĕшпе Олеся Яковлевăна тав тăвас килет. Вăл чи малтан манпа çыхăнчĕ, концерт йĕркелемешкĕн пулăшма ыйтрĕ. Сăмах май, унăн шăллĕ Денис та Украинăри ятарлă çар операцинче пуç хунă. Ăна тата ытти ентеше халалласа концерт ирттерме шут тытнă вăл. Паллах, эпир ăна чылай пулăшрăмăр. Зал тулли халăх пухăнчĕ. Олеся шăрантаракан юрăсене куракансем ура çине тăрса итлени чун-чĕрене тыткăнларĕ. Концертра пухăннă укçа-тенке пĕтĕмпех «Атăл» батальонри салтаксене пулăшмашкăн ятăмăр.

— Ентеш салтаксем епле кĕтсе илчĕç сире?

— Вĕсем пирĕнсĕр тунсăхланă. Иккĕмĕш хутĕнче: «Эпир сире тахçанах кĕтетпĕр, тинех çитрĕр», — теççĕ савăнса. Пире çывăх тăванĕсем вырăнне хучĕç, ыталарĕç. Чун каниччен калаçрăмăр вĕсемпе. Малтан та, кайран та салтаксене какай шÿрпи пĕçерсе çитертĕмĕр. Кил ăшшине туйччăр терĕмĕр. Салтаксем савăнчĕç, хĕпĕртерĕç. Ашшĕ-амăшĕсем, тăванĕсем парса янă кучченеçсене валеçрĕмĕр. Кайран ытти япалана, апат- çимĕçе пурне те пĕр пек пайласа патăмăр.\ — Ачасен çырăвĕсене тата?.. — Шкул ачисен çырăвĕсене вуланă май куççульленчĕç. Унта 50-60 çулсенчи вăй питти арçынсем те пур. Вĕсем те йĕреççĕ. Эпир, айккинче тăракансем, çакна пăлханмасăр сăнама пултараймарăмăр. Чуна витерчĕ. «Урал» машина водителĕ Саша тете, 60 çултан иртнĕскер, çырăва алла илсен айккине кайса вуларĕ. Куçĕ шывланнине пытарас терĕ пулас.

— Ял хĕрарăмĕсем ăшă нускисем чылай парса янине каларăн. Вĕсем пурте вырнаçаççĕ-и?

— Пурте вырнаçаççĕ. Унта ăшă япала питĕ кирлĕ. Передовой линире нускисене çуса тăхăнма май та, вăхăт та çук. Çавăнпа вĕсем яланах кирлĕ. Базăра вырнаçнă салтаксем нускисем пурри çинчен каларĕç. «Передовой линири ентешсене паратпăр, — терĕç. — Вĕсене ытларах кирлĕ». <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


«Паллă ентешсене манмалла мар»

Вăрнар районĕнчи Вячеслав Алексеев агропромышленноç комплексĕнче çирĕм çул ытла тăрăшать. Пултаруллă та хастар çын кăçал «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята илме тивĕçнĕ.

Анлă уй-хирте техника кĕрлевне итлеме, тĕш тырă тинĕс пек чÿхенсе ларнине сăнама кăмăллать вăл. Çак туйăм ачаранах пырать темелле. Çавăнпах-тăр шăпине тăван ялпа, ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Аслă шкулта агроном специальноçне алла илнĕ. Каярахпа, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче пулас агрономсене вĕрентме тытăнсан, педагог-биолог профессине те алла илнĕ вăл. Çичĕ çул çамрăксене çĕр ĕç вăрттăнлăхне, технологие ăса хывма пулăшнă. — Унччен техникумра агронома хаваспах вĕрентетчĕç. Лару-тăру улшăннă май асăннă профессие суйлакан сахалланчĕ. Каярахпа уйрăм та хупăнчĕ. Хальхи вăхăтра АПК отраслĕнче агрономсем çителĕксĕрри уйрăмах систерет. Малашне аграри техникумĕсене пĕрлештерсен агроинженерсем те хатĕрлеме тытăнасса шанас килет. Вĕсемсĕр ÿсен-тăран отрасльне кирлĕ пек аталантараймăн, — палăртрĕ Вячеслав Николаевич. Хыççăн хуçалăхра агрономра ĕçленĕ. Район администрацийĕн çĕр ĕç комитетĕнче вăй хунă вăхăтра ăна Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн Вăрнарти уйрăмне ертсе пыма шаннă. Пилĕк çул ĕнтĕ вăл çак ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать. Педагог пĕлĕвне илни те ыттисемпе хутшăнма, пĕр чĕлхе тупма пулăшнине палăртрĕ вăл. Апла вĕренни сая кайман. Пысăк мар ушкăн аграрисен тухăçлăхне хăпартассишĕн курăмлă тÿпе хывать. Кунта пуян опытлă специалистсем вăй хураççĕ. Акă Елена Спиридоновăн ĕç стажĕ 40 çул ытла. Юлашки вăхăтра коллектив çамрăк специалистсемпе пуянланнă. Техникум, аслă шкул хыççăн килекенсем те пур. «Уй-хир сиплевçисем», — темелле-тĕр вĕсене. Ÿсен-тăрана, пахча çимĕçе, улма-çырлана вăхăтра сиплемесен чир-чĕр сарăлать, тухăç чакать. Хирте усал чир асăрхасан çийĕнчех мерăсем йышăнаççĕ, хуçалăхсене пĕлтереççĕ. — Мĕн акатăн — çав шăтать. Хуçалăхсем вăрлăхпа ĕçлени, ăна çĕнетсе пыма тăрăшни палăрать. «Санары», К.Маркс ячĕллĕ, «Агрохмель» хуçалăхсем вăрлăхсем хатĕрлесе сутаççĕ. Республикăран кăна мар, ытти регионран та туянма килеççĕ. Апла кун пек чухне тавар пахалăхĕ çÿллĕ шайра, чир-чĕртен, çум курăкран таса, типĕ, шăтаслăхĕ пысăк пулмалла. Пирĕн специалистсем çаксене палăртса вăрлăх пирки документсем параççĕ. Районта çĕр ĕçне çĕнĕлле йĕркелесси сарăлса пырать. Хăш-пĕр хуçалăх темиçе çул ĕнтĕ анана сухаламасăр, хăмăл çинех акать. Районта машинатрактор паркĕ çĕнелсе пыни те савăнтарать. Патшалăх тăкакăн 40 процентне саплаштарни аграрисемшĕн пысăк пулăшу пулчĕ. Хирте хăватлă техника ĕçленине курсан чун хĕпĕртет. Унпа çын нумай кирлĕ мар, пысăк лаптăка кĕске хушăрах сухаласа акма пулать. Тăкак чакать, тухăçлăх ÿсет, хирсем те тикĕс, таса, — терĕ Вячеслав Алексеев. Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмĕн ĕçченĕсем хире мĕнле вăрлăх тухнипе те кăсăкланаççĕ. Сорта ăçтан туяннă, пахалăхĕ, миçе çул акнă тата ытти те. Хирсенче ÿсен-тăран мĕнле вăй илнине те тишкереççĕ. Вăрлăхне çапса илнĕ хыççăн унăн тасалăхĕ, калăпăшĕ, йывăрăшĕ… — кăсăклантарать специалистсене. Хуçалăхсем вĕсен сĕнĕвне шута илсе ÿсен-тăран отрасльне аталантараççĕ. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


Серепене çаклансан

Кĕрхи сивĕ çанталăк, урамра йĕпхÿ пĕрĕхет. Кашни кунах çумăр çукаласа тăнипе урам енчи кантăк çуллахи тусанран çăвăнса тасалнă: çап-çутă йăлтăртатса тăрать. Кантăксем пысăк пирки пÿлĕмре самаях çутă.

Палатăра тăваттăн выртаççĕ. Кăнтăрла вăхăчĕ. Икĕ ватăрах хĕрарăм харлаттарса çывăрма пуçларĕç. Зоя, пуринчен те çамрăкки, кĕнеке вуласа выртать. Лиза, пĕчĕкрех пÿ-силлĕ, сарă çÿçлĕ, кăвак куçлă 45 çулти сăпайлă хĕрарăм, çывăрма шухăшламарĕ. Кăнтăрла çывăрсан каçхине ниепле те куç хупаймăн. Больницăра вăхăт та майĕпен шăвать. Çавна май пуçа темĕн тĕрлĕ шухăш та пырса кĕрет. Çĕрле вăрансан та ыйхă вĕçнипе аптăрать Лиза. Яланах килти çинчен шухăшласа пуçне ватать. Пахча ĕçĕсене пуçтарса пĕтернĕпе пĕрех, купăста касмалли кăна юлнă. Ăна Пукрав сивви пулмасăр нихăçан та касман-ха. Унччен больницăран кăлараççĕ пулĕ-ха. Купăста кассан, пахчана тислĕк тăкса хăварсан ĕçсем вĕçленеççĕ. Выльăх кăшманне больницăна киличченех кăларса хăварнă. Кăçал пахча çимĕç вăйлă пулчĕ, хурламалла мар. Кишĕр те, çĕр улми те, купăста та шултра. Хĕл каçиччен çиме çитет. Халĕ вĕсем пĕр ĕне кăна тытаççĕ. Маларах иккĕ таран усранă. Сысна çăвăрлаттарса çурисене те сутнă. Юлашки вăхăтра Лиза, сывлăхĕ япăхланнипе, выльăх шутне самаях чакарнă. Халĕ вĕсене икĕ хĕрĕ пăхса пурăнаççĕ. Пĕри — аслă, тепри кĕçĕн классенче вĕренеççĕ. Шкула кайиччен те, унтан килсен те хăйсемех выльăхсене апатлантараççĕ, шăвараççĕ. Кукамăшĕ пырса пăхкалать-ха. Хĕрĕсем, пĕчĕкрен ĕçе хăнăхнăскерсем: «Кукамай, пирĕншĕн мĕн пăшăрханса çÿретĕн? Эпир пĕчĕк ача мар ĕнтĕ», — тесе çывăх тăванне лăплантараççĕ. Лиза упăшкине халĕ тĕрмене хупнă. Мăшăрĕ, самаях ĕçкелеме юратаканскер, Лизăна суранлатман пулсан вăл кашни ултă уйăхра больницăна килсе выртмастчĕ. Пуç ыратнипе те аптăраман пулĕччĕ. Лиза çапла хăйĕн шухăш çăмхине сÿтрĕ те сÿтрĕ. Ăна никам та чăрмантаракан пулмарĕ. Çирĕм çул каялла пĕрлешрĕç вĕсем Тольăпа. Мĕн тери лайăх пурăннă иккĕшĕ, калама та пĕлес çук. Упăшки колхозра шоферта ĕçлетчĕ. Лиза вара — ача садĕнче. Ĕçĕ те килĕшетчĕ, килте те кăмăллă. Пĕр-пĕрне ăнланса, юратса пурăнатчĕç. Икĕ хĕр çуратрĕç, вĕсемпе йăпанчĕç, савăнчĕç вĕсем. Толя ĕçрен вăхăтра таврăнатчĕ, хуçалăхри, килти ĕçсене иккĕшĕ пĕрле тăватчĕç. Юлашки вăхăтра арçын килне ĕçкелесе килме пуçларĕ. «Ăçтан тупăнать сан валли ĕçмелли?» — тесе ыйтсан юлташĕсем ярса панине каларĕ. Малтанах Лиза шарламастчĕ. Ара, ĕçесси вăл пурин те пулать. Унăн упăшки сăра-эрехпе айкашакан мар-ха тесе лăпланатчĕ. Пĕрер кун ĕçмесĕр килсе пăхать те тепĕр кун каллех ÿсĕр. Çапла, пĕчĕккĕн ĕçкелесех Толя эрех еннелле туртăнма пуçларĕ. Калани те усси çук. Хĕрĕсенчен те, арăмĕнчен те пахараххи халь уншăн «çутти» пулса тăчĕ. Хирĕç мĕн те пулсан каласан тарăхсах каять. Тепĕр чухне алă çĕклени те пулнă. «Ытла йăмăххи час шупкалать», — тенĕ ватă çынсем. Кăмăллă пурăнакансенчен хирĕçÿллĕ çемье пулса тăчĕ. Хуçалăхри ĕçсене те туми пулчĕ арçын. Урлă выртакана тăрăх та çавăрса хумарĕ. Пĕтĕм ĕç Лиза çине тиенчĕ: вутă хутмалла, выльăхсене пăхмалла, ĕçе каймалла… <...>

Галина ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.