Хресчен сасси

25 Пуш, 2015

Ӳркенмесен сухан та пылак

Апрель уйăхĕ çитмен-ха, анчах Çĕнĕахпӳртсем /Патăрьел районĕ/ çĕр ĕçне паян-ыран пуçăнма хатĕррипе тăпăртатса тăраççĕ. Килти пахчасенче юр кайса пĕтнĕпе пĕрех. Уй-хир те вăрах кĕттермĕ. Севок сухан лартма вăхăт çитĕ. Ăна Çĕнĕ Ахпӳрт ялĕнче килсерен тенĕн ӳстереççĕ.

25 Пуш, 2015

Ыйту яланхиллех çивĕч

Наркотиксемпе кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн республикăра юлашки çулсенче наркоманипе чирлисен шучĕ чакса пынине палăртнă. Ку енĕпе федерацин Атăлçи округĕнче те, пĕтĕмĕшле Раççейре те эпир лайăхрах кăтартусемпе палăрса тăратпăр. Наркотикпа çыхăннă преступленисене туллин уçса пама тăрăшни, сывă пурнăç йĕркине анлăн сарни, спорта аталантарни, ытти йышши профилактика тата сиплев майĕсем кирлĕ ĕçре пулăшаççĕ. Анчах çивĕч ыйту тата тăрăшуллăрах пулма хистет.

25 Пуш, 2015

Çĕпĕр сиввинчен - чăваш ăшшине

Ял çĕрĕ тăрантарнă

- Хаçатра çакна вуланăччĕ: колорадо нăррине пуçтармалла, вĕтетсе тÿмелле, комбикормпа хутăштарса цесаркăсене çитермелле. Çакăн хыççăн вĕсем хăйсемех усал нăрăсене çиме тухĕç имĕш. Çавăнпа усрама пуçларăм цесаркăсене. Хальлĕхе çак кайăксем нăрăсем патне туртăннине курмастăп, анчах чăх, хур-кăвакал чĕпписене хурчкасенчен сыхлама пулăшаççĕ. Хальччен лешсем кил картине вĕçсе анса пĕчĕкскерсене туххăмрах çаклатса каятчĕç. Цесаркăсем хăйсен сассипе хăратма тытăннăранпа чĕпсем çухалма пăрахрĕç, - ăнлантарать мана ăшпиллĕ хĕрарăм.

25 Пуш, 2015

Тĕллевсене палăртнă

Çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленсе ирттерессипе çыхăннă семинар-канашлăва кăçал Вăрнар районĕнче йĕркеленĕ. Унта хутшăннисем малтанах Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăра ялĕнчи сĕт-çу фермипе паллашнă. Кунта 1100 ĕне тăрать. Республикăра кунашкал пысăк сĕт-çу ферми урăх çук.

Пĕр вăхăтра 40 ĕне сăвăнать. Вĕсене сăвакан операторсем çĕнĕ йышши техникăна алла илнĕ. Унсăрăн май та çук, мĕншĕн тесен ĕне сумалли пÿлĕмре автоматикăпа ĕçлекен хатĕрсем вырнаçтарнă, электрон программăсемпе усă кураççĕ.

Pages