Вăй патăр!

25 Раштав, 2019

Ĕмĕтĕмĕр çитсе пынăран...

Çĕнĕ çул çывхарнă, ĕмĕтленни пурнăçланнă май Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Кипеçри Олег Петровăн кăмăлĕ савăк. Савăнма сăлтавĕ пур. Кăçал вăл «Агростартап» программăпа грант тивĕçнĕ, çĕнĕ ферма тунă.

27 Чÿк, 2019

Эпир мар тăк - кам?

Çитес çул çĕршывра — Астăвăмпа мухтав çулталăкĕ. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитет. Çак уяв Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн те, пĕтĕм Раççейри пекех, чи çутă, пĕлтерĕшлĕ уяв.

30 Пуш, 2017

Кайăк-кĕшĕк те сиплет

Пирвайхи çулсенче килĕшнĕ чăх-чĕппе кайăк-кĕшĕке курсан вăл чăтайман, тÿрех туяннă. Çапла майпа Канаш районĕнчи Шăхасан салинчи Алиса Куропаткинăн хушма хуçалăхĕнче пĕр ăрат çумне тепри хушăннă. Малтанах хĕрарăм çакăншăн хĕпĕртенĕ, анчах куляну та вăрах кĕттермен. Çынран туяннă чĕпсем чирлĕ пулнă, çакна кура ыттисене те пĕтерме тивнĕ.

27 Юпа, 2016

Улми йывăççинчен...

Уй-хир пушаннă, куллен шапăртатса çăвакан çумăр та кăмăла хуçмалла мар пек. Çапах ертÿçĕн салху кăмăлĕ сисчĕвлентерчĕ.

- Çĕр ĕçченĕсен çитĕнĕвĕсене курмăш пулни кăмăла хуçать, - сăмаха айккинелле пăрчĕ ертÿçĕ.

30 Çĕртме, 2016

Çамрăксемсĕр ял илемсĕр

Ял хуçалăхне аталантарасси, çамрăксене тăван çĕре юратма вĕрентесси, вĕсене ялтах хăварасси пирки калаçрĕç «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсемпе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕн должноçне нумаях пулмасть йышăннă Андрей Макушев.

Чăн та, халĕ асăннă отрасльпе кăсăкланакан çамрăк сахал. Ытларах «таса ĕçе» кăмăллаççĕ вĕсем. Хăшпĕр ашшĕ-амăшĕ те ачисене хуланалла ăсатма тăрăшать. Хваттер туянса парать, унтах тĕплентерет. Çапла майпа ял ватăлать.

Pages