Ачасен апатлану культурине ÿстермелле

17 Чÿк, 2020

Ача кун каçиччен мĕн çиет? Уйрăмах шкулти апат шухăшлаттарать: пахалăхлă-и вăл?

Ашшĕ-амăшĕ уроксем хыççăн килне таврăннă пепкине çак ыйтусене паратех. Пĕрисем: «Тутлă», — тесе хуравлĕç. Теприсене вара шкулти апат килĕшмест. Шупашкарти 46-мĕш гимназире вĕренекен ачасен çакăн евĕрлĕ хуравĕпе канăçсăрланнă амăшĕсем алă усса ларас темен. Чӳк уйăхĕн пуçламăшĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти йĕркеленĕ «Онлайн йышăну пӳлĕмĕнче» Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместительне — вĕрентӳ министрне Алла Салаевăна апат пахалăхĕ начарри çинчен пĕлтернĕ.

Ĕнер Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Çĕнĕ шкул» проекчĕн регион координаторĕ Инна Исаева ертсе пыракан ĕç ушкăнĕ çула тухрĕ, 46-мĕш гимназире ачасене апатлантарассине мĕнле йĕркеленипе паллашрĕ. Тĕпрен илсен, кунта ытти вĕренӳ заведенийĕнчен уйрăлса тăраканни нимĕнех те çук. Столовăя кĕрсенех сăмсана тутлă шăршă кăтăклама пуçларĕ. Тунтикунхи менюра хăяр салачĕ, пăрçа яшки, макаронпа сарделька, чей палăртнă. Производство заведующийĕ Галина Быкова пĕлтернĕ тăрăх, апата Роспотребнадзор вун икĕ кунлăха çирĕплетнĕ менюпа хатĕрлеççĕ. Кашни кун вăл тĕрлĕрен, ӳсекен организмшăн усăллă япаласемпе пуян. Чĕр таварпа тĕрлĕ предприяти тивĕçтерет. Вĕсен таварĕ çирĕп тĕрĕслев витĕр тухать. Çавăнпа столовăя пахалăхсăр апат-çимĕç килессинчен хăрамалли çук.

…Шăнкăрав янăрасан столовăя ачасем кĕпĕрленсе кĕчĕç, пĕрне-пĕри тĕрткелесе сĕтел хушшине вырнаçрĕç, васкасах кашăксемпе авăстарма пуçларĕç. Турилкке çинче апат хăваракан сахал пулчĕ. Салат юлнине арçын ача çисе тăраннипе сăлтавларĕ. Тепĕр хĕрача вара сарделька юратмасть иккен. Паллах, шкулти пысăк йыша пĕр харăс вĕресе тăракан апатпа тивĕçтерме çук. Çакна ăнланма пулать пек. Поварсем апата сĕтел çине хатĕрлесе лартаççĕ. Ачасем киличчен яшка е пăтă, паллах, пăсланма пăрахать, анчах та шăнсах лармасть. Капла йĕркепе ĕçлемесен çур сехетлĕх тăхтав вăхăтĕнче пурте апатланса та ĕлкĕреймĕç. Çăхав çырнă амăшĕсене çакă та канăçсăрлантарнă. Вĕсене гимнази директорĕ Андрей Софронов столовăя килсе курма йыхравланине пĕлтерчĕ. «Чăнах та, килчĕç, паллашрĕç, ачасем çиекен апата тутанса пăхрĕç. Пĕри те кăмăлсăр юлмарĕ. Тутлă маррине те, апат сивĕннине те палăртмарĕç», — каласа кăтартрĕ вăл.

«Çĕнĕ шкул» проектăн регион координаторĕ Инна Исаева та тĕрĕслев вăхăтĕнче çитменлĕхсене асăрхаманнине пĕлтерчĕ. «Пирĕн, аслисен, чи малтанах ачасен апатлану культурине ӳстермелле, вĕсене усăллă апат çиме тата тĕрĕс апатланма вĕрентмелле», — терĕ вăл.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.