Çырла татаççĕ, кăшман кăлараççĕ

28 Утă, 2020

«Кăçал хура çырла хура хурлăхан пек шултра. Кусене хĕрĕмпе ывăлăм пуçтарчĕç», — хавхаланса калаçрĕ çул çинче тĕл пулнă, Патăрьеле васкакан водитель. Вăрманăн пылак çимĕçне вăл Патăрьел пасарĕнче сутать. Пĕр витре хура çырла паянхи кун 1 пин тенкĕрен кая мар  тăрать. Ишлĕ Шетмĕ, Ульяновка, Люля, Пăлапуç Пашьел ялĕсенчи ачасем çуллахи каникул вăхăтĕнче ахаль лармаççĕ, витре йăтса кашни кунах вăрмана çырла пухма чупаççĕ. Çапла майпа кăштах нухрат ĕçлесе илеççĕ.

Хальхи ачасене çи-пуçран ытларах тĕрлĕ техника, телефонсемпе гаджетсем интереслентереççĕ. Пирĕн вăхăтри пек укçа-тенке ашшĕ-амăшне шкула каймашкăн çи-пуç туянма памаççĕ ачасем. Апла пулин те ĕçлени паха. Вăхăта усăсăр ирттермеççĕ, йытă хăваласа чупмаççĕ.

Эпир ачалăх çулĕсенче, иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче, виçĕ уйăха яхăн колхозра ĕçлеттĕмĕр.Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне пахча çимĕç бригадинче купăста, помидор шăвараттăмăр. Аслă классене çитсен аслисемпе тан утта çÿренĕ, çĕр улми çумланă, йĕтем çинче ĕçленĕ. Аслисемпе тан укçа ĕçлесе илнĕ. Унсăр пуçне çĕртме уйăхĕн малтанхи вунă кунĕнче шкула практикăна чупнă. Шкул пахчинчи йăрансене çум курăкран тасатнă. Ĕç урокĕсене ертсе пыракан вĕрентекен кашнин ятне журнал çине палăртса пыратчĕ. Колхозра ĕçлесе килнĕ хыççăн килти пахчара ĕçлемеллеччĕ, аттепе аннене выльăх-чĕрлĕх пăхма пулăшмаллаччĕ. Аслисене колхозра выльăх кăшманĕ çумлама пай уйăрса паратчĕç. Унта та пилĕк авнă. Таçта та ĕлкĕрнĕ. Ывăнма пĕлмен, тус-юлташпа пĕрле ĕçлени хавхалантарнă. Чăваш хăйĕн ачисене ĕçпе воспитани парать. Çакă — тĕлĕнмелле лайăх. Колхоз-совхоз кĕрлесе тăнă вăхăтра ÿснĕшĕн хама телейлисен йышне кĕртетĕп. Пире ĕçе юратма вĕрентнĕ.

Халĕ самани урăхларах. Вырăнти ял хуçалăх кооперативĕсенче ĕçсене ытларах техникăпа пурнăçлаççĕ. Шкул ачисемпе çамрăксен пулăшăвĕ кирлех мар. Шкул çумĕнчи пахчана та вĕренекенсем ячĕшĕн кăна çÿрекелеççĕ. Кăçал коронавирус инфекцийĕ сарăлнăран унта та каяймарĕç. Пандемие пула кану лагерĕсем те вĕренекенсене йышăнаймарĕç…

Патăрьел районĕнчи ачасен алă усса ларма чăнахах та вăхăт çук. Укçа ĕçлесе илес текенсем Туçа тăрăхне севок сухан кăларма та çÿрерĕç. Ку енĕпе ĕçлекен хуçалăхсем шкул ачисене ялсене пырса илчĕç. Кайран леçсе хăварчĕç. Кунне 1 пин тенкĕ ĕçлесе илнĕ вĕренекенсем. Хальхи вăхăтра çамрăк ĕçченсем сутлăх хĕрлĕ кăшмана кăларма çÿреççĕ. Кунта та кунне 1-ер пин тенкĕ ÿкет. Тури чăвашсен ачисем çĕр  çырли плантацийĕсене çÿренĕ, виктори татнă. Унсăр пуçне хăш-пĕр районта шкул ачисем сиплĕ курăк пуçтарса типĕтеççĕ, Чăвашпотребсоюз лавккисене парса укçаллă пулаççĕ. Аван вĕт, э? Ан ÿркен кăна — тыткаламалăх укçа ĕçлесе илме пулать. Кунта çакна та палăртмалла: ял ачисемпе пĕрле хуларан асламăшĕ-кукамăшĕ патне килнисем те, кăмăл тăваканнисем, ял ачисенчен юлмаççĕ. Пирĕн вăхăтра та хуларан килнисем колхоза çÿретчĕç.

«Ачана ĕçе пĕчĕкрен хăнăхтармалла. Çитĕнсен кăна вĕрентейместĕн. Эпир, 60-70-мĕш çулсенче, шкул ачисене ĕçлеттерсе воспитани панă. Çакăншăн вĕренекенсем паянхи кунчченех тав тăваççĕ. Ачасене ĕçрен пăрмалла мар. Ĕç шăпăрлансене çын пулма пулăшать», — шухăшне палăртрĕ Елчĕк салинче пурăнакан СССР халăх учителĕ Петр Никифоров. Эпир унпа паянхи ачасем вăй-хал ĕçне питех кăмăлламанни пир-
ки сăмах пуçартăмăр. Интернета, социаллă сетьсене кăмăллаççĕ хальхи ачасем. Паянхи ашшĕ-амăшĕн, учительсен çакăн пек туртăм пулсан та ачасене ĕçе юратма вĕрентмелле пек.

Ĕçпе тивĕçтерекен центрсем те çакна тĕпе хураççĕ. Калăпăр, çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енре çул çитмен 625 çамрăка саккун йĕркине пăхăнса ĕçпе тивĕçтернĕ. Кăçал Шупашкарти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра 14-17 çулсенчи 643 яш-хĕр пулăшу ыйтма пынă. 73 çамрăкпа вăхăтлăх ĕçе вырнаçни çинчен калакан килĕшÿ тунă. Вĕсенчен 39-шĕ бюджет тулашĕнчи сферăра вăй хурать. ЧР Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, вăхăтлăх ĕçе кăçал вырнаçтарнă çамрăксенчен 582-шĕ — сахал тупăшлă çемьерен, 15-шĕ — тулли мар е нумай ачаллă çемьерен, 58-шĕ — çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссире шута илнисем. Камсен ыйтăвĕсене чи малтан пăхса тухаççĕ-ха? Вĕсем — сахал тупăшлă тата нумай ачаллă, ĕçсĕр граждансен çемйисенчи çул çитмен çамрăксем, сусăрсемпе тăлăхсем, ача çурчĕсенче пурăнакансем, йĕркене пăснă, учетра тăракан ачасем. Сăмах май, 14-18 çулсенчи çамрăксене ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтусене 58-16-04 номерпе шăнкăравласа уçăмлатма пулать.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.