«Хыпар» 116 (27699) № 13.10.2020

13 Юпа, 2020

Бюджет социаллă тĕллевлĕ

Республикăн 2021 çулхи, планпа пăхнă 2022 тата 2023 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккун проекчĕ — шăпах çак ыйту тĕп вырăнта пулчĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.

Бюджет параметрĕсемпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ — финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарчĕ. Малтанласа палăртнă тăрăх, 2021 çулта тупăш 58,3 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Çав шутра 30,8 миллиард тенкĕ — хамăрăн тупăшсем: çакă кăçалхинчен 2,1% нумайрах. Тăкаксем 61,1 миллиард тенкĕпе танлашĕç. Укçана ăçта ярассине палăртнă чухне чи малтанах наци проекчĕсен кăтартăвĕсемпе тĕллевĕсене пурнăçа кĕртмеллине шута илнĕ. Çакăн валли 2021 çулта — 9 миллиард тенкĕ, çитес виçĕ çулта 26 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă.

Михаил Ноздряков республика бюджечĕ социаллă тĕллевлĕ пулассине пĕлтерчĕ. Бюджет укçин 70% социаллă пурнăçпа культура тытăмĕ валли ярĕç. Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтермешкĕн 18,4 миллиард тенкĕ уйăрма планланă. Çав шутран 5,2 миллиард тенки — амăшĕсемпе ачасене, 3 миллиард тенки — сахал тупăшлă граждансене, 2,1 миллиард тенки аслă ăрури çынсене пулăшма. РФ Ĕçлев министерстви ĕç укçин чи пĕчĕк виçине /МРОТ/ çитес çултан ӳстерме сĕннĕ. ЧР финанс министрĕ 2021 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен МРОТа 5,5% ӳстерессине, çавна май вăл 12792 тенкĕпе танлашассине пĕлтерчĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА


Вăл — пĕрремĕшсен шутĕнчен

ЧАО йĕркелеме РСФСР Халăх Комиссарĕсен Совечĕпе Тĕп ĕçтăвкомĕн йышăнăвне кăларттарассишĕн тăрăшнă çынсенчен пĕри Сергей Коричев çуралнăранпа юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче 130 çул çитрĕ.

Вăл Куславкка районĕнчи Мушар ялĕнчи чухăн хресчен çемйинче çуралнă. 1898 çулта çывăхри Елчĕк ялĕн земство шкулне пĕлӳ илме кĕнĕ, анчах вĕренсе пĕтерме май килмен, мĕншĕн тесен унта укçа ыйтнă. Ашшĕ-амăшĕ тӳлеймен. Çавăнпа Çеруш 1905 çулччен кил хуçалăхĕнче ĕçлесе пурăннă. Пуçĕнче укçа туса вĕренес шухăш тĕвĕленнĕ. Çав çул ялтан кайса «Дружина» общество баржин матросĕнче ĕçлеме тытăннă. 1912 çулччен вăл — Хусан купсин «Посланник» пăрахучĕн кочегарĕ, «Самолет» обществăн «Тургенев» пăрахучĕн масленщикĕ. Вĕсемпе Атăл тăрăх çӳренĕ.

1912 çулта Çеруша патша çарне илнĕ. Вĕрентсе кăларсан — отделени командирĕ. 1914 çулта пуçланнă тĕнче вăрçинче Австро-Венгри салтакĕсемпе çапăçнă. 1915 çулхи нарăс уйăхĕнче Гродно хули патĕнче виççĕмĕш хут аманса госпитальте сипленнĕ хыççăн ăна 1,5 çуллăха килне янă. Хăй тĕллĕн вĕренсе 1916 çулхи нарăс уйăхĕнче «çарăн иккĕмĕш разрядлă вольноопределяющийĕ» ята илнĕ. Çав çулхи пуш уйăхĕнче ăна каллех малти линие ăсатнă. Фронт пурнăçне хăнăхса ĕлкĕреймен — прапорщиксен Псков хулинчи шкулне янă. Унтан 1916 çулхи раштав уйăхĕнче вĕренсе тухнă. 1917 çулхи нарăс уйăхĕнче буржуази-демократи революцийĕ кĕрлесе иртнĕ хыççăн ăна 706- мĕш Галузия полкĕн комитетне суйланă. Вăхăтлăх правительство председателĕ А.Керенский хушăвĕпе унăн чаçне шанчăксăррисен шутне кĕртсе пехотăн Оренбургри саппас полкне куçарнă.

С.Коричев унта пĕтĕм влаçа совет аллине пама ыйтакансен митинг-пухăвне хутшăннă. 1918 çулхи нарăс уйăхĕнче ăна çартан яланлăхах янă. Вăл тӳрех политика кĕрешĕвне хутшăннă: Хусан кĕпĕрнинчи хресченсен II съезчĕн делегачĕ, кĕпĕрне Совечĕн ĕçтăвкомĕн, пуш уйăхĕнчен РКП/б/ кĕпĕрне комитечĕн Чăваш секцийĕн членĕ, ака уйăхĕнчен — РСФСР Национальноçсен ĕçĕсен Халăх Комиссариачĕн Чăваш пайĕн ертӳçин çумĕ.

Людмила АФАНАСЬЕВА, ЧР патшалăх хальхи истори архивĕн ертсе пыракан архивисчĕ.


Тăван ял çинчен шухăшласа

Çивĕч ыйтусене çĕклекен, сӳтсе явакан çынсем кашни ял тăрăхĕнчех пур. Çитменлĕхсене курсан куçа хупса иртмеççĕ.

Елчĕк районĕнчи Чăваш Тăрăмĕнче çуралса ӳснĕ, Шупашкарта пурăнакан Алексей Албутов тăван ялне час-часах кайса çӳрет. Ашшĕ-амăшĕ пурăннă чухне кил хуçалăхне тытса тăма пулăшнă. Халĕ хăй пăхса тăрать. Отпускне, тепĕр чухне канмалли кунсене ялта ирттерет. Пушă вăхăтра ача чухне вылянă вырăнсене пăхса çаврăнать. Тăватă çул каялла Ваçка варĕ урлă каçнă чухне ишĕлсе аннă йывăç кĕпере асăрханă.

— Çынсем çуркунне-кĕркунне кунтан каçаймастчĕç, тепĕр урама тавра çулпа çӳретчĕç, — аса илчĕ Алексей Яковлевич. — Çĕнĕ кĕпер темиçе çул тутармарĕç. Çавăнпа çынсем шавлама тытăнчĕç. Чун чăтмарĕ — тимĕр конструкцирен 12 метр тăршшĕ каçă туса вара вырнаçтарса лартрăм. Халĕ тӳррĕн çӳреççĕ.

А.Албутов пĕррехинче ял варрипе иртекен, çĕре хăпартса тунă çулпа пынă чухне кĕпер тоннелĕн тăприпе чулĕсем ишĕлнине курнă. Тепри курман пек туса иртсе каятчĕ-тĕр. Алексей Яковлевич, Çĕрпӳ техникумĕнче механика вĕреннĕскер, çырмана анса кĕпер ишĕлсе анма пултарнине палăртать. Транспорт е çынсем инкеке ан лекчĕр тесе ял тăрăхĕн тата район администрацийĕсене систерет. Анчах вĕсем çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнмаççĕ.

— Çавăнпа республикăн çӳлти инстанцийĕсене çитме тиврĕ, — каласа пачĕ А.Албутов. — Ыйтăва ултă çул татса памасăр тăсса пычĕç. Пĕлтĕр тоннеле юсаса кĕпер турĕç. Икĕ енчи карлăкĕсене хальчченех вырнаçтарман-ха. Тăвасса шанатăп.
Пилĕк çул каялла Чăваш Тăрăмĕ ĕçмелли шывсăр юлнă. Ял-йыш каллех шавлама тытăннă, анчах ыйтăва татса паман.

— Ăна та манăн тишкерме тиврĕ, — терĕ Алексей Яковлевич. — Халĕ шыв пур.

— Паян мĕн канăçсăрлантарать? — ыйтрăм унран.

Юрий МИХАЙЛОВ.


Çапăçу хирĕнче те калем тытнă

Пирĕн атте Петр Павлов Муркаш районĕнчи Шарпаш ялĕнче 1913 çулхи авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче çуралнă. Малтан — Чуманкасси шкулĕнче, унтан Муркашра вĕреннĕ. Пĕлĕве Шупашкарти иккĕмĕш сыпăкри 1-мĕш шкулта та туптанă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсен вĕçĕнче автотранспорт енĕпе йывăрлăхсем пулнах, çавăнпа çывăх тăванăм кашни канмалли кунах çуралнă ялне çуранах васканă. Пĕр енне 60 çухрăм, каялла — тепĕр çавăн чухлĕ. Çимелли те çитсех пыман-тăр, çапах вăй-хăвачĕ пулнă. 1931 çулта Шупашкарти педа-гогика техникумне вĕренме кĕнĕ. Çара кайиччен Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. 1939 çулхи кĕркунне аттен салтак тумĕ тăхăнма вăхăт çитнĕ. Житомир облаçĕнчи Бердичев хулинче вырнаçнă стрелоксен 146-мĕш дивизийĕн 608-мĕш полкĕнче службăра тăнă. «Румыни кампанийĕ» хыççăн Львов хулине, унти 8-мĕш танк дивизине лекнĕ. Асăннă дивизие хăй вăхăтĕнче Испанире çапăçнă Петр Фотченков полковник ертсе пынă. Ун сăнарне тĕпе хурса Константин Симонов писатель «Парень из нашего города» пьеса çырнă. Кунтах çĕршывĕпех палăрма ĕлкĕрнĕ мухтавлă Михеев пĕртăвансем службăра тăнă.

Тепĕр икĕ çултан вăрçă алхасма пуçланă. Атте тĕрлĕ фронтра — Кăнтăр-Хĕвел анăç, Калининград, Çеçен хир, Хĕвел анăç, 3-мĕш Белорусси — çапăçнă. Унăн çарти çăмăл мар çулĕ Львов, Тернополь, Житомир, Киев, Днепропетровск, Сталинград, Барвенково /Харьков облаçĕ/, Тамбов, Верхний Мамон /Воронеж облаçĕ/, Ворошиловград, Короча /Белгород облаçĕ/, Наро-Фоминск, Смоленск, Орша /Ви-тебск облаçĕ/, Минск, Вильнюс, Каунас, Кибартай, Шталлупенен, Гумбинен, Инстербург, Кенигсберг витĕр иртнĕ. Ворошиловграда, Оршана, Минска, Вильнюса, Каунаса тата ытти хулана ирĕке кăларма хутшăннă. Паттăрсене асăрхаççех. Атте те чылай наградăна тивĕçнĕ. Тăван яла таврăннă вăхăтра — 1945 çулхи чӳк уйăхĕнче — унăн кăкăрĕ çинче Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, «Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн», «Сталинграда хӳтĕленĕшĕн», «Кенигсберга илнĕшĕн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсем ялкăшнă.

Аттем çамрăкранах сăвăсем шăрçаланă. Вăрçă çулĕсенче те аллине калем тытма мехел çитернĕ. Вĕсенчен чылайăшне амăшĕ — манăн асанне — патне янă.

Зоя ПАВЛОВА

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.