«Хыпар» 147-148 (27730-27731) № 25.12.2020

25 Раштав, 2020

«Пысăк карапа ишме çăмăлрах»

 Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» ЯХПКна Альбина Новикова 25 çул ытла ертсе пырать. Тĕлĕнмелле пултаруллă та хастар, çирĕп кăмăллă хĕрарăм хуçалăха аталантарнипе пĕрлех коллектива пĕр тĕллевпе ĕçлеме хавхалантарать. «Хуçалăхăн тĕп шăнăрĕ — ĕçченсем», — тет вăл.

Пĕр утăм маларах

Ирхи шуçăмпах вăранса ĕçе васкать вăл, хуçалăхри лару-тăрăва хăй курса хаклама, сиксе тухнă ыйтăва çийĕнчех татса пама тăрăшать. «Коминтерн» хуçалăх çирĕп алла лекни йывăрлăхран тухма, аталану çулĕ çине тăма пулăшнă. Ертÿçĕ пурнăç таппинчен утăм маларах пынипе курăмлă ÿсĕмсем тума пултарнă. Çĕршывра «АПК аталанăвĕ» программа хута кайсан Атнарсем республикăра чи малтан унпа усă курма пуçăннă. 2006 çулта çăмăллăх кредичĕ илсе Европа технологийĕпе çулталăкра 500 тонна сысна какайĕ туса илмелли комплекс хута кĕртнĕ. Çакăн валли витесене тĕпрен юсанă, çĕнĕрен тунă, хаклă оборудовани вырнаçтарнă. Аш-какай сутни хуçалăха пысăк тупăш кÿнĕ. Шел, хуçалăха ура çине тăма пулăшнă фермăран кăçал хăпма тивнĕ. «Унччен 1 кг чĕрĕ виçине 100-110 тенкĕпе ăсатнă. 2019 çулта сысна какайĕ сутăнма пăрахрĕ, 70 тенке юлчĕ. Раççейре сысна комплексĕсем ытлашшипех пулни рынокра продукци хакне ча-карчĕ. Тăкак ÿснĕрен сысна фермин ĕçĕ-хĕлне вăхăтлăх чарса лартма тиврĕ. Халĕ ĕне выльăх отрасльне аталантаратпăр», — пĕлтерчĕ Альбина Новикова.

2017 çулта «Коминтерн» ЯХПКра пысăк пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕ пурнăçа кĕртме тытăннă. Ку проектпа килĕшÿллĕн 600-шер ĕне вырнаçмалăх 2 вите тата сĕт сумалли блок тунă, 1200 ĕне сумалли «Ка-русель» оборудовани вырнаçтарнă. Хуçалăх çĕнĕ ферма тума 242 млн тенкĕ укçа хывнă. Çав шутран çăмăллăх кредичĕ — 127 млн, хăйсен укçи 115 млн тенкĕ.

«Мĕншĕн вĕçĕм кредит илсе хăвăр çине йывăр çĕклем тиетĕр? Хуçалăх сирĕн харпăрлăхра мар вĕт, кам валли тăватăр?» — тенине сахал мар илтме тивнĕ унăн. Ертÿçĕшĕн вара хуçалăхăн пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетесси, çынсен ĕç условийĕсене çăмăллатасси яланах тĕп вырăнта пулнă.

«Раççейри ял хуçалăх предприятийĕсем, агрофирмăсем аталаннине кура пирĕн те юлас килмест. Продукци илессине ÿстермесĕр шалу та хăпартаймăн. Укçана пуçтариччен производствăна хывмалла — инфляци çав-çавах çăтса ярать. 2006 çулта сысна фермине хута янă хыççăн уйăхри вăтам ĕç укçи 3500-тен 22 пин тенке çитрĕ. Халĕ — 30 пин тенкĕ. Тĕп тупăш сĕтрен кĕрет. Çавăнпа çине тăрсах отрасле аталантаратпăр, кĕтĕве пысăклататпăр. Пирĕн 705 ĕне. Кăçал 4500 пин тоннăна яхăн сĕт сутасшăн. Усă куракан çĕр те 3 пин гектар ытларах. Апла машина-трактор паркне çĕнетмесĕр май çук. Кăçал Чăваш Ен ертÿçисем пуçарнипе техника туянма кайнă тăкакăн 40% ытла саплаштарма йышăнсан эпир тÿрех комбайн, икĕ трактор, пĕрĕхтеркĕч, тырă сортламалли оборудовани, погрузчик — 15 млн, ăратлă тына пăру 17 млн тенкĕлĕх илтĕмĕр. Çĕнĕ ферма тума, техника туянма кайнă тăкаксен — 40, тынасемшĕн 30% бюджетран саплаштарчĕç. Патшалăх пулăшăвĕ АПКри лару-тăрăва палăрмаллах улăштарчĕ. Пулăшупа вăхăтра усă курмалла. Паллах, хамăрăн та тăкакланмасăр пулмасть. Ял хуçалăхăн малашлăхĕ пысăк. Çапах хальхи вăхăтра агрохолдингсене аталанма çăмăлрах. Вĕсенче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ кăна мар, чĕр тавар тирпейлессине те йĕркеленĕ. Парăма кĕмесĕрех çĕнĕ обћектсем тума пултараççĕ. Пирĕн пеккисен ирĕксĕрех кредит илмелле. Çавăнпа ĕçрен кайиччен хуçалăха татах вăйлатса, производствăна сарса хăварасшăн. Пысăк карапа ишме çăмăлрах», — терĕ ертÿçĕ.

Шăпаран иртеймĕн

Альбина Новикова ашшĕнчен икĕ çулта чухне тăлăха юлнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнсан кил хуçи нумай пурăнайман, йывăр чирлесе вилнĕ. Амăшĕ урăхран çемье çавăрман, ĕмĕрне хĕрĕшĕн пурăнса ирттернĕ. Вăл фермăра вăй хунă май кил хуçалăхри ĕç Альбина çине ытларах тиеннĕ. Шкултан вĕренсе тухсан хĕр çывăх çыннине ватлăхра пĕччен хăварас килменрен тата ял хуçалăхĕнче ĕçлеме килĕшнĕрен агронома вĕренме кайнă. Укçа-тенкĕ çитсе пыманран кăнтăрла вĕреннĕ, каçхине завода тирпейлÿçĕре вăй хунă.

«1969 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрсен анне: «Аля, пирĕн пÿрт пĕчĕкрех. Çĕннине тумашкăн фермăра ĕçлесе укçа пуçтартăм», — терĕ. Çĕнĕ çурт- йĕр çавăртăмăр, анчах вăл çулта-лăкран çунса кĕлленчĕ. 1972 çулта çулла шăрăх тăчĕ. Пушарта ялти виçĕ çурт çунчĕ, çав шутра пирĕн те. Эпир нимсĕр юлтăмăр. Инкек хыççăн «Искра» колхоз председателĕ Александр Смайлайкин яла çитрĕ, шар курнисемпе тĕл пулчĕ. Эпĕ вара ĕсĕклесе йĕретĕп: аслă шкула вĕренме кайма çи-пуç та, аннене пурăнма кĕтес те çук. «Çурт çын мар, аçу вилнĕ, çук, урăх пулмасть. Пÿртне тума пулать ăна. Практикăна колхоза йышăнăпăр», — терĕ йăпатса. Сăмахне тытрĕ, мана практика вăхăтĕнче 5 уйăх комплекслă бригадăн бригадирĕнче ĕçлеме шанчĕ. Колхоз пулăшнипех çĕнĕ çурт çĕклерĕмĕр», — пăлханса аса илчĕ Альбина Новикова.

Колхозра çамрăк специалиста чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Анчах ăна вузран направленипе Мари Эла яма йышăннă. Вăрăм çула тухиччен хĕр Карăкçырмине канма таврăннă. 1974 çулхи нарăсăн 7-мĕшĕнче халăх Атнарти клуба отчетпа суйлав пухăвне пуçтарăннă. Район ертÿçисем унта Альбинăна та илсе кайнă. «Акă сире, хуçалăх валли тĕп агроном», — паллаштарнă пуçлăхсем унпа пухура. Кĕтмен çĕртен вăл «Коминтерн» хуçалăхра ĕçлеме пуçăннă. Кунта пулас мăшăрĕпе тĕл пулнă, çемье çавăрса хĕрача çуратса ÿстернĕ. Каярахпа пултаруллă çынна икĕ хутчен те ертÿçе лартасшăн пулнă, анчах вăл килĕшмен. Унтан ăна Атнарти ял канашĕн председательне шаннă.

1986 çулта «çÿлте ларакансем» Альбина Новиковăна юхăннă «Сура» хуçалăха ертсе пыма ыйтнă. Анчах хăшне-пĕрне çакă килĕшмен: ял канашĕн председателĕ совхоза ертсе пыраймасть иккен. Хайхисем кун пирки Чăваш Енри патшалăх агропромышленноç комплексĕн председателĕн пĕрремĕш çумне Геннадий Леонтьева шăнкăравласа евитленĕ. «Санран нихăçан та совхоз директорĕ пулаймасть, ăçта сĕкĕнетĕн?» — çак сăмахсемпе кĕтсе илнĕ Геннадий Петрович хĕрарăма çивĕч ыйтупа чĕнтерсен. Ун патĕнчен тухсан Альбина Новикова шухăша кайнă: «Мĕн тумалла? Малалла каймалла, хамран култармалла мар!» — хăйне хăй хытарнă вăл.

Ĕç кунпах вĕçленмен, хыççăнах унăн Чăваш Енри патшалăх агропромышленноç комплексĕн председателĕ Валентин Агафонов патне çитме тивнĕ. Кĕтмен çĕртен вăл Альбина Новиковăна «Сура» совхоз директорне лартассине пĕлтернĕ. «Арçын ертÿçĕсен хушшинче кăштах йĕрке тумашкăн хĕрарăмсем те кирлĕ. Сиртен пулăшу ыйтсан яланах вĕсем майлă татса памалла», — асăрхаттарнă вăл планеркăна пуçтарăннă заместителĕсене. «Аннÿ сирĕнпе пĕрле пурăнать, пулăшакан пур, ача çуратмастăн, ют арçынсене юратмастăн, ертÿçĕ ĕçĕ шăпах сан валли», — тенĕ вăл Альбина Борисовнăна.

Альбина Новикова тăрăшнипе юхăннă «Сура» совхоз та ура çине çирĕп тăнă, 1 млн тенкĕ ытла таса ту-пăшпа ĕçлеме пуçланă. Çакна кура район ертÿçисем ăна яваплă вырăнсем шанса панă.

«Шăпа урлă сиксе каçаймăн», — тенĕ. Тепле пăрăнсан та пурнăç кустăрми ăна каллех «Коминтерна» çавăрса çитернĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕнче вăй хуракан Альбина Но-викова Атнар тăрăхне халăх пухăвне ирттерме çитнĕ. Ку вăхăт тĕлне предприяти тарăн çырма умĕнче тăнă. Ăна çăлса хăварма ĕç çыннисем каллех унран пулăшу ыйтнă. 1990 çулсем — совет тапхăрĕ арканнă пăтрашуллă вăхăт. Татăклă хурав париччен виçĕ кун шухăшласа çÿренĕ вăл, çĕрĕ-çĕрĕпе çывăраймасăр нушаланнă. «Çакăнтах ĕмĕре ирттерме шăпа пÿрнĕ пулас мана», — тесе юлашкинчен килĕшнĕ.

Альбина Новикова çĕнĕ вырăнта дисциплинăна хытарнинчен пуçланă. «Ĕçе тытăнсан кадрсемпе вăй хуракан специалиста чĕнтерсе хуçалăхăн хушусен кĕнекине ыйтрăм. Кашни специалиста вăл е ку обћект çумне çирĕплетрĕм. Анчах пĕри те алă пусма килĕшмест. «Кам ирĕк панă сире ун пек хушу кăларма?» — теççĕ. Ирĕксĕрех Ĕç кодексĕпе паллаштарма тиврĕ», — калаçăва тăсрĕ ертÿçĕ.

Пăтăрмахсем вара кĕтсех тăнă. Пĕррехинче канмалли куна Альбина Новикова çемйипе ирттерме шухăшланă. Вăл çуккипе усă курса ферма заведующийĕ витери вăкăра вăрттăн пусса Шупашкара ăсатнă. Çакна ертÿçĕ урамра ăнсăртран илтнĕ. Тепĕр кунне ирхине айăплине ĕç пÿлĕмне чĕнтернĕ. «Укçине кассăна хуратăп вĕт», — тÿрре тухма хăтланнă лешĕ. Ăна ĕçрен хăтарма тивнĕ. Çакă хăшне-пĕрне килĕшмен, мăкăртатнă. «Мана илсе килтĕр пулсан – чăтăр», — хуравланă ун пеккисене вăл. «Шупашкартан канашлуран таврăнтăм та бухгалтер куççуль юхтарса ларать. Районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕпе налук инспекторĕ сейфран документсăрах 5 пин тенкĕ илсе тухса кайнă. Вăл вăхăтра пысăк укçа пулнă. Çухалса каймарăм, тепĕр кунне ирех вĕсен йĕрĕпе тухса утрăм, ыйтăва татса патăм, укçана тавăрттартăм. 1990 çулсенче хăратса укçа илме хăтланакан пайтахчĕ. Анчах хуçалăха салатма памарăмăр», — пулни-иртнине куç умне кăларчĕ Альбина Борисовна.

Антарсем шанчăклă, хастар ертÿçĕпе хăйсене хăюллăрах туйнă. «Кун пеккипе пĕтместпĕрех», — савăннă вĕсем. Тинех хуçалăх йывăрлăхран тухас шанăç çуралнă. Фермăра ĕçлекенсене хавхалантарма шалу тÿлессине те çĕнĕлле йĕркеленĕ. Сăвăм кăтартăвне, выльăхăн ÿт хушаслăхне шута илни çынсен кăмăлне те улăштарнă. Вĕсем тăрăшса, яваплăха туйса ĕçлеме тытăннă. Хуçалăха тухăçлă ертсе пынăшăн Чăваш Ен Президенчĕн аллинчен икĕ хутчен Тав хучĕпе трактор илме тивĕçнĕ.

Альбина Борисовна йывăрлăхра пулăшнă, ĕçлеме условисем туса панă çынсене ăшшăн тав тăвать. Амăшĕ ăна чăрмава парăнмасăр малалла утма хавхалантарнă. Хĕрĕ хуçалăхра ĕçлеме йывăррине пăшăрханса калаçнине итленĕ хыççăн: «Эсĕ çак ĕç валли вĕреннĕ, йывăр тесе ан кала. Хулпуççи çинче çĕклесе çÿреместĕн, ĕçле», – тени те асрах. Халĕ хĕрĕн Еленăн çемйи те ăна пулăшать. «Çу кунĕсенче пахчари ĕç вĕсем çинче. Виçĕ мăнукăм та çăвĕпех ялта. Аслисем çуллахи каникулта ЯХПКра вăй хураççĕ. Эпĕ вара чечексем килĕштеретĕп. Çулла ир-ирех пахчана тухса вĕсемпе аппаланатăп, калаçатăп, савăнатăп, пăхатăп», — пĕлтерчĕ вăл.

 Лариса НИКИТИНА.

 


 

«Ĕçтешсем пулăшса пыратчĕç»

Маргарита Загоруйко — РФ Журналистсен союзĕн членĕ. Вăл 1958 çулта Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Чутай ялĕнче çуралнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен (1981), патшалăх службин Атăл-Вятка академийĕн филиалĕнчен (2004) вĕренсе тухнă. Малтан Шупашкарти шкулсенче учительте ĕçленĕ, 1993-2001 çулсенче — «Хыпар» хаçат куçаруçи, унтан — «Капкăн» журнал редакцийĕнче тата ЧР Пичетпе информаци политикин министерствинче, 2004-2009 çулсенче Мускаври «Советская Россия» хаçат редакцийĕнче тăрăшнă. Маргарита Борисовна ЧР Пичетпе информаци политикин министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

 — Университетран вĕренсе тухсан Украинăра пурăнакан пичче патне хăнана кайрăм. Турă пÿрни кĕтнĕ-ши мана — унтах юлтăм, илемĕпе илĕртекен Ровно хулинче тĕплентĕм. 1986 çулта Чернобыльте инкек пулнă хыççăн çемьепе Чăваш Ене таврăнтăмăр. Пĕррехинче «Хыпар» хаçатра ĕçлекен Владимир Рыбкина тĕл пултăм, вăл мана редакцире куçаруçă кирлине пĕлтерчĕ. «Шкул директорĕ заместитель ĕçне шанса пачĕ. Епле пăрахса каяс?» — ыйту çуралчĕ. Хаçатра ĕçлес кăмăл пурри иккĕленĕве сирчĕ. Аллăма калем тытсан маншăн çĕнĕ тапхăр пуçланчĕ. Тĕрлĕ темăпа çыхăннă материалсене, вырăс хаçат-журналĕнчи интереслĕ статьясене куçараттăм, каярахпа хушусемпе саккунсене чăвашлатма тытăнтăм. Пирвайхи уйăхсенче Владимир Николаевич манăн куçарусене самаях «тĕрлетчĕ», чăвашла шухăшласа çырмалли пирки асăрхаттаратчĕ.

«Хыпар» хаçатăн ун чухнехи тĕп редакторĕ А.П.Леонтьев планеркăсенче хуçалăхсемпе организацисене çитсе килме, çынсемпе тĕл пулса калаçма, вĕсен шухăш-ĕмĕтне пĕлме, реклама материалĕсем тума хушатчĕ. Çавăн хыççăн калеме тепĕр тĕрлĕ çивĕчлетме тăрăшрăм, республикăри хуçалăхсемпе çыхăну йĕркелеме васкарăм. «Ленинская искра» колхоз тата «Ачак» санатори çинчен статьясем тухнă хыççăн хуçалăх председателĕ Аркадий Айдак редакцие килсе ман пирки: «Ку журналист упа кутĕнчен те çăм татса илет», — тенĕ.

Тепĕр пулăм та асрах. Кÿкеçе Н.Бичурин музейне курма кайсан Шупашкар районĕн тĕп больницине кĕтĕм, тĕп тухтăрпа паллашрăм. Вячеслав Рафинов больницăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен нумай каласа кăтартрĕ. Калаçу вăраха пынă май статья калăпăшĕ пысăк пулчĕ. Реклама пайĕнче ĕçлекен Г.М.Хрисанова статьяна кĕскетме хушрĕ. Тăрăшса çырнă статьян пĕр йĕркине те кĕскетес килмерĕ. Хаçатăн калăпланă страницине илтĕм те Кÿкеçе тухса вĕçтертĕм. Вячеслав Викторович ман статьяна ырларĕ, пирĕн патра ĕçлекенсем пурте мухтава тивĕçлĕ тесе пысăк статьяшăн хушса тÿлеме килĕшрĕ.

Пĕрлехи информаци кунне хутшăнакансен ушкăнĕпе пĕрле темиçе хут та ялсене çитнĕччĕ. Ун чухнехи экономика министрĕ Александр Воротников ирттернĕ тĕлпулусене пĕрре мар хаçатра çутатма тÿр килчĕ. Каярахпа пĕр уяв умĕн министр ман ятпа редакцие открытка ярса пани кăмăла çĕкленĕччĕ. Хам та ĕçтешсене ырăпа аса илетĕп. Ял хуçалăх темипе статьясем хатĕрленĕ чухне С.А.Карягин, медицина темипе çырнă чухне А.Х.Лукиянова, куçару енĕпе тăрăшнă чухне Н.Д.Коновалов журналистсем яланах пулăшма хатĕрччĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.

 


 

Владимир ВЕРЛИКОВ: Музыкантăн алли лайăх вылянать – ĕне те сăватăп

Купăс, баян, шăпăр, шăхлич калать, параппан çапать, хитре юрлать, ташлать… Халăх ятне тивĕçнĕ ансамбле чылай çул ертсе пырать. Вĕрентекенре те вăй хурать, трактор-машинăна та çÿретет, килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх те нумай усрать. Фермер тейĕн. Ку йăлтах ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Верликов çинчен.

 БИОГРАФИРЕН

Владимир Верликов 1968 çулта Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан салтакра пулнă. Çар хыççăн Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕреннĕ. Культура сферинче — 1991 çултанпа. Владимир Николаевич пуçарулăхпа хастарлăх кăтартнăшăн чылай хисеп хутне, наградăсене тивĕçнĕ. 2018 çулта ăна «ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.

— Владимир Николаевич, эсир çав тери вĕри çын пек туйăнатăр…

— Тĕрĕсех, эпĕ тĕк лараканскер мар. Çавăн пек çуралнă. Культура училищинче вĕреннĕ вăхăтра Шупашкарти Петĕр Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче ĕçлеттĕм, çав вăхăтрах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсен «Мерчен» ансамбльне ертсе пыраттăм. Астăватăп-ха: Пермь хулинче студентсен ансамблĕсен хушшинче иртнĕ фестивальте «Мерчен» 1-мĕш вырăн йышăннăччĕ. Студент пулсанах «Уяв» ансамбле юрлама çÿрерĕм. Каярахпа Патăрьел районĕнчи Каншелти клубра ĕçлерĕм, «Çăлкуç» ансамбле ертсе пынă тапхăртах Аслă Арапуçри шкулта вăй хутăм. Пĕр вăхăт шкул ачисене вĕрентме май килмерĕ. Халĕ акă татах, 2016 çултанпа, музыка учителĕнче тăрăшатăп.

Юрлас-ташлас ăсталăх сире камран куçнă?

— Атте Николай Васильевич хăй вăхăтĕнче ялти чи чаплă купăсçă пулнă. Вăйăсенче, улахсенче яла кĕрлеттерсе тăнă. Вăл купăс каланине кура эпĕ 1-мĕш класра вĕреннĕ чухнех çак ăсталăха алла илтĕм. Çемьере эпир çиччĕн — тăватă ывăлпа виçĕ хĕр — ÿсрĕмĕр. Пиччесем Виталипе Валера та купăс калаççĕ. Йăмăкăм Валя «Çăлкуç» фольклор ушкăнне юрлама çÿрет.

— Сирĕн хушамат хăйне евĕр, интереслĕ…

— Хăнăхнă та — пит уйрăлса тăнăн туйăнмасть. Хăй вăхăтĕнче, ял-йыша хушамат панă тапхăрта, манăн мăн асатте Михаил вăрмана кайнă. «Мишша ăçта?» — ыйтнă вырăнти влаçрисем. «Вăрмана вĕрлĕк касма кайнă», — хуравланă ял çыннисем. «Апла Михаил Верликов пулать вăл», — тенĕ çыруçăсем.

Калăр-ха: ку çулталăк мĕнлерех пулчĕ сирĕншĕн? Мĕнпе асра юлчĕ?

— Ытти çулпа танлаштарсан, йĕкĕр çул йывăртарах иртрĕ. Пандемие пула эпир, вырăнти артистсем, концертсем питех лартаймарăмăр. Онлайн мелпе кăна кăтарткаларăмăр. Кун пекки хальччен пулманччĕ.

— Вăкăр çулĕнчен мĕн кĕтетĕр?

— Шурă Вăкăр пирĕншĕн çăлăнăç пуласса шанатăп. Вăл çăмăллăхсем илсе килтĕрччĕ. Пĕрмай çапла ан пултăр, чир- чĕр ирттĕр, пурнăç яланхи йĕркене таврăнтăр.

— Эсир «Уяв» фольклор ансамблĕнче юрланă. Хулара юлнă пулсан, тен, тата пысăкрах çитĕнÿсем тăваттăр. Яла таврăннăшăн кулянмастăр-и халĕ?

— Кун пек шухăш пуçа пĕрре те кĕмен. Ялта питĕ ирĕклĕ, мана шутсăр килĕшет. Тухатăн, кĕретĕн — хăвăнпа хăв хуçа. Выльăх-чĕрлĕх нумай усратпăр. Икĕ ĕне, икĕ вăкăр, сурăхсем, сыснасем, кроликсем, чăх-чĕп тытатпăр. Ĕнисене хамах сăватăп. Манăн, музыкантăн, алă лайăх вылянать.

Роза ВЛАСОВА калаçнă

 


 

Гипноз тăваççĕ тейĕн

Ултавçăсем, çынсен укçине контактсăр майпа вăрлакансем, самантлăха та лăпланмаççĕ. Çулталăк вĕçĕнче вĕсем пушшех хастарланнăн та туйăнать: Шалти ĕçсен министерстви граждансем ултав мăшкăлĕ пулни, пысăк укçа çухатни çинчен куллен пĕлтерет.

 Çак кунсенче полицирен Шупашкарта пурăнакан 38 çулти хĕрарăм пулăшу ыйтнă. Ăна такам телефонпа шăнкăравланă — банк сотрудникĕ имĕш. Вăл преступниксем хĕрарăмăн банкри шут çинчи укçине вăрлама тăни пирки каланă, ултавçăсене тăрă шыв çине кăлармашкăн пулăшма ыйтнă. Вĕсене «пулăшса» хĕрарăм кредит илнĕ, пĕтĕмпе 73 /!/ операци пурнăçласа çав укçана йăлтах — 1,3 миллион тенкĕ ытла — ултавçăсене куçарса панă.

Çак вăлтанах Сĕнтĕрвăрри районĕн хĕрарăмĕ те, 48 çултискер, çакланнă. Ăна та банкăн хăрушсăрлăх службин сотрудникĕ шăнкăравланă, такамсем вăрласшăн тесе тĕрлĕ шут çинчи укçине урăх шут çине куçарттарнă. Çакăнпа çырлахман: пысăк кредит илтернĕ. Çав укçана илмешкĕн банка кайма ултавçăсем хĕрарăм валли такси те чĕннĕ. Вăл тата 75 пин тенкĕ куçарнă, юрать, такси водителĕ, пассажир мĕн хăтланнипе интересленнĕскер, чарса ĕлкĕрнĕ — ултавçăсемпе çыхланни çинчен каласа куçне уçнă. Апла пулин те хĕрарăм преступниксене 735 пине яхăн тенкĕ куçарса парса ĕлкĕрнĕ.

Патăрьел районĕнче 31 çулти хĕрарăм хур курнă. Ăна та телефонпа шăнкăравласа ултавçăсем унăн ячĕпе кредит илни çинчен пĕлтернĕ. Укçана упраса хăварас тесен мĕн тумаллине «вĕрентнĕ». Вĕсем хĕрарăма «телефон çинче» темиçе сехет тытнă — çав «канашсене» пурнăçласа вăл 400 пин тенкĕ ытла кредит илнĕ, преступниксене куçарса панă.

Мелĕсем тĕрлĕ, тĕллевĕ пĕрре — ют укçана ярса илесси. 37 çулти Шупашкар арçынни пĕлтерÿ тăрăх автомобиль туянас тенĕ. Хуçипе çыхăннă — лешĕ малтанах 5 пин тенкĕ тÿлеме ыйтнă. Арçын укçа куçарнă, автомобиле илмешкĕн Чулхулана çул тытнă. Анчах унта ăна никам те кĕтмен, укçа куçарнă хыççăн машина хуçи те сас пама пăрахнă.

Шупашкар хĕрĕ, 24 çултискер, тÿлевсĕр пĕлтерÿсен сайчĕ урлă кĕрĕк сутас тенĕ. Туянас кăмăллă çын часах тупăннă, вăл кĕрĕкшĕн укçа куçарса памашкăн банк карточкин реквизичĕсене ыйтнă. Калама юраманнине те каланă та — ултавçăсем хĕрĕн карточка çинчи 103 пин тенкине вăрлама пултарнă.

Сайра пулин те право хуралĕн органĕсем ултавçăсене тупса палăртнă тĕслĕхсем те çук мар. Çак кунсенче чăваш оперативникĕсем пĕр преступнике Санкт-Петербургра шыраса тупнă. Вăл Çĕнĕ Шупашкар арçыннине, 30 çултискере, улталанă. Химиксен хулин çынни интернет урлă ноутбук туянма тăнă. Сутуçăпа интернет урлă çыхăннă, вăл ноутбука уншăн туллин тÿлесен тин ярса пама шантарнă. 50 пин тенке яхăн куçарнă, анчах посылкăна кĕтсе илеймен.

Николай КОНОВАЛОВ хатĕрленĕ.

 


 

Туса илнĕ тырра республикăрах вырнаçтараççĕ

Çĕнĕ саманара чылай тăрăхра хресчен-фермер хуçалăхĕсем вăй илчĕç, çапла майпа колхоз-совхоз арканнă-саланнă хыççăн çĕр хуçасăр юлмарĕ, çум курăк айне пулмарĕ. Çакăнта Патăрьел районĕнчи Сăкăтри Мария Лаврентьева çемйин тÿпи те пысăк.

 Хастар механизатор тĕслĕхĕ

Кил хуçи Александр Петрович хăй вăхăтĕнче вырăнти колхозра чи хастар, пултаруллă, маттур механизаторсенчен пĕри шутланнă. Ĕмĕрĕпех çĕр ĕçĕпе пурăннă: тыр-пул çитĕнтернĕ, кĕр çитсен ăна уй-хир карапĕпе пухса кĕртнĕ, сухаланă.

Ытти механизаторшăн яланах ырă тĕслĕх шутланнă, сăн ÿкерчĕкĕ Хисеп хăми çинчен кайман. Ăна 1983 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ят парса чысланă. Ытти награда та нумай Александр Лаврентьевăн. Мăшăрĕ Мария Аврамовна вара çамрăк чухне фермăра дояркăра вăй хунă, унтан, çемье çавăрсан, 28 çул лавккара ĕçленĕ.

Лаврентьевсем пилĕк ача — виçĕ ывăлпа икĕ хĕр — çуратса ÿстернĕ. Пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Асли Сергей мĕн ачаранпах ашшĕпе пĕрле комбайнпа ĕçленĕ, техникăна юрат са, çĕр ĕçĕ мĕнле пархатарлă тата питĕ йывăр пулнине ăнланса çитĕннĕ. Ÿссен мĕнле професси суйласа илесси пирки те пуç ватма тивмен каччăн: ашшĕн сĕнĕвĕпе тата хăйĕн чĕри хушнипе Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне çул тытнă. Унта инженер-механика вĕренсе тухсан тăван яла таврăннă.

Иккĕмĕш ачи Аля та ял хуçалăх институтĕнче пĕлÿ илнĕ, бухгалтер. Алла диплом илнĕ хыççăн ялти шкулта бухгалтерта ĕçленĕ, халĕ — çывăх çыннисен хресчен-фермер хуçалăхĕнче. Тăван ялĕн каччипе çемье çавăрнă. Вăталăх ывăлĕ Олег та ашшĕ çумĕнче çĕр ĕçне юратса çитĕннĕ.

Тĕп хулари ял хуçалăх институтĕнче бухгалтер-экономист профессине алла илнĕ. Тăваттăмĕш пепки — Юрий. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Улатăрти филиалĕнче юриста вĕреннĕ, халĕ районти полици пайĕнче ĕçлет. Кĕçĕнни, çемьесенче унашкалли пирки чи ачашши теççĕ, Олеся Шупашкарта коопераци институтĕнче юриста вĕреннĕ, хăйĕн специальноçĕпе Патăрьелте ĕçлет.

Пиллĕкри ача та уй-хире кăмăллать

Тĕлĕнмелле те савăнмалла мар-и-ха: Лаврентьевсен пур ачи те ялта тымар янă, çемье чăмăртаса çурт-йĕр çавăрнă. Ун пеккисем пирки: «Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулнă», — теççĕ. Ашшĕпе амăшĕн тĕп килĕнче Юрий пурăнать. Унăн мăшăрĕ район больницин лаборанчĕ, вĕсен ывăлĕ Костя пиллĕкре. Ашшĕ пекех техникăна питĕ юратать. Май килсенех, уйрăмах çуллахи вăхăтра, уй-хир пăхса çÿреме кăмăллать шăпăрлан.

Лаврентьевсем çак ĕç патне пырса тухасси мĕнрен пуçланнă-ха? Çĕнĕ саманара çĕнĕ йĕрке кăларнă: ял тăрăхĕ çынсене çĕр валеçсе пама пуçланă. «Айтăр-ха, çĕр илсе пăхар терĕмĕр. Тĕрĕссипе, пире çак ĕçе пуçăнма хăй вăхăтĕнче хуçалăх председателĕнче, каярахпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ шăллăм Виталий Кузнецов питĕ хистерĕ. «Ачăрсем çĕре юратаççĕ, мĕн пĕчĕкрен ашшĕ çумĕнче ĕçлесе ÿснĕ, пултараççĕ çак ĕçе, эпĕ вĕсене шанатăп», — терĕ. Вара пуçăнтăмăр, ял çыннисен йышĕнче те хăйсен пайĕсене шанса паракансем пулчĕç, çĕре пĕтĕмпех ман çине çыртарчĕç, — аса илчĕ Мария Аврамовна. — Ĕçе пуçăнннă чухне 55 гектарччĕ, тулă акса хăвартăмăр. Çавăнтанпа пилĕк çул тыр-пул çитĕнтерсе пуçтарса кĕртрĕмĕр. Ун чухне комбайн та, ытти техника та çукчĕ-ха. Паянхи куна виçĕ комбайн. Пĕрремĕш çулах тухăç начар мар пулчĕ, ывăлăмсем уй-хир карапне те, тракторне те туянма май çитерчĕç.

Халăха тырăпа тивĕçтернисĕр пуçне улăма тюкласа паратпăр, кирлĕ пулсан килĕсенех леçсе хăваратпăр. Ял çыннисене тырă авăртма çăмăл пултăр тесе арман та туянса лартрăмăр. Ĕçĕмĕр кал-кал пынине кура çĕрĕсене пире усă курма паракансем тата пулчĕç. Паянхи кун тĕлне çĕр 300 гектара яхăн. Патшалăхран пĕр пуслăх та çăмăллăх илмен эпир. Ачасемшĕн питĕ савăнатăп. Туслă пурăнаççĕ вĕсем, ĕçре кăна мар, праçникре те яланах пĕрле. Пехил вĕсене, Турăпа пĕрле пурăнччăр, пире пăхса ватăлтарччăр. Мăшăрăм 75-пе пырать, хам кăрлач уйăхĕнче 72 çул тултарăп».

Надежда СМИРНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.