Хыпар 30 (28347) № 22.04.2025

22 Ака, 2025

Хаксене ĕрĕхтерме юрамасть

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ку хутĕнче Мăнкуна кĕтсе илнинчен пуçларĕ: «Пурте пĕрле кĕлĕ турăмăр...» Уяв мероприятийĕсем нумай пулнă, вĕсем пурте йĕркеллĕ иртнĕ.

Анчах праçник кулленхи ыйтусене пăрахăçламасть. Олег Николаев çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăр вĕçленсе пынă май ку енĕпе ыйтусем пуррине палăртрĕ. Çынсем хваттерсенче ытла та пăчă пулни çинчен калаççĕ — ăшă памашкăн маларах пăрахма та май пулнă. Тепĕр енчен, республикăра çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра кĕмелли хатĕрлĕх паспортне вăхăтра илеймен муниципалитетсем пур — кăçал çак самантсене шута илмелле. Çавна май вăл ку темăна çитес эрнери канашлура уйрăммăн тишкересси çинчен те асăрхаттарчĕ. Çакăнтан вара коммуналлă хуçалăха çитес кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра хатĕрленесси пуçланĕ. Кун йĕркинчи ыйту — социаллă пурнăçпа экономикăн кăçалхи пĕрремĕш кварталти аталанăвĕ. Кун пирки сăмах илнĕ май вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов промышленноç ӳсĕмлĕ çултан пăрăнманнине çирĕплетрĕ: кăрлач-пуш уйăхĕсенчи промпроизводство индексĕ 9% танлашнă. Тирпейлекен производствăсен çак кăтартăвĕ тата пысăкрах — 13%. Виçĕ уйăхра тиесе ăсатнă продукци калăпăшĕ çулталăк каяллахинчен 17% хушăннă — 140 миллиард тенке çитнĕ. Çĕнĕ Шупашкарсен, Йĕпреç, Шупашкар, Етĕрне округĕсен, ытти муниципалитет кăтартăвĕсем регионти вăтам шайран самай пысăкрах. Ял хуçалăхне илес тĕк — сĕт, аш, çăмарта туса илесси çулталăк каяллахинчен ӳснĕ. Строительсем та аван ĕçлеççĕ. Пурăнмалли 300 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Çак кăтартура уйрăм çынсем тунă çурт-йĕр 68% йышăнать. Предпринимательлĕх аталанăвĕ те куçкĕрет — вĕсен пĕтĕмĕшле шучĕ 130 пинрен те иртнĕ ĕнтĕ. Ĕçсĕрлĕх чакнă. Ĕç укçи пĕлтĕрхи кăрлач-пуш уйăхĕсенчи шайран 15% хушăннă — уйăхри вăтам шалу 61,5 пин тенке çитнĕ. Ку енĕпе каллех компьютерсемпе электрон хатĕрсем туса кăларакан отрасль малта. Чăн та, 15% хушăнни, паллах, тенкĕпе хаклакан виçе — инфляцие шута илсе палăртаканни пĕчĕкрех. «Шалăвăн чăн ӳсĕмĕ 4% танлашнă», — уçăмлатрĕ Дмитрий Иванович.

Финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Метелева лару-тăрăва бюджетпа çыхăнтарса хакларĕ. Ку енĕпе те йĕркеллех: республикăн пĕрлехи бюджечĕн тупăшĕ пĕрремĕш кварталта 26,4 миллиард тенке çитнĕ. Танлаштарма: пĕлтĕрхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче ку виçе палăрмаллах пĕчĕкрех, 23 миллиард тенкĕ, пулнă. Çавна май тăкаксем те, паллах, пысăкрах. Çав шутра — социаллă хӳтлĕхпе çыхăннисем. Сăмахран, ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшма укçа ытларах уйăрнă. Тĕрлĕ отрасле тĕревлесси те çирĕпрех темелле. Калăпăр, спорт валли уйăрнă укçа 3 хут пысăкланнă. Сăлтавне министр тивĕçĕсене пурнăçлакан республикăра тăвакан спорт об±екчĕ нумаййипе ăнлантарчĕ — Патăрьел округĕнчи Шăнкăртамри ФОКран пуçласа Шупашкарти Олимп резервĕсен 9-мĕш шкулĕн бассейнĕ таран. Транспорт тăкакĕсем вара пĕлтĕрхинчен пĕчĕкленнĕ. Анчах ку çак отрасль пирки маннине пĕлтермест. Пĕлтĕр республика пассажирсене илсе çӳремелли автобуссем, троллейбуссем туянса нумай тăкакланнă. Кăçал ку расхутсем çук та — пĕтĕмĕшле тăкак та пĕчĕкрех. Тепĕр ыйту — хаксем. Ку темăпа та Дмитрий Краснов сăмах илчĕ. Вĕсен ӳсĕмĕн хăвăртлăхĕ Раççейри вăтам шайран кăшт пысăкрах. Сăлтавĕсенчен пĕрне Дмитрий Иванович апатçимĕç хакĕсем Раççейри вăтам шайпа танлашма ăнăтăлнинче курать. Çавна май уйрăм ĕçме-çиме хакĕсене те асăнчĕ. Калăпăр, çĕр улми республикăра 36% чухлех хакланнă, анчах унăн хакĕ пурпĕр çĕршыври вăтам виçерен пĕчĕкрех. Хĕрлĕ кăшман, кишĕр, сухан пирки те çавнах каламалла. Пĕтĕмĕшле илсен те пахча çимĕç хакĕсем Раççейри вăтам шайран пĕчĕкрех. Вĕсен ӳсĕмне витĕм кӳрес тĕллевпе суту-илĕвĕн 13 организацийĕпе тата производительсемпе хаксене пĕр шайра тытса тăма çур çуллăха килĕшӳ тунă. Хаксене хăйсен ирĕкĕпе çăварлăхлама хатĕррисен çак списокне татах анлăлатасшăн. Тепĕр мел — ярмăрккăсем. Вĕсенчи хаксем лавккарисенчен 20% пĕчĕкрех. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Çул çитмен, руль умĕнче…

Çанталăк ăшăтрĕ те — çулсем çине çамрăк мотоциклистсем, питбайкерсем, электросамокат çине тăнă ачасем тухрĕç. Инкексем те — çине-çинех. Çакна журналистсем валли ирттернĕ пресс-конференцире Шалти ĕçсен министерствин Çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марат Михайлов тĕслĕхсемпе, цифрăсемпе çирĕплетрĕ.

Педагогсем курмăш тунă

2024 çулта республикăри çулсем çинче 18 тултарман çамрăксемпе, ачасемпе 161 авари пулнă, вĕсенче çул çитмен 4 çын вилнĕ, 180-ăн суранланнă. Шар курнисен 25% яхăн йышĕ е велосипед, е мотоцикл, питбайк рулĕ умĕнче пулнă. Шел те, инкексен кăçалхи статистики те уçăлнă ĕнтĕ. Çавна май ПАИ «Асăрханăр! Руль умĕнче — ачасем» акци пуçарнă — шăпах çул çитменнисем руль умне ларнă тĕслĕхсемпе тимлĕ пуласшăн. Сыхлăх вырăнли куçкĕрет. Çакна эрне каялла Шупашкарта автомобиль рулĕ умне ларнă 16 çулти ачана тытса чарнă тĕслĕх те çирĕплетет. Ун пирки каланă май Марат Сергеевич тĕлĕннине пытармарĕ: «Çак ача шкула машинăпа çӳренине педагогсен пĕтĕм коллективĕ пĕлнĕ, унтан та ытла — ытти ачана шкула килнĕ чухне асăрхануллă пулмалли çинчен те каланă /«Пирĕн пĕр вĕренекен кунта автомобильпе килет…»/, анчах ыттисене хăрушлăх кӳрекен çак тĕслĕх çинчен полицие систерме никам та ерçеймен. Ку тĕслĕхре тахçанах чан çапмалла пулнă — эпир тивĕçлĕ мерăсем йышăнаттăмăр. Юрать-ха, ĕç-пуç инкек патне çитмен. Тĕрĕссипе, вăл никама та таптаса вĕлерменни, хăй тĕрмене лекменни ăнсăртлăх теме те пулать — Турă упраса хăварнă». Тепĕр тесен, мĕн тĕлĕнмелли — руль умне ӳсĕрле ларакан çул çитмен çамрăксем те пур: «Шухăшласа пăхăр-ха: мотоциклпа — ӳсĕр!» Ача руль умне ларсан инкек пулма пултарасси вара вăрах кĕттермест. Çĕнĕ Шупашкарта икĕ хĕрача питбайкпа çул çине сиксе тухса машина айне лекнĕ тĕслĕх те манăçманха. Çав тĕслĕхре хĕрачасенчен пĕрин ашшĕ ПАИ инспекторĕсемпе калаçнă май мотоцикла пуртăпа касса ваклама шантарнăмĕн. Вакланă-ши — калама хĕн, анчах чылай чухне ашшĕ-амăшĕ ачисен хутне кĕме васкать. Тепĕр ачан, çул çитмесĕрех питбайк утланса çул çине тухнăскерĕн, ашшĕ çаплах каланă-мĕн: «Ача техникăпа интересленни улах вырăнта наркотик «закладкисене» шыраса çӳренинчен лайăхрах». Çапла пуль, анчах техникăна юратни хăрушсăрлăха тивĕçтермелле — унсăрăн кайран чавса çыртмалла пулĕ. Инспекторсем айăплă имĕш Шупашкарта çул çитмен çамрăк 6-ри ачана таптанă тĕслĕхре те унăн амăшĕ ПАИ инспекторĕсене ӳпкелет-мĕн: вĕсем профилактика ĕçне кирлĕ пек пурнăçламан иккен — таçта та çăхав çырать. Çийĕнчен çав пăтăрмахра инкек тӳснĕ пĕчĕк ачана та айăплать: хăй асăрханман, кирлĕ мар çĕрте çӳренĕ имĕш… Калаçăва витĕмлĕрех тума видеоматериал хатĕрленĕ те — Тутарстанра пулнă инкек видеоӳкерĕвĕпе паллаштарчĕç. 13 çулти байкер видеокамеринчен вăл. ПАИ сотрудникĕсем квадроциклпа трасса çине тухнăскере асăрханă та чарăнма хушнă. Çук, чарăнман, малалла ыткăннă. Инспекторсем икĕ мотоциклпа ун хыççăн васканă. Байкер умри машинăсенчен сылтăм енĕпе, çул айккипе, иртсе пакунлисенчен тарма хăтланнă. Чарăнманнине кура ПАИ сотрудникĕсем ăна çул айккинелле хĕссе кăларасшăн пулнă — ĕç тухманнине пула пĕри малалла иртсе унăн çулне пӳлнĕ. Анчах квадроцикл ун çине пырса кĕнĕ, байкер хăй отбойник урлă çул айккине ывтăннă — вилмеллех суранланнă. Çакнашакллинчен сыхланмашкăн Марат Михайлов хăйне пăхăнса тăракансене хушу панине те пытармарĕ: çул çитмен мотоциклистсене, питбайкерсене çул çинче асăрхасан вĕсем хыççăн хăвалани вырăнсăр — инкек пуласси те часах. Хăшĕсем инспектор чарăнма хушсан тӳрех пăхăнаççĕ, теприсем вара ашшĕ-амăшĕ ятласран хăраса тарма хăтланаççĕ. Кун пек чухне тем те пулма пултарать. Хăваламасăр хыççăн кайни те çителĕклĕ — тарса çул çинчен пăрăнтăр, картишсене кĕрсе кайса пытантăр. Хыççăн картише кĕрсе ăна тытса чарма хăтланни пушшех хăрушă — унта çуран çынсем вĕт, вĕсене таптас хăрушлăх пысăк. Ашшĕ-амăшĕ яваплă Çавăнпа ĕнтĕ республикăн ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова та, калаçăва хутшăннăскер, чи малтан ашшĕ-амăшне яваплăха туйма чĕнсе калать.

— Кашни ир 8 сехет тĕлне мана иртнĕ талăкри инкек-синкек сводкине параççĕ, — терĕ Алевтина Николаевна. — Ачасем суранланнă тĕслĕхсем куллен пулни пăшăрхантарать. Юлашки вăхăтра питбайкпа, мотоциклпа, самокатпа çыхăннă тĕслĕх нумайланни сисĕнет. Вĕсемпе çӳреме хăнăху та, правилăсене пĕлни те кирлĕ — ачасем çакна шута илмеççĕ. Питбайкпа ятарлă вырăнсенче кăна ярăнмалла, вĕсем вара ялхула урамĕсене те тухаççĕ, çийĕнчен хӳтлĕх хатĕрĕсем тăхăнмаççĕ. Ӳкеççĕ, суранланаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ вĕсене питбайк туянса панă чухне яваплăха туйманни тĕлĕнтерет. «Ачана парне тăвас терĕмĕр» тесе тӳрре тухасшăн… Питбайксемпе автоçулсем çине тухма юрамасть. Вĕсен поворотник та, патшалăх регистрацийĕн номерĕсем те çук — çул çӳреве хутшăнакансемшĕн хăрушлăх кăларса тăратасси куçкĕрет. Анчах çул çитменнисене çакă шиклентермест. Унтан та ытла — аслă тусĕсем хĕтĕртни те пур. Марат Михайлов соцсетьре пĕрлешнĕ пĕр ушкăн тĕслĕхĕпе паллаштарчĕ. Вĕсем мотосезона шавлăн хупма хатĕрленнĕ — çакна виçĕ теçетке питбайкер Шупашкарти Çĕнĕ хуларан аслă çулпа кайри хăрах кустăрмасем çинче пысăк хăвăртлăхпа иртсе паллă тăвасшăн пулнă. ПАИ инспекторĕсем çакна курмăш туман. Анчах çак эшкере епле тытса чарăн? — патне пыма аптрамалла… Ĕç-пуçа тĕпченĕ май вара пĕр-пĕрне пĕлмен-палламан ачасене çапла хăтланма хĕтĕртекеннисем вĕсенчен аслăрах, 20- 22 çулсенчи, çамрăксем пулни палăрнă. Çакскерсем хăйсенчен чылай кĕçĕнрех шăпăрлансене çапла «ашкăнма» соцсетьсем урлă чĕнсе пухнă. Вĕсене блогсенче, интернетра «хайп» текенни кирлĕ пулнă — яваплăха туйманскерсем çак тĕллеве пурнăçланă. Интереслĕ самант: ачасене тумхахлă çул çине тĕртекенсен хăйсен питбайк та, мотоцикл та çук. Акă вăл — соцсетьсен тӳнтер киревсĕр енĕ: çынна, уйрăмах ачасене, усал ĕçе явăçтарасси чăрт сурмалăх çеç. Анчах пĕрисемшĕн шӳт пек туйăнаканни теприсемшĕн пысăк инкекпе çаврăнса тухасси те инçе мар. Ярăнмалли вырăнсем кирлĕ Паллах, ачасем техникăпа кăсăкланнине ниепле те сивлеме çук. Пачах тепĕр майлă — хавхалантармалла. Мотоциклпа, питбайкпа çӳремелли хăнăху çитĕнсен те ытлашши пулмĕ. Авă, çак ăсталăх пирĕн боецсене ятарлă çар операцийĕнче те пулăшать. Тĕлпулăва мотоциклистсен республикăри клубĕсенчен пĕрин лидерĕ Игорь Ванеркин тата Чăваш Енри чи «ватă» мотоциклистсенчен пĕри, нумай-нумай тусĕ Володя Сахăр ятпа пĕлекенскер, килнĕ те — вĕсем пăшăрханнине пытармаççĕ: çамрăксем валли Шупашкарта питбайкпа ярăнмалли ятарлă вырăнсем çук — çакă та чăрмав кӳрет. Хăрушсăрлăха тивĕçтермелли условисем йĕркелемелле. Залив таврашĕнче ярăнаççĕ-ха, анчах çак лаптăкпа та кĕçех сывпуллашма тивĕ — унта строительсем пурăнмалли çурт-йĕр çĕклеме палăртаççĕ. Марат Сергеевич шучĕпе, влаçсене сĕнмелле — хулара питбайкерсем валли ятарлă лаптăк йĕркелеме вăхăт çитнĕ. Ачасем, çамрăксем унта ярăнччăр — çакă пулас водительсен çул çинчи культурине йĕркелеме те пулăшĕ. Самокатсем пирки те калаçу пулчĕ. Марат Сергеевич вĕсем пирки хăрушă транспорт хатĕрĕ тесех калать. Кăçал самокатпа çыхăннă пирвайхи инкек пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарти Мускав проспектĕнче пулнă. 2-мĕш гимназире 8-мĕш класра вĕренекен ача тротуар çинче самоката «пăхăнтарайман» та — 40 çулти хĕрарăм çине пырса кĕнĕ. Çуран çын ӳксе аманнă. Ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче каллех Мускав проспектĕнче инкек пулнă. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕн 17-ри студентки тротуарпа утакан 53 çулти хĕрарăма хыçалтан пырса çапнă. Телее, хĕрарăм суранĕсем йывăр мар. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Шелепи ĕçне тăсакансем пур

Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен «Канаш» хаçачĕн журналисчĕ, пай пуçлăхĕ, Раççей Писательсен тата Журналистсен союзĕсен членĕ, 5 проза кĕнекин авторĕ Алена Алексеева Акспупи Чăваш халăх поэчĕн, Тутар Республикинчи Аксу районĕнчи Çĕнĕ Ӳсел ялĕнче çуралнă Николай Иванович Шелепин Полоруссовăн тăванĕ пулни пирки илтнĕччĕ-ха. Анчах ашшĕ е амăшĕ енĕпе тăванлă-ши вăл? Тăванлăх туйăмĕ çирĕп-ши вĕсен? Алена Геннадьевна паян — «Хыпар» тĕпелĕнче.

«Эпĕ те качча кайса куртăм»

— Эпир мĕнле тăванлă ĕнтĕ? Манăн асатте Николай Дмитриевич Селиванов участковăйра ĕçленĕ. Çамрăклах 6 ачапа тăрса юлнă. Арăмĕ чĕре чирне пула 40 çулта чухне куçне яланлăхах хупнă. Мария Прокопьевна Аксури педагогика училищине пĕтернĕ хыççăн учительницăра ĕçленĕ. Асатте вара тепре авланнă, ватта юлнă хĕре — Зинаида Ивановна Полоруссовăна — качча илнĕ. Эпĕ çав асаннене кăна пĕлетĕп. Мĕншĕн тесессĕн, маларах асăнтăм ĕнтĕ, манăн тăван асанне ир вилнĕ. Вĕсем Беловкăра пурăннă. Николай Шелепи çав ялта çуралнă. Чăвашсем хăй вăхăтĕнче Çĕнĕ Ӳсел ятлă тутар ялĕнчен уйрăлса тухнă та Беловка ялне йĕркеленĕ. Белов хушаматран пулса кайнă вăл. Эпир Шелепи пирĕн ял çынни тесе шухăшлатпăр. Зинаида Полоруссова Николай Иванович Шелепин тăван шăллĕн Иван Иванович Полоруссовăн хĕрĕ пулать. Вĕсен 3 ача пулнă: Зина, Миша тата Феня. Асанне – тыл ĕçченĕ. Пурнăçĕ çăмăл килмен. Вăрçă хыççăнхи çулсенче çемье чăмăртама çăмăл пулман, качча кайма каччисем сахал пулнă. «Хамăн пурнăçра качча кайса куртăм», — хĕпĕртевне пытармасть вăл. Зинаида Ивановна 6 ачаллă арçынпа пĕрлешме хăраман. Çемье çавăрсан вĕсен тепĕр ача çуралнă. Асанне Зинаида Селиванова пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче 97 çул тултарчĕ. Унăн куçĕ халĕ те çивĕч. Вăл чăваш кĕнекисене, хаçат-журнала юратса вулать. Паянхи кунчченех ăслă-тăнлă калаçать. Çывăх çыннăмăр — лутрарах кĕлеткеллĕ, тăпăл-тăпăл хĕрарăм. — Сирĕн ачалăх асаннĕрпе иртнĕ пулĕ-ха… — Пирĕн атте çав ултă ачаран ялта пĕччен юлнă. Эпир çемьере тăваттăн ӳснĕ. Эпĕ – асли. Асанне пирĕн пата ялан килсе çӳретчĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче «Чăваш халăх юмахĕсем» кĕнекесем тухаççĕ. Илемлĕ, тĕрлĕ тĕслĕ вĕсем. Çав кĕнекесенчи юмахсене эпĕ пурне те илтнĕ. Асанне, 7 класс пĕтернĕскер, вулама çав тери юратнă. Вăл чăваш халăх юмахĕсене питĕ нумай пĕлет. Пире тĕлĕнсе каймалли юмахсем каласа паратчĕ. Çав вăхăтрах математикăна юрататчĕ. Пире кĕнеке вуласа паратчĕ. Вăл Николай Шелепине икĕ хут курнă. Николай Иванович Шупашкарта пурăннă. Вăл пĕрре Беловка ялне хăнана килнĕ-мĕн. Ун чухне асанне 6-ри ача пулнă. «Мана чĕрçи çине лартрĕ. Кучченеçсем илсе килнĕччĕ: хĕрлĕ эрех, канфетпĕремĕк, кĕнекесем… Çав шутра хăйĕн кĕнекисем те пурччĕ», — ăшшăн аса илет асанне. Николай Шелепине иккĕмĕш хут курнă чухне вăл вуннăра пулнă. Ун чухне унăн амăшĕ йывăр çын пулнă. Каярах Феня ятлă хĕрĕ çут тĕнчене килнĕ. «Ун чухне вĕсем аттепе иккĕшĕ калаçса ларчĕç. Николай Иванович тăван яла килес килет терĕ. Шупашкар çинчен, чăваш çыннисем мĕнле ырă кăмăллă пулни çинчен каласа пачĕ. Литература анинче пĕрле ĕçлекенсем пирки каласа кăтартрĕ», — кун пирки вăл пире пĕрре кăна мар пĕлтернĕ. Ку асанне юнпа тăван мар та, анчах чунпа, туйăмпа, хавалпа эпир унпа тăвансем. Вăл манăн пурнăçăма, шăпама пысăк витĕм кӳнĕ. Профессие суйласси те, литература анине кĕресси те унпа çыхăннă темелле. Тĕрĕссипе, аттепе аннен пире кĕнеке вуласа пама вăхăчĕ пулман. Атте колхоз председателĕ пулнă. Анне фельдшерта 40 çул ытла ĕçленĕ. Пирĕн ачалăх асаннепе иртнĕ. Çак кунсенче ун патне кĕрсе тухрăмăр. Кĕçĕн мăнукăн ачи, манăн мăнук çуралчĕ. Аня ятлă хутăмăр. Кĕçĕн мăнукĕн пĕрремĕш ачи вăл. Асанне манăн проза кĕнекисене 5-ĕшне те кăтартрĕ. «Алена, санăн калавусене юратса вулатăп», — терĕ. Эпĕ пĕчĕккĕ чухне калаçма, ыйтса пĕлме кăмăлланă-мĕн. «Шел те, вĕренеймерĕм, анчах чăваш литературине питĕ юрататăп», — тетчĕ вăл яланах. Ашшĕн тăван пиччĕшĕ Чăваш халăх поэчĕ пулни ăна мăнаçлантарнă. Шелепин ачисем нумай пулнă. Вĕсем пĕтĕмпех пирĕн ялта. Шелепин хĕрĕпе Ирина Полоруссовăпа чăваш халăх йăли-йĕрки çинчен калаçса ларатчĕç. Вĕсем — чăвашлăха юратаканскерсем. Чăнчăн пултаруллă çынсем. Халĕ те асанне хĕрне хаçат çырăнса пама ыйтать. Хăй çуратнă хĕрĕпе Марина Николаевнăпа пурăнать. «Мана чăваш хаçачĕсене çырăнса пар», — тет. Аксу районĕн «Ял пурнăçĕ» хаçатне нумай çул ĕнтĕ çырăнса илет. Эпĕ ăна «Канаш», «Хыпар», «Сувар», «Урал сасси» илсе кайса паратăп. Эпир куçлăхпа вулатпăр. Вăл куçлăхсăрах ăса хывать. Çавăн пекех вăл нумай сăвва пăхмасăр калама пĕлет. Чăваш сăввисене питĕ лайăх астуса юлать. Турри çивĕч ăстăн панă ăна. Вĕсем — чăн-чăн чăвашсем — Сирĕн ялта паян Николай Шелепине асра тытаççĕ-и? — Ялта Шелепи палăкĕ пур. Аксура та палăк пур. Николай Угаслов усламçă ырă-кăмăлĕпе питĕ пысăк палăк туса лартнă. Пирĕн ялти /Беловкăри/ палăк авторĕ — паллă скульптор Иван Яковлев. Беловка ялĕн клубĕнче музей пур. Чăваш халăх поэчĕпе çыхăннă япаласем упранаççĕ. Ăна çамрăк библиотекарь Евгения Кожеманова пăхса тăрать. Унăн упăшкин амăшĕ, пăянамăшĕ — Николай Шелепин тăванĕ. Николай Шелепин тăванĕсем ялта нумай. Шупашкарта чăваш çыравçисем Полоруссов—Шелепин вил тăпри çинчи палăкне çĕнетрĕç. Çавăн чухне Шелепин тăванĕсем пурте тенĕ пекех вунă пин тенкĕрен кая памарĕç. Хăшĕсем 40 пин тенкĕ кăларса тыттарчĕç. Çав укçана темиçе кунрах пуçтартăмăр. Ялйыш та хастар хутшăнчĕ. «Хамăр ял çынни, Шупашкара кайсан Богданкăри масар çине кĕрсен хамăр ентешĕн вил тăпри умĕнче пуç таймаллах», — терĕç. Беловка ялĕн çыннисене ĕлĕкренех: «Вĕсен чун-хавалĕ пысăк, вĕсем питĕ ырă кăмăллă», — тенĕ. Хăш-пĕр ял пирки — вĕçкĕнрех, теприсене усалрах теççĕ. Пирĕн ун пек мар. Пирĕн патра питĕ ырă кăмăллă çынсем пурăнаççĕ. Ак пырăр хăнана, хăвăр курса хаклăр. Николай Иванович Шелепин 140 çулхи юбилейне ирттерни асрах. Писательсем Шупашкартан, пĕтĕм Раççейрен килнĕччĕ. Уяв питĕ чаплă иртнĕччĕ. Халĕ ялта Шелепин тăванĕсем пурăнаççĕ. Вĕсен йăхĕнчи çынсем ăслă, талантлă. Вĕсенче урăхла вăй пур темелле-ши? Чăнчăн чăвашсем... Пирĕн ялта пуçламăш шкул пур. Кивĕ Тимушкел шкулĕн филиалĕ шутланать вăл. Унта хĕр тусăмсем Татьяна Ивановна Львовăпа тата Елена Васильевна Кожеманова тăрăшса ĕçлеççĕ. Вĕсем тĕлĕнмелле учительсем. Николай Шелепине халалланă концертсем, фестивальсем ирттереççĕ. Ачасене сăвăсем калаттараççĕ, пăхмасăр вĕрентеççĕ. Телее, пирĕн Беловка ялĕнче чăваш чĕлхи янăрать. Вĕсем альбомсем те кăлараççĕ, сăвă фестивалĕсем ирттереççĕ. Николай Ивановичăн юбилейĕ тĕлне регионсен хушшинчи сăвă калакансен конкурсĕ пулнăччĕ. Ах, мĕнле чаплă сăвăсем каларĕç ун чухне! Пурте Николай Шелепи сăввисене вĕреннĕччĕ. Халĕ ялти шкулта чăваш чĕлхин уйăхлăхне халалланă мероприятисем пыраççĕ. «Эпир хамăрăн паллă çыннăмăрăн, пĕрремĕш Чăваш халăх поэчĕн сăввисене калатпăр», — теççĕ вĕренекенсем. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Йывăрлăхра пуç усман

Шупашкар округĕнчи Шăнкас ялĕнче пурăнакан Людмила Васильева вăрçă хыççăнхи йывăр пурнăçа куç умне кăларчĕ. Аслă Çĕнтерĕве питех астумасть вăл, мĕншĕн тесен ун чухне 6 çулта çеç пулнă. Йывăрлăха тӳссе ирттерни вара унăн асĕнчен тухмасть.

«Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухнех фермăра ĕçлеме тытăннă. Анне унта вăй хуратчĕ. Çавна май ăна пулăшма çӳреттĕм: ирхине шкула кайиччен ĕне сума васкаттăм, каçалапа та унтах утаттăм. Атте вăрçăра вилнĕ. Килте йăмăк, ватă кукамай тата куккан ывăлĕ Коля пурччĕ. Кольăн ашшĕ вăрçăран таврăнайман, амăшĕ вара чирлесе çĕре кĕнĕччĕ. Тăлăхскере анне хăйĕн хӳттине илнĕ. Манăн йăмăкпа шăллăма та пăхмаллаччĕ. Унсăр пуçне аннене шелленĕрен вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшаттăм. Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн, анне чирлеме тытăнсан, хам ятранах фермăра ĕçлеме пуçларăм. Малалла вĕренес тĕллевпе каçхи шкула та çӳресе пăхрăм, анчах килти йывăр лару-тăрăва пула текех каяймарăм», — иртнĕ кун-çулне аса илчĕ Людмила Николаевна. Вăл Çĕрпӳ тăрăхĕнчи Анатри Кипекçе ялĕнче çуралса ӳснĕ. Тăрăшуллă хĕре 1958 çулта Чăваш АССРĕн Министрсен Канашĕн тата КПСС Чăваш обкомĕн йышăнăвĕпе «Республикăри чи лайăх доярка» ятне панă. 20 çулта чухне Шупашкар тăрăхĕнчи Шăнкаса качча килнĕ. Мăшăрĕ Юрий Васильевич пĕр вăхăт Ленин ячĕллĕ колхозра электрикре тăрăшнă. Людмила Николаевна вара каллех доярка ĕçне суйласа илнĕ. Пенсие тухсан та унтах вăй хунă. «Ун чухне фермăра ĕçлеме питĕ йывăрччĕ. Пур ĕçе те алă вĕççĕн тунă. Пире малтанах 10-шар ĕне уйăрса пачĕç. Каярахпа вара вĕсен йышне ӳстерсе пычĕç, 15-шер тивĕçрĕ. Пурне те алăпа сунă. Халĕ аппаратпа сăваççĕ, пур çĕрте те механизаци. Паянхи пурнăçпа эпĕ фермăра 100 çулчченех ĕçлетĕп пулĕ тесе шухăшлатăп, — шӳтлет кинемей. — Апатне те хамăрах йăтнă, тислĕкне тасатнă, çĕр улмине çуса выльăхсене çитернĕ… Пĕтĕмлетсе каласан, ĕçлеме çав тери йывăр пулнă. Ĕçтешсене пулăшма ачисем пыратчĕç. Манăн вара никам та çук. Çавах вĕсенчен юлмастăм. Общество ĕçне те хастар хутшăнаттăм: суйлав комиссийĕсенче, присяжнăйсен судĕнче ĕçлеттĕм. Унтакунта каймалла чухне ĕçтешсенчен пулăшу ыйтни те пулнă. Пĕр-пĕрне пулăшаттăмăр». Людмила Васильевăпа пĕрле вăй хунă Клавдия Игнатьева акă мĕнлерех хакларĕ ăна: «Людмила Николаевна питĕ тăрăшуллăскерччĕ. Ун чухне дояркăсем пур ĕçе те алă вĕççĕн пурнăçланă. Йывăр пулсан та пуç усман, малаллах талпăннă. Эпĕ ун чухне Шăнкас ферминче осеменаторта тата ферма ертӳçинче тăрăшнă. Людмила Николаевна ĕçчен, тăрăшуллă пулнипе асра юлнă». <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


«Чăваш ялĕнче выçă пурăнмарăмăр»

СССР Наукăсен академийĕн академикĕ М.А.Леонтович хĕрĕ Наталья 1934-2024 тата унăн амăшĕ Татьяна Петровна 1941 çулхи утă уйăхĕнче вăрçăран тарса çулла — Горький хулине, кĕркунне Хусантан 90 çухрăмри чăваш ялне çитсе вырнаçнă. Унта епле пурăнни çинчен Наталья Михайловна хăварнă аса илӳпе паллашма сĕнетпĕр.

«Унăн пуçламăшĕ питĕ кулăшла. Вăрçă пуçланнă чухне эпĕ 7 çултаччĕ. Пуçра çак шухăш вĕлтлетсе иртрĕ: «Ну, вăт, халь анне ман валли кĕпе çĕлеттермест ĕнтĕ. Мана мĕнле кĕпе шантарнине питĕ лайăх астăватăп: шуррине, чĕнтĕрлесе çĕленĕскере. Эвакуацие ытти çемьерен чылай маларах — утă уйăхĕн пĕрремĕш кунĕсенчех — кайрăмăр. Горький хулинчи тăвансем пирĕн валли дача йышăнса хунă, унта çул тытрăмăр: анне, няня, 13 çулти пичче Саша, эпĕ тата вăрçăччен çуралнă шăллăм Андрей. Анне пире унта хĕл каçарма хатĕрленнĕ. Анчах атте ĕçленĕ Наукăсен академине Хусана куçарнă, атте Горькие пычĕ те «эпĕ сирĕнтен хĕвел тухăçнерех пурăнма пултараймастăп» терĕ. Апла тăк çемьен Хусана куçмаллаччĕ. Унта каякан каçхи пăрахут çине лартăмăр. Анне çу каçмалăх туяннă, вăрах упранакан мĕн пур апатçимĕçе, çав шутра шутсăр нумай сахăра, çулла пĕр чарăнмасăр варени тума хатĕрленĕскере, Хусана илсе çитерчĕ. Унта пирвайхи уйăхсенче университетăн пысăк аудиторийĕнче пурăнтăмăр. Ăна çывăрмалли вырăн çине сармалли пусмапа чикĕлесе «пӳлĕмсем» ăсталанăччĕ, çемьесем вĕсенче пурăнчĕç. Аудиторие питĕ начар ăшăтатчĕç. Нӳрĕке пула йĕпеннĕ сахăра ăшăннă батарея пăрăхĕсем çине хурса типĕтрĕмĕр. 1942 çулхи çуркунне С.Хайкин физик Мускавра оборона тĕллевĕллĕ радиолокаци хатĕрĕсем тумалли лаборатори уçнă. Атте кунта ĕçлесе лайăхрах пулăшăп тесе Мускава таврăнчĕ. Анне Хусанта çемьене инженерстроитель специальноçĕпе мар, «хресчен хуçалăхĕнче туса илнĕ апат-çимĕçпе лайăхрах тăрантарăп» текен шухăш патне çитсе тухнă. 1942 çулхи çĕртме уйăхĕнче Хусантан 90 çухрăмри чăваш ялне пурăнма куçрăмăр. Унпа юнашарах тата икĕ чăваш ялĕччĕ, таврара тутар ялĕсемччĕ. Анне чăваш ялĕнче пурăнасси çинчен малтан тĕплĕн шухăшланă. Виççĕшĕ вăрманта вырнаçнă, кашнин тырă уйĕсем пĕчĕкчĕ, МТС тракторĕсемпе мар, хăйсен вăйĕпех сухалатчĕç, акатчĕç. Сăлтавĕ — МТС колхозсенчен техникăпа усă курнăшăн тыррăн пысăк пайне илсе юлни. Анне çынсенчен Хусан таврашĕнче хир нумаййи, унти ялсенче кăмакана улăмпа ăшăтма хăтланни çинчен ыйтса пĕлнĕ. Кун пек çĕрте пӳртре сивĕ пуласси, кăмака çинче ларма тивесси куçкĕрет. Асăннă чăваш ялĕсенче вара кăмакара çунтарма вутă пулнă. Эпир унта çитсенех анне колхоза ĕçлеме тухрĕ, пире няня пăхрĕ. 1942 çулхи утă уйăхĕнче анне колхоз выльăхĕ валли утă хатĕрлеме хутшăнчĕ. Вăл курăка çавапа лайăх çулма кĕске хушăрах хăнăхрĕ. Вырмана тухичченех ăна аванс — тырă — нумай пачĕç. Ăна çил арманĕпе авăртмаллаччĕ, çил тухса çунаттисене çавăрттарасса пурте кĕтетчĕç. Вĕрме тытăнсанах армана черет йышăнма чупатчĕç. Малтан çын патне хваттере кĕрсе пурăнтăмăр, кил хуçи хĕрарăмĕнчен сĕт туяннă, ăна çăкăрпа çинĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, чăвашсем лайăх пурăнатчĕç. Вĕсен географи вырăнĕ кил хуçалăхĕсене коллективизациленĕ хыççăн ытлăçитлĕ пурăнма май панă. Кашнинчех ĕне, çулталăкран иртнĕ тына тата пăру, темиçе сурăх пурччĕ, уя кăларакан ял кĕтĕвĕ пысăкчĕ. Анчах ял-йыша кĕçĕ аптăрататчĕ. Вĕтĕ сăвăс ӳте кĕрсе шал енчен çиетчĕ. Вăл чăвашсене пурне те, çав шутра аннене те, ерчĕ, çапах пурнăçа хăрушлăха кĕртсе ӳкерместчĕ. Атте шăршлă тикĕт ярса пачĕ, унпа анне кĕçĕтекен ӳтне темиçе кун сĕрнĕ хыççăн аптăратма пăрахрĕ. Иккĕмĕш чир — трахома — ял-йышшăн питĕ хăрушăччĕ. Унпа чирлекене эпĕ те куртăм: куç хупанки е куçăн шал енне, е тулашалла çаврăнса пĕтĕрĕнет — çын курми пулать. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Терентьев вăл – хăй пĕр театр

Ака уйăхĕнче, пурăннă пулсан, чăваш драматургийĕн пуринчен те хăватлăрах, тухăçлăрах ĕçлесе пынă çыравçи Николай Терентьев çуралнăранпа 100 çул çитмеллеччĕ. Ахальтен мар ăна «драматурги патши» те, «драматурги патриархĕ» те тетпĕр. Вăл – 50 ытла пьеса тата сценари авторĕ. Вĕсене 20 яхăн чĕлхене куçарнă. «Терентьев театрĕ пур», — тесе хăюллăнах калама пултаратпăр.

Паллах, ĕçне кура хисепĕ. Хисеплĕ ятсем чылай Николай Терентьевичăн. Вăл – РСФСР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш АССР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш халăх çыравçи, К.В.Иванов ячĕллĕ Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Кăшнаруй ялĕн хисеплĕ гражданинĕ т.ыт.те. Чăваш драма ăстипе çыхăннă паллă куна вăл çуралса ӳснĕ Канаш тăрăхĕнчи Кăшнаруй ялĕнче чаплăн, чыслăн паллă турĕç. Николай Терентьевăн пьесисем тăван республикăн тата пирĕн нумай нациллĕ çĕршывăн кураканĕсене халиччен те кăсăклантарнине палăртрĕç культура çуртне пуçтарăннисем. Каярах чаплă драматург пулса тăрасси çарран чупса çӳренĕ ачалăхранах пуçланнă теме пулать. Тăмран тĕрлĕ шăхлич тунă, çĕçĕпе каскаласа пĕчĕк урапасем ăсталанă. Шкулти драма кружокĕ чун киленĕçĕ пулса тăнă. Сăвă-калав çырасси те шкул çулĕсенченех аталанса пынă. Çемьере 5 ача çитĕннĕ. Асли – Вавил. Вăл Граждан вăрçинче хыпарсăр çухалать. Ывăлĕ Коля вăрçă хыççăн кун çути курнă пĕрремĕш пепки пулнăран та-ши — паян ырăсывă пурăнакан тăванĕсем амăшĕ ăна ытларах юратнине палăртрĕç. Н.Т.Терентьев ыттисенчен уйрăларах ӳссе пыни самана таппипе те çыхăннă-тăр. Çавăнпа унăн пурнăçĕнчи чылайăшĕ пĕлсех кайман хăш-пĕр самант историре юлма тивĕç. Тĕслĕхрен, пулас драматурга шартлама сивĕ çанталăкра хӳтĕлев сооруженийĕсем тума мобилизацилеççĕ. «Çĕр пĕр метр тарăнăш е ытларах та шăнса ларнă. Пирĕн çын çӳллĕш траншейăсемпе окопсем чавмалла пулнă. Кĕреçепе ĕçлеме май килмен. Шăннă çĕре лумпа, пуртăпа катнă. Ывăç тупанĕсем юнланса хăмпăланатчĕç…» — аса илнĕ вăл вăхăта Николай Терентьевич каярах. Е тата 1942 çулта Шупашкарти Чăваш театрĕн студийĕнче пысăк конкурс али витĕр тухса Мускаври Луначарский ячĕллĕ театр искусствин патшалăх институчĕн Чăваш студийĕнче вĕренме пуçлать. «Сталин стипендине» илсе тăма тивĕçлĕ пулать. «Театр институтĕнче Сталин стипендине пурĕ те 20 студент тивĕçнĕ. 8-шĕ - чăвашсем. Илеттĕм ĕнтĕ, анчах ăшра кулянса шухăшлаттăм: «Атте Сталин репрессине пула шар курнă. Шар курнă кăна мар, вилнĕ. Эпĕ вара унăн ячĕпе стипенди илетĕп?..» Николай Терентьев пĕр вăхăтрах артист та, драматург та пулнă. Паллах, çăмăл мар. «Артист ĕçĕ виçесĕр йывăр. Кун вĕçнелле вăй юлмасть, чуна кăларса илет. Хăш чух каçхи апата çимесĕр выртни те пулнă. Драматург ĕçĕ те канăçсăр. Чĕрене çунтармасăр сăнар тума çук…» — аса илнĕ Кăшнаруй ывăлĕ. Çав вăхăтрах – вĕреннĕ те вĕреннĕ… Театрта ĕçленĕ вăхăтра тăван чĕлхепе литературăна тĕплĕнрех тĕпчес тесе Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче, унтан аспирантурăра пĕлӳ пухать. Çакă те çителĕксĕр тет пулас та, Мускаври Литература институтне вĕренме каять. Çапла пурнăç тăршшĕпе ăс пухать Николай Терентьевич. <...>

Лидия ФИЛИППОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.